Хыпар 39 (28067)№ 11.03.2023
Анатолий ХМЫТ: Чун кирлĕ, унсăрăн çырма çук…
Авторшăн та, вулаканшăн та кĕнеке тухни – яланах савăнăç. Чăваш романĕ пичетленни вара, манăн шухăшпа, чăннипех пысăк пулăм. Роман кашни кун çуралмасть, ăна кашни çыравçах хайлаймасть. Анатолий Хмыт — Турă пилленисен йышĕнчен. 2022 çул вĕçĕнче Чăваш кĕнеке издательствинче прозаикăн «Турай» романĕ кун çути курчĕ. Нумаях пулмасть Чăваш наци библиотекинче хаваслă лару-тăрура унăн презентацийĕ иртрĕ. Писатель вăрçă тискерлĕхне кăтартма тĕллев лартнă. Çакна пурнăçлама вăл приключениллĕ роман жанрне суйласа илнĕ. Тĕп сăнара – Турай ятлă чăваш каччине – таçта та çитерет, темĕнле тĕрĕслев витĕр те кăларать. Чимĕр-ха, автора хăйне сăмах парар. Анатолий Дмитриевич паян — «Хыпар» тĕпелĕн хăни.
Тĕрлĕ енчен, тĕрлĕ куçпа
– Афганистан вăрçине эсир тĕрлĕ енчен, тĕрлĕ куçпа çутатнă. Приключениллĕ роман çырас шухăш мĕнле çуралчĕ?
– «Леш тĕнчерен» роман-дилогие вĕçлесенех «Турайăн» пĕрремĕш сыпăкне çырма пуçларăм. Кайран вунă çул пачах тытман. Елчĕк каччи Юрий Самсонов мана хăйĕн историйĕпе паллаштарнăччĕ. Салтака кайиччен вăл «Мускав» ресторанта хуралçăра ĕçленĕ, çавăнта тупăшса сĕтел çĕкленĕ. Кайран çар службинче пĕрремĕш хут рейда тухни пирки каласа кăтартрĕ. Старшинапа сержант унăн çири тумне хывса илнĕ те афган тумĕ тăхăнма хушнă. Чăваш каччине афганла темиçе сăмах вĕрентнĕ те иртсе пыракан каравана чарма çул çине кăларса тăратнă. «Хыçалалла çаврăнса пăхатăп – старшинапа сержант чăмăр кăтартаççĕ, умалла тинкеретĕп – машинăсем килеççĕ. Каялла çул çук, малалла утмасан хама персе пăрахаççĕ. Афган сăмахĕсене туххăмрах мантăм. «Тăхта! Тăхта!» – тесе чупса кайрăм. Малти машинăпа пыракан афган çынни мана хирĕç аллине çĕклесе: «Тохта!» – тесе кăшкăрчĕ. Эпĕ чутах кайса ÿкеттĕм», – каласа кăтартрĕ Юрий. Çапла совет салтакĕсем каравана ярса илнĕ.
Çак романа салтакра пулнă тĕрлĕ пăтăрмахлă, кулăшла пулăмсемпе çыхăнтарса Афган пурнăçĕпе сыв пуллашасшăнччĕ, анчах çырнăçемĕн сăнара урăхларах хаклама пуçлатăн. Ярослав Гашекăн Швейк салтак çинчен хайланă кулăшла калавĕсене пăхса тухрăм. Пĕринче те тепринче ухмахсем чупса çÿреççĕ, чăваш салтакĕнчен кулас килмерĕ. Чăваш характерне – парăнманлăхне, пăхăнманлăхне – кăтартма тĕв турăм.
Малтанхи вариантра салтаксем Кундусраччĕ, кайран вĕсене Баграма «куçартăм». Кунта çамрăк салтаксем патне çарта тахçантанпах тăракансем çавра çил пек вĕçтерсе çитеççĕ те çĕнĕ тум-юмсăр, çĕтĕк-çурăкпа хăвараççĕ. Кунашкал лару-тăрăва хамăр та тÿссе ирттернĕччĕ. Афганистана кĕрес умĕн пире вĕр çĕнĕ тумсем тăхăнтартрĕç. Полксене çитнĕ тĕле эпĕ кăна яка çи-пуçпа юлнăччĕ, ыттисенне йăлт çаратсавăрласа пĕтернĕччĕ, хывса илнĕччĕ. Пире пĕчĕк палаткăсене хупнăччĕ, эпĕ палатка хыçĕнчен пуçа кăшт çеç кăлартăм – ашак сăнлă çынна курах кайрăм. Вăл ман çине шăл йĕрсе пăхса тăрать. Тепре куç хупса иличчен пуç çинчи панама та, хайхи ашак сăн-питлĕ этем те çухалчĕç.
