Хыпар 19-20 (28047-28048) №№

22 Фев, 2023

Владимир ПУТИН: Тĕрĕслĕх – пирĕн енче

Раççей Президенчĕ Владимир Путин ĕнер Мускаври Хăна картишĕнче Федераци Пухăвне янă Çырупа паллаштарчĕ. 1400 вырăнлă зала ăна итлеме Федераци Канашĕн членĕсем, Патшалăх Думин депутачĕсем, министрсем, регионсен ертÿçисем, общество пĕрлешĕвĕсен представителĕсем, ятарлă çар операцине хутшăнакан çар служащийĕсем, ыттисем пухăннă. 1 сехет те 45 минута тăсăлнă сăмахĕнче Президент тĕнчери лару-тăрăва хакларĕ, Раççей умĕнче тăракан тĕллевсене палăртрĕ.

Хăйĕн сăмахне Владимир Путин паянхи вăхăт кăткăслăхне палăртнинчен пуçларĕ: «Вăл пирĕн çĕршыв пуласлăхне палăртать, çак тапхăрта пирĕнтен кашнин çине питĕ пысăк яваплăх тиенет». Çулталăк каялла пуçарнă ятарлă çар операцине вăл Раççее Украинăри неонацистсен режимĕнчен хÿтĕлемеллипе сăлтавларĕ — «утăм хыççăн утăм туса умри тĕллевсене пурнăçлăпăр». Донбасс 2014 çултанпа хăйĕн çĕрĕ çинче пурăнмалли правăшăн кĕрешнĕ, Раççей пулăшасса кĕтнĕ.

«Эпир çивĕчлĕхе мирлĕ майпа сирес тĕллевпе пĕтĕмпех турăмăр, анчах вĕсем пирĕн çурăм хыçĕнче пачах урăх сценари хатĕрленĕ. Эпир Киев режимĕ ядерлă хĕç-пăшал илме талпăннине те астăватпăр, çакăн çинчен пурте илтмеллех калаçрĕç. АПШпа НАТО вара пирĕн çĕршыв чикки патĕнче хăйсен çар базисене васкавлăн йĕркелерĕç. Хăйсене парăннă Киев режимне, пăхăнтарнă Украинăна пысăк вăрçа хатĕрлерĕç. Çакна паян хăйсем те пытармаççĕ, Минск килĕшĕвне, «Норманди форматне» дипломати спектаклĕ тесе хаклаççĕ. Ултавăн киревсĕр çак мелĕпе вĕсем маларах та пĕрре кăна мар усă курнă. Югославие, Ирака, Ливие, Сирие аркатрĕç — çак намăссăрлăхран тасалаймĕç. Вĕсем хăйсен темĕн те тума юранине хăнăхнă», — терĕ Президент. Америкăн хăйĕн эксперчĕсем хаклаççĕ: АПШ 2001 çултанпа пуçарнă вăрçăсенче 900 пине яхăн çын вилнĕ, 38 миллион çыннăн хăйсем пурăнакан вырăнсенчен тарма тивнĕ.

Раççей хăйĕн интересĕсене, позицине хÿ¬ тĕлет: паянхи тĕнчере çĕршывсене цивилизациллисем тата ыттисем çине пайлама юрамасть. Пĕртанлăха тĕпе хуракан ĕçтешлĕх тĕпре пулмалла: «Эпир Анăçшăн уçă пулма тăрăшрăмăр. Анчах икĕ питлĕ хурав кăна илтрĕмĕр. Çийĕнчен НАТО пирĕн чикĕсем патне çити сарăлчĕ, ракетăсенчен хÿтĕленмелли çĕнĕ районсем йĕркеленчĕç. Нихăш çĕршывăн та тулашра Пĕрлешÿллĕ Штатсенни чухлĕ çар бази çук. Вĕсем — çĕр-çĕр, пĕтĕм тĕнчипе вырнаçса тухнă».

2022 çулхи нарăс тĕлне вĕсем Донбасра черетлĕ юнлă каратель операцийĕ пуçарасси паллă пулнă. «Тепĕр хут калатăп: вăрçа вĕсем пуçларĕç, эпир вара ăна чармашкăн вăйпа усă куратпăр. Донецка, Луганска тепĕр хут тапăнма хатĕрленнĕскерсем черетлĕ тĕллевсем Крымпа Севастополь пулнине лайăх ăнланнă. Халĕ çавнашкал тĕллевсем пирки Киевра уççăнах калаççĕ», — пусăм тусах каларĕ Владимир Владимирович. <...>

Николай КОНОВАЛОВ

♦   ♦   


Эпир – çĕнтерÿçĕсен йăхĕнчен

Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ тĕлне «Хыпар» Издательство çурчĕн социаллă сетьсенчи ушкăнĕсенче конкурс йĕркелерĕмĕр. Тĕрлĕ ÿсĕмрисене çемьери хÿтĕлевçĕпе паллаштармашкăн ыйтрăмăр. Кĕтнĕ пекех, редакцие вун-вун çыру çитрĕ. Конкурса хутшăнакансем кашни йĕркене мăнаçлăх туйăмĕпе хавхаланса шăрçалани сисĕнчĕ. Ачасемпе çамрăксем ашшĕне, кукашшĕ-аслашшĕне пăхаттирпе танлаштарчĕç. Вĕсенчен тĕслĕх илнине палăртрĕç.

Чул стена пекех шанчăклă

Хĕрлĕ Чутайри «Хĕвел» ача садне çÿрекен Александр Шинжаев хăйĕн ашшĕпе тивĕçлипех мăнаçланать. Чи малтанах, арçын пур техникăпа та усă курма пултарать. Сергей Шинжаев хĕсметре Аслă Çĕнтерĕве 70 çул çитнĕ тĕле йĕркеленĕ парада хутшăннă, Улан-Удэ хулинчи тÿремре стройпа утнă. Шупашкарта пурăнакан Павелпа Михаил Кондратьевсен ашшĕ Алексей Юрьевич сывлăш-десант çарĕнче хĕсметре тăнă. Халĕ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин республикăри управленийĕнче вăй хурать. Çынсен пурнăçне çăлма хатĕр ашшĕ çинчен епле каласа кăтартмăн?

«Манăн çемьери арçынсем пурте Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем пулнă. Аслă асатте 1941 çулта хаяр вăрçă пуçлансанах тăшмана хирĕç тăнă. Çапăçу хирĕнче паттăрлăх кăтартнă. Аслă Çĕнтерÿ хыççăн тăван тăрăха таврăннă. Эпĕ те Тăван çĕршыва юрăхлă çын пуласшăн», — Муркаш районĕнчи Ярапайкасси шкулĕнче вĕренекен Всеволодран çакнашкал çыру илтĕмĕр. Ахальтен мар пурнăçăн аслă çулĕ çине тăма хатĕрленекен çамрăк çар техники патĕнче сăнланнă. Арçын тивĕçне пурнăçласси малти вырăнта уншăн.

Хĕрлĕ Чутайри шкулта вĕренекен Анастасия Федоровăн пиччĕшĕ Иван «Хыпар» хаçатăн кире пуканĕ йăтассипе йĕркеленĕ ăмăртăвĕсене темиçе хутчен хутшăннă. Спортпа туслăскер пьедесталăн çÿлти картлашки çине хăпарнă. Шкул саккинченех çар çынни пулма ĕмĕтленнĕ вăл. Çавна май Раççей МСЧĕн граждан оборонин академине вĕренме кĕнĕ. Çамрăк çын кăçал алла диплом илсенех Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тытăнĕ. Сăмах май, Иван Федоров Хĕрлĕ тÿремре иртнĕ Çĕнтерÿ парадне икĕ хутчен хутшăннă. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА

♦   ♦   


Тĕнче пĕтмесĕр чăваш пĕтмест

«Ют тÿпе айĕнче кăна тăван чĕлхе илемне туйса илетпĕр», — тенине чăваш çĕрĕнчен аякра пурăнакан йăхташсенчен пĕрре мар илтнĕ. Атте-анне чĕлхи кирек камшăн та хаклă. Анчах çав чĕлхепе куллен калаçнă чухне, шел те, ăна хакламастпăр.

Çакăн пек шухăшсем Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн кăтартăвĕсемпе паллашнă хыççăн пуçа килчĕç. Раççейри 16 миллион ытла гражданин çыравра хăй хăш наци çынни пулнине кăтартман. Çавна май, 2010 çулта иртнĕ çыравпа танлаштарсан, чылай халăх, çак шутра чăвашсем, эрменсем, украинсем, тутарсем, казахсем, пушкăртсем, сахалланнă пек курăнать. Çырав кăтартăвĕсене ĕненес тĕк, вырăссем те 5 процента яхăн чакнă.

2020 çулхи çырав малти пилĕк вырăнта тăракан нумай йышлă халăхсен йĕрки улшăннине те кăтартрĕ. 2010 çулхи çыравра пĕрремĕш вырăнта — вырăссем, иккĕмĕшĕнче — тутарсем, унтан украинсем, пушкăртсем тата чăвашсем пулнă. Юлашки халăх тĕпчевĕ виççĕмĕш вырăна йышĕпе чеченсем тухнине кăтартрĕ. Чăвашсем вара малтанхи пекех — пиллĕкмĕш вырăнта. Кунта паллă ăсчах Виталий Станьял сăмахĕсемпе килĕшмесĕр тăма çук: «Чăваш халăхĕ пурăннă, пурăнать те. Ваттисем калашле, тĕнче пĕтмесĕр чăваш пĕтмест».

Чăвашстат ертÿçи Эльвира Максимова пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Республикинче пурăнакансен шутĕнче унчченхи пекех чăвашсем малти вырăнта тăраççĕ. Вĕсен шучĕ çыравра нацие кăтартнисен 63,7 проценчĕпе танлашать. Маларахри çулсенчи çыравсенче йыша шăпах çакăн пек йĕркепе шутласа палăртнă. 2010 çулхи çырав кăтартăвĕ — 67,7 процент. «Чăваш шутне çырав хучĕ çинче хăйсен нацине кăтартнисемпе танлаштарса шутламалла, халăхăн пĕтĕм йышĕпе шайлаштармалла мар, — терĕ Эльвира Максимова. — Тĕпчевре Чăваш Енре пурăнакансен 90,6 проценчĕ хăйĕн нацине палăртнă. Çак шутран 63,7 проценчĕ хăйсене чăваш тесе шутлать, 9 ытла проценчĕ национальноç йĕркине пушă хăварнă». Эльвира Геннадьевна каланисене тишкерсен… 9 ытла çак процентра ытти халăх çыннисемпе пĕрлех чăвашсем те пурах. Обязательнăй йĕркепе нацие палăртмалла пулнă тăк — вĕсем чăваш халăхĕн йышĕнче пулĕччĕç. Çапла вара паян чылайăшне сисчĕвлентернĕ статистика кăтартăвĕсем те урăхларах курăнĕччĕç… <...>

Валентина БАГАДЕРОВА

♦   ♦   


«Чăвашла калаçса ÿссе çын пултăмăр»

Иртнĕ шăматкун Хĕрлĕ Чутай шкулне пырса кĕме уйрăмах кăмăллă пулчĕ. Ара, вĕренÿ учрежденийĕнче кашни кунах халăх юрри-ташшипе кĕтсе илмеççĕ-çке. Кунта вара алăкран кĕнĕ-кĕменех хаваслă кăмăл-туйăм çавăрса илет, Чутайсен куçа йăмăхтаракан тумĕ аякранах илĕртет. Сумлă хăнасем çитсе пынă май кулленхи канăç паман шухăшсене мансах ташша ячĕç. Унта та кунта пĕр-пĕрне уяв ячĕпе саламлани илтĕнсе тăчĕ.

Чăннипех те уяв темелле пулĕ çак мероприятие – Хĕрлĕ Чутайра пĕрремĕш хутчен иртекен «Аваллăхсăр малашлăх çук» республика фестивальне маттур та пултаруллă ачасем тĕрлĕ округран килсе çитнĕ. Тумне кура вĕсем хăш тăрăхран пулнине те тавçăрма пулать. Фестивале Тăван чĕлхе кунне тата Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă. Ăна ЧР Вĕрентÿ институчĕпе Хĕрлĕ Чутай шкулĕ йĕркелерĕç. Чăваш наци конгресĕ, Хĕрлĕ Чутайсен «Чавал» ентешлĕхĕ те хастар хутшăнчĕç.

Хăнасене чи малтанах чей ĕçмелли пÿлĕме илсе кайрĕç. Унта вара чей çеç мар, халăх йăлипе хатĕрленĕ темĕн тĕрлĕ апат-çимĕç те пурччĕ. Чи малтанах хăвна курава лекнĕ пек туятăн — кашни çимĕç мĕн ятлине çырсах палăртнă: хуран кукли, хуплу, çăмарта хăпартни, йÿçĕтнĕ пан улми, çÿхÿ, кăмакара вĕретнĕ сĕт... Унтан уявăн кăсăклă пайĕсенчен пĕри — экскурси — пуçланчĕ. Хăнасем шкулпа паллашнă май çичĕ пÿлĕмри экспозицие курса хакларĕç. Кăмăллă самантсенчен çакна та палăртмалла — экскурсоводсен тивĕçне шкул ачисем пурнăçларĕç. Чăваш эрешĕпе Хĕрлĕ Чутай тумĕн куравĕ, «Чăваш тĕрри» ăсталăх лаççи, ачасен ал ĕç куравĕ, «Хурт-хăмăр ĕрчетес ĕç» ăсталăх лаççи, «Чăваш пÿрчĕ. XX ĕмĕр» тата Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи экологи музейĕсем, вулавăш чылай çĕнĕлĕхпе паллаштарчĕç.

— Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев шкула килсен республикăри паллă çынсене халалланă стендсене курчĕ те: «Мĕншĕн вара округри паллă çынсене халалланă стенд çук?» — терĕ. Эпир çак кăлтăка тÿрлетрĕмĕр, халĕ кунта пирĕн паллă ентешсемпе те паллашма пулать», — ăнлантарчĕç экскурсие ертсе пыракансем. «Чăваш пÿрчĕ» музее кĕрсен кăмака хыçĕнче выртакан кинемее куратăн та сасă кăлармасăр шăппăн каялла тухас килет – ан тив, çывăртăрах, тен, ывăннă пулĕ. Анчах вăл чăн çын мар, экспонат иккен. Курса тĕлĕнмелли унта тата нумай. Экологи музейĕнче экспонатсенчен ытла вĕсем çинчен чăвашла каласа кăтартни килĕшрĕ. Эпир çак информацие вырăсла йышăнма хăнăхнă, тăван чĕлхепе вара экскурсие ертсе пыракан шкул ачи пулсан — пушшех/ вăл тата ăнланмалларах, чуна çывăхрах пулса тухать. Фестивале уçнă тĕле зала лăк тулли халăх пухăнчĕ. Ачасен пултарулăх ушкăнĕсем сцена çинче илемлĕ номерсемпе савăнтарчĕç. Хĕрлĕ Чутай шкулĕн вĕрентекенĕсен ушкăнĕ вара «Сурхури каçĕ» сценка лартрĕ, халăх йăли-йĕркине аса илтерчĕ. <...>

Лариса ПЕТРОВА

♦   ♦    


Укçана михĕпе пайлакан душмансене тыткăна илнĕ

Çĕршыв хÿтĕлевçин уявĕ умĕн хисеплĕ паттăрсенчен пĕринпе, Афганистан вăрçине хутшăннă Николай Зайцевпа, тĕл пулса калаçрăмăр. Николай Ивановичăн салтак пурнăçĕ çăмăл килмен. Хăрушă Афганистан чылай çул тĕлĕкре те канăç паман ăна. Чунра ĕмĕрлĕх ларса юлнă хĕç-пăшал сассин синкерне хăй çеç ăнланать.

ХĔРЕС ЧИКНĔ ЕНЧĔК. Муркаш районĕнчи Сентимирти Иванпа Галина Зайцевсем виçĕ ывăла пурнăç парнеленĕ. Асли Николай 1961 çулта çут тĕнчене килнĕ. «Салтакра пулманнисене хисеплемеççĕ. Çавăнпа эпĕ Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама ĕмĕтленсе ÿснĕ. Урамра юлташсемпе вăрçăлла вылянă, патриотсене сăнлакан фильмсем пăхнă, шкулта НВП урокне кăсăкланса вĕреннĕ. Атте те çарта пулнă. Унăн çар тумĕллĕ сăн ÿкерчĕкĕсене ăмсанса пăхаттăм. Салтака каяссинчен пĕртте хăраман. Атапай ялĕнчи шкулта вĕреннĕ чухне спортпа туслашрăм. Йĕлтĕрпе чупма юрататтăм. Аслă классенче Муркашри пĕлÿ çуртне çÿрерĕм. Ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене йышăнаттăм. Кĕркунне çуралнă май мана салтака 18 çул тултарсанах илмерĕç. 1980 çулхи çуркунне кĕтнĕ самант тинех çитрĕ. Йăла-йĕркепе тăвансене кĕрекене пуçтарса ăсатрĕç. Юлташсем нумаййăн пухăнчĕç. Мана иккĕмĕш сыпăкри пичче пĕчĕк укçа енчĕкĕ парнелерĕ. Çурма çаврашка евĕрлĕччĕ вăл, унта хĕрес чикнĕччĕ. Килтен çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Çĕнтерÿ кунĕнче, тухса кайрăм. Эпĕ тăван кĕтесрен аякра пулнă вăхăтра енчĕке упрарăм, çухатмасăр илсе таврăнтăм», — аса илчĕ ветеран.

ЧИ ÇИРĔППИСЕНЕ СУЙЛАНĂ. Малтан Канаша, унтан Хусан, Чита хулисем витĕр Инçет хĕвел тухăçне выртнă унăн çулĕ. Чăваш Енрен нумаййăн тухса кайнă вĕсем. Хăй каланă тăрăх, пĕр вакун. «Спортпа туслă пулсан çарта йывăр мар. Кĕлеткене ачаран пиçĕхтерни арçын ачашăн питĕ усăллă. Инçет хĕвел тухăçĕнче çур çул вĕренÿре пултăмăр, пограничник пулма хăнăхрăмăр. Салтак аттине тăхăниччен кăмăла, кĕлеткене çирĕплетменнисемшĕн çар пурнăçĕ самаях йывăр», — çитĕнекен ăрушăн та çакă питĕ кирлине палăртрĕ Николай Иванович. Пĕррехинче заставăна салтаксем мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслеме пынă. Николай Зайцева та чĕннĕ. Тĕрлĕ турнир-тупăшура ăмăртма тивнĕ. Чăваш арĕ çĕнтернĕ. Анчах чи маттуррисене мĕншĕн суйланине ăнланман-ха. «Каçхине службăра пулнă хыççăн ирхине çывăраттăм. Мана вăратрĕç, командировкăна кайма тивесси çинчен пĕлтерчĕç. Апат çинĕ хыççăн мана ăсатрĕç. ГАЗ-69 машинăна лартрĕç те кăштах, темиçе метр, тĕксе кайрĕç. Ку хăйне евĕрлĕ йăла. Отряда çитсен ытти çĕртен те суйласа кунта пуçтарнине ăнлантăм. Командир пире, вун тăхăр çулти яшсене, Афганистана каймалли пирки пĕлтерчĕ. 5-10 минут ăнлантарнă хыççăн: «Кам каясшăн мар, пĕр утăм малалла тухăр!» — терĕ. Никам та хирĕç пулмарĕ. Владивостока пуйăспа кайрăмăр, унтан Ташкента самолетпа вĕçрĕмĕр. Икĕ эрне Ферганара пурăнма тиврĕ. Çав вăхăтра вăйлăрах хăваларĕç, спортпа туслашнисĕр пуçне çар вăрттăнлăхĕсене ытларах хăнăхтарчĕç: граната ывăтма, пулеметран пеме...» — каласа кăтартрĕ Николай Иванович. <...>

Елена ЛУКИНА 

♦   ♦   


«Пире ырă ĕçсем тума вĕрентмелле мар»

Иртнĕ вырсарникун ирхине Раççей тата Чăваш Ен ялавĕсемпе капăрлатнă пилĕк пысăк фура Шупашкартан Мариуполе тухса кайрĕ. Чăваш Ен ятарлă çар операцийĕ пыракан вырăна гуманитари пулăшăвĕн тăваттăмĕш колонни пулчĕ вăл. Ăна республика пĕрле пухса панă. Темиçе кун маларах «Пĕрле» фондăн ĕç тăвакан директорĕнчен, Çĕнĕ Шупашкарти «Грани» хаçатăн редакторĕнчен Наталия Колывановăран интервью илме тÿр килчĕ. Унпа фонд ĕçĕ-хĕлĕ çинчен, ытти ыйту тавра калаçрăмăр.

— Наталия Витальевна, ыр кăмăллăх ĕçĕ сирĕн вăхăта нумай илет-и?

— Халăхăн пĕр пайне мобилизацилеме тытăннă чухне эрнере 7 кун, талăкра 24 сехет ĕçлени те пулнă. Ун чухне пушă вăхăт пулман. Палăртам: фондăн ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Вăл республикăн социаллă пурнăçпа, экономика аталанăвĕпе çыхăннă мероприятисенчен пуçласа культура проекчĕсене пурнăçа кĕртесси таранах тÿпе хывать. Фонд коронавируспа пурте пĕрле кар тăрса кĕрешнĕ вăхăтра пысăк предприятисен ертÿçисем сĕннипе 2020 çулхи ака уйăхĕнче йĕркеленнĕ. Ун чухне халăха пулăшас тĕллевпе медицина оборудованийĕ туяннă, тухтăрсене хавхалантарнă. Эпĕ ку тивĕçре çулталăк тăрăшатăп. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансанах экипировка туянас ыйтусемпе, Донецк, Луганск халăх республикисене гуманитари пулăшăвĕ çитерес енĕпе ĕçлеме тытăнтăмăр. Пирĕн республика Донбасран тарса килнисене йышăнчĕ. Фонд вĕсене вырнаçтарассипе çыхăннă ыйтусене татса пама тÿрех пуçларĕ. Малтанхи вăхăтра чи кирлĕ япаласемпе, ачасене шкул хатĕрĕсемпе тивĕçтерчĕ. Мобилизаци пуçлансан пысăк технологиллĕ хатĕрсем туянасси çине пусăм турăмăр.

— Эсир пулăшу ыйтнине кура кирлĕ хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтерме тăрăшатăр-и?

— Çапла, заявкăсемпе кăна ĕçлетпĕр. Туяниччен çар чаçĕпе çыхăнса йăлтах ыйтса пĕлетпĕр. Вăл е ку хатĕр чăнах та кирлине командовани документпа çирĕплетсен çеç ĕçлеме тытăнатпăр. Медикаментсем тĕлĕшпе заявка пулсан санитари подразделенийĕпе канашлатпăр. Кашни медикамент мĕн чухлĕ, мĕн тĕллевпе илмеллине пĕтĕмпех уçăмлататпăр. <...>

Алина ИЛЬИНА

♦   ♦   


Борис КЛЕМЕНТЬЕВ: Утакан çын умĕнче çул уçăлать

«2022 çула ăнăçлă вĕçлерĕмĕр», — терĕ Красноармейски округĕн пуçлăхĕ Борис Клементьев Трак енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн пĕлтĕрхи кăтартăвĕсем пирки калаçу пуçарнă май...

Ÿсĕм курăмлă

Округăн пĕтĕмĕшле тупăшĕ 2022 çулта 560 миллион тенкĕпе танлашнă. Çак шутран 150 миллионĕ — харпăр хăй тупăшĕ. Малтанхи çулхинчен — 14 процент, е 18 миллион тенкĕ, ытларах.

Трак ен ку кăтартусемпе республикăри муниципалитетсен хушшинче 8-мĕш вырăн йышăннă. Харпăр хăй тупăшĕн пайĕ округăн пĕтĕм бюджечĕн 27 процентне йышăнать. «Кашни çул пуçламăшĕнчех Чăваш Республикин Финанс министерстви муниципалитетсем валли харпăр хăй тупăшне ÿстермелли план çирĕплетет. Пĕлтĕрхи 3,5 процент пулнă. Эпир ăна виçĕ хут ытларах ÿстерсе тултарма май тупрăмăр. Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелени налук ытларах пухма пулăшрĕ. Кăçалхи тĕллев — 4 процент. Инвестици проекчĕсемпе, ытти ĕçпе палăртнине пурнăçа кĕртме пултарасса шанатпăр», — каласа кăтартрĕ Борис Клементьев. Трак ен тепĕр кăтартупа та — çын пуçне тивекен тупăшпа — республикăра виççĕмĕш вырăн йышăннă. Сăмах май, ку Красноармейскисемшĕн çирĕпленнĕ йăла: вĕсем ку енĕпе яланах малтисен ретĕнче пулнă. Çын пуçне тивекен тупăш пайне çулсерен пысăклатаççĕ. Пĕлтĕр 1512 тенкĕлĕх ÿстерме пултарнă: 11252 тенке çитернĕ.

Округ бюджетне пысăк тĕрев паракан предприятисем, Борис Клементьев палăртнă тăрăх, ял хуçалăхĕнче ĕçлеççĕ. «Красное Сормово», «Таябинка», «Волит», «Караево» пĕрлĕхсем, ытти хуçалăх лайăх аталанаççĕ. Çавăн пекех промышленноç предприятийĕсем те савăнтараççĕ. Сăмахран, «Десла», «Чесла», «Автошвейпред», «Композит21» пĕрлĕхсем çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеççĕ, бюджета пысăк налуксем хываççĕ. Трак енре ĕçлесе пурăнакансем — респубикăра чи пысăк шалу илекенсенчен пĕрисем. 2022 çулта экономикăри вăтам ĕç укçи 44300 тенкĕпе танлашнă. Ял хуçалăх ĕçченĕсен шалăвĕ 31100 тенкĕ пулнă. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА 

♦    ♦   


Ту çинче сывлăш та сиплĕ

Хăш чухне пирĕншĕн ĕç пуçласси çеç чăрмавлăрах. Малалла вара тăвайккинчен ярăнса аннă пекех каятăн. Çул çÿресси пирки те çавнах каламалла. Килтен таçтах кайса курман чухне ун пирки ĕмĕтленсе çеç пурăнатăн. Урăх региона е ют çĕршыва кайса килетĕн те… чун аякри çĕре татах та татах туртма тытăнать. Мĕн илĕртетши унта çав териех? Çакна çул çÿресе курнă çын çеç калаять. Вăрнар районĕнче çуралса ÿснĕ Сергей Петровшăн вăл чун киленĕçĕ е пурнăç тĕшши пулса тăман-ши?

Эльбрус çине икĕ хутчен хăпарнă

Шкул хыççăн Сергей И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче математикăпа информатика учительне вĕреннĕ. Шăпах çавăнта вăл туристсен клубне хутшăннă. Хайхискерсем çулла Мари Республикинчи юхан шыв хĕрринче ачасем валли лагерь йĕркеленĕ. Сменăсенче Сергей те ĕçленĕ. Туристсен клубĕпе туслашасси çавăнтан пуçланнă та. Малтанах инструктор пулнă вăл, университетри спорт туризмĕн ăмăртăвĕсене хутшăннă… Малалла вара — чи кăсăкли: походсене çÿреме пуçланă.

— Чи малтанах Кавказ тăрăхне кайрăмăр, Архыз районĕнче пултăмăр. Пуринчен ытла пĕрремĕш ту каççи патне çитни асра юлчĕ. 20 ытла килограмм таякан кутамккасемпе тăватă сехете яхăн утса хăпартăмăр. Çăмăл мар паллах. Ывăнса çитнĕскерсен тарăхни те палăратчĕ. Ту урлă выртакан çул патне çитсен тинех хаш сывласа ятăмăр. Унта вара çав тери илемлĕ. Аякра — юрпа витĕннĕ çÿллĕ тусем. Умра — виçĕ кÿлĕ. Виççĕшĕ те янкăр кăвак тÿпе тĕслĕ. Эпир савăннипе кăшкăртăмăр, хĕрсем куççульне чараймарĕç. Çав самант паянхи кун та асăмра, — хавхаланса пуçларĕ калаçăва Сергей. Ту çинче килĕшнĕрен вăл унта татах çитес ĕмĕтпе пурăннă. Шупашкара таврăнсан тренировкăсенче пулнă, унтан походсене çÿренĕ. Малтанах — çул çÿревçĕ пек, унтан хăй те ушкăнсене ертсе çÿреме пуçланă. <...>

Лариса ПЕТРОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.