Хыпар 34-35 (28062-28063) №№ 31.03.2023

31 Мар, 2023

«Кашни ялта сыр цехĕ пулмалла»

Юлашки çулсенче çĕршывра, çав шутра Чăваш Енре те сыр тăвасси сарăлса пырать. Предприятисем кăна мар, фермерсем, хăй тĕллĕн вăй хуракансем те çĕнĕлĕхе кÿлĕнеççĕ. Çавна май рынокра конкуренци çивĕчленет. Хатĕр çимĕçе ăçта вырнаçтармалла?

Курăмлă тĕрев

«Республикăра сĕт çителĕклех. Иртнĕ çул мĕн пур категорири хуçалăхсенче 700 пин кг яхăн чĕр тавар туса илнĕ. Çав шутра хушма хуçалăхсен тÿпи — 52%. Çу кунĕсенче сăвăм хушăннăран сиплĕ çимĕç палăрмаллах йÿнелет. Паллах, пĕчĕк хак ял хуçалăх таварне туса илекенсене тивĕçтермест. Ялсенче ĕне кĕтĕвĕ сахалланса пыни çакăнпа та çыхăннă. Чĕр тавара вырăнта тирпейлени лару-тăрăва улăштарма пулăшĕ. Юлашки вăхăтра Чăваш Енре сĕт, аш-какай, çĕр улми, пахча çимĕç, улма-çырла тирпейлессине аталантарма тытăнни шанăç кÿрет. Инвестици проекчĕсене хута кĕртме патшалăх та курăмлă пулăшу парать.

Хушма хуçалăхсенче сĕтрен ытларах тăпăрчă, турăх, услам çу хатĕрлеççĕ. Манăн шухăшпа сыр тусан тата аванрах пулмалла. Ку çимĕç хаклăпа сутăнать. Хăш-пĕр сорта упранă май тути лайăхланать кăна. Апла тавара çийĕнчех вырнаçтарайманшăн пăшăрханмалли çук. Раççейре пурăнакансем апат-çимĕçре сыр нумайрах усă курма тытăнни сисĕнет. 10-15 çул каялла çулталăкра çын пуçне 3-4 кг тăкакланă. Халĕ кăтарту 7 кг çитнĕ. Тăрăшса ĕçлесен, производство калăпăшне пысăклатсан 4-5 çултан 10 кг çитерĕпĕр. Рынокра сыр çителĕксĕр, уйрăмах вырăнта хатĕрлесе кăларни», — лару-тăрăва уçăмлатрĕ Чăваш патшалăх аграри университечĕн биотехнологи тата ял хуçалăх продукцине тирпейлес енĕпе ĕçлекен кафедрин профессорĕ Геннадий Ларионов.

Тавар сутăнасси хакран, пахалăхран килет. Хакне кура çынсем усăллă, тутлă çимĕç туянма тăрăшаççĕ. Çак вăрттăнлăха ăçта вĕренмелле? 2021 çулта Чăваш Енре «Фермер шкулĕ» проект хута кайни çивĕч ыйтăва — специалистсем хатĕрлессине — татса парассипе сумлă утăм турĕ. Шкулта фермерсене, уйрăм пайтаçăсене, хăй тĕллĕн ĕçлекенсене «Çĕнĕ технологипе сыр хатĕрлессине» вĕрентме тытăнчĕç. Проектăн виçĕ тапхăрĕнче 40 çын ытла тĕрлĕ сыр пĕçерес вăрттăнлăха алла илнĕ. Çакă вĕсене çĕнĕ производство уçма хавхалантарнă. Нумайăшĕ палăртнине пурнăçа кĕртме бизнес-проектсем хатĕрленĕ. «Перспектива», «Агростартап» программăсене хутшăнса грантсем тивĕçнĕ. Сăмах май, «Перспектива» программăна «Фермер шкулĕнчен» вĕренсе тухакансене ял бизнесне пуçарма пулăшмашкăн йышăннă. Иртнĕ çул республикăра сыр тăвассине, пулă ĕрчетессине аталантарма бюджетран 125 млн тенкĕ уйăрнă. Грант хисепĕ — 10 млн тенкĕ. Кăçал унăн виçине татах ÿстернĕ. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă тă- « » Рынокра сыр çителĕксĕр, уйрăмах вырăнта хатĕрлесе кăларни Автор сăн ÿкерчĕкĕсем рăх, грант тивĕçекенсен продукци калăпăшне ÿстерсе пымалла. Сăмахран, сырпа ĕçлекенсен çулталăкра 20 тоннăран кая мар çимĕç хатĕрлемелле. <...>

Лариса НИКИТИНА

♦   ♦   


Телейлĕ çулпа çÿренĕ

«Кашни кун эсĕ çул çинче, кашни кун эсĕ руль умĕнче, çумăр çăвать-и е çил-тăман — телейлĕ çул пултăр саншăн ялан». Ку юрра ахальтен аса илмерĕм. Юрăри тĕп сăнар арçын пулин те паян хĕрарăм водитель çинчен каласа кăтартăпăр. Статьяри тĕп герой — чылай çул трактористра тăрăшнă Галина Кашаева. Куславкка округĕнчи Кунер ялĕнче пурăнаканскер мĕншĕн çак профессие суйланă-ха? Тĕлĕнмелле шăпаллă хĕрарăмпа паллашас тĕллевпе çула тухрăм.

Уралтан — Шупашкара

Галина Петровна Свердловск облаçĕнчи Нежданово ялĕнче çуралса ÿснĕ. «Асаттепе асанне Елчĕк районĕнчен тухнă чăвашсем пулнă. Кулаксем тесе вĕсене çак тăрăха кăларса янă. Манăн аттепе анне Çĕпĕрте çуралнă. Ваттисем те, çывăх çынсем те чăвашла пĕлетчĕç, эпир вара калаçман, шкулта та вĕрентмен. Ĕлĕк пирĕн ялта нумай чăваш пурăнатчĕ, халĕ те чылай вĕсем, — чăвашла шăкăлтатса пуплерĕ хĕрарăм /вăл Чăваш Ене пурăнма куçсан чăвашла калаçма хăнăхнă/. — Шкул хыççăн мана аттен аппăшĕ, вăл Шупашкарта пурăнатчĕ, хăнана чĕнчĕ. Унта питĕ килĕшрĕ, юлма шутларăм. Педучилищĕне пăрахсах /ун чухне унта вĕренме кĕнĕччĕ кăна/ пир-авăр комбиначĕ çумĕнчи училищĕре пĕлÿ илме тытăнтăм. Аппа çав комбинатра ĕçлетчĕ. ПТУран вĕренсе тухса çип арлакан специалист пулса тăтăм, 3-мĕш пир-авăр фабрикине ĕçе вырнаçрăм». Çапла çырăнма пуçланă инçетри Уралта çут тĕнчене килнĕ хĕрĕн Чăваш Енри кун-çулĕ.

