Хыпар 30 (28058) № 21.03.2023

21 Мар, 2023

Ачасем яланах телейлĕ пулччĕр

Мĕн вăл — телей? Телей – туслăх, чăн-чăн юрату, килте пулни, атте-анне пурри, хамăр урапа утса çÿрени, çут çанталăк илемне курни... Çапла, Чăваш Республикин тĕп хулинчи «Шупашкар-Арена» пăр керменте ĕнер телей, телейлĕ ачалăх çинчен чылай сăмах каларĕç. Унта Телейлĕ ачалăх çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç.

Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие республикăн мĕн пур кĕтесĕнчен килсе çитнĕ тăватă пин ытла ача хутшăнчĕ. Вĕсем олимпиадăсемпе конкурс çĕнтерÿçисем, вĕренÿре малта пыракансем, спортра тата тĕрлĕ юхăма хутшăнса палăрнисем. Уява çÿллĕ шайра йĕркеленĕ. Çутă, сасă, юрă-кĕвĕ вылявĕ, çав тери хитре тумсем… Çавăн пекех пысăк экран вырнаçтарнă. Чăваш наци çи-пуçне тăхăннă ачасемпе çамрăксем вăйă картине тăрса юрлани тĕлĕнмелле илемлĕн курăнчĕ. Уявра кăçал Раççейри Педагогпа наставник çулталăкĕ пулнине те палăртрĕç. Çавна май республикăри чи маттур та чи пултаруллă вĕрентекенсем /тĕрлĕ конкурс çĕнтерÿçисем/ сцена çине хăпарма тивĕçрĕç.

Унтан республикăри округсенчен килнĕ делегацисен парачĕ пулчĕ. 15-шер çынран тăракан ушкăнсенче — чи пултаруллисем, пур енĕпе те палăрнисем. Вĕсене кашнине ятран асăнчĕç, алă çупса чысларĕç. Керменте ларакан ачасемпе педагогсем телефон хунарĕсене çутса саламларĕç. Уява ертсе пыракансем пуласлăха çамрăк ăру тунине, малашлăх мĕнле пуласси вĕсенчен килнине тăтăшах аса илтерчĕç. Мероприятире Чăваш Ен ачисем вĕренÿре кăна мар, спортпа культура енĕпе те маттур пулнине кăтартса пачĕç. Вĕсемех харсăр патриотсем те, наци йăли-йĕркине тытса пыракансем те…

«Эсир — пирĕн пуласлăх! Эсир — пирĕн ыранхи кун!» — терĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев мероприятие хутшăннă май. — Паян Телейлĕ ачалăх çулталăкне официаллă майпа пуçларăмăр. Тĕрĕссипе, 2023 çул пуçланнăранпах ачалăхпа çыхăннă мероприятисем ирттеретпĕр. Сăмах май, кăçал вĕсене 100 ытла йĕркелеме палăртнă. Малашлăхра та сире пысăк çитĕнÿсем тума ырă сунатăп. Çавăн валли пирĕн республикăра мĕн пур услови пур. Сире харпăр çула тупмашкăн пулăшма учительсемпе пĕрле йăлт тăвăпăр. Малалла çирĕппĕн утмалла. Çирĕплĕх пултăр тесен ума тĕллевсем лартмалла. Малашлăха талпăнмалла. Ушкăнпа ĕçлеме хăнăхмалла. Паянхи кун çакăн пек ĕçлени хисепе тивĕç. Командăпа пулсан çĕнтеретпĕр, малалла каятпăр», – хавхаланса калаçрĕ Олег Алексеевич. <...>

Роза ВЛАСОВА

♦   ♦   


Çитĕнÿсемпе пĕрлех çитменлĕхсене те палăртрĕç

Ятарлă экономика зони, çурт-йĕр, юсав ĕçĕсем… — тĕрлĕ ыйтăва хускатрĕç ларăва пухăннисем Çĕнĕ Шупашкар хулин иртнĕ çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетнĕ май. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ — финанс министрĕ Михаил Ноздряков, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, предприяти-организаци ертÿçисем, общество хастарĕсем хутшăнчĕç.

