Хыпар 31-32 (28059-28060)№№ 24.03.2023
Черккешĕн вĕсем автомобильпе тÿлеççĕ
Ÿсĕрсен çирĕм ытла машинине туртса илнĕ. Черетре кам?
Руль умне ÿсĕрле ларнăшăн яваплăх ахаль те çирĕпчĕ-ха — водитель прависĕр хăварнипе пĕрлех кунашкаллишĕн штраф та пысăк. Анчах çак мерăсем çителĕксĕрри те куçкĕрет: ÿсĕр водительсем çул çинче авари тунă тĕслĕх тăтăшах пулать. Çав шутра — çын вилнипе çыхăннă инкексем те. Çавна май эрех ĕçсе çула тухнăшăн явап тыттарасси хаярлансах пыни те тĕлĕнтермест. Иртнĕ çултан унашкал водительсен автомобилĕсене конфискацилеме те пуçларĕç.
Конфискаци — çине-çинех
Ÿсĕрсен транспортне патшалăх харпăрлăхне туртса илни пирки пĕрмай пĕлтереççĕ. Калăпăр, нумаях пулмасть Шупашкар çынни машинăсăр юлнă. Ăна çул çÿрев хăрушсăрлăхне хирĕç преступлени тунăшăн Уголовлă кодексăн 264.1 статйин 1-мĕш пайĕпе айăпланă. Маларах, 2020 çулхи раштавра, вăл çакнашкаллишĕнех административлă майпа явап тытнă, анчах çав пăтăрмах уншăн урок пулман ахăр — 2022 çулхи чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче çĕрле ВАЗ-2114 автомобильпе каллех ÿсĕрле çула тухнă. Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн инспекцийĕн сотрудникĕсем ăна тĕп хулари Миттов урамĕнче тытса чарнă. Уголовлă ĕç çуралнă. Патшалăх айăплавçин позицине шута илсе суд арçынна обязательнăй майпа 200 сехет ĕçлеттерме, 2 çуллăха транспорт рулĕ умне ларассипе çыхăннă ĕçпе ĕçлеме чарнă. Автомобильне патшалăх харпăрлăхне туртса илнĕ.
Вăрнар округĕнче 26 çулти каччă суд тенкелĕ çине ларнă. Çамрăк пулин те вăл та çакнашкаллишĕнех маларах та судпа айăпланнă. Çавна май ку хутĕнче ăна Уголовлă кодексăн çÿлерех асăннă статйин 2-мĕш пайĕпе /çакнашкал преступленишĕнех маларах судпа айăпланнă çын автомобиль рулĕ умне ÿсĕрле тепĕр хут ларни/ явап тыттарнă.
Следстви тата суд тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, вăл эрех ĕçнĕ хыççăн ВАЗ-21083 автомобильпе «Шупашкар — Сăр» çул çине тухнă. Вăрнар округĕнчи Мачамăш ялĕ патĕнче ăна ПАИ ĕçченĕсем чарнă — çул çÿрев вĕçленнĕ... Çамрăк çын хăйĕн айăпне туллин йышăннă. Суд ăна 8 уйăхлăха ирĕксĕр хăварма, колони-поселение ăсатма йышăннă. Ытла хаяр судья пулнă теме ан васкăр — чăннипе, кунашкаллишĕн УК виçĕ çул таранах ирĕксĕр хăварассине те палăртать. Çийĕнчен ку тĕслĕхре водителе транспорт управленийĕпе çыхăннă ĕçпе ĕçлеме 5 çул та 3 уйăхлăха чарнă. Машинине те конфискациленĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ
♦ ♦ ♦
Хунямăшĕ çывăрса кайсан вăййа тухнă
«Фермăна виçĕ кун ан пыр»
«Кĕреке умне тăратрĕç мана Юр пуçласа юр юрлама. Кĕреке тулли ют çын ларать, Юр пуçласа епле юрлас? Мăн çул тăрăх лавсем иртеç. Малти лаши шап-шур кăпăк. Йывăр пуль çав çула тытма», — юрласа кĕтсе илчĕ мана кил хуçи хĕрарăмĕ. Юрласа пĕтернĕ хыççăн иртнĕ кун-çулне аса илчĕ.
— Мана упăшка кĕвĕçмен. Юрласа, савăнса çÿренĕ. Пĕррехинче Шупашкара ĕçпе юрă уявне кайсан виçĕ кун пурăннăччĕ. Ун чухне утă вăхăчĕччĕ. Мĕнле çапса пăрахман? Хам арçын пулнă тăк киле кĕртместĕм. Вăл мана шаннă. Концертпа кÿршĕ ялсене кайсан çур çĕр иртни пĕррере таврăнаттăмăр. Мана чармастчĕ вăл. Тирпейлĕ тумлантарса ярасшăнччĕ. «Арçынсен çухи хуп-хура, кĕписене улăштармаççĕ», — тиркетчĕ хăшĕ-пĕрне. Хăй питĕ тирпейлĕччĕ. Арманта ĕçленĕ чухне киле таврăнас умĕн халатне шарт-шарт шаккатчĕ. Шап-шурă кĕпе тăхăнатчĕ, çаннине чавса таран тавăратчĕ. Халĕ те куç умĕнче… Çемьеллĕ пурнăç телейлĕ пулчĕ. Эпĕ 17-рех качча кайнă. Эпир çав кун Трак пуххинчен килнĕччĕ. Пулас мăшăрăм Борис Матвеев купăспа пирĕн урама пычĕ. «Айтăр, пирĕн пата», — тесе чĕнчĕ вăл. Эпĕ кайрăм, апăрша. Вĕсем патĕнче ĕçкĕ ĕçеççĕ. Пулас мăшăрăм купăс калать. Мана пулас хуняма çумне кĕртсе лартрĕç. Кĕç ĕçкĕрисем туй юрри шăрантарма тытăнчĕç. «Ай-уй, туй юрри юрлаççĕ», — терĕ Борис. Эпĕ ним ăнланмасăр пăхкаласа ларатăп. «Ай-уй, кăмаки ытла лутра, çăкăрне мĕнле пĕçереççĕ-ши? Пÿрчĕ те икĕ тĕкĕ çинче кăна ларать», — явăнчĕ пуçра шухăш. Ĕçкĕре ферма заведующийĕ те пурччĕ. Ун чухне эпĕ унта ĕçлеттĕм. «Виçĕ кун фермăна ан пыр», — терĕ вăл мана. Çапла арăм пултăм та тăтăм», — калаçăва çыхăнтарчĕ Евгения Васильевна. Хура вăрăм çÿçлĕ, чипер хĕр пулнă вăл. Çÿçне явса пуç тавралла кăшăлласа çÿренĕ.
Ачалăхне аса илсен вара чунĕ хурланчĕ. Çук çынсем пулнă. Тăхăнмалли те, çимелли те пулман. «Тĕртнĕ пир кĕпепе çÿреттĕмĕр, çапах хамăра капăр тесе шутлаттăмăр. Мăнкун эрнинче шкула çĕнĕ кĕпе тăхăнса кайсан учительсем ятлатчĕç. Вĕсем Турра ĕненместчĕç. Çавăнпа пире те капăрлантарасшăнах пулман ĕнтĕ. «Кирлĕ мар пире Мăнкун, пирĕн пур Май уявĕ», — вĕрентетчĕç вĕсем пире», — иртнине куç умне кăларчĕ шураппа. Вĕсем Мăн Шетмĕн тепĕр енче вырнаçнă урамра, Сывлăмкассинче, пурăнаççĕ. Унта пĕтĕмпе те 15 çурт кăна. Вĕсене юхан шыв урлă каçса çÿреме кĕпер туса, асфальт сарса панă. Çавăн пекех Мăн Шетмĕ урлă шыв пăрăхне те хывнă.
«Манăн хуняçана Сывлăм Матви тетчĕç. Ялта ир-ирех, сывлăм типичченех çăмарта пуçтарнăран çапла каланă ăна. Урамне хуняçа ячĕпе Сывлăмкасси тенĕ. Çав тери ырă кăмăллă мучи пулнă, çавăнпа çĕнĕ çăвана чи малтан ăна пытарнă. Яманаксен çăва пуçĕ вăл. Мăн Шетмĕ маларах туллирех юхатчĕ. Хĕлле шыв шăнсан Красноармейскинчен машинăсем пăр тăрăх килетчĕç», — сăн ÿкерчĕксемпе паллашнă май пирĕн сăмах таçта та çитрĕ. Акă Мăн Шетмĕ хĕрринчи шыв арманĕ. Хăй вăхăтĕнче юхан шывсем çинче шыв арманĕ чылай пулнă. Мăн Шетмĕ тăрăх кăна 12 лартнă… Евгения Васильевна Кушкă çывăхĕнче те шыв арманĕ ларнине астăвать. Паянхи кун Чăваш Енре Яманаксен шыв арманĕ кăна упранса юлнă. <...>
Роза ВЛАСОВА
♦ ♦ ♦
Ача класра хăйне ют çын пек ан туйтăр»
«Вĕренекенĕмсем манăн çула суйлани хавхаланса ĕçлеме вăй парать», — палăртрĕ Шупашкарти 36-мĕш шкулта ĕçлекен акăлчан чĕлхи учителĕ Ольга Ржанова. Вăл Раççей Федерацийĕн Вĕрентÿ министерствин Хисеп хутне тивĕçнĕ. Асăннă шкулта Ольга Вячеславовна 21 çул ĕçлет. Амăшĕ Светлана Васильевна та çак пĕлÿ çуртĕнче шкул ачисене 42 çул акăлчан чĕлхине ăса хывма пулăшнă. Çывăх çыннин çулне суйлани ахальтен мар: Ольга Вячеславовна пĕчĕк чухнех амăшĕ ирттерекен уроксене итлесе ларнă. Шкула, учитель ĕçне юратасси çавăн чухнех тымар ярса аталаннă.
Историе юратнă
— Ольга Вячеславовна, апла эсир вĕрентекен пулмах ĕмĕтленсе ÿснĕ ĕнтĕ.
— Актриса та пулас килетчĕ. Вырăс драма театрне питĕ юрататтăм, халĕ те унта çÿретĕп. Асатте Василий Ржанов драматург, çар корреспонденчĕ пулнă. Унăн хайлавĕсем тăрăх «Ял кулли», «Энтип» спектакльсем лартнă. Вăрçăран таврăнсан К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ĕçленĕ. Йăхра учительсем пурри саккун пурнăçĕ евĕр чуна сăрхăнса кĕчĕ пулĕ. Анне, асанне, унăн аппăшĕ шкулта ĕçленĕ.
— «Паянхи ачасемпе ĕçлеме йывăр, ашшĕ-амăшĕпе — пушшех», — тенине илтме пулать.
— Диплом илсе шкула килсенех çак профессие суйланăшăн ÿкĕннĕ самантсем пулкаланă. Ачасене дисциплинăна хăнăхтарма йывăрччĕ. Шкул администрацийĕ, аслă ÿсĕмри вĕрентекенсем пулăшнипе хăнăхрăм. Анне те тĕрĕс сĕнÿ-канашпа йывăрлăхсене парăнтарма вĕрентрĕ.
— Шкулта ăс пухнă чухне чи юратнă предмет ют чĕлхеччĕ-и?
— Историе ухмаха ерсе каясла кăмăллаттăм. Учитель ирттерекен уроксем тĕлĕнмелле интереслĕччĕ, юмах евĕрччĕ. Урок ан вĕçлентĕрччĕ тесе лараттăм.
— Кăмăлланă вĕрентекен çулĕпе кайманшăн ÿкĕнместĕр-и?
— 2019 çулта шкул ертÿçи Юлия Кирзенкова шырав отрячĕ йĕркелеме сĕнсен тÿрех килĕшрĕм. Асаннепе кукамай тыл ĕçченĕсем пулнă. Асаттепе кукаçи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи витĕр тухнă. Ача чухне вĕсем çинчен питех кăсăкланман. «Патриот» отряда йĕркелесен, шырав ĕçне пикенсен вĕсен шăпи чуна вăйлăрах витерме пуçларĕ. Çапла пурнăçа историпе çыхăнтарма тытăнтăм.
— Ачасем шырав ĕçне кăмăлпах хутшăнаççĕ-и?
— Шăпах шкул ачисем вăйлă туртăнни экспедицисене тухма май парать. Кашнинчех хăйсен шухăшне пĕлтереççĕ, пулăшаççĕ. Çакă маншăн питĕ хаклă. Пирĕн шкулта 45 çул каялла уçнă музей пур. Ăна Сталинградшăн пынă çапăçăва хутшăннă тата пуç хунă салтаксене халалланă. Музейре шырав отрячĕн кĕтесне уйăрнă. Эпир экспедицисенче тупнă япаласем унта упранаççĕ. «Патриот» отряд шыравпа çыхăннă тĕрлĕ слета, акцие, форума, фестивале, конкурса хутшăнать. Вĕсенче малти вырăнсене те пĕрре мар йышăнтăмăр. 2021 çулта отрядпа Тăвай тăрăхĕнче пултăмăр. Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă çĕрте ĕçленисен тăванĕсем тата окоп чавнă ватă хĕрарăм каласа кăтартнине çырса илтĕмĕр. Вĕсене республикăра çак темăпа хатĕрленĕ сборнике кĕртрĕç . <...>
Елена ЛУКИНА
♦ ♦ ♦
Клубсемпе библиотекăсем çĕнелсе хăтлăланаççĕ
Культура отраслĕ район-хула пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Вăл çыннăн пултарулăхне аталантарма, канăва усăллă та кăсăклă ирттерме майсем туса парать. Культура тытăмĕнчи çитĕнÿсемпе çĕнĕлĕхсем çинчен Патăрьел округĕн культура, туризм, информаципе тивĕçтерекен пайĕн пуçлăхĕ Наталия Никитина каласа кăтартрĕ.
Канмалли кунсенче те ĕçлеççĕ
Наталия Олеговна пĕлтернĕ тăрăх, «Культура» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн модернизаци валли 5 миллион тенкĕ уйăрнă. «Çав укçапа ача-пăча библиотекине çĕнĕ оборудованипе, çĕнĕ кĕнекесемпе, кăтарту хатĕрĕсемпе тивĕçтерĕç. 2020 çулта тĕп вулавăша юсаса çĕнетнĕ хыççăн унта çÿрекенсен йышĕ ÿснĕ. Уйăхсерен тĕрлĕ акци — «Пĕрремĕш вулакан», «Аттепе — библиотекăна»… — йĕркелеççĕ. Вулавăшра хастар та тăрăшуллă çынсем ĕçлеççĕ, вĕсем Патăрьелти юрăпа ташă ансамблĕнче пултарулăха аталантараççĕ. Культура учрежденийĕсем пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеççĕ. Пĕлтĕр районти культура учрежденийĕсенче Пушкин карттипе «çавра сĕтелсем», ăсталăх сехечĕсем, викторинăсем, вăйăсем тата ытти те ирттернĕ», — терĕ вăл.
2021-2022 çулсенче Ульяновкăпа Тăрăн клубĕсене çĕнетнĕ. Çак ĕçе тума 6 миллион тенкĕ тăкакланă. Хальхи вăхăтра Пăлапуç Пашьелти клуба юсаççĕ. Ун валли те укçатенкĕ уйăрнă. Татмăш ялĕнче те çĕнĕ клуб тума пуçласшăн. Майĕпен ытти ялти культура керменĕсене çĕнĕ сăн кĕртсе пырасшăн. Клубсенче 275 кружокпа пĕрлешÿ ĕçлет. Çынсем ташлама, юрлама çÿреççĕ, ал ĕçĕ тăваççĕ... Культура учрежденийĕсем Пенсионерсен союзĕпе тачă çыхăну тытаççĕ. Аслă ÿсĕмри çынсем хорта юрлаççĕ, ал ĕçĕпе аппаланаççĕ: вĕт шăрçапа тĕрлеççĕ, масмак-хушпу тăваççĕ… Акă Украинăри çар операцине хутшăнакансем валли нускиалсиш çыхнă, окоп çуртисем тунă. Сăмах май, çар операцине хутшăнакансен çемйисене культура мероприятийĕсемпе музейсене кĕме тÿлевсĕр абонемент панă.
Патăрьел округĕнче 11 коллектив халăх ятне тивĕçнĕ. Вĕсем Тутарстана, Мари Эла, ытти региона тухса çÿреççĕ, Пĕтĕм Раççейри Акатуйсенче, тĕрлĕ фестивальте хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ. Патăрьелте ача-пăча халăх пукане театрĕ /ертÿçи — Вера Кузнецова/ ĕçлет. Пултарулăх коллективĕн артисчĕсем хăйсемех пуканисене ăсталаççĕ, тумĕсене çĕлеççĕ. Юмахçăсем спектакльсемпе тĕрлĕ яла çитеççĕ. РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Шакин ертсе пыракан халăх ансамблĕ пысăк ят-сум çĕнсе илнĕ. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ
♦ ♦ ♦
Продукцие тĕрлĕ региона ăсатаççĕ
Сăкăтри «Красное Знамя» ЯХПК Патăрьел округĕнчи чи пысăк та вăйлă хуçалăхсенчен пĕри. Унăн кун-çулĕ чылай çул каяллах çырăнма пуçланă. Ял хуçалăхĕнче пысăк çитĕнÿсемпе палăрнă кооператива РФ тата ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Петр Никифоров вăтăр çул ытла ертсе пырать. Хуçалăхăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен Петр Николаевичăн ывăлĕ, кооператив председателĕн çумĕ Николай Никифоров каласа кăтартрĕ.
Тырă хакĕ йÿнĕ
Хуçалăхăн уйĕсем пысăк. 1600 гектар çинче тырă, çĕр улми, сухан, нумай ÿсекен курăк çитĕнтереççĕ. «Тыр-пул лаптăкĕ 850 гектар йышăнать. Пĕлтĕр кĕрхисене 200 гектар çинче акса хăвартăмăр. 2022 çулта тырă тухăçĕ лайăх пулчĕ: пĕр гектартан 48 центнер тĕш тырă туса илтĕмĕр. Çĕр улми ани — 100 гектар. Унăн тухăçĕ пĕр гектарта 370 центнер пулчĕ. Çулла сухан, çĕр улми анисене шăваратпăр», — хыпарларĕ Николай Петрович.
ЯХПК ертÿçисене тырă хакĕ йÿнĕ пулни пăшăрхантарать. Пĕлтĕр 25 гектар çинче севок сухан лартса ÿстернĕ, пĕр гектартан 200 центнер туса илнĕ. Суханăн пысăк пайне вырнаçтарнă та ĕнтĕ. Ăна Мускава, Пензăна, Новосибирска тата ытти хулана ăсатаççĕ. Анчах çимĕçĕн хакĕ, малтанхипе танлаштарсан, кăшт чакнă-мĕн. Мăйракаллă шултра выльăх шучĕ — 800 пуç ытла, вĕсенчен сăвăнакан ĕне – 400 пуç. Пĕлтĕр вăтамран пĕр ĕнерен 7600 килограмм сĕт суса илнĕ. Продукцие Комсомольскинчи сĕт комбинатне ăсатаççĕ. Хĕл каçмашкăн апат /утă-улăм, сенаж, силос/ çителĕклех хатĕрленĕ. Нумай çул ÿсекен курăк 400 гектар çинче çитĕнет. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ
♦ ♦ ♦
Кашни çыннăн хăйĕн телей формули пур
Хĕрарăм — пурнăç чечекĕ… Вăл — кил ăшшин управçи, юратнă анне, мăшăр, çывăх юлташ, йăмăк-аппа... Этемлĕхĕн черчен çурри профессире çитĕнÿсем тăвать, общество ĕçне хастар хутшăнать… Республика çыннисене мухтава тивĕçлĕ, хастар, республика аталанăвне пысăк тÿпе хывакан хĕрарăмсемпе паллаштарас, вĕсене хавхалантарас тĕллевпе «Пĕрле» аталану фончĕн тата Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕн пуçарăвĕпе 2021 çултанпа «Эпĕ — хĕрарăм» конкурс иртет. Пĕлтĕрхи çĕнтерÿçĕсенчен пĕри пирĕншĕн, журналистсемшĕн, пачах ют мар. Вăл — ЧР цифра министрĕн çумĕ Анна Иванова. 2022 çулта вăл «Саккун хуралĕ» номинацире 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ.
Ашшĕн çулне суйланă
Шупашкар хулинче кун çути курнăскер хăйне мĕнле профессипе çыхăнтарассине ача чухнех палăртнă. Уншăн ашшĕ, шалти службăн отставкăри подполковникĕ, тĕслĕх пулнă. Шкултан вĕренсе тухсан Анна Иванова И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн историпе право факультетне вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илсен Федерацин айăплава пурнăçлакан службин Чăваш Енри управленийĕнче ĕçлеме тытăннă. Службăна хăвăртах хăнăхнă вăл.
Анна Владимировна малтанах психолог тивĕçĕсене пурнăçланă, йĕплĕ пралук леш енне лекнĕ çул çитменнисемпе тата хĕрарăмсемпе ĕçленĕ.
— Федерацин айăплава пурнăçлакан службин Чăваш Енри управленине ĕçе вырнаçсан кашни çын хăйне евĕррине, вĕсем патне пымалли çул-йĕр расна пулнине лайăхрах туйма пуçларăм. Пĕрисемпе çирĕппĕн калаçмалла, теприсемпе çемçен, нимĕн пулман пек сăмах вакламаллаччĕ. Çынсемпе ĕçлеме тивнĕрен психолог пĕлĕвĕ кирлине ăнлантăм, аслă шкула çул тытрăм. Çак профессин тĕп правилине ăса хыврăм. Ку — ют çын ыратăвне хăвăнни пек йышăнни. Службăра çăмăл килмерĕ: çĕрлехи рейдсем, профилактика мероприятийĕсем, ирхи вĕренÿ тревогисем… Пурнăç манăн çирĕплĕхе тĕрĕслес терĕ курăнать. Парăнмарăм, 18 çула яхăн службăра тăтăм, — иртнĕ ĕç вырăнĕнчи самантсене куç умне кăларчĕ Анна Владимировна.
Журналист пултарулăхĕ ун чухнех палăрнă унра. Вăл ведомство журналĕнче тĕрĕс мар çул çине тăнă çынсем çинчен статьясем пичетлесех тăнă. Чуна тивекен тĕрленчĕксем шăрçалакан çамрăк специалиста пуçлăхсем те асăрханă, пресс-служба ертÿçи пулма шаннă. Яланах çĕннине пĕлме, аталанма тăрăшакан Анна Иванова ĕçленĕ вăхăтрах И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн журналистика факультетне куçăн мар майпа вĕренме кĕнĕ.
— Журналист — халăх патне тĕрĕс информацие чи малтан çитерекен специалист. Унăн яланах аталанмалла, çĕннине вĕренмелле. Вулаканăн ăсĕ тата чĕри патне çитес тесен психолог та пулмалла, — çакăн пек курать вăл профессие.
Çĕнĕлĕхсене хăвăрт алла илекенскер тата вĕсене ĕçе кĕртме пултараканскер статьясем çырнисĕр, сайт тытса пынисĕр пуçне массăллă информаци хатĕрĕсем валли айăплав службин ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма пресс-конференцисем, брифингсем, «çавра сĕтелсем», тĕлпулусем, пресс-турсем пысăк шайра йĕркелеме те вăхăт тупнă. Командировкăсене, колонисене çÿрени, айăпланнисенчен интервью илни ăна радиопередача йĕркелеме хавхалантарнă. Пресс-служба ĕçченĕсемшĕн лайăх çырма пĕлни кăна мар, оратор ăсталăхĕ те пĕлтерĕшлĕ. Радиора «Право и жизнь» передачăна ертсе пыни шăпах çак ене аталантарма пулăшнă та Анна Владимировнăна. Малтанах итлекенсен аудиторине тытса тăма çăмăлах пулман, вăхăт иртнĕçемĕн вара кăларăма кăмăллакансен йышĕ ÿснĕ.
2020 çулта пултаруллă специалиста управленин хĕрарăмсен союзĕн председательне суйланă. Унăн пуçарăвĕпе айăплава пурнăçлакан службăн ĕçченĕсем музейсене, экскурсисене, литература тата пултарулăх мероприятийĕсене çитнĕ. Ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн Анна Ивановăна Раççей Федерацийĕн айăплава пурнăçлакан службăн II тата III степень «Службăра палăрнăшăн» медалĕсемпе чысланă. <...>
Вера ШУМИЛОВА
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать