Хыпар 27 (28055) № 14.03.2023

14 Мар, 2023

Çĕнĕ объектсем çĕкленеççĕ, картишсем хăтлăланаççĕ

Наци проекчĕсем халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатма, пĕлтерĕшлĕ программăсене пурнăçа кĕртме май параççĕ. Вĕсем пулăшнипе 2006 çултанпа вун-вун объект хута янă, вун-вун мероприяти ирттернĕ, вун-вун ĕç тунă. Кăçалхи тĕллевсем те пысăк.

«Демографи» наци проекчĕн «Спорт — пурнăç йĕрки» проекчĕпе килĕшÿллĕн акă кăçал Шупашкарти «Çĕнĕ хула» микрорайонта пăр катокĕ хута ямалла. Ĕçсем пĕлтĕр пуçланнă. Хальхи вăхăтра строительсем керменĕн стенисене купалаççĕ, тăррине витеççĕ тата ытти ĕçе тăваççĕ. Икĕ хутлă çуртра пăр арени, тренажер залĕ, хывăнса тăхăнмалли тата çăвăнмалли пÿлĕмсем, медкабинет тата ытти пулĕç. Спорт министрĕ Василий Петров каланă тăрăх, керменте хоккеистсем, фигуристсем, конькипе чупакансем тренировка ирттерĕç. Хула çыннисем палăртнă кунсенче конькипе ярăнма пултарĕç, çавăн пекех коньки прокачĕ ĕçлĕ. Наци проекчĕ пулăшнипех кăçал виçĕ округра — Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ тата Комсомольски — ГТО лапамĕ хута ярасшăн. Унта ÿт-пĕве тĕреклетмелли, нормативсене пурнăçламалли тĕрлĕ тренажер, турниксемпе платформăсем вырнаçтарĕç. 2018 çултанпа 20 районпа хулара çавнашкал лапамсем тунă. Республикăри 6 спорт шкулне оборудованипе, çĕнĕ хатĕрсемпе, тумтирпе тивĕçтерме йышăннă. 2022 çулта 4 учрежденин пурлăхпа техника базине çĕнетнĕ. Сăмах май, Шупашкарта футбол манежĕ тума палăртнă. Кăçал унăн проекчĕ патшалăх экспертизи витĕр тухнă. Тепĕр çул «Спорт — пурнăç йĕрки» проект пулăшнипе строительство пуçланасса шанаççĕ ертÿçĕсем.

«Культура» наци проекчĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри — ял халăхне канмалли майсем туса парасси. Проектпа килĕшÿллĕн кăçалтан инçетри ялсене автоклубсем çÿреме пуçлĕç. Куçса çÿрекен сценăна çутăпа сасă хатĕрĕсемпе, ытти оборудованипе тивĕçтернĕ. Ăна культура çурчĕсемпе концерт залĕсем çук ялсенче уявсемпе тĕрлĕ мероприяти ирттерме усă курĕç. Кăçал куçса çÿрекен центрсем Çĕрпÿ, Элĕк тата Çĕмĕрле округĕсене çитĕç. Аса илтеретпĕр: виçĕ муниципалитет ятарлă конкурс тĕрĕслевĕ витĕр ăнăçлă тухнă. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ

♦   ♦   


«Чун çăкăрне пултарнă таран тутлăрах пĕçересчĕ»

Унăн хайлавĕсем çăмăллăн вуланаççĕ. Пултарулăхĕ нумай енлĕ. Вăл çырнă юрăсене халăх килĕштерет. Журналиста, çыравçа, композитора, тавра пĕлÿçе, Раççей Федерацийĕн Журналистсен, Чăваш Республикин Профессионал писательсен пĕрлĕхĕсен, Композиторсен ассоциацийĕн пайташне Иван Прокопьев-Чурале Трак тăрăхĕнче кăна мар, республикăра та лайăх пĕлеççĕ.

Корректортан пуçлатăн — редактор пулатăн

— Иван Афанасьевич, эсир шкулта вĕреннĕ чухнех çырма пуçланă-и?

— Эпĕ Красноармейски районĕнчи Çĕньял Упи ялĕнче çуралса ÿснĕ. Анне Анфиса Ивановна фермăра, бригадăра ĕçленĕ. Юрăсемпе питĕ интересленетчĕ, хитре юрлатчĕ. Атте Афанасий Прокопьевич служащи пулнă. Хăй вăхăтĕнче çĕнĕ çĕре куçса каякансен организацине йĕркеленĕ. Атте унăн уполномоченнăйĕ пулнă. Çывăх çыннăм хутла лайăх пĕлнипе палăрнă. Çарта çыруçăра вăй хунă. Пĕвĕ-сийĕпе çÿллех марччĕ, асат хуçнăччĕ ăна. Ача чухне выртмана кайсан шăннă. Вăрçăра пулнă, медалĕсем пур. Атте мана математикăпа пайлама-хутлама вĕрентнине астăватăп. Эпĕ мĕн ачаран вулама юратнă. Ял библиотекинчи кĕнекесене пĕтĕмпех вуласа тухнă. Тăваттăн ÿсрĕмĕр. Пурте ывăлсем. Эпĕ — асли. Шăллăмсем Çĕнĕ Шупашкарта, Санкт-Петербургра пурăнаççĕ. Атте нумай çынна документ туса паратчĕ. Ялта ят-сумлă, хисеплĕ çынччĕ. Çавăнпа чылайăшĕнпе кумлă пулнă. Янкасри 8 çул вĕренмелли шкулта хаçатсене заметкăсем çырса яракан ачасем пурччĕ. Эпĕ те аппаланса пăхма шухăшларăм. Шăп çав тапхăрта Янкаса Пукане театрĕн артисчĕсем килнĕччĕ. Хавхаланса кулăшла калав çырнăччĕ. Вăл район хаçатĕнче кун çути курчĕ. Ун хыççăн шкултан вĕренсе тухичченех эпĕ çырнă статьясем районти, республикăри хаçатсенче пичетленчĕç. 1966 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш педагогика институчĕн историпе филологи факультечĕн журналистика уйрăмне вĕренме кĕтĕм. Тепĕр çулхине университет уçăлчĕ, пире унта куçарчĕç. Эпир — университетран вĕренсе тухнă пĕрремĕш журналистсем. 1971 çулта диплом илтĕмĕр. Вĕреннĕ вăхăтрах «Коммунизм ялавĕн» /халĕ «Хыпар»/ журналисчĕсем ĕç хушатчĕç. Астăватăп-ха: Ф.Павлов ячĕллĕ училищĕне хăпартас ĕç начар пыни пирки юлташсемпе пĕрле кайса çырнăччĕ. Пĕрремĕш практикăна 2-мĕш курс хыççăн тăван тăрăхри «Ял пурнăçне» килтĕм. Ун чухне мана корректор ĕçне шанчĕç. Ку ĕç питĕ нумай вĕрентет. «Малтан корректортан пуçламалла, вара редактор пулатăн», — тетчĕç пирĕн вăхăтра. Çавăн пекех пулса тухрĕ. Интервьюсем илме канмалли кунсенче çÿреттĕм. Ун чухне «Вырмари кун» репортаж çырни те асрахха. «Гигант» колхозри доярка Евдокия Никитина çинчен очерк хайланăччĕ. Ăна хаçатăн пĕрремĕш страницинех вырнаçтарнăччĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА

♦   ♦   


«Хаçатсăр майлă мар, çырăнар»

«Пирĕн тăрăхра пурăнакансем ытларах чăваш хаçачĕсене, «Хыпар» Издательство çурчĕ кăларса тăраканнисене çырăнаççĕ», — çапла пуçларĕ калаçăва Комсомольски округĕнчи Аслă Çĕрпÿелти почта уйрăмĕн ертÿçи Надежда Ильина.

Надежда Вячеславовна ертÿçĕре 2006 çултанпа тăрăшать. Вăл кашни çынпа пĕр чĕлхе тупма пултарни тÿрех сисĕнчĕ. Ĕçĕн хăйне евĕрлĕхĕ, ку тăрăхри çынсем мĕнле пичет кăларăмĕсене ытларах кăмăллани пирки ыйтсан пытарса тăмарĕ, каласа кăтартрĕ.