Çĕнĕ Шупашкарсем лару-тăрăва ăнланса çар операцине хутшăнакансене вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ, çĕнтерĕве çывхартма курăмлă тÿпе хываççĕ. Хула администрацийĕн фойинче йĕркеленĕ куравра та çакă сисĕнчĕ. Халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центра çÿрекенсем салтаксем валли 460 мăшăр ăшă нуски çыхнă. Çав шутра Лина Дмитриева «кĕмĕл» волонтер кăна 200 нуски парнеленĕ. Куравра алă ăсти кăмăл тăвакансем валли ăсталăх класĕ те ирттерчĕ. Сăмах май, вăл «2022 çулхи çитĕнÿсем» конкурсра «Çулталăкри волонтер» номинацире çĕнтерсе хула администрацийĕн пуçлăхĕн премине тивĕçнĕ. Алă ĕçĕсемпе паллашнă май Олег Николаев аслă ăрури волонтерсене çăм çиппе тивĕçтерессине татса памаллине палăртрĕ. Халĕ ăна хисеплĕ ватăсем хăйсем туянаççĕ.

«Окоп çурти» акцие хутшăнса Çĕнĕ Шупашкарсем салтаксем валли 400 çурта тунă. Социаллă ыйтусемпе ĕçлекен специалист Алевтина Иванова кадет лицейĕнче вĕренекенсене, кăмăл тăвакансене окоп çурти тума вĕрентрĕ. Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсем валли чăваш тĕрриллĕ ятарлă енчĕксем, пил тĕрри хатĕрленĕ. Людмила Ломакина волонтер ертсе пынипе кадет лицейĕнче вĕренекенсем салтаксем патне çырусем шăрçаларĕç. Хăнасем шкул студийĕн «Шуршăл ача» фильмĕпе паллашрĕç. Ăна Совет Союзĕн икĕ хут Геройне Андриян Николаев космонавта халалланă.

Çĕнĕ Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Дмитрий Пулатов иртнĕ çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕпе, умри тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Пĕлтĕр кунта пĕлтерĕшлĕ проектсем пурнăçа кĕртнĕ. Республика Правительстви Çĕнĕ Шупашкарта ятарлă экономика зони тунă май хулана çĕнĕ шая çĕкленме, аталанма çул уçăлнă. Пĕлтĕр, 2021 çулхипе танлаштарсан, экономикăна инвестици явăçтарасси палăрмаллах ÿснĕ, 3,5 миллиард тенкĕрен иртнĕ. Çурт-йĕр строительствине 530 миллион тенкĕлĕх инвестици хывнă. Отчетлă тапхăрта патшалăх пулăшăвĕпе çамрăк 57 çемье пурăнмалли условисене лайăхлатнă. Тăлăх 13 ача, нумай ачаллă 2 çемье хваттерлĕ пулнă. Кăçал кăтартусем тата лайăхланмалла. Акă, сăмахран, коммуналлă инфратытăма çĕнетме те укçа самай хываççĕ. Иртнĕ çул нумай хваттерлĕ çуртсене, икĕ ача садне тĕпрен юсанă, шкул картишĕсене, стадиона йĕркене кĕртнĕ. Пуçаруллă бюджет программипе çĕнĕ проектсем пурнăçланă. Çывăх вăхăтра çĕнелнĕ пилĕк шкулта вĕренекенсене йышăнмалла. Кивĕ лифтсене çĕнетессипе ятарлă программа хута каймалла. <...>

Лариса НИКИТИНА

♦   ♦   


Аталану пуçаруллă ĕçпе хăватлă

Олег Николаев Чăваш Ене ертсе пыма пуçланăранпа виçĕ çул çитнĕ, полномочисен вăхăчĕ экватор урлă каçнă май НацТВ унпа анлă интервью хатĕрленине республикăн медиа-анлăшĕнчи курăмлă пулăм тесе хаклас килет. Темиçе телекăларăм пулчĕ — регионăн пĕрремĕш çынни хăйĕн, вăл пухнă командăн виçĕ çулти ĕçне мĕнле хаклани чăннипех интереслĕ.

