Хыпар 45 (28073) № 25.04.2023
Кашни килте тăван сăмах янăратăр
«Чĕлхе — асамлăх, пурлăх, чăн элем, Чĕлхе пиллет пурсăмăра пуласлăх. Чĕлхе çут ăраскал, телей пиллет, Чĕлхе кулленкун парнелет хаваслăх», — çапла шăрçаланă Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши. Чăваш чĕлхин кунĕнче тăван сăмах сасси уйрăмах ирĕклĕн янăрать, чăваш культурипе халăх историйĕ çинчен ытларах калаçаççĕ. Çав кун эпир чăваш халăхĕн çĕнĕ çырулăхне тата наци шкулне никĕсленĕ Иван Яковлева аса илетпĕр. Вĕрентÿ, культура учрежденийĕсенче чăваш чĕлхипе çыхăннă мероприятисем иртеççĕ.
И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ аслă вĕрентекенĕмĕр ячĕпе çуллен конференцисем, семинарсем, тĕлпулусем йĕркелет. «Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ хăйне евĕрлĕ институт пулнă. Унта сăнав лабораторийĕсем, ăс-хакăла аталантармалли пÿлĕмсем, пултарулăха туптамалли концерт залĕ тата ытти пулнă. Тĕрлĕ отрасль валли кадрсем хатĕрленĕ. Яковлев педагогики çинче наци вĕрентĕвĕ никĕсленнĕ», — палăртнă ЧППУ ректорĕ Владимир Иванов. Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче вырăс тата чăваш филологийĕпе культурологи кафедри пуçарнипе «Иван Яковлев еткерлĕхĕ» онлайн олимпиада иртнĕ. Сумлă патриархăмăр пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕпе çыхăннă ыйтусене хуравланă. Олимпиадăна 2500 яхăн çын хутшăннă, вĕсенчен 275-ĕшĕ 100 балл пухнă. Пурне те электрон сертификат панă, çĕнтерÿçĕсене Дипломпа чысланă.
Ака уйăхĕн 25-27-мĕшĕсенче педуниверситетра «Яковлев вулавĕсем» иртеççĕ. Пĕтĕм тĕнчери наукăпа практика конференцине Раççейри, Беларуç Республикинчи, Кăркăсстанри, Узбекистанри, Шри-Ланкăри, Китайри ученăйсемпе педагогсем хутшăнĕç. Вĕсем наци культурине упрассипе тата аталантарассипе, патриот воспитанийĕпе çыхăннă ыйтусене хускатĕç. Иван Яковлевăн музейĕнче те çак кунсенче тĕрлĕ мероприяти пулнă. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ
♦ ♦ ♦
Аслашшĕ тĕслĕх вырăнĕнче пулнă
Туркмен каччи Мухаммедали Сабиров Чăваш Ене И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн ют чĕлхесен факультетне вĕренме килсен чăваш чĕлхипе интересленме пуçланă. Халĕ вăл чăвашла ирĕклĕнех калаçать. Унтан та ытла — чăваш чĕлхине ытти тĕрĕк чĕлхисемпе танлаштарса диссертаци çырма ĕмĕтленет.
«Эпĕ Туркменистанри Дашогуз хулинче çуралса ÿснĕ. Çемьере иккĕн пулнă. Манăн пичче пур. Атте ШĔМ тытăмĕнче ĕçлет. Анне — адвокат. Эпĕ мĕн пĕчĕкрен чĕлхесемпе интересленнĕ. Маншăн асатте тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Вăл питĕ нумай чĕлхе пĕлет. Чăваш патшалăх университетне мĕншĕн суйласа илнĕ тетĕр-и? Унта ют çĕршывран килекен студентсем валли квотăллă вырăнсем пур. Кунта лекнĕшĕн каярахпа питĕ хĕпĕртерĕм. Эпĕ мĕн ачаран тĕрлĕ чĕлхе вĕренме кăмăлланă. Кунта киличчен вырăс, акăлчан, туркмен, узбек, турккă, азербайджан чĕлхисене пĕлнĕ», — çапла пуçларĕ калаçăва Мухаммедали.
Университетра вĕсене 1-мĕш курсра чăваш чĕлхине вĕрентме пуçланă. Çавăн чухне Мухаммедали Сабиров чăваш чĕлхине тишкерме тытăннă. Вăл тĕрĕк чĕлхисен йышне кĕни ăна пушшех хавхалантарнă. Аслă шкул преподавателĕсем, чăваш чĕлхине вĕрентекенсем нумай пулăшнине палăртрĕ çамрăк. Уйрăмах Елена Чекушкинăна ырăпа асăнчĕ. «Каярахпа ялти шкулта ĕçлеме пуçларăм. Унти педагогсем те мана чăваш чĕлхине ăса хывма пулăшрĕç. Çав вăхăтрах шкул ачисем те айккинче юлмарĕç. Эпĕ вĕсене акăлчан чĕлхине, вĕсем мана чăваш чĕлхине вĕрентеççĕ. Тĕрĕссипе, чăваш чĕлхине вĕренме йывăр пулмарĕ. Мĕншĕн тесен эпĕ темиçе тĕрĕк чĕлхине пĕлетĕп-çке. Манăн асанне пушкăрт хĕрарăмĕ пулнă. Çавăнпа пушкăртла тата тутарла пĕлетĕп. Ытти чĕлхепе танлаштарсан, чăваш чĕлхи мана уйрăмах килĕшет. Вăл — пăлхар ушкăнĕнчи упранса юлнă пĕртен-пĕр чĕлхе. Çĕр чăмăрĕ çинчи чи авалхи чĕлхесенчен пĕри! Вăл чĕлхен авалхи вариацисене упраса хăварма пултарнă. Ытти тĕрĕк чĕлхи тĕне тата патшалăх витĕмне пула улшăнса пынă. Туркмен чĕлхинче, сăмахран, узбек, араб, перс сăмахĕ нумай. Чăваш чĕлхи авал мĕнле пулнă, çавăн пекех упранса-сыхланса юлнă. Çав тери çемçе, çепĕç чĕлхе», — хавхаланса калаçрĕ Мухаммедали. <...>
Роза ВЛАСОВА
♦ ♦ ♦
Пĕр-пĕрне килĕштерни кирлех
«Çемьере упăшкипе арăмĕ пĕр-пĕрне килĕштерни кирлех çав. Юратнă çынна çилленме те, кÿренме те çук. Унталла, кунталла утатăн та — кăмăл пăсăлни часах иртет», — çур ĕмĕр ытла мăшăрлă пурнăçпа пурăнакан Юлия Каткова каланă çак сăмахсем ылтăнпа танах.
Александрпа Юлия Катковсем пĕр ялтах — Красноармейски округĕнчи Тусайра — çуралса ÿснĕ. Анчах урăх урамра çитĕннĕрен ача чухне пĕрле выляман, шкул çулĕсенче те тĕл пулса калаçман. «Эпĕ мăн урамра ÿснĕ. Клуб пирĕн енче пулнă. Эпир, тĕрĕссипе, клуба та тухсах çÿремен-ха. Библиотека умĕнче пухăнаттăмăр», — аса илчĕ Юлия Васильевна çамрăклăх çулĕсене. Александр Петрович тепĕр урамра пурăннăран ку енне килсех çÿремен. Хĕре салтакран таврăнсан тин асăрханă. Куç хывнă... Майĕпен хĕрпе каччă хушшинчи туслăх вăй илсе пынă. Кĕçех юрату хĕлхемĕ çамрăк икĕ чĕрене вут хыптарнă. Çулталăк ытла хĕрпе каччă пек çÿренĕ вĕсем.
Пĕррехинче Юльăна кÿршĕсем патне хăнана килнĕ йĕкĕт асăрханă. Шухăскер нумай шухăшласа тăман — вăрласа кайма хатĕрленнĕ. Юрать, Александр вăхăтра сиснĕ: савнине юта парса яман, килне илсе кайнă. Çапла Тусайра çĕнĕ çемье чăмăртаннă. «Утă уйăхĕн вĕçĕнче илсе кĕчĕç мана. Çакăн хыççăнах çĕр улми ани валеçсе пачĕç. Çавна май палăртнă вăхăтра ял канашне çырăнма каяймарăмăр. Тепĕр çулне тин ача çуратса больницăран тухнă хыççăн мăшăрланни çинчен пичет ларттартăмăр», — каласа кăтартрĕ Юлия Васильевна.
Çамрăк çемье хунямăшĕпе пĕрле пурăннă. Александр Петрович «Досаево» колхозра трактористра, Юлия Васильевна дояркăра ĕçленĕ. «Шупашкартан бухгалтера вĕренсе килнĕ хыççăнах хуçалăхра ĕç вырăнĕ пулмарĕ. Фермăна кайрăм. Унта ĕçленĕ вăхăтра икĕ ача çуратрăм. Кайран вара бухгалтерие куçрăм. Унта 25 çул вăй хутăм», — аса илчĕ кил хуçи арăмĕ.
«Атте пулманран манăн пĕчĕклех ĕçе кÿлĕнме тивнĕ, — калаçăва хутшăнчĕ кил хуçи. — Эпĕ 12 çултах колхоза çÿреме пуçланă. Ĕç кĕнекине çав вăхăтран çырма тытăннă. Утă патне илсе кайнă пире. Лашапа хире тислĕк турттарнă, çĕр улми купаланă». Александр Петровичăн ĕç стажĕ 40 çултан та иртнĕ. Çамрăклах колхозра ĕçлеме пуçланă та тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван хуçалăхра вăй хунă вăл. ДТ, комбайн, ЮМЗ... Хуçалăхра мĕнле техника пулнă — пурне те çÿретме пултарнă. Кĕрхи уй-хир ĕçĕсем вĕçленсен колхозри арçынсене вăрман касма илсе кайнă. Унтах выртса тăнă вĕсем. Отпуск та, канмалли кун та пулман. Çур аки пуçлансан хире тухнă. Тырă акмалла, унтан вырса кĕртмелле... Çапла çул хыççăн çул иртнĕ. «Килтен ирхине ирех тухса кайнă та сĕм çĕрле килсе кĕнĕ. Халĕ юр та тытмаççĕ. Эпир хĕлле хирте юр тытнă. Вăрмантан çур аки тума кăна килнĕ. Ывăлсене те ахаль лартман. Хампа пĕрле ĕçлеттернĕ. Прицепщике илсе çÿреттĕм», — терĕ Александр Петрович. Колхозра ĕçленĕ çулсене Юлия Васильевна та кăмăллăн аса илчĕ: «Ĕçлеме лайăхчĕ ун чухне. Ирсерен радиопа чĕнсе ĕçе кăларатчĕç. Халăх йышлăччĕ, хаваслăччĕ. Ывăннине те туйман». Пархатарлă ĕçшĕн мăшăр тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать