Хыпар 40-41 (28068-28069) №№

14 Апр, 2023

Тухăçĕ ÿсет, хакĕ чакать

Чăваш Енри Агропромышленноç комплексĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен правительство комиссийĕн тата ЧР Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ. Ăна регион ертÿçи Олег Николаев ертсе пычĕ.

Хăмла отрасльне — çĕнĕ шая

Иртнĕ çул аграрисемшĕн тухăçлă пулчĕ. Тырă, çĕр улми, пахча çимĕç ăнса çитĕнчĕ. Тырă пÿлмене 1 миллион тонна ытла кĕнĕ. Анчах рынокра чĕр тавар ытлашши пулнăран хакĕ икĕ-виçĕ хут чакни паян çĕр ĕçченĕн кăмăлне хуçать. Тупăша тăкаксем çăтсах пыраççĕ. «Эпир Чăваш Республикин патшалăх резервне икĕ хутчен пысăклатма йышăнтăмăр. Çапла майпа ял хуçалăх таварне туса илекенсен управĕнчи тыррине туянса çурхи ĕçсене пурнăçлама тата предприятие аталанма укçапа тивĕçтересшĕн», — палăртрĕ Олег Николаев.

Сĕт рынокĕнче те лару-тăру çивĕч. Çакă тÿнтерле витĕм кÿрет. Чĕр тавар йÿнелсе пыни хушма хуçалăхсене пăшăрхантарать. АПКра сĕт туса илнĕ çĕрте вĕсен тÿпи те пысăк. Нумай çемьешĕн пĕртен-пĕр тупăш çăл куçĕ шутланать вăл. Юлашки çулсенче республикăра пĕчĕк формăллă хуçалăхсене пулăшас, чĕр тавара тирпейлессине йĕркелес енĕпе курăмлă ĕçсем тунă. Ĕне тытакан граждансене субсиди уйăрнă. Иртнĕ çултанпа хушма хуçалăх аталантаракан тата ятарлă йĕркепе налук тÿлекенсене республика бюджетĕнчен те хушма тĕрев параççĕ. Хăй тĕллĕн ĕçлекен шучĕпе регистрациленнĕ граждансен вăрлăх, техника, оборудовани, выльăх туянма кайнă тăкаксене саплаштарма май пур. Малашне ытларах пулăшма тытăнĕç, çав шутра чĕр тавар тирпейлессине пысăклатма, сĕт пахалăхне ÿстерме те. Хальхи вăхăтра халăхран пуçтаракан сĕт пахалăхĕ пур чухне те тивĕçтермест. Апла ăна лайăхлатас енĕпе ĕçлемелле.

Кăçалтан республикăра хăй тĕллĕн ĕçлекенсене Раççей ял хуçалăх банкĕ çăмăллăх кредичĕпе тивĕçтерет. Ун валли салук хывмалла мар. Çĕнĕлĕхе Чăваш Енре кăна йышăннă-ха. Инвестици тĕллевĕпе — 600 пин, çаврăнăша хывма 300 пин тенкĕ уйăрĕç. «Енчен укçа çитмесен татах хушăпăр», — палăртрĕ Олег Николаев.

Аграрисемшĕн чĕр тавара вырнаçтарасси, палăртрăмăр ĕнтĕ, çивĕч тăрать. Олег Алексеевич ăнлантарнă тăрăх, агромаркет йĕркелени лару-тăрăва улăштарĕ. Ун валли укçа уйăрнă ĕнтĕ. Ятарлă лапамра хуçалăхсем продукци сутма-кăтартма пултарĕç. Унта ярмăрккăсем, фестивальсем иртĕç, çынсен экологи тĕлĕшĕнчен таса продукцие тутанса пăхма, туянма май пулĕ. <...>

Лариса НИКИТИНА

♦   ♦   


Анатолий ГРИГОРЬЕВ: Эпĕ – çар çынни, манăн йĕрке тумалла

Раççейри чăвашсен культурăпа наци автономине йĕркеленĕ çĕрте те унăн тÿпи пысăк. Унсăр пуçне Анатолий Григорьев Мускавра пысăк должноçсенче вăй хунă. Анчах нихăçан та мăн кăмăлланман, тăван халăхне кирек хăçан та хисеплесе алă панă. Анатолий Иванович ашшĕн пилĕ пулăшнипе ахаль салтакран полковнике çитнĕ. Хăйне евĕр шухăшлавлă, таса чунлă пулнăран ăна юлташĕсем халĕ те хисеплеççĕ.

— Анатолий Иванович, сирĕн ачалăх Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе пĕр килнĕ. Пурнăçра мĕнле çырăнса юлчĕ вăл?

— Паллах, ăна паянхи ачалăхпа танлаштарма çук. Вăрнар районĕнчи Айкăш ялĕнче çуралнă эпĕ. Атте Иван Григорьевич Вăрнар çывăхĕнчи Йăрар юхан шывĕ патĕнчи рудникре фосфорлă руда кăларакан çĕрте маркшейдерта /сăрт-ту мастерĕ/ ĕçленĕ. 1930 çулсен вĕçĕнче Украинăра выçлăх пулнă май аннен Полина Власовнăн пиччĕшĕ темĕнле майпа Вăрнара лекнĕ. Ун хыççăн аннене те чĕннĕ. Вăл вара икĕ юлташ хĕрне пĕрле илсе килнĕ те çав шахтăра ĕçлеме пуçланă. Ăнсăртран инкек сиксе тухнă — анне аллине хуçнă. Шăпах çав сменăшăн атте яваплă пулнă май аннене больницăна хăвăрттăн леçнĕ. Çавăн чухне украин хĕрне юратнă. Вĕсем çемье çавăрнă. Пичче Александр çуралнă, эпĕ вара çут тĕнчене 1941 çулхи авăн уйăхĕнче килнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан атте Çĕрпÿри хатĕрленÿ курсĕнче вĕренсе кĕçĕн лейтенант пулса тăнă. 1942 çул пуçламăшĕнче ăна фронта ăсатнă. «Полина, манпа инкек сиксе тухас тăк ачасене упра, вĕсем çар çынни пулччăр», — час-часах çапла çырнă вăл. Шел, 1944 çулхи пушăн 24-мĕшĕнче Беларуçри Могилев облаçĕнчи Быхов ялĕ патĕнче аттене вĕлернĕ. Вăрçă чарăнсан аннене Вăрнарта хваттер панă, вăл заводра ĕçлетчĕ. Анне аттен çырăвĕсене пуçтарса пынă. Эпĕ те вĕсене вуланă. Анне, пиччепе иксĕмĕр, çар тумĕллĕскерсем, аттен вил тăпри патне кайса килтĕмĕр.

— Эсир кам пулма ĕмĕтленнĕ? Тĕллев пурнăçланчĕ-и?