Пĕтĕмпех экономика çинче никĕсленет тетпĕр вĕт — унăн аталанăвĕпе çыхăннă тимлĕх пысăк пĕлтерĕшлĕ. Олег Николаев экономикăн тĕрлĕ отрасльне ертсе пыма çынсене мĕнле суйласа илнине уçăмлатни интереслĕ. Çакна вăл Сергей Артамонов тĕслĕхĕпе çирĕплетрĕ. Палăртни вырăнлă: Артамонов — паян Николаев командинче Игнатьев вăхăтĕнчен упранса юлнă пĕртен-пĕр çын. Вăл вице-премьер статусне сыхласа хăварнине те асра тытмалла. Çакна Олег Алексеевич ним вăлтмасăр-пытармасăр сăлтавлать: «Сергей Геннадьевич эпир АПКна аталантарас енĕпе палăртнине пурнăçлать кăна мар, вăл отрасльшĕн, ялшăн, вĕсем аталанччăр тесе усăллă питĕ нумай пуçару пама пуçларĕ. Кунашкал ĕçе ырламалла кăна. Манăн ертÿçĕ принципĕ вара пуçарусене пулăшасси çинче никĕсленет — эпĕ пуçарусене питĕ кăмăллатăп».

Çакă, паллах, Правительство йышне йĕркеленĕ чухне те тĕпре пулнă-тăр. Кабинета хальччен влаç тытăмĕсенче тар тăкман чылай çын килнинче те вăл ыррине курать: çапла, опыт çукки иккĕленÿ çуратать, çав вăхăтрах вĕсен шухăшлавĕ патшалăх курăмĕпе чикĕленмен — çакнашкал çынсем горизонта анлăрах курас шанăç пысăкрах. Олег Алексеевич сăмахĕнчен ăнланма пулать: çак шанăç тÿрре тухни куçкĕрет. Ку, тĕрĕссипе, вăл республика Пуçлăхĕн должноçне суйланичченхи тапхăртах палăрма тытăннă. «2020 çулхи Пĕрлехи суйлав кунĕ тĕлне эпир республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине, унăн никĕсĕ çинче Чăваш Енĕн 2035 çулчченхи аталану стратегине хатĕрлерĕмĕр. Çакă республика аталанăвĕн векторĕсене палăртма май пачĕ», — тет Олег Алексеевич. Çав документсенче локомотив пек пулса тĕрлĕ сферăна, çав шутра пĕчĕк тата вăтам бизнеса малалла илсе каймалли çул-йĕре палăртнă. <...>

Николай КОНОВАЛОВ 

♦   ♦   


Хуняшшĕ-хунямăшĕпе яланах канашланă

Çавăнпа пурнăç йĕркеленсе пынă

Манăн çак çемьене пĕр кăкра тымарланса йышлă хунав кăларнă йывăçпа танлаштарас килет. Ираидăпа Николай Филимоновсем 44 çул пĕрле пурăнаççĕ. Мăшăр çичĕ ача çуратса ÿстернĕ. 15 мăнукĕ паян — куç тулли пуянлăх.

Николай Петрович — Çĕрпÿ районĕнчи Чиркÿллĕ Ямашран, Ираида Николаевна — Аслă Тукальрен. Пуçласа вĕсем пĕр-пĕрне шкулта курнă. Пĕри — вĕренекен, тепри вĕрентекен пулнă.

«Кÿршĕ ялсенче çитĕннĕ пулин те эпир пĕрпĕрне палламан, — калаçăва пуçларĕ Ираида Николаевна. — Вăл институт пĕтернĕ хыççăн пĕр çул Кукшакасси шкулĕнче ĕçленĕ. Унтан пире физика вĕрентме пуçларĕ. Эпĕ ун чухне 8-мĕш класс ачи пулнă».

