«Театр почти» çывăхлатать

10 Фев, 2023

«Дети капитана Гранта», «Капитан Немо» тата ытти роман авторне Жюль Верна Чăваш Енпе мĕн çыхăнтарать? Пирĕн республикăра та тĕнчипе паллă çыравçăн пултарулăхне юратакан сахал мар паллах. Унăн кăсăклă хайлавĕсене темиçе ăру вуласа ӳснĕ.

Писатель çуралнăранпа нарăсăн 8-мĕшĕнче 195 çул çитрĕ. Çак пулăма халалласа Вырăс драма театрĕнче «Театр почти» ĕçлеме пуçларĕ. Çул çӳревçĕсен Жюль Верн ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери клубĕ /организаци Владивостокра вырнаçнă/ тăрăшнипе открытка, конверт, ятарлă штемпель, карточка кун çути курнă.

«Филатели кăларăмĕсем тĕнчипех сарăлĕç. Вĕсем писателĕн пултарулăхне кăмăллакансене çывăхлатма, тĕрлĕ çĕршывпа халăх культурисене çыхăнтарма май парĕç. Юлашки çулсенче филатуризм вăй илме тытăнчĕ. Çул çӳреме юратакансем валли ятарлă маркăсем, открыткăсем кăларма пуçларĕç, вĕсем пĕр-пĕр çĕршывпа, паллă çыннисемпе, культурипе паллаштараççĕ», — терĕ клуб ертӳçи Валерий Сушков.

Вăл почта историйĕпе те кăсăкланать. Почта кун- çулĕпе çыхăнтарса турмаршрутсем хатĕрленĕ, экспедици ирттернĕ, çул çӳревсем йĕркеленĕ. Клуб хастарĕсем «Вокруг света за 80 дней» роман тухнăранпа 150 çул çитнине халалласа пĕлтĕрех Жюль Вернăн Францири музейĕпе пĕрле пысăк çул çӳреве тухма палăртнă, анчах санкцисене пула ку проекта пурнăçа кĕртеймен. Валерий Сушков виçĕ çул каялла Жюль Вернăн мăнукĕпе туслашнă, унпа çыхăну тытма пуçласан французла калаçма вĕреннĕ. Шупашкара Жан Вернăн видеоçырăвĕ те вĕçсе çитрĕ. Франци юрăçи Чăваш Енре аслашшĕн романĕсене юратакансем пурришĕн чунтан савăннине, вĕсем çынсене хăюллă та пуçаруллă пулма хавхалантарнине пĕлтерчĕ.

2024 çулта Вырăс драма театрĕнче «Вокруг света за 80 дней» романĕ тăрăх спектакль лартма палăртнă. 150 çул каялла çырнă хайлавăн пьесине Питĕр режиссерĕ Олег Куликов çĕнетсе кăларĕ. Сăмах май, Жан Верн премьерăна килсе курма шантарчĕ. Çав тапхăртах Шупашкарта çул çӳревçĕсен Пĕтĕм Раççейри фестивалĕ иртĕ. Унта Федор Конюхов çул çӳревçе те чĕнĕç.

Вырăс драма театрĕн директорĕ Дмитрий Капустин пĕлтернĕ тăрăх, «Вокруг света за 80 дней» хайлава чăваш сцени çине кăларма Мускав продюсерĕ Ольга Лаптева сĕннĕ. «Пьесăна Раççейри тĕрлĕ театрта лартнă. Мускаври харпăр театрне çӳрекенсем унпа 1875 çултах /роман пичетленсе тухни виçĕ çул иртсенех/ паллашнă. Жюль Вернăн романĕсене паллă писательсем те килĕштернĕ. Акă Лев Толстой произведение ачисене те вула-вула панă, ун тăрăх лешсем ӳкерчĕксем те хатĕрленĕ. Халĕ вĕсем Ясная Полянăри музейре упранаççĕ», — каласа кăтартрĕ Дмитрий Владимирович. Вăл премьера тĕлне театрта çав ӳкерчĕксен копийĕсен куравне йĕркелесшĕн. 

www.hypar.ru rusdram21.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.