Хыпар 46-47 (28074-28075) № 28.04.2023

28 Апр, 2023

Трактор, медицина туризмĕ чăвашпа узбека çывăхлатĕç

Чăваш Ен кустăрмаллă «Агромаш» тракторсен çĕнĕ моделĕсене утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса Узбекистана ăсатма пуçлĕ. Çакăн çинчен Пĕтĕм тĕнчери «Иннопром. Вăтам Ази» промышленноç куравĕнче, кӳршĕ çĕршывра йĕркеленĕскерте, республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтернĕ.

Курава Ташкентра РФ Промышленноçпа суту-илӳ тата Узбекистанăн Инвестицисемпе тулашри суту-илӳ министерствисем йĕркеленĕ. Сумлă форума Чăваш Ен делегацийĕ те хутшăннă. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе кайнă йышра экономика аталанăвĕн тата промышленноç министрĕсем Дмитрий Красновпа Александр Кондратьев, ЧР Инвестици аталанăвĕн агентствин представителĕсем, регионăн пысăк промышленноç предприятийĕсен ертӳçисем пулнă. Ташкентра Чăваш Енре туса кăларакан тракторсемпе паллашма май пулнă. РФ промышленноç министрĕ Денис Мантуров регион ятарлă инвестици контракчĕн условийĕсене пурнăçланине пысăка хурса хакланă. Аса илтерни вырăнлă: пĕчĕк тата вăтам хăватлă тракторсен производствине локализацилемелли СПИК 2.0 контракта Чăваш Ен итальянсен Раççей рынокĕнчен пăрахса кайнă фирми вырăнне йышăннă Инди компанийĕпе пĕрле тӳрре кăларать. Локализаци шайĕ хальлĕхе 20% танлашать, ку СПИК 2.0 условийĕсемпе килĕшсе тăрать. Вăхăт иртнĕ май вара локализаци те ӳсмелле — 90% çитмелле. Олег Николаев Ази рынокĕ пирĕншĕн пысăк малашлăхлă пулнине палăртнă, çакă историпе те никĕсленнĕ: Раççей тракторĕсем кунта хăйсене унччен те япăх мар кăтартнă, унти условисенче лайăх ĕçленине çирĕплетнĕ. Курава тăратнă тракторсем тĕлĕшпе интерес чăннипех пысăк пулнă. Туянас кăмăллисем пур ĕнтĕ — техника пулас клиентсен кăмăлне туллин тивĕçтерет. Паянхи кун тĕлне Шупашкарти заводра кустăрмаллă тракторсене пысăк узелсенчен пухмалли универсаллă линие хута янă. Хăвачĕ — çулталăкра 1 пин таран трактор пухмалăх. «Агромаш» перекетлĕ, экологи тĕлĕшĕнчен таса пулнипе уйрăлса тăрать. Ку тракторсем тĕрлĕ отрасльте — ял хуçалăхĕнчен тытăнса вăрман хуçалăхĕ таран — усă курма меллĕ. — Хăш-пĕр детале «пĕçерсе» çитермелле те — эпир техникăна клиентсем патне ăсатма пуçламашкăн хатĕр. Пирвайхи партие утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче ăсатма палăртатпăр. Кăçалах темиçе çĕр трактор сутăнма пултарать, çитес çул вара — 2-3 пин, — тенĕ Олег Алексеевич. Паллах, «Иннопром» кăтартăвĕ Чăваш Еншĕн трактор тематикипе кăна иксĕлмест — ытти хыпар та самай. Олег Николаев çирĕплетнĕ тăрăх, регион предприятийĕсем атом энергетикипе ĕçлес тĕлĕшпе пысăк опыт пухнă — Узбекистанри АЭС строительствине хутшăнма хатĕр. Сăмахран, ВНИИР Бангладешри атом станцийĕ валли оборудовани ăсатнă, «Экра» тĕрлĕ çĕршыври 19 станцие хăйĕн продукцийĕпе тивĕçтернĕ. Чăваш Енри электротехника предприятийĕсем энергетика об±екчĕсен моделĕсене паян цифра технологийĕсемпе усă курса хатĕрлеççĕ. Раççейре туса кăларакан пĕтĕм электротехника продукцийĕн 70% яхăн пайĕ — Чăваш Ен тӳпи. Çак отрасльте 200 яхăн предприяти ĕçлет. Çавна май эпир, паллах, чăннипех пысăк ĕçсем тума пултаратпăр — Узбекистанăн электроэнергетика хуçалăхне тĕпрен çĕнетме пулăшмашкăн хатĕр. Çак ыйтусене Узбекистанăн энергетика министрĕн çумĕпе Акмал Жуманазаровпа сӳтсе явнă. Тĕлпулура энергооборудование çĕнетесси, энерги перекетлемелли технологисемпе усă курасси çинчен калаçнă. Аса илтерни вырăнлă: кăçал Чăваш Ен Узбекистана пирвайхи хĕвел модулĕсене ăсатнă. Чăваш Ене вара кӳршĕ çĕршыври пăхăр промышленноçĕн кластерне кĕме сĕннĕ — ку çăмăллăхсемпе усă курма май парать. Çак металл вара Чăваш Енри производствăсене те питĕ кирлĕ — чĕр тавар Узбекистанра самай. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Кăнна Кушкисем Аслă вĕрентекенĕмĕре асра тытаççĕ

Унта чăваш сасси янăрать, чăваш чунĕ пурăнать, унта сывлăшĕ те урăхларах, хĕвелĕ те хĕрӳрех хĕртет. Сăмах — Кăнна Кушки çинчен. Чăваш çырулăхĕпе наци шкулне никĕсленĕ Иван Яковлевăн тăван ялĕ тĕрлĕ регионти чăвашсене пĕрлештерекен вырăн пулса тăнă. Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче те мухтавлă педагогăмăр вун-вун чăваша çывăхлатрĕ. Чăваш ялĕнче аслă вĕрентекенĕмĕр çуралнăранпа 175 çул çитнине паллă турĕç.

Чăваш ачисен шкулĕ пулмаллах Кăнна Кушки айлăмра вырнаçнă, тăвайккинчен вăл ал лаппи çинчи пек курăнать. Иван Яковлев тăван ялне килсе унти вырăнсемпе киленсе çӳренĕ, вăй-хăват илсе кайнă. Ку тăрăх чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ-хĕрĕпе пуян: Иоаким Максимов-Кошкинский режиссер, Александр Алка сăвăç, Тихăн Петĕркки прозаик, Александр Тимпай çыравçă, Алексей Рекеев куçаруçă, Анна Казакова юрăç. Вĕсене сума суса ялта пысăк палăк лартнă, часавай çĕкленĕ. Кăнна Кушки — ял тăрăхĕн центрĕ. Унта ФАП, шкул, музей, часавай, библиотека, клуб пур. Анчах ял çултан-çул хухса пырать: 110 килте 150 çын пурăнать. Ытти çĕрти пекех çамрăксем хулана тухса каяççĕ, ялта ватă çын ытларах. Пенсие тухсан тăван яла таврăнакансем пурри кăмăла çĕклет. — Ĕлĕк çын нумайччĕ. Каçсерен вăййа тухаттăмăр, такмаксем шăрантараттăмăр, купăс сасси ял тăрăх ян каятчĕ. Музей вырăнĕнче ĕлĕк шкулччĕ, çавăнта вĕреннĕ эпир, общежитире пурăнаттăмăр. Шкулĕнче ачи те йышлăччĕ. Анчах юлашки çулсенче пушă пӳрт нумайланчĕ. Дачниксем хуларан килсе пахча çимĕç туса илеççĕ. Ял çыннисем района, хулана ĕçлеме çӳреççĕ. Кӳршĕ ялти колхоз Кушкă çĕрĕсем çинче тыр-пул лартса ӳстерет. Иван Яковлев ят-сумĕ пирĕн яла пĕтме памасть. Акă кӳршĕ ялтах /унта 70 яхăн çын пурăнать/ шывсăр нушаланаççĕ, асфальт çул çук, — ял пуласлăхĕшĕн пăшăрханнине пытармарĕ Валентина Лапаева. Ялти шкула сумлă ентешĕн ятне панă. Анчах унта 13 ача кăна вĕренет. Вĕрентӳ учрежденийĕн директорĕ Лариса Паргереева каланă тăрăх, шкул ачисем чăвашла вĕренеççĕ, чылай мероприятие чăвашла ирттереççĕ. Кашни çулах чăваш чĕлхин эрнисем, уйăхлăхĕсем йĕркелеççĕ. Вырăс ачисем те чăваш сăмахне ăса хываççĕ. Шкула упраса хăварма чĕнсе каларĕ Тутарстанри халăхсен ассамблейин ĕçтăвком ертӳçи Константин Яковлев, çав тĕллевпе унта чăваш ачисен интернат шкулне уçма палăртнине пĕлтерчĕ. Çак сăмах тӳрре тухасса шанас килет. Иван Яковлевăн музейĕн ертӳçи Алексей Пыркин каланă тăрăх, аслă педагогăмăАвтор сăн ӳкерчĕкĕсем ЯЛТАН ТУХНă çАМРăК çАВНАШКАЛ НУМАЙ ĕç ТУНИНЧЕН ПАЯН ТА ТĕЛĕНМЕ ПăРАХМАСТПăР. ВăЛ ХЫВНă НИКĕС ХАЛЬХИ ПУРНăçА ЙĕРКЕЛЕМЕ ПУЛăШАТЬ « » рăн еткерлĕхне упраса хăварас тĕллевпе чылай ĕç тăваççĕ. «Сумлă ентешĕмĕрсем пулăшнипе акă парк хута ятăмăр, халĕ унта уявсем иртеççĕ. Ял варринче часавай çĕкленсе ларчĕ. Музее çулталăкра 1500 яхăн çын пырать, тĕрлĕ регионтан килекен нумай. Аслă вĕрентекенĕмĕр пурнăçĕпе интересленни, паллах, кăмăла çĕклет. Вĕсен йышĕ тата ытларах пуласса шанатăп. Иван Яковлев пирĕншĕн тĕслĕх пулмалла, унран вĕренсе пымалла, кашни ĕçре унăн идейисене тĕпе хумалла, Яковлевăн çĕрĕ çине килсе пехил илмелле», — терĕ Алексей Александрович. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Пир кĕпе тăхăннăшăн – çул укçи тÿлевсĕр

Ĕçе чăваш наци кĕпи тăхăнса каяс шухăш ăсра тахçанах тĕвĕленнĕччĕ. Анчах ĕмĕтĕме пурнăçа кĕртме ниепле те май килменччĕ. Виçĕм кун, Чăваш чĕлхин кунĕнче, тинех мехел çитрĕ. Кĕпине хальхи йышшилле çĕлетнине мар, ĕлĕкхинех тăхăнас килчĕ. Ĕçтешĕм Нина Иванова Çĕрпӳ тăрăхĕнче пурăннă кукамăшĕн, Кĕтерук аппан, шурă пир кĕпине илсе килчĕ. Унăн аркисене вĕтĕ тĕрĕсемпе капăрлатнă. Сăмах май, ку кĕпене 110 çул каялла çĕленĕ. Мăй çыххи çакрăм, сурпан сырса хушпу та тăхăнтăм...

Хитре çи-пуçа водительсем кăмăллаççĕ Манăн чи малтан паянхи кун наци çи-пуçне тăхăннине çынсем, ĕçтешсем мĕнле хакланине, епле йышăннине пĕлес килчĕ. Çав вăхăтрах хама асаннепе кукамай вырăнне лартса пăхасшăнччĕ. Еплерех çӳренĕ вĕсем? Хăйсене епле туйнă килте тĕртсе тунă пиртен çĕленĕ кĕпепе? Ара, наци тумĕ костюм кăна мар, вăл халăх культури тата историйĕ, йăлисем тата пурнăç йĕрки. Вăл аваллăха, еткерлĕхе упрама пулăшать, халăх менталитетне палăртать. Çĕнĕ Шупашкарти мечĕт çумĕнче вырнаçнă çуртра тĕрлĕ халăх çынни пурăнать. Кунта тутарсем те, Кавказ тăрăхĕнчен килнĕ çамрăксем те пур. Хĕрсемпе хĕрарăмсем наци тумĕпе, вăрăм кĕпепе, тутăрпа çӳреççĕ. Çавăнпа урама тухсан мана, вăрăм пир кĕпе тăхăннăскере, никам та тĕлĕнсе пăхмарĕ. Пирĕн картишре ку — йĕркеллĕ пулăм. Шупашкара çӳрекен 220- мĕш маршрутка часах çитеймерĕ. Çавăнпа чарăнура чылай тăма тиврĕ. «Кун пек кĕпене хăш районта тăхăннă?» — чылайччен сăнанă хыççăн чăтаймасăр пырса ыйтрĕ пĕр хĕрарăм. Ăна кура чарăнури ытти çын та куç ывăтрĕ. Çăмăл машинăпа иртсе пыракансем те «выртсах» пăхрĕç. Маршруткăна ларсан ыйту тавраш паракан пулмарĕ. Республикăн тĕп хулине чиперех çитрĕм. «Регионсен хушшинчи сутуилӳпе курав центрĕ» чарăнуран Пичет çурчĕ еннелле утнă чухне те çăмăл машина водителĕ пиклеттерсех хисеп турĕ. Чăваш наци çи-пуçĕпе килни ĕçтешĕмсемшĕн те кĕтменлĕх пулчĕ. «Ай, кĕпи епле илемлĕ!» — терĕç пĕри те тепри. «Эпĕ сана палламан та», — тунмарĕ ĕç йĕркелӳçи. «Манăн мĕн пур кĕпене пĕрле илсен те санăнне çитеймеççĕ», — йăл кулчĕ кĕпе тăхăнма юратакан чиперкке. Тĕрлесе, чĕнтĕрпе капăрлатнă чăваш кĕпи, хĕрлĕ саппунĕ чăннипех илемлĕ! Чăваш чĕлхин кунĕ пулнă май Шупашкарти Иван Яковлевăн палăкĕ патне чĕрĕ чечексем хума васкарăм. Унта çитиччен, общество транспортĕнче те, урам хушшинче те: «Сирĕн çи-пуç питĕ илемлĕ!» — тесе темиçе çын та каларĕ. Патриархăмăрăн палăкĕ умне халăх йышлăн пухăннăччĕ. Кунта — культура сферинче ĕçлекенсем, чăвашлăха юратакансем, вĕрентекенсем, çамрăксемпе ачасем… Чылайăшĕ чăваш тĕрриллĕ блузка тăхăннă, тутăр-шарф уртса янă. Анчах пĕр ĕмĕр каяллахи кĕпе тăхăннă çынна тек асăрхамарăм. Çавна май чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсем пыра-пыра сăмах пуçарчĕç, ыйтса пĕлчĕç… Чĕмпĕрте тухса тăракан «Канаш» хаçатра ĕçлекен Елена Алексеева-Аксупи асăнмалăх сăн ӳкерĕнме кăмăл турĕ. «Ĕçтешĕмсене кăтартас, каласа парас кăмăлăм пур. Журналистсен акă еплерех пулмалла», — терĕ вăл. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Патшалăх пулăшни фермера хавхалану кÿрет

Вăл — Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи фермерсенчен чи çамрăкки. Çав вăхăтрах — чи харсăр, чи маттур ĕçлекенĕсенчен пĕри те. Хресчен-фермер хуçалăхĕн ертӳçин Андрей Григорьевăн çĕрĕсемпе фермисем Октябрьски сали çывăхĕнче вырнаçнă.

