Çынсем министра та хăйсемпе тан курасшăн...

10 Мар, 2023

«Çĕнĕ хум политикĕсем» — Правительство çуртĕнче çак ятпа эрнекун иртнĕ семинара министрсем, муниципалитетсен ертӳçисем хутшăнчĕç. Калаçу паянхи условисенче чиновниксен, политиксен социаллă сетьсенче, интернет анлăшĕнче хăйсене мĕнле тытмалли тавра пычĕ. Шута илмелли ку сферăра пайтах — вĕсем çине алă сулсан халăх шанăçне çухатасси те часах.

Регионсен управлени центрĕсене йĕркелесе палăрнă «Диалог — Регион» АНОн Атăлçи округĕнчи проекчĕсен координаторĕ Венера Рамазанова палăртнă тăрăх, пĕлтĕрхи нарăсран тĕнче тĕпрен улшăнчĕ, ĕç хăвăртлăхĕ те темиçе хут пысăкланчĕ. Ку коммуникаци хатĕрĕсене те пырса тивет. Çынсем информаци илмелли çăл куçсем те улшăнса пыраççĕ. Телекурав хăйĕн позицийĕсене хавшатса пыни сисĕнет, соцсетьсем мала тухаççĕ. Çавăнпа та влаçăн вĕсемпе тимлĕ ĕçлессине шута илмеллех.

Тĕрлĕ пулăм тĕлĕшпе те тимлĕх кирлĕ. Калăпăр, пысăк инкек-синкек пулсан комментари парассине должноçри çынсен питĕ оперативлă йĕркелемелле. Ку енĕпе мăран пулни должноçа çухатасси патне те илсе çитерме те пултарать. Унашкаллисен шутĕнче — темиçе çул каялла Кемеровăра пулнă тĕслĕх. Суту-илӳ комплексĕнче хăрушă пушар пулнă. Влаçсем çийĕнчех тĕрĕссине пĕлтерме васкаманнине кура фейксем сарăлнă — вут-çулăмра 300 çын вилнĕ имĕш. Кăтартăвĕ — Тулеев кĕпĕрнаттăрăн отставкăна кайма тивни. «Çавăнпа та пирвайхи сăмах сиртен пулмалла», — татăклăн каларĕ Венера Рамазанова должноçри çынсене.

Çĕнĕ хум политикĕсен çул-йĕрĕн ертӳçин çумĕ Екатерина Набатникова психолог та хăйĕн сăмахне коммуникаци хатĕрĕсен сферинчи улшăнусенчен пуçларĕ. ТВ майĕсем, хисепĕ чакса пынине кура чиновниксен, политиксен паян хăйсен ĕçне кăтартмашкăн урăх каналсем шырама тивет. Халăхăн 71% куллен интернета кĕнине шута илсен, паллах, çак майпа усă курма тăрăшмалла.

Анчах çак шыравра питĕ асăрхануллă пулмалла. Пĕчĕк кăна йăнăш та çыннăн общество умĕнчи брендне тĕпрен аркатма пултарать. Тĕcлĕхсем — шăкăрин. Çавнашкал йăнăшсен шутĕнче Екатерина Набатникова чи малтан чиновник ыттисен умĕнче хăйĕн мулĕпе, ырлăхĕпе курнăçланнине палăртрĕ. Калăпăр, Ульяновск облаçĕнче администрацире ĕçлекен пĕр хĕрарăм пылчăк ваннăйĕнче пулнă. Темле хаклă процедура мар — икĕ пин тенкĕ патнелле, эппин, унашкаллипе нумайăшĕ усă курма пултарать. Анчах вăл çакна ӳкерсе илсе социаллă сете кăларнă — «шоколадра шыва кĕретĕп» тесе çырса... Паллах, халăх çакна сивленĕ, чиновникăн темиçе кунранах отставкăна кайма тивнĕ.

Камчатка чиновникĕ вара сăмахсене суйлама пĕлмен: ун шучĕпе, Камчаткăна çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 45 пин тенкĕ тӳлесе канма-курма килес кăмăллă туристсем — «нищебродствующая саранча», унашкаллисем Камчаткăна кирлĕ мар имĕш, вĕсем çурутрава нимĕнле тупăш та кӳмĕç. Е тата — Липецк мэрĕ, хĕрарăм, хулана хăтлăлатмалли ĕçсемпе паллашнă май кăмăлсăрланса цензурăпа килĕшсе тăман сăмахсемпе усă курни... Набатникова хăй те Липецкран та — Интернетра сарăлнă çав видоӳкĕрĕвĕн пуçламăшне кăна кăтартрĕ: «Чаратăп, унта малалла тата çур минут — çавнашкал сăмахсем...» Паллах, киревсĕр чĕлхе чиновника чыс тумасть. Хĕрарăма — пушшех. Липецк мэрĕ ултă ача амăшĕ пулнă май хăйне шăпах ырă анне пек позицилеме ăнтăлнине шута илсен — тата та пушшех.

— Çынсем сирĕн ĕç укçи вĕсеннинчен пысăкраххине пĕлеççĕ, — терĕ Екатерина Набатникова. — Анчах вĕсем пурпĕр сире хăйсемпе тан курасшăн. Эппин, граждансен шанăçне çĕнсе илес тесен социаллă сетьсене çӳлерех асăннă йышши сăн ӳкерчĕксем вырнаçтарма кирлĕ мар. Калăпăр, паян тулта лапка-лака юр çăвать — чиновик та хăйĕн кил умне юртан тасатать пуль. Ма çакна ӳкерсе ларткас мар — халăха килĕшетех, çынсем сирĕн пирки «пирĕн пекех!» тесе шутлĕç.

Семинарта республика Правительствин членĕсен, муниципалитетсен округĕсен пуçлăхĕсен телеграм-каналĕсене те тишкерчĕç. Вĕсене мĕнле йĕркелени, мĕнле хыпарсем вырнаçтарни пирки тиркев пулмарĕ. Пирĕн министрсем шоколадра шыва кĕрсе палăрман та... Тепĕр тесен, шăпах ывăлĕн социаллă сетьри киревсĕр ӳкерĕвĕсене пула нумаях пулмасть пĕрин министр пуканĕпе сывпуллашма тивни манăçма ĕлкĕреймен-ха.

www.hypar.ru

 

Рубрика: 

Комментировать