— Тĕрĕссипе, шкулта вĕренме услови япăхрахчĕ. Эпир ялан выçăччĕ. Шкул чукун çул вокзалĕн çывăхĕнче вырнаçнăччĕ. Тавар пуйăсĕ иртсе кайнă чухне вĕрентекен пире унта тухма ирĕк паратчĕ. Эпир вакун хуралçисенчен çиме жмых ыйтаттăмăр. Ăна юлташсем, анне валли илсе килеттĕмĕр. Пиччепе çуркунне колхоз уйне шăннă çĕр улми пуçтарма çÿрени те асрах. Шăннине çеç мар, çĕрнине те илеттĕмĕр. Анне унран хатĕрленĕ икерче юратса çиеттĕмĕр. Атте пире, ывăлĕсене, çар çынни пулма пилленĕ. Пичче питĕ хитре ÿкеретчĕ. Шкул пĕтерсен ăна Мускаври В.И.Суриков ячĕллĕ ÿнер училищине /халĕ институт/ кайма направлени пачĕç. Анчах вăл аттен сăмахне асра тытса Хусанти авиаци училищинче пĕлÿ илчĕ. Унтан Мускаври Н.Е.Жуковский ячĕллĕ сывлăш çар инженерийĕн академийĕнче вĕренчĕ. Мана шкултан Суворов училищине ячĕç. Анчах 7-мĕш класра вĕреннĕ чухне юр тасатакан трактор патне пырса алла суранлатрăм. Пĕр пÿрнине татрĕç. Çакă училищĕне кĕме кансĕрлерĕ. Çÿллĕше питĕ юрататтăм. Йывăç, картлашкапа çурт тăррине хăпарасси маншăн пысăк савăнăçчĕ. Пурнăç аталанса космос самани пуçлансан аттен пиччĕшĕн бинокльне ыйтаттăм та хаçатра вуласа пĕлсе Чăваш Енрен спутник хăçан иртсе каяссине шутласа кăлараттăм. Кÿршĕсене чĕнсе хÿме тăррине хăпараттăмăр, спутнике пăхаттăмăр. Ку манăн чи юратнă чун киленĕçĕччĕ. Астрономи предмечĕ чи кăмăллани пулнă. Летчик пулас килетчĕ. Анчах Семипалатинскри техникумра вĕренме тиврĕ, хыççăн Омскри чукун çул транспорчĕн инженерĕсен институтне кĕтĕм. Çар кафедри çукчĕ, çавăнпа 1-мĕш курсрах салтак аттине тăхăнма шухăшларăм. Анчах манăн пÿрне çук. Медкомиссире темех мар терĕç. Хĕсметре виçĕ çул Мускавра пултăм. <...>

Елена ЛУКИНА

♦   ♦   


Пушкин картти – тавра курăма аталантарма

«Пушкин картти» проект ачасемпе çамрăксене культурăпа тата искусствăпа çывăхлатма май парать. РФ Президенчĕн пуçарăвĕпе 2021 çулта пурнăçа кĕме тытăннăскер çĕршыври 13 миллион ытла яшпа хĕре пĕрлештерет. Чăваш Енре Пушкин карттипе 100 пин ытла яшпа хĕр усă курать. 2022 çулхи пĕтĕмлетÿ тăрăх пирĕн республика Пушкин карттипе усă куракан чи лайăх регионсен йышне кĕнĕ.

Пĕрремĕш çулхине проекта республикăри 12 учреждени кăна хутшăннă тăк паянхи кун вĕсен йышĕ чылай ÿснĕ. Театрсемпе музейсемсĕр пуçне концерт организацийĕсем, культура керменĕсем, библиотекăсем, вĕренÿ учрежденийĕсем, кинотеатрсем, харпăр театрсем, курав центрĕсем, уйрăм предпринимательсем /пĕтĕмпе 83 учреждени/ çамрăксене кăсăклă мероприятисемпе илĕртеççĕ. Пушкинçăсем ахаль куравран пуçласа тĕнче шайĕнчи спектакльсене çитсе курма пултараççĕ. Пушкин карттипе хамăр республикăра кăна мар, ытти регионти культура учрежденийĕсене те çитсе курма май пур.

Вырăс драма театрĕ Пушкин карттипе билет сутас енĕпе — лидерсен йышĕнче. 2021 çултанпа 14-22 çулсенчи çамрăксем 58 пин ытла билет туяннă. Вырăс классикĕсен хайлавĕсем тăрăх лартнă спектакльсене /Николай Гоголĕн «Женитьба», «Ревизор», «Мертвые души», Федор Достоевскин «Братья Карамазовы»/ çын нумай çÿрет.

— Шкул ачисемпе студентсем — «Театр тĕпелĕн» кулленхи хăнисем. Спектакль курнă хыççăн вĕсем режиссерсемпе, артистсемпе, художниксемпе тĕл пулса калаçаççĕ, пьесăна тишкереççĕ. Театр çавăн пекех шкул ачисем валли «Вула та кур» проект хатĕрленĕ: шкул программине кĕртнĕ хайлава вуланă хыççăн вĕсем спектакль пăхаççĕ, кĕнекерипе сцена çинчине танлаштараççĕ, — пĕлтерчĕ театр директорĕ Дмитрий Капустин.

Ака уйăхĕнче пултарулăх коллективĕ куракансем валли çĕнĕ проект пуçарĕ — «На100ящий театр». Ăна вырăс драма театрĕ уçăлнăранпа 100 çул çитнине халалланă. Театр ĕçченĕсем район-хулари культура учрежденийĕсенче ăсталăх сехечĕсем, интерактивсем ирттерĕç, артистсем кулăшла историсем каласа кăтартĕç, ташлама вĕрентĕç, професси вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарĕç, çавăн пекех куракансем геройсен тумĕсене тăхăнса сцена çине тухма пултарĕç. Чи хастар пушкинçăсене театр парнепе хавхалантарать.

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ те «Пушкин картти» проекта хутшăнать. Учрежденин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, ака уйăхĕн 4-мĕшĕ тĕлне театрти мероприятисене /спектакль, кинофильм…/ 33540 билет туяннă. Чи хастаррисене театр парнепе чыслать. «Шинель», «Метель», «Города одиночества», «Çеçпĕл», «Куккук куççулĕ» спектакльсене Пушкин карттипе уйрăмах нумаййăн пынă. Артистсем район-хулари, ытти регионти куракансене те савăнтараççĕ. Гастрольсенче те спектакльсене Пушкин карттипе пыракан сахал мар. Тĕслĕхрен, пуш уйăхĕнче Нурлат хулине кайсан 491 билет сутнă. Сăмах май, Çамрăксен театрĕ йĕркеленнĕренпе 90 çул çитнине халалласа «Çеçпĕл картти» проект пуçарнă. Ăна пĕр-пĕр мероприятие кĕме билет туянсан параççĕ. Унпа театра килмессерен билет хакне 20 процент йÿнетеççĕ. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ 

♦   ♦   


Муркаш çăмарти – Мăнкун илемĕ

Шултра, шурă, хуппи хулăн, лайăх шуралать. Килти чăх çăмарти пекех тутлă... Муркаш чăх-чĕп фабрикин продукцине çапла мухтанине пĕрре мар илтнĕ. Тĕрĕссипе, ăна хальхи вăхăтра Чăваш Енре кăна мар, кÿршĕ республикăсенче, унсăр пуçне Крымра, Дагестанра, Казахстанра, ытти регионта пĕлеççĕ. Предприяти ĕçĕ-хĕлĕ пирки унăн директорĕпе Владимир МАЛОВПА калаçрăмăр.

— Владимир Николаевич, эсир чăх-чĕп фабрикине ертсе пыма пуçланăранпа кунта нумай улшăну пулчĕ…

— Чăнах та, 2012 çултанпа фабрикăра нумай çĕнĕлĕх кĕртрĕмĕр. Ĕçе пуçăнсанах предприятие реконструкцилеме, производствăна ÿстерме тĕллев лартрăмăр. Çак тапхăрта фабрикăри мĕн пур çурта тĕпрен юсаса çĕнетрĕмĕр, пластик чÿречесем, алăксем лартрăмăр. 18 цехра чăхсене усрамалли оборудованисене улăштартăмăр. Вунă çулта тырă упрама 12 ангар туса лартрăмăр. 2021 çулта икĕ цех уçрăмăр. Кашнине 100 пин чăх вырнаçать. Виçĕ трактор, икĕ погрузчик, апат валеçекен виçĕ агрегат туянтăмăр. Чăх пусмалли цехсене, автозаправка станцине юсарăмăр. Видеорегистраци тытăмĕллĕ автотараса вырнаçтартăмăр. Вăл 80 тонна таран виçме пултарать. Хатĕр продукцие упрама 1800 тăваткал метрлă çĕнĕ склад хута ятăмăр. Çăмарта сортлакан машина туянтăмăр. Агрегат пĕр сехетре 108 пин çăмарта суйласа тĕрлĕ виçеллĕ категорисем çине пайлать. Комбикорм тăвакан икĕ машина та çĕнĕ. Кашниех сехетре 12 тонна апат хатĕрлет. Халĕ пирĕн кун йышши агрегат — виççĕ. Чăх-чĕп фабрикине шывпа тивĕçтерекен тытăма тĕпрен улăштартăмăр, тăватă башня вырнаçтартăмăр. Тислĕк упрамалли лаптăк та пысăкланчĕ. Столовăя тĕпрен юсарăмăр. Халĕ вăл çĕнĕ сĕтел-пукан, оборудовани, савăт-сапа вырнаçтарнă хыççăн ресторанран пĕрре те кая мар.

— Çак тапхăрта Муркаш çăмартин ят-сумĕ кăна мар, производство та палăрмаллах ÿсрĕ. Вунă çулта çăмарта туса илессине мĕнле майпа тăватă хут пысăклатрăр?

— Тĕп сăлтавсенчен пĕри — кайăк-кĕшĕк шутне ÿстерни. Хальхи вăхăтра пирĕн фабрикăра çăмарта тăвакан 615400 чăх шутланать, çамрăккисем — 171300 пуç. Йыш пысăк тăк çăмарта туса илесси те вăйланать. Çавăн пекех аш-какай производстви те пысăкланчĕ. 2021 çулта, сăмахран, 157 тонна какай туса илнĕ, пĕлтĕр — 267,4 тонна.

— Чăваш Енри «миллиардниксен» клубне те кĕме пултартăр...

— Çапла. 2022 çулта 1 миллиард ытла тенкĕ тупăш илтĕмĕр

— Чăх кĕтĕвне мĕнле мелпе çĕнетсе пыратăр?

— Унччен пирĕн инкубатор пулнă. Мари Республикинчен илсе килнĕ çăмартаран чĕпсене хамăрах кăларнă. Анчах юлашки çулсенче вĕсем пире кирлĕ чухлĕ çăмарта парайми пулчĕç. Икĕ эрне кĕтме тиветчĕ. Шухăшларăмăр та... Талăкри чĕпсене туянса хамăр патра ÿстерме пуçларăмăр. 90 кунран вĕсене пысăк чăхсен цехне куçаратпăр. Тепĕр уйăхран çăмарта тума пуçлаççĕ. Çапла майпа кĕтÿ çĕнелсе пырать. Чăхсене икĕ çул усранă хыççăн какая яратпăр. Çуллахи вăхăтра хуларан яла килекенсем те чăх туянаççĕ. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА

♦   ♦   


Çырла пахчи сарăлать

Республикăра çырла нумайрах туса илесси, вырăнта ÿстернине ытларах кăмăллани çинчен юлашки çулсенче влаç органĕсенче те, халăхра та нумай калаçаççĕ. Производстви мĕнле шайра-ха?

Пулăшу пур

— 2023 çул пуçламăшĕ тĕлне нумай çул çитĕнекен çырла 1079,4 гектар йышăннă. Çав шутра кил хуçалăхĕсен — 615,6 га, е пĕтĕм лаптăкăн 57%, ял хуçалăх организацийĕсемпе хресченфермер хуçалăхĕсен 463,8 га. Мĕн пур лаптăк пĕлтĕр виçĕм çулхинчен 97,7 га пысăкрах шутланнă, — терĕ ЧР Ял хуçалăх министерствин çĕр ĕçĕн пайĕн ертÿçи Владимир Васильев. — Чăн та, кил хуçалăхĕсем ăна пĕлтĕр 12,2 га ª1,9%º пĕчĕклетрĕç.