Куçа уçсан пуçланать те... Эпир пынă чухне вăл çĕнĕ ферма тума хатĕрленнĕ вырăнта тракторпа çĕре тикĕслетчĕ. Апат вăхăчĕ çывхарнине шута илсе пире хăйĕн кантурне йыхравларĕ. Кунтах, иккĕмĕш хутра, вăл мăшăрĕпе тата пĕчĕк ывăлĕпе пурăнма хăтлă кĕтес меллештернĕ. Çапла майпа вăл пĕр вăхăтрах ĕçре те, килте те! «Маншăн ĕç — чун киленĕçĕ. Чăваш çыннишĕн ĕç чун киленĕçĕ вырăнĕнче. Куçа уçсан ĕç пуçланать те пуçа минтер çине хурсан вĕçленет. Ĕçлесен манăн чун канать», — калаçăва сыпăнтарчĕ Андрей Вячеславович. Ăна, тĕрĕссипе, Октябрьски хутлăхĕ сăпкара сиктермен. Вăл Комсомольски салинче 1985 çулта çуралнă. Комсомольскинчи 1-мĕш шкулта вĕреннĕ. Аттестатлă пулнă хыççăн Шупашкарти коопераци институтĕнче пĕлӳ илнĕ. Унтан пысăк лавкка управляющийĕн çумĕнче ĕçленĕ. Каярахпа паллă тепĕр сетьре хăйĕн вăйне тĕрĕсленĕ. Пур çĕрте те ăна çамрăк пулнине пăхмасăрах ертсе пыракан должноçсем шанса панă. «Мĕншĕн ял хуçалăхне ĕçлеме куçнă тетĕр-и? Йăлтах ăнсăртран пулса тухрĕ. Мĕн ачаран чĕр чунсене юрататăп. Эпĕ ача чухне аттепе анне виçĕ ĕне усратчĕç. Вĕсене выльăх пăхма яланах пулăшаттăм. Çемьере виççĕн пĕртăван эпир. Кунсăр пуçне аттепе анне тепĕр виçĕ ачана усрава илнĕ. Сĕнтĕрвăрри округĕнчи пĕр хуçалăх ертӳçи: «Атя, фермер ĕçне пикен, хамăн фермăна сана тара парăп», — тесе пуçа çавăрчĕ. Малтанах килĕшме те хирĕç марччĕ. Кайран шухăша улăштартăм. Шĕнерпуçра ферма туянтăм. Сăмах май, унта пирĕн халĕ те ферма пур. Çапла вара 2015 çулта ял хуçалăх сферинче ĕçлеме тытăнтăм. 2016 çулта ферма туяннă хыççăн çу уйăхĕнче ăратлă вунă ĕне илсе килтĕмĕр. Йăлтах çавăнтан пуçланчĕ», — калаçăва тăсрĕ Андрей Вячеславович. Вăл Октябрьски салине 2017 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче килнĕ. Унта куçнă чухне ĕне шучĕ 70 пуç пулнă. Вĕсенчен сăвăнаканни — 35-40 пуç. Çĕнĕ вырăна килсен кӳршĕллĕ хуçалăхран ĕнесем тата туяннă. Çапла майпа фермер хуçалăхĕнче сăвăнакан ĕне шучĕ 110 пуçа çитнĕ. «Çулталăк харăсах икĕ ферма тытрăм. Кайран ăнланса илтĕм: техника та, çынсем те çитмеççĕ. Шĕнерпуçри фермăна хупса кунта теприне хута ятăм. Ăна кӳршĕ ялти хуçалăх ертӳçи çĕкленĕ. Юсав ĕçĕсем туса ăна кăштах улăштартăмăр. Хута ярсан тепĕр фермăри выльăхсене те куçарса килтĕмĕр. Ку 2018 çулхи ака уйăхĕнче пулчĕ. Кунта пурин валли те вырăн çитместчĕ. Мăйракаллă шултра выльăх халĕ — 400 пуç. Сăвăнаканнисем 150 пуç ытла. Пирĕн пĕтĕмпе тăватă доярка, пăру пăхакансем пур. Пĕр тракторист фермăра вăй хурать, тепри хирте ĕçлет. Тăватă скотникрен пĕри — çĕрле, виççĕшĕ кăнтăрла вăй хураççĕ. Çĕр лаптăкĕ 500 гектар ытларах. Пĕлтĕрхи кĕркунне люцерна акса хăварнăччĕ. Çуркунне тата 100 гектар акрăмăр. Унсăр пуçне 60 гектар çурхи тулă акса хăвартăмăр. Кĕрхи тулă 75 гектар йышăнать. Ăна тĕрлĕ им-çампа апатлантартăмăр. Куккурус акма çĕр хатĕрлерĕмĕр. Халĕ çĕнĕ сеялка килессе кĕтетпĕр. Ăна грант укçипе туянăпăр. Грант нухрачĕпех кормораздатчик илтĕмĕр», — ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ фермер хуçалăхĕн ертӳçи. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Çĕр типет, çур акине васкатать

Уй-хир техника кĕрлевĕпе тулнă. Сĕнтĕрвăрри округĕнчи Михаил Тагеев фермер хуçалăхĕнче те хĕрӳ тапхăр пырать: ĕçченсем кĕрхисене апатлантараççĕ, урпа акаççĕ.

