17 пине яхăн ача кăçал республикăра парта хушшине пуçласа ларĕ
Çак шутран 8,5 пин Шупашкарта пурăнать. Заявленисен шучĕ нумаййине кура хăш-пĕр шкулта хушма классем уçĕç.
Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче 1-мĕш класа каякан ачасен ашшĕ-амăшĕнчен заявлени йышăнма тытăнĕç. Çак тапхăр çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕччен тăсăлĕ.
«Ачана шкула илес умĕн ашшĕ-амăшĕн чылай ыйту сиксе тухать. Вĕсен халĕ интернет уçлăхĕнчи «Госуслуги» портала кĕрсе заявленисен тĕслĕхĕпе паллашма, кирлĕ документсене хатĕрлесе хума вăхăт пур-ха», — тенĕ ЧР вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров.
Вера ШУМИЛОВА
Комментировать