Уйрăм зона çĕнĕ производствăсене вăй парĕ

7 Апр, 2023

Уйрăм экономика зонине, индустри тата промышленноç паркĕсене йĕркелес ĕç мĕнле пынине кĕçнерникун Правительство çуртĕнче ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ канашлура тĕплĕ тишкерчĕç.

Олег Николаев палăртнă тăрăх, Çĕнĕ Шупашкарта уйрăм экономика зони ĕçлесе кайни регионта хăйсен инвестици проекчĕсене пуçарас кăмăллă бизнес шанăçне çирĕплетет. Çĕнĕ производствăсем, хушма ĕç вырăнĕсем йĕркеленни республика экономикине вăй парĕ.

Экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов Раççей Правительстви пĕлтĕрхи чӳк уйăхĕнче Çĕнĕ Шупашкарта уйрăм экономика зони туса хума йышăннине аса илтерчĕ. Вăл 542 гектар, химиксен хулин лаптăкĕн 10%, йышăнмалла. Зонăн малашлăх аталанăвĕн планне кăçалхи 2023 авăн уйăхĕн 30-мĕшĕччен çирĕплетмелле.

Çак зона тытăмне кĕрекен индустри паркĕн якорь вырăнĕнчи резиденчĕсем — хими продукцийĕ туса кăларакан, «Химпромпа» хуçаланакан «Оргсинтеза» çывăх компанисем. УЭЗра вырнаçни унăн резиденчĕсене 49 çуллăха çăмăллăхсемпе усă курма май парать. Дмитрий Иванович çав çăмăллăхсене инвестицисен калăпăшĕн 30% шайĕнче хакларĕ — кунашкал наградăшăн кĕрешмелĕх пур.

Резидентсене суйласа илес ĕç пуçланнă ĕнтĕ. Чи малтанах вĕсен бизнес-планĕсене хаклаççĕ. Хальлĕхе 14 заявка панă. Вĕсем хывма палăртакан инвестицисен калăпăшĕ 10 миллиард тенкĕпе танлашать. Çĕнĕ производствăсем уçăлнă май 870 ĕç вырăнĕ пулмалла. Резидент статусне илмелли условисенчен пĕри шăпах инвестицисен виçипе çыхăннă: 120 миллион тенкĕрен кая мар пулмалла. Çав шутра 40 миллион тенке пирвайхи виçĕ çулта хывмалла. Çавăн пекех инвесторăн Çĕнĕ Шупашкарта регистрациленмелле. Министр пирвайхи заявăксене çывăх вăхăтрах тишкерессине шантарчĕ: çу уйăхĕнче резидентсен ячĕсене асăнма та май пулĕ, малтанхисем ĕçе кӳлĕнме, налуксемпе, ыттипе çыхăннă çăмăллăхсемепе усă курма пуçламашкăн та пултараççĕ. Вĕсем йăлари хытă каяшсене тирпейлес енĕпе ĕçлеме, строительство материалĕсем, ытти продукци туса кăларма палăртаççĕ.

Патшалăхăн тепĕр индустри паркĕ Патăрьел округĕнче пулать. Унăн тата Çĕнĕ Шупашкарти парк инфратытмне йĕркелемешкĕн пĕтĕмпе 2,5 миллиард тенкĕ кирлĕ. Строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Газ, шыв, канализаци тата ытти — йӳнĕ мар. Химиксен хулинчи парка электричествăпа тивĕçтермешкĕн çĕнĕ подстанци тумалла. Унăн хакĕ, промышленноç министрĕ Александр Кондратьев пĕлтернĕ тăрăх, 500-550 миллион тенке ларĕ. Вăл ăçта пуласси паллă ĕнтĕ — çĕр лаптăкне уйăрнă. «Россети» компанипе тачă çыхăну тытса ĕçлеççĕ — подстанци строительстви индустри паркĕ ĕçлесе каяссине чарса тăмĕ. Подстанци тенĕрен, Олег Николаев унăн строительствине республикăри компанисене шанмалли пирки калаçу пулнине аса илтерчĕ — çакăн пирки манмалла мар.

Патăрьелĕнче те сывлăшри электролини кармалла — 40-50 миллион тенкĕлĕх. Вăл Ульяновскалла каякан çул хĕррипе тăсăлĕ, унтан вара çĕр пăраласа линие çав çул айĕпен каçарма тивĕ. Унта та пулас резидентсем тĕлĕшпе уçăмлăх палăрса пырать. Чăн та, муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Николай Раськин индустри паркĕнче тĕпленессе шаннă икĕ тытăм инвестпроектсемпе çыхăннă строительствăна парк тулашĕнче пуçарнине пăшăрхăанса палăртрĕ. Çав вăхăтрах ютри компанисем те пирĕн патра производство пуçарма хатĕрри савăнтарать. Николай Никандрович Ял хуçалăх министерствине тав турĕ: вăл пулăшнипе Краснодар крайĕнчи «Агробиотех» компани Патăрьел тăрăхĕнче производство уçма палăртать — витаминлă курăк çăнăхĕ кăларма пуçласшăн иккен.

Тĕплĕнрех «Хыпар» хаçатăн çитес номерĕнче вуласа пĕлме пулĕ.

www.hypar.ru
 

Рубрика: 

Комментировать