Хире — паха вăрлăх Тăри сассине хупласа хирте техника кĕрлет. Дмитрий Артемьев «Кировец К-525» трактортан кăкарнă «FEAT AGRO» сеялкăпа урпа акать. Вăл 4-5 метр сарлакăш илсе пырать. Вăрлăхпа пĕрлех удобрени те хывать. Хăватлă агрегата кăçал лизингпа туяннă. «Кировец К-525» тракторпа виççĕмĕш çул усă кураççĕ. Çĕнĕ техника укçатенке, вăхăта перекетлет, ĕç пахалăхĕ ӳсет. Владимир Павлов «МАЗ» машинăпа хире вăрлăх, удобрени турттарать. Çак ĕçе те механизациленĕ. Тулли михĕсене унчченхи пек алă вĕççĕн тиесе тата пушатса нушаланмаççĕ. Прицепри вăрлăх тӳрех бункера тулать. «Çĕнĕ техникăпа ĕçлеме лайăх, хăвăртрах пулать. Ытти çулхипе танлаштарсан, кăçал хирте çăрăлмасть, сухаласа акма çăмăлрах. Çанталăк та чăрмантармасть, çавăнпа хавхаланса ĕçлетпĕр. Ир-ирех акма тытăнатпăр та каçченех уйран кĕместпĕр. Апатне хире илсе килеççĕ», — ăнлантарчĕ водитель. Калаçса тăнă вăхăтра машинăпа юнашар хăватлă трактор çитсе чарăнчĕ: бункерта вăрлăх пĕтнĕ-мĕн. Ăна тултарнă май Дмитрий Артемьев ĕçĕпе паллаштарчĕ. Çамрăк çын ял хуçалăхĕнче пилĕк çула яхăн тăрăшать. Ака-сухара — трактор, вырмара комбайн шанса параççĕ ăна. «Çанталăк типĕ тăрсан та пур лаптăкра çĕр пиçсе çитеймен. Тăмпа хутăш çĕр çинче техникăпа ĕçлеме йывăр. Хура тăпраллă лаптăкра çĕр маларах типнĕрен трактор çăмăллăн каять, ана тикĕс, илемлĕ курăнать. Çанталăк уяр тăрсан ака-суха вăраха каймалла мар. Çак тапхăра килĕштеретĕп. Çулсерен çур акине хавхаланса кĕтетĕп, çĕр ĕçĕнче вăхăт иртнине те сисместĕп. Унччен çак хирсенче икĕ-виçĕ трактор акнă, халĕ хăватлă техника туяннă хыççăн иккĕн — водительпе механизатор кăна — пурнăçлатпăр», — палăртрĕ вăл. Бункер вăрлăхпа тулсан калаçăва вĕçлесе тракторне тапратрĕ те ĕçе пикенчĕ. Çур акинче кашни сехечĕ хаклă-çке. Ĕççине вăхăтра ирттерме удобрени, çунтармаллисĕрмелли материалсем, вăрлăх çителĕклех хатĕрленĕ. Сăмах май, хире паха вăрлăх кăна кăлараççĕ. Элита сортсене Вăрнар округĕнчи «Санары» агрофирмăран унчченех туянса хунă. «Çуркунне ир, типĕ килнĕрен çĕр хăвăрт типет. Тăпрара нӳрĕк пур чухне çурхисене акса, кĕрхисене апатлантарса юласшăн. Ĕçĕ пайтах. Пирĕн тăрăхра лаптăксем каярах юлса пулаççĕ. Çавăнпа акана нумай пулмасть тухрăмăр. Хальлĕхе 100 гектар ытла çурхи урпа акрăмăр. Пурĕ вара 1 пин гектар «шуратса хăвармалла». Кĕрхи культурăсем 750 гектар йышăнаççĕ. Çывăх вăхăтра ăна та удобренипе апатлантарса пĕтересшĕн. Лаптăка икĕ агрегат кăларнă, — ăнлантарчĕ Михаил Тагеев фермер. — Иртнĕ çул ку вăхăтра хирте юр ирĕлсе пĕтменччĕ. Кăçал акана ир тухрăмăр». Фермер хуçалăхĕн усă куракан çĕр 1900 гектар. Кăçал 900 гектар арендăна илнĕрен ĕç палăрмаллах хушăннă. Çапах палăртнине вăхăтра вĕçлесси пирки иккĕленмест вăл. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   ♦


«Хакас чăвашĕ шупăр туянчĕ»

Тăван чĕлхене упраса хăварас, аталантарас тĕллевпе вăл чăваш юррисене шăрантарать, сцена çине чăваш тумĕпе тухать, тулайри йăхташăмăрсем патне çитет. Эстрада юрăçи Владимир Леонтьев паян — «Хыпар» тĕпелĕнче.

«Анне чăваш юррисене нумай пĕлетчĕ»

— Ахăртнех, эсĕ пултарулăх çыннисен çемйинче çитĕннĕ? — Мана шкулта вĕреннĕ чухнех пĕччен юрлаттаратчĕç. Музыкăна Сергей Воробьев вĕрентетчĕ. Арăмĕ акăлчан чĕлхипе пĕлӳ паратчĕ. Вĕсем пирĕн ялта, Красноармейски тăрăхĕнчи Карайра, иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче, вокалпа инструмент ансамбльне йĕркеленĕччĕ. Вăл вăхăтра кашни клубра тенĕ пекех вокалпа инструмент ансамблĕсем пулнă. Каçхине ташă каçĕсене те çавсемпе ирттернĕ. 1985 çулта шкул пĕтертĕм те çара кайрăм. Хĕсметрен таврăнсан Мускаври Щепкин ячĕллĕ училищĕне каяс шухăш пурччĕ. Унта пултаруллă çамрăксене 5 çулта пĕрре кăна илетчĕç. Темиçе çул кĕтмеллеччĕ те — артист пулас шухăша пăрахăçларăм. Красноармейски райадминистрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ Владимир Серафимов мана Хусанти культура институтне вĕренме ячĕ. Методиста, культура ĕçĕн йĕркелӳçине вĕренме пуçларăм. Анчах юрлас килнипе Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищине куçрăм. Вĕреннĕ вăхăтрах, 4-мĕш курсра, юрăпа ташă ансамблĕнче ĕçлерĕм. 1992 çулта Морис Яклашкин патне хора куçрăм. Каярахпа телерадио хорĕнче юрларăм. Унтан Хусанти консерваторие вĕренме кайрăм. Пĕр çул пĕлӳ илнĕ хыççăн 2000 çулта Шупашкара культура институтне куçрăм. Вĕреннĕ вăхăтрах, 1999 çулта, эстрадăра юрлама пуçларăм. Пĕрремĕш концерта пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче Трактор тăвакансен культура керменĕнче йĕркеленĕччĕ. Халăх нумай пуçтарăннăччĕ. Кайран концерт хыççăн концерт лартма пуçларăм. Студент чухнех виçшер концерт йĕркелеттĕм тата районсем тăрăх çӳреттĕм. Аттепе анне иккĕшĕ те пултарулăх çыннисем пулнă. Анне Роза Ивановна Элĕк тăрăхĕнченччĕ. Питĕ нумай юрă пĕлетчĕ. Культура училищинче вĕреннĕ чухне унăн юррисене юрлаттăм. Атте Виталий Леонтьевич хăй вăхăтĕнче колхозра ĕçленĕ. Ĕлĕк Мăнкунра ратнесем 12 киле çитетчĕç. Унта ӳсĕрĕличчен ĕçмен, сăрапа кăна çырлахнă. Кашнин патне çитсе кăмăла уçса савăнма пĕлнĕ. Халĕ çав йăла пĕтрĕ. Çемьере эпир улттăн ӳснĕ. Халĕ, шел, виççĕн кăна пурăнатпăр. Шăллăм Юрик купăс калатчĕ. Олег та купăс ăста калать. Эпĕ фортепьяно калама вĕреннĕ. Манăн ятарлă журнал пур. Ăна 1999 çултанпа çыратăп. Ку — архив. 1999 çулта концерта кĕме билет 25 тенкĕ тăнă, халĕ — 600 тенкĕ. — Республика тулашне концертпа нумай çӳренĕ-и? — 2005 çулта Культура институтĕнчен вĕренсе тухрăм. 2007 çултан тулашри чăвашсем патне çӳреме тытăнтăм. Питĕ нумай çыхăну йĕркелерĕм. Самар, Ульяновск, Оренбург облаçĕсенчи, Тутарстанпа Пушкăртстанри чăваш ялĕсене çитрĕм. Тюменьте икĕ хутчен пулма тӳр килчĕ. Унта пире чăваш Акатуйне чĕннĕччĕ. — Республика тулашĕнчи чăвашсем мĕнле йышăнаççĕ? — Аякри йăхташсем патĕнче 2007 çултанпа 1 пин ытла концерт лартнă. Çулла утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче тухса каяттăмăр. 25-мĕшĕччен 20 концерт пулатчĕ. Канмалли кунсенче кунне икшер-виçшер концерт лартнă. Самар облаçĕнче 200 яхăн чăваш ялне пĕлетĕп. Кирек хăш района асăнсан та ял ячĕсене калаятăп. Кашни ялĕ куç умĕнче. Вĕсенче пире питĕ лайăх кĕтсе илеççĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   


Хурăнкассинчи çăтмахра…

Муркаш округĕнчи Хурăнкассинче 30 кил хуçалăхĕнче 70 çын ытла пурăнать. «Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă», — тенĕ. Владимир Алексеев староста пуçарăвĕпе ял çыннисем тăван ене илемлĕ те хăтлă тăвассишĕн, пурнăç шайне лайăхлатассишĕн вăй-халне, вăхăтне шеллемеççĕ.

Çул тăваççĕ, шыв кĕртеççĕ… Хурăнкасси çăтмахра вырнаçнă тейĕн. Юнашарах вăрман кашласа ларать, тарăн та пысăк пĕвесем сарăлса выртаççĕ. Хĕлле те, çулла та халăх татăлма пĕлмест кунтан. Çу кунĕсенче пĕчĕк ял шăв-шавпа тулать. Хулара тĕпленнĕ çынсем канмалли кунсене, отпуска çемйипех ялта ирттерме кăмăллаççĕ. Илемлĕ те чуна çывăх тăван ене нимĕнпе те улăштараймăн. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн яла пурăнма куçакан та пур. Ахăртнех, Хурăнкассинчи çăтмах вырăн Аркадипе Юрий Скворцов çыравçăсене те, Николай Яковлев ӳнерçе те пултарулăха аталантарма пулăшнă. Юлашки çулсенче ял куç умĕнчех аталанать. Хурăнкассисем пуçаруллă бюджет программине хутшăнма çулсерен проектсем тăратаççĕ. Укçа-тенкĕпе перекетлĕ усă курни, кашни утăма тĕплĕн шухăшласа туни курăмлă ĕçсем тума май парать. Юлашки вăхăтра кунта спорт лапамĕ йĕркеленĕ. Мероприятисем ирттерме сцена, канмалли вырăн тунă, пĕвесене тасатнă, çăлсене юсаса карта тытнă. Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа республикăри ялсене уйăрнă 100 пин тенкĕпе Хурăнкассисем укăлчана йĕркене кĕртнĕ. Мĕн тунипе лăпланса лармаççĕ хастарсем. Хурăнкассинче — икĕ урам. Вĕсене темиçе çул каяллах асфальт сарнă. Вăхăт иртнĕ май вăл самай арканнă. — Ял халăхĕпе пуçтарăнса калаçнă хыççăн çула тĕпрен юсама йышăнтăмăр. Пуçаруллă бюджет программипе пĕр урамра асфальт сарасшăн. Малтанлăха палăртнă тăрăх, патшалăх пулăшăвне пăхмасăр кашни кил хуçалăхĕнчен 10-12-шер пин тенкĕ ытларах пуçтарма тивĕ. Сметăпа проект докуменчĕсене хатĕрлесе пĕтерсен тăкак йăлтах курăнĕ. Укçа çитеймесен хушма тивĕ-и, тен? Чăн та, хăшне-пĕрне эпир час-часах укçа пуçтарни тивĕçтермест. Кун пеккисене: «Ютсем валли мар, хамăр ырлăхшăн тăватпăр. Эпир тăрăшмасан никам та килсе юсаса памĕ», — тесе ăнлантарсан килĕшеççĕ. Иртнĕ çулсенче пуçаруллă бюджет программипе ялти шыв пăрăхĕсене улăштартăмăр. Çивĕч ыйту тинех татăлчĕ. Халĕ таса шывпа чăрмавсăр усă кураççĕ. Апла укçа хывни, тăкакланни хăйсенех таврăнчĕ, — терĕ староста. <...>

Лариса НИКИТИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.