Социаллă тӳлевсем пысăкланаççĕ

8 Фев, 2023

Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертcе пынипе юнкун иртнĕ ларăвĕ вăраха каймарĕ — çур сехетрех вĕçленчĕ. Анчах ку унăн кун йĕркинче вак-тĕвек ыйту кăна пулнине пĕлтермест. Йышăнусен шутĕнче — вун-вун пин çынна пырса тивекеннисем.

Социаллă ыйтусем тĕпре пулчĕç — темиçе ыйтупа ĕçлев министрĕн Алена Елизаровăн сăмах илме тиврĕ. Калăпăр, граждансен уйрăм категорийĕсен пурăнмалли çурт-йĕршĕн, коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тӳлеме каякан тăкакĕсемшĕн паракан саплаштару виçине индексацилесси. Алена Геннадьевна пĕлтернĕ тăрăх, çак шута электричество тата ăшă энергийĕшĕн, хытă топливăшăн /çурт-йĕре кăмака хутса ăшăтаççĕ пулсан/, çавăн пекех нумай хваттерлĕ çуртри пĕрлехи пурлăхăн капиталлă юсавĕшĕн тӳлекен тăкаксем кĕреççĕ. Индексаци виçи 9% танлашать — РФ Правительствин раштавра коммуналлă тарифсене ӳстересси çинчен кăларнă йышăнăвĕнчи кăтартупа шайлашуллă. Пысăк йыша уйăхсерен компенсаци тӳлеме 2023 çул валли республика бюджетĕнче 238 миллион тенкĕ ытла пăхса хăварнă — хушма укçа кирлĕ мар.

Пурăнмалли çурт-йĕршĕн, коммуналкăшăн тӳлес тĕлĕшпе çăмăллăхпа усă куракан категорисен йышне пырса тивекен улшăну та пур. Ялта пурăнакан специалистсене компенсаци тӳлемелли пулăшу ĕçĕсен списокне çĕнĕ редакципе палăртнă. Сăмах май, унашкаллисем республикăра паян 14 пин ытла çын, вĕсене асăннă çăмăллăхпа тивĕçтерме те 238 миллион тенкĕ уйăраççĕ.

Правительство усрава илнĕ ачашăн ашшĕ-амăшне тӳлекен укçана пысăклатассине те ырларĕ. Ку, палăртрĕ министр, республика Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырура палăртнă тĕллевсене пурнăçлассипе çыхăннă йышăну. Тӳлеве 12,24% индексацилеме палăртнă. Çак виçене потребитель хакĕсен пĕлтĕрхи ӳсĕмĕпе шайлаштарнă. Çавăн пекех инвалидсен, Чернобыльти инкеке пула вилнисен ачисене апат-çимĕç таварĕсемшĕн уйăхсерен тӳлекен компенсаци те асăннă виçепех хушăнать — 457 тенкĕпе танлашать.

Индексаци темине тăсса Алена Елизарова ЧР Пуçлăхĕн Çырăвĕнче палăртнине пурнăçламалли тепĕр йышăнупа та паллаштарчĕ. Вăрçă çулĕсенче тыл ĕçченĕсене, ĕç ветеранĕсене, реабилитациленĕ тата политика репрессийĕсене пула шар курнă çынсене уйăхсерен паракан тӳлеве пысăклатасине çирĕплетрĕ — çӳлерех асăннă 12,24% чухлех. Çак индексаци аслă ăрури 120 пин çынна пырса тивĕ. Вĕсене тӳлевпе тивĕçтерме республикăн кăçалхи бюджетĕнчен 2,2 миллиард тенкĕ патнелле уйăрĕç — маларах палăртнă виçене «тӳрлетсе» пысăклатма тивет.

Министрсен Кабинечĕ çавăн пекех Нацгвардире службăра пулса пуç хунă çар служащийĕсен çемйисене пĕр хут тӳлев парасси çинчен калакан йышăнăва улшăнусем кĕртрĕ. Хальччен çак йышăну Раççей йышне кĕнĕ çĕнĕ икĕ республикăра вилнисен çемйисене кăна пырса тивнĕ, малашне вара 2022 çулхи авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнчен тытăнса ятарлă çар операцине хутшăннă май Запорожье тата Херсон облаçĕсенче пуç хунă ентешсен çывăх çыннисем те тӳлев илме пултарĕç.

Лару Министрсен Кабинечĕн темиçе йышăнăвне улшăнусем кĕртнипе вĕçленчĕ. Çав шутра, сăмахран, сунарçăсем валли патшалăхăн пулăшу ĕçĕсемпе усă курма йĕркеленĕ электрон ресурсне «симĕс çутă» пани. Олег Николаев çакна ырланă май çут çанталăк ресурсĕсен министрĕнчен вăл меллĕ пулни çинчен ыйтрĕ те — Эмир Бедертдинов тӳррĕн хуравларĕ: «Çынсемшĕн унпа усă курма, паллах, меллĕ, пирĕншĕн вара — аплах мар...» Зал кулсах ячĕ. Олег Алексеевич халăхшăн меллĕ пулни малта пулмаллине палăртрĕ — чиновниксен вара хушма тиеве тӳсес пулать. Патшалăх учрежденийĕсен ĕçченĕсен окладне ӳстерес ыйтупа вице-премьер — строительство министрĕ Павел Данилов сăмах илчĕ. Укçа виçи 6% пысăкланать — кăрлачăн 1-мĕшĕнчен.

www.hypar.ru
 

Комментировать