Фабрикăра ĕçленĕ чухне Галина Бармакова юлташ хĕр патне, Вăрмар районĕнчи Çÿлти Кинчер ялне, хăнана кайсан пулас упăшкипе Владимир Кашаевпа паллашнă. «Вăл ун чухне салтакран кăна таврăннăччĕ. Пĕр-пĕрне пĕрре курсах килĕштертĕмĕр пулас, тепĕр икĕ уйăхран пĕрлешрĕмĕр. Ун чухне эпĕ 18-та кăначчĕ. Эпир çемье чăмăртанăранпа кăçал 45 çул çитет», — калаçăва малалла тăсрĕ вăл. Çемье çавăрсан çамрăк мăшăр ялта тĕпленме шут тытнă, кил хуçи хула пурнăçне кăмăлламан-мĕн. Пĕррехинче çамрăк арăм хаçатра Куславкка районĕнчи «Родина» совхозра дояркăсемпе механизаторсем кирли пирки пĕлтерÿ вуланă. Кашаевсем Кинчертен аякрах мар вырнаçнă яла çул тытнă. «Николай Ахметов директор пире кăмăллăн йышăнчĕ. Эпĕ дояркăра ĕçлеме хирĕç маррине пĕлтертĕм. Ертÿçĕ çамрăк хĕр çак ĕçе тăваяссинчен иккĕленнĕ курăнать: «Ĕне сума пĕлетĕр-и?» — ыйтрĕ хайхи. Анне дояркăччĕ, ăна ĕне сума пулăшаттăм. Унпа пĕрле 3-мĕш класранпах фермăна çÿреттĕмччĕ. Доярка ĕçĕ çывăхчĕ мана. Çапла вара совхоз ферминче ĕçлеме тытăнтăм. Упăшка тракториста вырнаçрĕ. Пире çурт-йĕрпе тивĕçтерчĕç», — сăмах çăмхине сÿтрĕ 1979 çултанпа Кунерте пурăнакан хĕрарăм. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ

♦   ♦   


«Мĕн чухлĕ шырарăм, сан пеккине тупаймарăм»

Талантлă çын пур енĕпе те пултаруллă. Çак сăмахсене Чĕмпĕрти «Канаш» хаçат редакцийĕнче ĕçлекен Елена Алексеева çинчен каланăнах туйăнать. Елена Аксупи — çыравçă та. Унăн чăвашла çырнă хайлавĕсене вулакансем питĕ килĕштереççĕ.

Асламăшĕн юмахĕсене итлесе ÿснĕ

— Елена Геннадиевна, çырас туйăм хăçан çуралнă сирĕн? Йăхра пултарулăх енĕпе ĕçлекенсем пулнă-и?

— Манăн асанне хĕрĕхрех вилнĕ. Асатте тепре авланнă. Тăван мар асанне — чăваш халăх поэчĕн Николай Шелепин тăван шăллĕн хĕрĕ. Вăл, Зинаида Ивановна Селиванова /Полоруссова/, пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче 95 çул тултарчĕ. Эпир тăван асаннене курман. Сăмах май, вăл учитель пулнă. Мария Прокопьевна кĕçĕн классене вĕрентнĕ. Тăван мар асанне юмахсем калама питĕ ăстаччĕ. Вăл юптарнине тĕлĕнсе итлеттĕмĕр. Анне фельдшерта вăй хунă, ялан ĕçре пулнă. Асанне вăхăта пирĕнпе ирттерме кăмăллатчĕ. Халĕ «Чăваш халăх юмахĕсем» кĕнекери хайлавсене хĕрĕмпе пĕрле вулатăп та тĕлĕнетĕп: çав юмахсене вăл пире тахçанах каласа панă. Хитре, илĕртмелле юптаратчĕ. Асанне — хутла лайăх пĕлекен çын. 7 класс пĕтернĕ вăл. Вулама çав тери юратнă. Эпĕ чăваш чĕлхи еннелле туртăннинче асаннен тÿпи пурах. Пирĕн шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем питĕ пултаруллăччĕ. «Ой, ку хушма предмет кăна», — тесе вĕрентмен. Тÿрĕ кăмăлпа, чунне парса ĕçленĕ вĕсем. Чăваш чĕлхи вĕрентекен Филипп Рыжаков Чăваш патшалăх педагогика институтне пĕтернĕ хыççăн пынă пирĕн шкула. Астăватăп-ха: пире вăл сочиненисем çырма вĕрентетчĕ. Урокра кашнин сочиненине тишкереттĕмĕр. «Алена, ытла нумай çырмалла мар. Тĕп шухăшсене кăна уçса памалла», — тетчĕ Филипп Денисович. Эпĕ пĕр сочиненине сăвăласах шăрçаланăччĕ. «Сочинение сăвăсем кĕртмелле мар. Хăв мĕн шухăшланине çырмалла», — ăс панăччĕ вăл. Эпĕ шкулта комсомол организацийĕн секретарĕ пулнă. Маларах пионер организацине ертсе пынă. Мĕн ачаран чăваш чĕлхине пысăк тимлĕх уйăраттăм. Тăватă çухрăмри Кивĕ Тимушкел шкулĕнче яланах чăваш мероприятийĕсем ирттереттĕмĕр. «Эй, мĕн тума кирлĕ чăваш чĕлхи?» — тетчĕç вырăс ачисем. Эпир вĕсене уншăн хĕнеме те хăтланнă… Чăн-чăн чăваш патриочĕсем пулнă. Чăваш чĕлхи вĕрентме Шупашкартан çамрăк учитель Николай Тербуков килнĕччĕ. Вăл мана 10-мĕш класс хыççăн Шупашкара олимпиадăна илсе кайрĕ. Ăна Виталий Станьял преподаватель йĕркеленĕччĕ. Университетăн çĕнĕ çуртĕнче иртнĕччĕ вăл. Ялсенчен йышлăн килнĕччĕ. Эпĕ çавăн чухне пĕрле хамăр тăрăхри юрăсен кассетине илнĕччĕ. Мĕншĕн çыртарас тенĕ-ши? Мана кам каланă-ши? Тата асанне Шелепине курни çинчен аса илнине, кучченеç панă ăна вăл, çыртарнăччĕ. Виталий Петрович пире, Тутарстан чăвашĕсене, хапăлласа йышăннăччĕ. Эпĕ ăна çав кассетăна итлеме панăччĕ. «Алена, эпĕ сана тепĕр çул, шкул пĕтерсен çак факультетра курасшăн», — тенĕччĕ вăл. Шкула кайсан чăваш филологийĕпе культура факультетне вĕренме каясси пирки пĕлтертĕм. Эпĕ ытти предметпа та лайăх вĕреннĕ, олимпиадăсене нумай хутшăннă. Мĕн тетĕр? Мана директор пÿлĕмне чĕнсе илсех вăрçрĕç учительсем. «Санăн пуçу çук-и? Мĕн тума кирлĕ сана чăваш чĕлхи? Укăлчаран тухсан кирлĕ мар вăл», — терĕç. Эпĕ йăлтах хам шухăшланă пек тума юрататăп. Мана анне, тĕрĕссипе, тухтăра ярасшăнччĕ… Ача чухне хаçат-журнала заметкăсем çырса тăнă. Аттепе анне пирĕн валли хаçат-журнал чылай çырăнса илетчĕç. «Хатĕр пул», «Пионер сасси», вырăслисем те пулнă. Почтальон пирĕн пата темĕн пысăкăш çĕклемпе килетчĕ. «Эсĕ ăçта вĕренме каяс тетĕн — санпа килĕшетпĕр», — тенĕччĕ аттепе анне. Тепĕр çулхине йышăну комиссине кайсассăн: «Алена, мĕнле хитре кĕпепе санăн аннÿ. Пăхса ытармалла мар», — тенĕччĕ пĕр хĕрача. Аслă хĕрĕпе йышăну комиссине килни аттепе аннешĕн уяв пекех туйăннă. Шкула кĕмĕл медальпе пĕтертĕм. Вĕренме кĕтĕм. Эпĕ вулама питĕ юратнă. Пÿртри ĕçсене тунă чухне вăрттăн, пĕшкĕнсе ларса вулаттăм. <...>

Роза ВЛАСОВА

♦   ♦   


Чун туртăмĕнчен — бизнеса

Выльăх-чĕрлĕх, ÿсен-тăран, пахча çимĕç… — фермерсен ĕçĕ анлă. Шупашкар округĕнчи Игорь Грацилев вара ял халăхне тĕлĕнтерсе ăман ĕрчетет, биогумус, шĕвĕ удобрени хатĕрлет. Унăн таварĕ Новосибирскран пуçласа Тайвань таранах сарăлать.

Ăман ĕрчетнине курнă-и?

Игорь Грацилев И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче радиотехника тата электроника факультетĕнче вĕреннĕ вăхăтрах наукăпа производство предприятине вырнаçнă. Карьера ăнса пынă. Пултаруллă çамрăк специалист 25 çулта пай пуçлăхне ларнă. Вунă çул ытла заводра вăй хунă вăл. Суйласа илнĕ ĕç килĕшнĕ ăна. Пушă вăхăтра вара пулла çÿренĕ. Пулăçсен ăмăртăвне те хутшăннă, малти вырăнсене йышăннă. Çулла е хĕлле, шăрăх е шартлама сивĕ… — шыв-шуртан татăлма пĕлмен вăл. Чун туртăмĕ кĕçех çамрăкăн шăпине тĕпрен улăштарнă. Ăмансăр пулăç алă-урасăр çын пекех. Малтан ăна лавккаран туяннă, анчах пур чухне те тупса илме кансĕр иккен.

Игорь Грацилев пулла чăрмавсăр çÿреме килĕнчех ăман ĕрчетнĕ. Кĕçех пулăçсем, каярахпа лавккасем те унран ытлашши таварне сутма ыйтнă. «2015 çулта хурт курттăммăн туянса хушма хуçалăхра ытларах ĕрчетме тытăнтăм. Вăл лайăх сутăннине кура бизнес йĕркелес шухăш çуралчĕ. Заводра пуçлăхра ĕçлесен те ыттисен куçĕнчен пăхмалла, ирĕклĕ мар. Манăн вара хам тĕллĕн, никама пăхăнмасăр ĕçлес килетчĕ», — бизнесри малтанхи утăмĕсемпе паллаштарчĕ фермер.

Инвестор тупăнни, Михаил Исачкин бизнеса пĕрле аталантарма килĕшни ăна ĕçлеме хавхалантарнă. 2018 çулта фермер хуçалăхне йĕркеленĕ. Производствăна сарма Шупашкар округĕнче Лакăр ялĕ çывăхĕнче кивĕ фермăна илнĕ. Юхăннă çурта йĕркене кĕртме, çутă, шыв илсе пыма вăхăт, укçа-тенкĕ самай кайнă. Газ кĕртмешкĕн кăна виçĕ çул кĕтнĕ. Çурта юсанă хыççăн оборудовани, тавар чĕркемелли, ĕçре кирлĕ ытти хатĕр туяннă.

Çĕршывра искусствăллă майпа тĕрлĕ ăман ĕрчетекенсем те пур. Фермер хуçалăхĕ «Дендробена Венета» текеннине туяннă. Ăна Раççее çирĕм çул каяллах илсе килнĕмĕн. Чăваш Енре çитĕнтернĕ хурт вырăнта кăна мар, ытти региона та сарăлма тытăннă. Аçтăрхан, Çурçĕр… — клиентсем хушăнсах пынă. Шăрăхра е сивĕре ăман тупма йывăр иккен. Пулăçсене вара вăл вĕçĕмех кирлĕ. <...>

Лариса НИКИТИНА

♦   ♦   


Çĕнĕлĕхе хуçалăхра йывăррăн йышăннă

Канашлу е ĕçлĕ çул çÿрев — унăн аллинчен фотоаппарат каймасть темелле. Пĕлтерĕшлĕ самантсене ÿкерсе яланлăха асра хăварма тăрăшать вăл. Шкулта, институтра вĕреннĕ, хуçалăха ертсе пынă çулсем… — хулăн альбомсенче Святослав Егоровăн кун-çулĕ алă тупанĕ çинчи пек тухса тăрать.

Эрнерен вите ишĕлсе аннă

«Аттепе анне тухтăрсем пулнă, пĕри — çынсене, тепри выльăх-чĕрлĕхе сыватнă. Вĕсем ачисене те вĕрентме тăрăшнă.Эпĕ 1972 çулта салтакран таврăнсан аслă шкула инженер-механика вĕренме кĕтĕм», — сăмах пуçарчĕ Святослав Александрович.

Диплом илсен çамрăка «Приволжское» хуçалăха ĕçлеме янă. Предприяти республикăра пĕрремĕш хут сĕт пăрăхĕсем туяннăмĕн. «Санăн ĕç — çакна пуçтарса хута ярасси», — тенĕ Николай Герасимов директор специалиста. Святослав Егоров тĕп инженерпа пĕрле кăткăс механизма пуçтарса витесене вырнаçтарма тытăннă. 1977 çулта ĕне ферминче сĕт пăрăхне хута янă. Кĕçех çĕнĕлĕх республикипех сарăлма тытăннă.

«1979 çулхи нарăс уйăхĕнче «Приволжское» хуçалăха çамрăкрах арçын çитрĕ. «Мана Ленин ячĕллĕ колхоз председательне суйларĕç. Пĕрле ĕçлеме инженер кирлĕ», — терĕ хайхи. Çÿлте ларакансем Алексей Алексеева кая юлса пыракан колхоза шурлăхран туртса кăларма янă иккен. Чăн, лару-тăру йывăр пулнă. Фермисем кивĕ, ĕне пуçне талăкра 2-3 кг сĕт тунă. Çĕнĕ ертÿçĕ ĕçе тытăнсан эрнерен пĕр вити ишĕлсе аннă. Йывăр лава пĕрле туртма çамрăк та харсăр специалиста шыранă-мĕн вăл. Унăн шухăшĕ Николай Герасимов кăмăлне каймарĕ. «Çур акине вăхăтра ирттереймесен айăпне инженер çине тиесшĕн-им?» — хирĕçлерĕ ăна вăл. Калаçу хыççăн Николай Герасимович мана командировкăна çине-çинех яма тытăнчĕ. Пĕринчен çаврăнса çитетĕп кăна, каллех çула тухмалла. Сăлтавне ăнланатăп-ха, ĕçрен хăтарасшăн мар.

Çĕртме уйăхĕнче, ака-суха иртсен çеç пушантăм. Служба машинипе хайхи колхозпа паллашма кайрăм. Шупашкар районĕнче çуралса ÿснĕ пулин те, Апаш ăçта вырнаçнине пĕлмен. Çапах шыраса тупрăм. Эпĕ çитнĕ тĕле хĕрсех колхоз правленийĕн ларăвĕ пырать. «Ку çамрăк, хастар, ĕçлеме пултарать, йышăнатпăр», — татса пачĕç шăпама вĕсем. Вăйлă хуçалăх хыççăн кунти юхăнчăк витесем, кивĕ машина-трактор самай тĕлĕнтернĕччĕ», — иртнине куç умне кăларчĕ вăл. <...>

Лариса НИКИТИНА 

♦   ♦   


«Апла тăк вăл – аттех!»

"Эпĕ Новосибирск хулинче пурăнатăп, аттене Степан Душкина епле шыраса тупни çинчен çырса кăтартас тетĕп. Вăл хăш тăрăхран пулнине палăртасси тивĕçлĕ канăва кайсан маншăн тĕп ыйту пулса тăчĕ. Ăна хуравлама иккĕмĕш сыпăкри йăмăкăм Марина Гачко пулăшрĕ, манăн йăх тымарне Новосибирскри, Томскри, Барнаулти, Хабаровскри архивсенче шырарĕ. Атте Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Кĕчкей ялĕнче çурални пирки хам 71 çулта чухне çеç пĕлтĕм.

«Каснă лартнă аçу!»

Эпĕ, вăрçă ачи, 1943 çулхи чÿк уйăхĕнче Новосибирск облаçĕнчи Ордынка районĕнче çут тĕнчене килнĕ. Анне Клавдия Антоновна Южакова мана пĕччен çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Ача чухне: «Атте ăçта?» — тесе кĕпи аркинчен пĕрмай туртаттăм. «Вăл ăçтине мĕн тума пĕлмелле санăн? Эпĕ килтех вĕт, апла тăк пирĕн пурте пур», — хуравлатчĕ кĕскен. Аслă классенче вĕреннĕ чухне: «Аçун хушамачĕ — Душкин, ячĕ — Степан», — тетчĕ, ытти пирки шарламастчĕ. Атте ăçтине, мĕнле çын иккенне каласа памасăрах 2011 çулта пурнăçран кайрĕ. Вăл аттене 1950 çулсенче районăн çар комиссариатне шыраттарса пăхнă — тупайман.

Унтанпа çырмара шыв нумай юхрĕ. Пĕррехинче Марина мана РФ Оборона министерствин «Халăх астăвăмĕ» сайтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Степан Викторович Душкин çинчен информаци тупнине, ăна «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальпе наградăланине пĕлтерчĕ. «Вăл — манăн атте!» — терĕм чылай çул кĕтнĕ хыпаршăн савăнса. «Страницăра Степан Душкинсем улттăн, вĕсем ăçта çуралнине палăртман. Хăшĕ аçу пулни паллă мар-ха», — терĕ тăванăм. Каярахпа облаçран Хĕрлĕ çара вăрçă çулĕсенче Степан Викторович Душкина çеç илнине пĕлчĕ.

«Апла тăк вăл — аттех!» — савăннăран хваттерте кумрăм эпĕ. 1906 çулта çуралнăскер çара Çÿлти Ирмен районĕн çар комиссариатĕнче 1943 çулхи пуш уйăхĕнче çырăннă. Ун чухне Ордынка Çÿлти Ирмен районне кĕнĕ, атте 38 çулта пулнă. Учет карточкинче пĕлтернĕ тăрăх, вăл Чăваш АССРĕнчи Октябрь районĕнчи Кĕчкей ялĕнче çуралнă, чăваш, çарти специальноçĕ — взвод химикĕ.

Степан Душкин вăрçăччен химик-технолог специальноçне алла илнĕ. Прага хули патĕнчи çапăçусенче метеорологипе хими сăнавĕн пĕтĕмлетĕвне штаба вăхăтра çитерсе тăнăшăн «Паттăрлăхшăн» медале тивĕçнĕ. Эпир ĕмĕтленме те пултарайман: 2014 çулта Марина интернетра Кĕчкей ялĕн сайтне шыраса тупрĕ. Ăна информаципе вуннăмĕш класра вĕренекен ача тивĕçтернĕ иккен. Унтан аттен пĕртăванĕсем Иван тата Тимофей çапăçу хирĕнче 1942 çулта пуç хунине пĕлтĕмĕр, аттен ялти тăванĕсем пирки пире хыпарлама ыйтрăмăр. Унтанпа виçĕ çул иртрĕ — хурав пулмарĕ. Ăнланатпăр: ял сайчĕ — шалу тÿлесе ĕçлеттерекен информаци хатĕрĕ мар, çавăнпа ÿпкелемерĕмĕр. Хурав кĕтме пăрахнăччĕ. 2016 çулта Марина патне аттен Сĕнтĕрвăрри хулинчи тăванĕнчен Зойăран çыру çитрĕ. Çапла майпа пĕр-пĕрин хушшинче çыхăнăва йĕркелесе ятăмăр. Аттепе пĕртăван Марийăн хĕрĕ Зоя, унăн хĕрĕ Елена Курышевăсем пĕртăвансем — Степан, Иван тата Тимофей Душкинсем — çинчен хыпар чылай пĕлтерчĕç", - тет Любовь Душкина. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.