Пурăна киле туйăмсем çирĕпленсе пынă. Ираида шкул пĕтерсен çĕнĕ çемье чăмăртаннă. Хĕрĕн кукамăшĕ мăнукĕшĕн питĕ пăшăрханнă. «Учительсен çемйине каятăн та… Мĕнле пурăнăн ĕнтĕ?» — тенĕ хурланса. Николай Петровичăн ашшĕ те, амăшĕ те вĕрентекенсем пулнă. Ку çеç те мар. Вăл — Çĕрпÿ таврашĕнче кăна мар, Чĕмпĕр тăрăхĕнче, чăваш çĕрĕнче палăрнă Даниил Филимонов йăхĕн тăсăмĕ. Мухтавлă, чыслă несĕл. «Çавăнпа хам та вĕренме тăрăшрăм. Упăшкана час-часах: «Çынсем унăн арăмĕ ниçта та вĕренмен», — тесе калаççĕ пуль теттĕм», — чунне уçрĕ Ираида Николаевна.

Çамрăк арăм И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ. Унпа пĕрле упăшки те тепĕр аслă пĕлÿ илнĕ. «Ачасем пĕрин хыççăн тепри çуралчĕç, — сăмаха тăсрĕ Ираида Николаевна. — Вĕсене йăтнă та сессие кайнă. Пĕрремĕшĕ çут тĕнчене килсен хĕрлĕ кÿме туяннăччĕ. Унта кĕнекесем тултарнă. Ачана алла тытнă. Университет çумĕнче пÿлĕм тара илсе пурăннă. Тăхтав вăхăтĕнче чупса кайса кăкăр çитерме çывăхрах пултăр тенĕ. Пĕрле йăмăка илсе кайнă. Лекцисене çÿренĕ вăхăтра ачапа вăл ларнă».

Ачасене аслашшĕпе асламăшĕ патне хăварас… Вĕсем пушă мар. Иккĕшĕ те шкулта ĕçленĕ. Петр Филиппович шкул директорĕ пулнă. Тамара Ивановна чăваш чĕлхи вĕрентнĕ. «Диплом çырнă вăхăтра Гришăпа йывăр çынччĕ. «Чăваш чĕлхине 8-9-мĕш классенче вĕрентесси» темăна суйласа илнĕччĕ. Иван Андреевич патĕнче хÿтĕлерĕм. Ĕçе кăтартма тесе кăна кайнăччĕ… Эпĕ мĕнле ларутăрура пулнине кура Иван Андреевич пĕр кунра комисси пухса диплом та хÿтĕлеттерчĕ, экзамен та тыттарчĕ. Питĕ мухтарĕ тата. Киле таврăнтăм та хуняçа ĕненмест: «Ай-ай! Мĕнле капла?» Хальхи пек астăватăп: çу уйăхĕн 17-мĕшĕ ун чухне. Ялта çĕр улми лартаççĕ. Пĕрле вĕренекенсем çĕртмен 28-мĕшĕнче диплом хÿтĕлерĕç. Эпĕ çав кун Гришăна çуратрăм. Ун чухне ман хута кĕмен пулсан çулталăклăх тăрса юлаттăм. Ачасем вĕреннĕ вăхăтрах çуралнă. Анчах пĕрре те академи отпускĕ илсе курман. Питĕ вĕренес килнĕ. Вĕреннĕ çынсен çемйине лекнĕ те… Упăшкан пĕртăванĕсем те пурте аслă пĕлÿллĕ. Аслипе кĕçĕнни — тухтăрсем, иккĕмĕшĕ — инженер, виççĕмĕшĕ — зоотехник. Çавăн пек пултаруллă çынсен хушшинче манăн та пултаруллă пулмалла тесе шухăшланă», — терĕ Ираида Николаевна. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА

♦   ♦   


Хăйне патша майри вырăнĕнче туйнă

Наци библиотекинчи «Чăваш эрешĕсен кĕвви» куравра Эльвира Волковăн ĕçĕсене курма пулать. Мана тĕрĕпе илемлетнĕ сумка, куçлăх чикмелли хатĕр, минтер пичĕ уйрăмах килĕшрĕç. Наци сĕмĕ кĕртнĕрен çав япаласем хăйне евĕрлĕ пулса тухнă.

Вĕрентекенпе ансатрах

«Ĕçе вĕçлесен сумкăна тĕрлекенсен клубне çÿрекенсене кăтартас килчĕ. Килтен тухсанах пĕр хĕрарăм чарчĕ. «Ку сумкăна ăçтан туянтăн?» — кăсăкланчĕ хайхискер. «Хамах тĕрлерĕм», — ăнлантартăм ăна. «Ытла килĕшÿллĕ-çке», — хыçран пăхса юлчĕ илеме хаклама пĕлекенскер», — çĕкленÿллĕ кăмăлпа калаçăва пуçларĕ хĕрарăм.

Юлташĕ çĕленĕ тепĕр сумкăна та чăваш тĕрриллĕ пусмапа сăн кĕртнĕ. Ку япалана та иртен- çÿрен асăрханах ĕнтĕ. «Ал ĕçĕ урлă ăруран ăрăва куçакан наци пуянлăхне кăтартмалла. Тĕрĕ-эрешпе мăнаçланмалла», — хăйĕн шухăшне палăртрĕ Эльвира Георгиевна.

Малтанхи çулсенче йĕппе, çекĕлпе çыхнă вăл. Каярахпа хĕресле тĕрлеме пуçланă. Унтан вĕтĕ шăрçапа картина ăсталанă. Çав вăхăтрах хĕрарăма чăваш эрешĕсене тĕрлеме вĕренес туртăм канăç паман.

«Атте енчен тăван Синтикликалия Ефимова «Паха тĕрĕ» предприяти кăларакан япала пайĕсене килте тĕрлетчĕ. Ал ĕç ăсталăхне ăса хывас тĕллевпе ун патне кайрăм. Çав вăхăтра 86 çула çитнĕччĕ ĕнтĕ вăл. Аллине йĕппе çип те тытрĕ, анчах ватлăха пула ĕç майне маннă-мĕн», — аса илчĕ Эльвира Георгиевна.

Евгения Жачева ал ăстин кĕнекине илсе пăхнă. Çапах ун тăрăх хăй тĕллĕн вĕренме май килмен. Виçĕ çул каялла Чăваш наци библиотекинче «Асамлă тĕрĕ» клуб уçăласси çинчен радиопа каланине илтнĕ вăл. Çакăн хыççăн тахçанхи ĕмĕчĕ пурнăçланас шанăç çуралнă.

«Клуб ертÿçи Надежда Кузнецова кăтартакан япаласемпе киленеттĕм. Ытла çыпăçуллă-çке вĕсем. Вĕренĕве пĕчĕк эреш тĕрленинчен пуçларăмăр. Çапах ĕç майне хăнăхма çăмăлах пулмарĕ. Темĕнле пулсан та кукăр-макăр тĕрĕ те хаклă маншăн. Надежда Михайловна çав ăсталăх хăйне евĕрлĕхне ăнланма пулăшрĕ. Чăваш эрешĕсене тĕрлесси чун киленĕçне çаврăнчĕ», — палăртрĕ чăваш хĕрарăмĕ. Пысăкрах, курăмлăрах япаласем тĕрлемешкĕн тĕллев тытнă вăл. Халĕ ал шăлли эрешлет. Унтан сĕтел çитти тĕрлеме ларасшăн. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА 

♦   ♦   


Каганович тăванĕ ÿкернĕ фильм

Чăвашсене çутта кăларнă Иван Яковлев çуралнăранпа ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче 175 çул çитет. Çавăн пекех вăл Чĕмпĕрте чăваш вĕрентекенĕсене хатĕрлекен шкула уçнăранпа кăçал 155 çул тулать. Иван Яковлевичăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан документлă фильмсенчен пĕри — «Унăн пурнăçĕнчи ĕç». Ăна 1971 çулхи пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш патшалăх педагогика институчĕн пысăк залĕнче пуçласа кăтартнă.