Организацисемпе фермерсем иртнĕ çулсенче лаптăка самай хушрĕç. Министерство специалисчĕ сăлтавне çырла туса илме тĕллев лартнă фермерсем çĕнĕ ĕçе пикенме шикленсе тăманнипе кăна мар, патшалăх производство йĕркелесе курнă тăкакăн 80% саплаштарма Чăваш Ен бюджетĕнчен субсиди уйăрнипе те, 2022 çулта республика пулăшăвĕн çĕнĕ мелне вăя кĕртнипе те ăнлантарать. Субсиди пĕлтĕр 24,5 миллион тенкĕпе танлашнă.

2019-2020 çулсенче 5,6 миллион тенкĕлĕх гранта çырла ÿстерме ĕмĕт тытнă виçĕ фермер çеç тивĕçнĕ, 2021-2022 çулсенче вара 20 фермерпа ял хуçалăх организацийĕ 81,9 миллион тенкĕлĕх пулăшу илнĕ. Çак цифрăсем иртнĕ çулсенче субсиди ытларах панине çирĕплетеççĕ.

— «Перспектива» тата «Агростартап» грантсемпе 87,5 миллион тенкĕлĕх 23 проекта пурнăçа кĕртеççĕ. Çав шутра ĕç пуçланă фермерсен 3,6 миллион тенкĕлĕх — 2, «Агростартапăн» 23,9 миллион тенкĕлĕх 7 проекчĕ, — çырла производствипе паллаштарчĕ Владимир Васильев. — Тата «Перспективăн» 60 миллион тенкĕлĕх 14 проекчĕ пурнăçланать. Ăна тивĕçнисенчен çиччĕшĕ — «Фермер шкулне» пĕтернисем.

— Çырлана Патăрьел, Муркаш, Шупашкар тăрăхĕсенче ытларах туса илеççĕ, — палăртрĕ Владимир Васильев. — Пысăк лаптăкра çитĕнтерекенсем — Патăрьелти улма-çырла питомникĕ, Муркаш округĕнчи Мичурин ячĕллĕ агрофирма, Евгений Самушков тата Александр Иванов уйрăм предпринимательсем, Арина Платонова ªШупашкар округĕº фермер.

Çынсем республикăра çырла ытларах туса илме ыйтаççĕ. Мĕншĕн тесен организма витаминсемпе минерал хутăшĕсем куллен кирлĕ. Вĕсене çу-авăн уйăхĕсенче чĕрĕ пахча çимĕçпе улма-çырларан, кĕркунне-хĕлле унтан-кунтан хатĕрленĕ консервсенчен илетпĕр. Стерилизацилесе шăнтнă, шывне уйăрса этеме кирлĕ паха сĕткенне упраса хăварнă тата йÿçĕтнĕ çырла организмшăн сивĕ кунсенче уйрăмах кирлĕ. Культурăна лартса çитĕнтернинчен пуçласа унран тĕрлĕ продукци хатĕрличчен мĕнле йывăрлăхсем тухса тăраççĕ-ха? <...>

Юрий МИХАЙЛОВ

♦   ♦   


Шанăçа çухатманскер çичĕ çултан ура çине тăнă

Инфекци чирне пула реанимацие лекнĕ Наталья Важорова чĕрĕ юласси тухтăрсене те иккĕлентернĕ. Анчах çамрăк хĕрарăм парăнма хăнăхман. Ахăртнех, унăн чун çирĕплĕхĕпе çыхăннă çакă. 47 çула çывхараканскер халĕ Самар облаçĕнчи геронтологи центрĕнче пурăнать. 7 çул вырăнпа выртнăскер нумаях пулмасть ура çине тăнă. Хальлĕхе виçĕ утăм туни те уншăн — пысăк çитĕнÿ. Телефонпа çыхăнсан унăн куллине итлемешкĕн мĕнешкел кăмăллă. Çак самантра çамрăк чухнехи нимрен хăраман Наташа куç умне тухать. «Пурăнас килет», — хăйĕн кун-çулĕ çинчен каласа кăтартнă май чунне уçрĕ хĕрарăм.

Çăкăр пĕçернĕ

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра унпа пĕр ушкăнра журналиста вĕрентĕмĕр, студентсен общежитийĕнче пурăнтăмăр. Самар облаçĕнчен Шупашкарта тĕпленес шухăшпа килнĕччĕ вăл. Унăн ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ тесен те юрать. Тантăш качча тухрĕ, икĕ ача çуратрĕ. Анчах çемье пурнăçĕ ăнмарĕ. Упăшкинчен уйрăлса каялла таврăнма тиврĕ унăн. Ун чухне кĕçĕнни 2 çула çитнĕччĕ. Кукамăшĕн укçипе илнĕ «засыпушкăна» сутрĕ. Çапла майпа Шупашкарпа сыв пуллашрĕ.

Наталья Важорова общежити пÿлĕмĕнче кичемленсе ларнине астумастăп. «Çанталăк ăшăтсан кĕске юбка тăхăнса урампа утса иртĕп. Каччăсем çаврăнса пăхĕç-ха», — малтанхи курссенче вĕреннĕ вăхăтра шÿтлеме юрататчĕ вăл. Ара, чиперккене яшсем асăрханах ĕнтĕ. Калаçу пуçарсан кирлĕ сăмах тупма пĕлетчĕ. Укçа-тенкĕ çитсе пыманшăн пăшăрханнине кăтартман. Пуррипе çырлахма хăнăхнă. Пĕррехинче амăшĕ инçе çула кĕскетсе курма килнĕччĕ ăна. Студент стипендие перекетлесе йăмăкĕ валли парне — пĕр курупка канфет — илни аса килет. Чун киленĕçĕ тупма пĕлетчĕ вăл. Халăх театрĕнче хăйĕн ăсталăхне туптарĕ. Паллă çыравçă романĕ тăрăх пьеса çырчĕ. Шел, çав ĕçе сцена çинче кăтартмарĕç.

Наталья Важорова Самар облаçĕнче йăмăкĕ тĕрев парасса шаннă. Малтанхи вăхăтра тăванĕсене хăйĕн хваттерне янă-ха вăл. Вăхăтлăх прописка туса панă. Куçса килнĕскер çавăн чухне тĕпренчĕкĕсене ача садне, шкула вырнаçтарма ĕлкĕрнĕ. Анчах йăмăкĕ пропискăна тăсма килĕшмен. Регистрациленмесĕр пурăннăшăн Натальйăн штраф тÿлеме лекнĕ. Аслă хĕрне амăшĕ пулăшма пултарнă паллах. Анчах хăй те пурăнмалли кĕтесне сутнă хыççăн кĕçĕнни патĕнче хăтлăх тупнă.

«Çĕрле цехра çăкăр пĕçереттĕм. Ăна уйрăм çын тытса тăратчĕ. Киле çăкăр илсе каяттăм», — пурнăçа епле сыпăнтарма тăрăшни пирки каласа кăтартрĕ хĕрарăм. Кайран ветеринари лабораторийĕнче, лавккара, район хаçатĕнче ĕçлесе пăхнă. Унтан почтальонкăна вырнаçнă. «Ку ĕç çав тери килĕшетчĕ. Коллектив лайăхчĕ. Уявсене пĕрле паллă тăваттăмăр», — калаçăва тăсрĕ Наталья Важорова. Тăватă çул сисĕнмесĕр иртнĕ тесен те юрать. Анчах инфекци чирĕ çыпăçнă ун çумне. Почтальонка ĕçе урăх тухайман. Чир шала кайнă. Инфекци ÿпкине, çурăм шăммине сиенленĕ. Тинтерех чупса çÿрекенскер икĕ урине те туйми пулнă. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.