Эх, пахчи, Кăнар пахчи...

27 Сен, 2014

Çĕрпÿ тăрăхĕнчи Кăнарсем пĕри тепринчен хитререх те илемлĕрех пурăнма тăрăшнине хамăр курса ĕнентĕмĕр. Кашни килтех вун-вун тĕрлĕ кĕл чечек ÿстереççĕ. Куçа йăмăхтаракан хĕп-хĕрлĕ тĕмсем хăйсем патне катаранах кăчăк туртаççĕ.

Ивановсемпе Михайловсен тĕлĕнчен вара никам та чарăнмасăр иртсе каяймĕ. Кĕрен, шурă, шупка хĕрлĕ кĕл чечексем хитрелĕхĕпе тыткăнланисĕр пуçне таврана ырă шăршă сараççĕ. Кил умĕнчех темиçе тĕрлĕ иçĕм çырли çÿлелле кармашни вара кирек кам куçне те тăрăнатех. Ятарласа туяннă ункă çийĕн явăннă вăл: урамран кĕрекен пĕчĕк алăк умĕнчен тытăнса крыльца патне çитиех. Çăтмах тĕнчи тейĕн, пÿртрен урама кĕнĕ-тухнă чухне ем-ешĕл иçĕм çырли айĕпе утса çÿреççĕ. Çупкăм-çупкăм çырлине, хурине, симĕссине, эпир те тутанса куртăмăр. Кăнар иçĕмĕ кăнтăртан кÿрсе килнинчен тутлăрах пек те туйăнчĕ пире. Тахçан яла килнĕ узбек-таджиксем те вĕсен умĕнчен лăпкăн иртсе каяйман. «Кур-ха, кур, кунта иçĕм çырли те çитĕнет. Паллах, пирĕн патринчен вĕтĕрех, çапах та ÿсет», - карта урлă кармашсах сăнанă хайхисем.

Икĕ кума, икĕ тăхлачă - Валентина Васильевна Михайловăпа Маргарита Вениаминовна Иванова - пĕр-пĕринпе ăмăртсах пахча илемлетеççĕ тейĕн. Кĕл чечекĕсене лавккаран, почтăран туянса лартнă. «Пăхмашкăн çăмăлах мар, ку чечек хăйне майлăрах çав. Шăши те ав тапăнса тарăхтарать, тымарĕсене кăшлать. Кăçал иртĕхсех кайнă, кĕл чечек айĕнче йăва çавăрнă. Тутлă-ши питĕ, тупнă çимелли! Сăтăрçăсенчен им-çам сапрăмăр-ха», - пăшăрханарах калаçрĕ Валентина Васильевна. Вĕсем ĕмĕрĕпех Кăнарта вырнаçнă нефть уçлакан станцире ĕçленĕ. Икĕ çемьене пĕр çуртра хваттер панă: çур пайĕ Михайловсен, тепĕр çурри - Ивановсен. Кÿршĕсем 21 çул хушши пĕр-пĕринпе туслă, килĕштерсе пурăнаççĕ. Малтан кумаллă, каярах, ачисем çитĕнсен, тăхлачăллă та пулса тăнă. Ивановсен аслă ывăлĕ Юра хĕр шыраса аякка каяс темен, кÿршĕ хĕрĕпе Наташăпа туслашнă, кайран туй кĕрлеттернĕ.

Валентина Васильевнăпа Маргарита Вениаминовна пахчари ĕçсене тахçанах вĕçленĕ май çак илемлĕ кĕр кунĕсенче пĕрре те килте лармаççĕ, вăрмана мăйăра, кăмпана çÿреççĕ. Мăйăрне мăнукĕсем валли нумай татнă, хĕлле çиме пир хутаççа чиксех хунă. Кăмпине вара тăварланă, типĕтнĕ, шăнтнă та.

Тепĕр касра пурăнакан Зинаида Моисеева пахчинче те юмахринчен кая мар. Кил умĕнчи çул икĕ айккипе - ретĕн-ретĕн вун-вун тĕрлĕ кĕл чечек. Зинаида Васильевнăна хĕрĕ Мускавран тĕрлĕ йышши чечек вăрлăхĕ ярса парать. Георгинсем те ахальлисем мар унăн, чи-чи шултрисем, пĕчĕк ача пуçĕпе танлашаканнисем. Зинаида Васильевна ĕмĕр-ĕмĕр шкул çулне çитменнисен воспитателĕнче тăрăшнă. Халĕ тивĕçлĕ канура. Алă усса ларма хăнăхман çав вăл. Тирпей-илеме, кил-çуртра хăтлă пулнине юратать.

Нина Маркова та яла илем кÿресшĕн тăрăшать. Вĕсем хысна çурчĕн çÿлти хутне туяннă. Кирпĕчрен купаланă пысăк çурт тавра малтан çум курăк чашкăрса ÿснĕ пулсан, халь çĕр-çĕр тĕрлĕ чечек ешерет.

- Пушă вăхăт нумай манăн. Кунĕпех урамра мăнуксемпе уçăлса çÿретĕп. Калча туса чечексем ÿстеретĕп. Çуркунне çанталăк пăртак ăшăтсанах урама лартма тытăнатăп. Ял халăхĕшĕн те, хамăршăн та кăмăллă, - тет Нина Александровна.

Кăнарта кашни кил хитре чечексемпе, улма-çырлапа пуян. Юратса, ăшă кăмăлпа ÿстерни куç кĕрет. Пĕр-пĕринпе ăмăртаççĕ тейĕн. Пан улми, груша, слива-чие, иçĕм çырли ăнса пулнă вĕсен. Ку енчи халăх ĕçре ÿркенменни, çĕр ĕçне чунтан парăнни сисĕнет. Ăш пиллĕ те тарават, пĕрмай лайăххи патне ăнтăлакан çынсен пурнăçĕ яланах тулăх та хитре.

Елена АТАМАНОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.