«Эпĕ сирĕн ентеш…»

Çутта кăлараканăн ĕçĕ-хĕлĕпе вĕрентÿри паха опычĕ çинчен каласа кăтартас, ачасемпе çамрăксене тăван халăха, культурăна, чĕлхене юратма вĕрентес ĕçре унпа çур ĕмĕр ытла усă кураççĕ. Фильма мĕнле тата камсем ÿкернĕ?

— 1970 çулхи çулла Чăваш Ене Мускаври «Центрнаучфильм» студирен Давид Дубинский, ун чухне çĕршыври паллă режиссер-документалист, ертсе пынипе чăвашсен аслă вĕрентекенĕ Иван Яковлев çинчен фильм ÿкерме кинематографистсен ушкăнĕ килнĕ, — терĕ педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ Вагиз Гималиев. — Хайхи ушкăна республикăри архивсен, музейсен докуменчĕсемпе паллашма ирĕк панă. Режиссер ĕçе пуçлама институт ректорĕнчен тата унти Иван Яковлев музейĕнчен пулăшу ыйтнă. Анатолий Марков ректор ушкăна кирлипе тивĕçтерес ыйтупа канашлу ирттернĕ, унта ăслăлăх енĕпе ĕçлекен Геннадий Волков проректор, вĕрентÿ проректорĕ Меркурий Енисеев доцент, педагогика кафедрин ертÿçипе Варфоломей Харитоновпа Николай Краснов доцент, музей заведующийĕ Маргарита Илларионова, институтăн общество организацийĕсен представителĕсем хутшăннă. Давид Дубинский вĕсене фильм ÿкерес тĕлĕшпе тухса тăракан ĕçсемпе паллаштарнă, çав тĕллев 1968 çулта, Яковлев çуралнăранпа 120 çул çитнине çĕршывра анлăн паллă тунă кунсенче, çуралнине, çутта кăларакан режиссера «эпĕ сирĕн ентеш пулнипе ªУлатăрта пурăннă, унтан Хусан университетне кайса кĕнĕº çеç мар, Иван Яковлев Ульяновсен çемйипе çывăх хутшăннăран та» тахçанах кăсăклантарнине пĕлтернĕ. «Иван Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ — капашсăр пысăк паттăрлăх», — тенĕ вăл.

Ректор Совет Союзĕн паллă режиссерĕ çутта кăлараканăн пурнăçĕпе ĕç-хĕлне суйласа илни чăвашсемшĕн пысăк хисеп пулнине палăртнă, сотрудниксенчен кинематографистсен ушкăнне фильма ÿкернĕ тапхăрта пур енĕпе те пулăшма ыйтнă. Пулас киноÿкерчĕкĕн ăслăлăх консультанчĕсем пулма Волков профессорпа Краснов доцент кандидатурисене сĕннĕ — Дубинский йышăннă.

Волковпа Краснов кинематографистсене фильм концепцийĕпе сценарине хатĕрлеме, патшалăх архивĕсенче тата институт музейĕнче упранакан документсемпе паллашма, вĕсене ÿкерме май туса панă, диктора вуламашкăн текст çырма пулăшнă. Çав ыйтусемпе çыхăннă ĕçсене музейре тата Геннадий Волков пÿлĕмĕнче сÿтсе явнă. Геннадий Никандрович Мускав шайĕнчи йышăну витĕмĕпе Иван Яковлев çинчен пысăк пĕлтерĕшлĕ фильм ÿкерттерсе юлма тăрăшнă. Çавăнпа режиссерпа операторсене лайăх пăхнă: пурăнма вырнаçтарнă, куллен ресторанта апатлантарнă. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.