Турай мина çине пусса сирпĕнсен манăн сыпăк вĕçленчĕ, малалла мĕнле тăсмаллине пĕлмерĕм. Сăнарăн чунĕ вĕçсе тухса каять те каялла кĕреймест. Романпа ĕçленĕ вăхăтра Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçченĕ Геннадий Матвеев мана чăваш мифĕсен кĕнекине парнелерĕ. Пуç хуранĕнче сюжетсем вĕренĕ вăхăтра çавна вулама пуçларăм. Ун хыççăн пач урăх çулпа пăрăнса кайрăм. Автор фантасмагори енне хăçан сулăнать? Паянхи çивĕч ыйтусене уççăн, тÿррĕн çутатса парайман чухне. Ку кĕнекере шухăшлаттаракан, тĕртсе каланă вырăн чылай.
Икĕ-виçĕ çул каялла, коронавирус алхаснă вăхăтра, килте ларнă чухне унччен çырнисене пăхса тухма пуçларăм та çапла çĕнĕрен кĕрсе кайрăм. Романа икĕ çул ытла çыртăм. Кĕркунне ĕçлейместĕп, йывăр, ун чухне хайланисене кăрлач-нарăс уйăхĕсенче йăлт касса вакласа çĕнĕрен майлаштартăм. Раиса Сарпин сăмахĕсем аса килеççĕ. «Çур çĕр варринче вăранса каятăп та — çÿлтен тем анать, анать. Çыратăп, çыратăп, хам мĕн çырнине те ăнланса çитерейместĕп», – тенĕччĕ вăл. Эпĕ те çавнашкалах, ирхи виçĕ-тăватă сехетре вăранса каятăп та — пуçа шухăшсем килеççĕ. Ăçтан, мĕнле килеççĕ – мĕн пулса тухнине хам та ăнкараймастăп. Чăваш кун-çулне, тĕнне çутатма тăрăшрăм. Ислам деятелĕсен ĕçĕсемпе паллашрăм. Нумай вуламалла пулчĕ. <...>
Ольга АВСТРИЙСКАЯ
♦ ♦ ♦
Ватă теме чĕлхе çаврăнмасть
79 çулти шурсухала ĕлĕкрех чухне ватă çынсен шутне кĕртнĕ. Патăрьел округĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче пурăнакан, çамрăк чухнехиллех вăр-вар çÿрекен Арсентий Иванова халĕ ниепле те ватă çын тееймĕн. Вăл ял старостин тивĕçне пурнăçлать. Унсăр пуçне Патăрьел округĕнче, ялта иртекен спорт, культура мероприятийĕсене хастар хутшăнать.
Староста — влаçра ларакансемпе халăха çыхăнтаракан çын. Çавнашкал хастарсем Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи кашни ялтах пур. Аслă Арапуç старости — çулĕпе чи асли, ĕç опычĕпе чи пуянни! Пытарма кирлĕ мар: общество ĕçне чун туртăмĕпе, тăрăшса, тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан нумай мар. Вĕсене паян алăри пÿрнепе те шутласа тухма пулать. 2013 çултанпа халăх шаннă лава туртакан Арсентий Иванов тăван ял аталанăвĕшĕн тăрăшать, халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме пултарать. Ялти чи сумлă çынна кирек кампа калаçу пуçарма та, влаçри çынсемпе кирек мĕнле ыйтăва хускатма та йывăр мар.
— Пирĕн ял халăхĕ пур ĕçе те кар! тăрса пурнăçлать. Масар тасатмалла е урамсенче йĕрке тумалла… — пурте пĕр çын пек пулса йышăнаççĕ. Пĕлтĕр Ворошилов урамĕнчи шăтăк-путăк вырăнсене хамăр вăйпа тирпейлес ыйтăва çĕклерĕмĕр. Пĕри те хирĕç пулмарĕ. Яла юхăнма памастпăр. Кашни çулах урамсене хăтлăх кÿрессипе, кĕперсене юсассипе çыхăннă ыйтусене татса пыратпăр. Çулсеренех халăхпа пĕрле йывăç лартатпăр. Ял илемĕшĕн, ял хăтлăхĕшĕн уйрăм çынсем пулăшни те савăнтарать. Акă Шупашкарта пурăнакан Александр Казенов пĕлтĕр ял урамĕсене çутăпа тивĕçтерчĕ, 500 лампа парса пулăшрĕ. Ватăсем калашле, килĕштерсе ĕçлесен кимĕ те карап пулать. Хальхи вăхăтра Аслă Арапуç ялĕ пуçланнăранпа 500 çул çитнине паллă тума хатĕрленетпĕр. Шанас килет: сумлă уяв та пысăк шайра иртĕ, — кăмăллăн каласа кăтартрĕ ял старости. Ырă ят хăварма ансатах мар. Ĕмĕрĕпе пуçтарăнса пынă пархатарлă ĕçсемпе кăна çын халăх умĕнчи чи пысăк ят-сума тивĕçеет. Арсентий Николаевича Турă хăйĕн хÿтлĕхне илнĕ. Амăшĕн ăшшипе çеç ÿснĕ вăрçă ачин ури çине сĕт шăлĕсем ÿксе пĕтичченех ĕне пуснă. Туй хыççăн пĕр эрнеренех унăн ашшĕне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине илсе кайнă. Арçук çывăх çыннине амăшĕ каласа кăтартнинчен çеç пĕлет. Çавăнпах ĕнтĕ унăн шăм-шакĕ хытса çитичченех суха пуç тытма тивнĕ. Ача чухнех алă çине тухнă хăмпăсем паян та асрах пулин те хисеплĕ ватă çакăншăн хурланса калаçмасть. <...>
Альбина ЕГОРОВА
♦ ♦ ♦
Килте ларсан ал-ура хытать
Светлана Степанова хĕрĕх çула яхăн сĕт-çу фермине сукмак такăрлатать. Кăвак шуçăмпах ĕçе васкать вăл. Тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те чун туртнă çĕртен уйрăласшăн мар-ха. Кăçал хастар çынна «Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса чысланă.