— Почта уйрăмĕнче эпир тăваттăн вăй хуратпăр. Эпир пилĕк ял — Аслă Çĕрпÿел, Кĕçĕн Çĕрпÿел, Йăвашкел, Тутар Йăвашкел, Хирти Шăхасан — çыннисене пичет кăларăмĕсемпе тивĕçтеретпĕр. Ирина Иванова почтальон тулли ставкăпа ĕçлет, виçĕ ял çыннисем патне хаçатжурнал çитерет, Ирина Красновăпа Галина Егоровăн ставкисем пĕчĕкрех, çавăнпа вĕсене пĕрер ял уйăрса панă. Пирĕн тăрăхра «Хыпар» Издательство çурчĕн пĕтĕм кăларăмне çырăнса илеççĕ. Тĕслĕхрен, «Хыпара» ытларах аслă ăрури çынсем /вĕсем малтан та çак хаçата юратса вуланă, халĕ те ăна илсе тăрасшăн/ вулаççĕ. Чăваш халăх хаçатне библиотекăпа администрацине те çитеретпĕр. Хам та ăна час-часах алла илетĕп. Çынсене те: «Хыпарта» мĕнле интереслĕ статьясем пичетленеççĕ, пĕрре вуласан малашне çырăнса илме пуçлатăр ак», — тесех тăратăп. Манăн шухăшпа, халĕ вăл унчченхинчен чылай интереслĕрех. Пирĕн тăрăхра пурăнакансем «Çамрăксен хаçатне» те килĕштереççĕ. «Вуламалли те пур, хулăн та», — теççĕ. Сад-пахчара ĕçлекенсем «Кил-çурт, хушма хуçалăхпа» кăсăкланаççĕ. «Чăваш хĕрарăмĕпе» «Хресчен сассине» те çырăнса илеççĕ. Анчах акă мĕн чуна ыраттарать: вулакансен йышĕ чакса пыни. Кашни эрнере тенĕ пек хурлăхлă хыпар илтетпĕр: аслă ăрури çынсем пĕрин хыççăн тепри пурнăçран уйрăлаççĕ. Çамрăксем пичет кăларăмĕсене тытасшăнах мар, интернетпа ытларах усă кураççĕ. Вĕрентекенсене хистес килет: хаçат-журнал çырăнма пăрахрĕç. Унччен учительсем ыттисемшĕн тĕслĕх пулнă, харăсах темиçе кăларăм илсе тăнă. Хам чăваш хаçачĕсене вулама питĕ юрататăп. Почта уйрăмĕнче ĕçленине пăхмасăр вĕсене çырăнатăп. Килте «Çамрăксен хаçачĕ» тата район хаçачĕ яланах пур. Çынсем пĕр кăларăма хăнăхаççĕ те чылай вăхăт çавна илсе тăраççĕ. Пирĕн миçе тĕрлĕ хаçат-журнал! Виçĕ уйăхлăха пĕрне çырăнса пăхăр, унтан — теприне, кăмăлăра кайсан çырăнтарăва малалла тăсăпăр тесе çынсене каласах тăратăп. Вулама юратакан çынсем почтальон килессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, хаçат-журналсăр пурăнаймастпăр теççĕ. Почтальон каярах юлсан: «Паян почта пулмастьим?» — тесе шăнкăравлаççĕ. Пирĕн почтальонсем пурте маттур. Эпир пурте пĕр вăхăталла ĕçлеме килнĕ, 16-17 çул пĕрле. Пур ĕçе те пĕр-пĕринпе канашласа тăватпăр, эпĕ вĕсене пулăшма тăрăшатăп, вĕсем — мана. Туслă пурăнатпăр, — кăмăллăн калаçрĕ Надежда Вячеславовна. <...>

Вера ШУМИЛОВА

♦   ♦   


Лаша парнелени хавхалану кÿнĕ

Тăвай каччи Симон Васильев Çĕпĕрте 25 çул ытла пурăнать. Вăл, чи малтанах, хăйĕн вăйне шанма хăнăхнă. Кил хуçишĕн çемйи хавхалантарса-пулăшса пыни нимрен ытла пĕлтерĕшлĕ.

Йыш хушăннă

Тăвай тăрăхĕнче участок уполномоченнăйĕнче ĕçленĕ вăхăтра Çĕпĕре командировкăна кайма тÿр килнĕ унăн. Çавăн чухне арçын унта тĕпленес шухăшпа çунатланса таврăннă. Мăшăрĕ те хирĕçлемен. «Йĕппи ăçталла, çиппи çавăнталла», — хăйĕн шухăшне палăртнă кил вучахне упракан хĕрарăм. «Арăмĕпе упăшкин пĕр-пĕрин тĕревне туймалла — пурнăç йĕрки çавнашкал», — çирĕплетрĕ çемье пуçĕ.

Васильевсем Ямал-Ненец автономи округĕнчи Шурышкар районне куçнă. Вăхăт иртнĕçемĕн ачисене тĕрлĕ енлĕ аталантарас тĕллевпе Салехарда çитнĕ. Сăмах май, Симон Анатольевичпа Альбина Николаевна Çĕпĕре пĕр пепкепе тухса кайнă. Çĕнĕ çĕрте тата икĕ тĕпренчĕк çут тĕнчене килнĕ. Аслисем — Анастасийăпа Екатерина — хăйсен çулне тупнă ĕнтĕ. Кĕçĕнни Антон ашшĕ-амăшĕн çунатти айĕнчен вĕçсе тухайман-ха. Малтанхи çулсенче çемьен ĕçрен уйăрнă хваттерте пурăнма тивнĕ. Кайран тин, ал çавăрсан, упăшкипе арăмĕ хăйсене ятăн пурăнмалли кĕтес туяннă.

Симон Васильев уголовлă шырав пайĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. «Пĕррехинче 60 километрти яла командировкăна ячĕç. Урамра 40 градус сивĕччĕ. Çур çула çитсен транспорт çĕмĕрĕлчĕ. Каялла çуран таврăнма тиврĕ. Хулана çитсенех çăлав бригадипе çыхăнтăм. Ятарлă ушкăн транспортра юлнисене илме кайрĕ.

Тепрехинче çула тухсан юр çÿренпе пăр айне анса кайрăмăр. Юрать, урамра сивех марччĕ. Ун чухне те Турă хăтарса хăварчĕ», — йĕрке хуралĕнче ĕçленĕ тапхăра куç умне кăларчĕ Симон Анатольевич.

Хăрани — чăрмав мар

Отставкăри майор лаша вити çĕклеме тĕллев тытнă. Çĕр лаптăкне арендăна илсе ĕçе пуçăннă. Ун чухне пулăшу шыраса пăхнă-ха вăл, анчах укçан тĕревлекене тупайман. Шăл çыртса тенĕ пек хăйĕн ĕмĕтне пурнăçланă. Иппотерапи енĕпе ĕçлемешкĕн Пушкăртстанра ятарласа вĕреннĕ. 2015 çулта Салехардри чăвашсем Симон Анатольевича çуралнă кунпа лаша парнеленĕ. Ку йышра стоматологи центрне тытса тăракан Николай Майрасов пулнине палăртмалла. Çав çулах кĕркунне арçын çичĕ лаша илнĕ. Кĕске вăхăтрах унăн ферминче пилĕк тиха хушăннă. Халĕ Симон Васильевăн — хăйне ятăн çирĕм лаша. Иппотерапи мелне аталантарас тĕллевпе кулленхи ĕçе çĕнĕлĕхсем кĕртнине каласа хăвармалла. Çакăнта лаша спорчĕн федерацине уçнă. Çак тытăм унран çичĕ лаша туяннă. Симон Васильевăн ферминче пурин валли те вырăн çитет. Çав вăхăтрах çĕр лаптăкне арендăна пани хушма укçа ĕçлесе илме май парать ăна. Лаша фермине волонтерсем кăмăлтан килеççĕ. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.