Икĕ алла — пĕр ĕç
«Атте-анне хушма хуçалăхра выльăхчĕрлĕх йышлă тытнă май ачаран пулăшнă, пĕрле ĕçленĕ. Çапах ĕмĕрĕме фермăра, ĕнесем патĕнче ирттересси пирки шухăшлама та пултарайман. Йĕпреç районĕнчи Хурамалта сакăр класс пĕтерсен Шупашкарти 19-мĕш училищĕне вĕренме кĕтĕм. Çапла хулана тухса кайрăм — манăн та çамрăксенчен юлас килмерĕ. Ял хыççăн урăх тĕнчене лекнĕн туйăнчĕ. Кунти пурнăç хăй ытамне хăвăрт илчĕ. 1980 çулта фрезеровщика вĕренсе тухрăм. Çийĕнчех Шупашкарти промышленноç тракторĕсен заводне вырнаçрăм. Вăл вăхăтра предприяти вăй илсе аталанса пыратчĕ. Пысăк завод, станоксем, çамрăк специалистсем… — хавхаланса ĕçлеме тытăнтăм», — иртнине куç умне кăларчĕ Светлана Николаевна.
Пулас упăшкипе вăл заводра паллашнă. Кĕçех çамрăксем çемье çавăрнă. Мăшăрĕ ял пурнăçне килĕштерни хĕрарăм шăпине тĕпрен улăштарнă. Вĕсем Вăрнар тăрăхĕнчи Кивĕ Шуртана пурăнма куçнă. Вăл вăхăтра çемьере пепке те хушăннă. Ют вырăнта хăнăхма çăмăл пулман ăна.
«Василий электрик пулнă май тÿрех ĕç тупрĕ. Манăн специальноçпа ăçта каймалла? «Икĕ алла — пĕр ĕç», — тенĕ. Фермăна дояркăна вырнаçма сĕнсен турткаланса тăмарăм, килĕшрĕм. 1984 çулта ĕнесем пăхма тытăнтăм. Малтанхи тапхăрта çĕнĕлĕх, кунти лару-тăру кăсăклантарнăран хавхалансах ĕçлерĕм. 20 ĕнене алăпа сума, йывăр бидонсене çĕклеме тивни те хăратмарĕ. Сăвăм хыççăн алă туртса ыратни те пулнă. Майĕпен йывăрлăха хăнăхрăм. Каярахпа сĕт аппарачĕсем туянса пачĕç те ĕç çăмăлланчĕ. Хунямапа пĕр-пĕринпе килĕштерсе икĕ çул ытла пурăнтăмăр. Унăн ĕмĕрĕ вăрăм пулчĕ, 90 çултан иртичченех пурăнчĕ», — калаçăва тăсрĕ хĕрарăм.
Вăрнар тăрăхĕнче те яланлăх тĕпленсе пурăнма тÿр килмен çемьене. Канаш районĕнчи Шăхасанта тымар янă çывăх çынни вĕсене çине тăрсах хăй патне куçма чĕннĕ. «Ялта сансăр та тăвансем, аннене пăхма пичче пур. Эпир вара çуммăн пурăнсан лайăхрах», — йыхравланă шăллĕне. Вăл çине тăнипех Степановсем çуркунне Шăхасанта çурт туяннă. Кĕркунне, хĕрарăм иккĕмĕш ачипе декрет отпускне кайсан, çемье çĕнĕ вырăна пурăнма куçнă. «1980 çулсенче сала хальхи пек вăйлă аталанманччĕ. Çапах Кивĕ Шуртанпа танлаштарсан самай пысăкчĕ. Шкул, ача сачĕ, лавккасем, клуб… — йăлтах пур. Çапла пурăнса кайрăмăр. Унтанпа хĕрĕх çула яхăн иртрĕ ĕнтĕ. Шăхасан тăван ял пекех маншăн. Ачалăх, çамрăклăх иртнĕ Хирти Выçлине те пăрахăçа кăлармастăп. Тĕп кил пушанса юлнă пулин те çитсе килме тăрăшатăп. Унти кашни япала, улăх-çаран маншăн çывăх-çке», — чунрине уçрĕ хĕрарăм. <...>
Лариса НИКИТИНА
♦ ♦ ♦
«Тĕрле-тĕрле телей куртăм»
Шупашкар округĕнчи Вăрманкас ялĕнче пурăнакан Галина Прокопьевăшăн тĕрлесси пурнăç тĕшши пулса тăнă. Вăл çĕршывĕпе чапа тухнă «Паха тĕрĕ» фабрикăра 40 çул ĕçлесе Ленин орденне тивĕçнĕ. «Тĕрлетĕрлех пурнăç иртрĕ, ĕмĕрĕм чăваш сурпанĕ пекех вăрăм пулчĕ», — терĕ 92 çулти ĕç ветеранĕ.
Галина Владимировна Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Кивĕ Тукай ялĕнче çуралса ÿснĕ. 10-ра чухнех колхоз ĕçне кÿлĕннĕ. «Тырă выраттăмăр, çум çумлаттăмăр. Уйра купăста-хăяр лартатчĕç, ăна пĕрмай шăвармаллаччĕ. Ачасем валли ĕçĕ тупăнсах тăнă, ахаль ларма вăхăт çукчĕ. Çапах выляма май тупаттăмăр апăршасем», — калаçăва пуçларĕ кинемей. Унăн ашшĕ Аслă вăрçăра пуç хунă, амăшĕ тăватă ачапа юлнă. Галя асли пулнăран чылай ĕç ун çине тиеннĕ. «Килте ĕне, сурăх, сысна, чăх-чĕп тытаттăмăр. Вĕсене пăхаттăм. Кăмака хутма вутти çукчĕ. Фермăна кайса çунапа улăм турттарса килеттĕм. Укçи-тенки çитсе пымастчĕ, çимелли сахалччĕ. Çăкăр та тăраниччен çисе курман. Крахмал пуçтарма каяттăмăр. 7-ри йăмăк чирлесе вилчĕ. Уншăн кулянса анне икĕ эрне тăраймасăр выртрĕ», — аса илчĕ Галина Владимировна. Вăрçă хыççăн ялти пĕр хĕрарăм ăна Çĕрпÿри профтехучилищĕне кайма сĕннĕ. Унта вăрçăра вилнисен ачисене апат çиме талон панă-мĕн. 2 çул ытла тĕрлеме-çĕлеме вĕрентнĕ вĕсене. Лайăх вĕреннĕшĕн ăна училищĕре грамотăсем те панă.
1953 çулта çамрăк специалиста Алькешри фабрикăна ĕçлеме янă. «Темĕн те тĕрлеттеретчĕç: салфеткăсем, сĕтел çиттисем, ялавсем, чÿрече каррисем, минтер пичĕсем... Пĕтĕмпех алăпа тĕрленĕ. Пĕр каçра тунă ĕçсем те пулнă. Килте те алла йĕп тытаттăм. Фабрикăра ĕçлекен нумайччĕ. Эпĕ Нина Ксенофонтовăпа юлташлăччĕ. Ĕçре кăна мар, пĕр-пĕрин патне хăнана та çÿреттĕмĕр. Вăл та чылай çул пурăнчĕ. Матрена Моисеевна мастер пирĕншĕн анне вырăнĕнчехчĕ. Ырă кăмăллă çынччĕ, нихăçан та сасă хăпартса калаçман, йăнăшсене тÿрлетсе пулăшса пыратчĕ. Екатерина Иосифовна художник та пирĕн пата пĕрмай килетчĕ. Вăл эпир мĕнле ĕçленине тĕрĕслесе тăратчĕ. Питĕ ăслă хĕрарăмччĕ. Пуринпе те ăшшăн калаçатчĕ. Фабрика директорĕ Аверкий Васильевич çирĕп ыйтакан çынччĕ. Унăн сăмахĕнчен нихăçан та иртмен. Вăрманкасран фабрикăна чылаййăн утнă. Питĕ лайăх ĕçлерĕмĕр. Телейлĕ çын эпĕ: унта ĕçлесе çын пултăм. Пенсие тухсан та пилĕк çул вăй хутăм. Фабрикăран уйрăлас килместчĕ», — хăйĕн ĕçĕсемпе паллаштарчĕ тĕрĕçĕ. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать