Хыпар 5-6 (28033-28034) №№ 20.01.2023
Эмеле тухтăр рецепчĕсĕр сутсан…
Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине эмеле тухтăр рецепчĕсĕр сутнăшăн фармацевтсене — 20 пин тенкĕлĕх, аптека хуçисене 200 пин тенкĕлĕх штрафласси çинчен калакан саккун проектне пăхса тухма тăратнă.
РФ Федераци Канашĕн членĕ Ирина Рукавишникова ăнлантарнă тăрăх, тĕп улшăнусем фармацевтсен ĕçне пырса тивĕç. «Ытларах чухне вĕсем саккуна пăсаççĕ, препарата рецептсăр сутаççĕ, — тенĕ вăл. — Унччен саккунсăр суту-илÿшĕн ертÿçĕсене айăпланă, аптекăна вăхăтлăха хупнă. Çавна май бизнес тăкак тÿснĕ. Тавар туянакансем, уйрăмах ялсенче пурăнакансем, шар курнă. Малашне тÿрĕ кăмăлпа ĕçлемен фармацевтсене çирĕпрех явап тыттарĕç». Саккун проекчĕн авторĕсем вĕсене 10-20 пин тенкĕ штраф хума е аптекăра ултă уйăхран пуçласа пĕр çул таран ĕçлемешкĕн чарма сĕнеççĕ.
Хальхи вăхăтра эмел çаврăнăшĕн саккунне пăсни çинчен калакан кодексăн 14.4.2 статйипе килĕшÿллĕн эмелпе суту-илÿ тумалли йĕркене пăхăнманшăн граждансене 1,5-3 пин тенкĕ, должноçри çынсене — 5-10 пин тенкĕ, юридици сăпачĕсене 20-30 пин тенкĕ штраф хураççĕ.
«Каплах пулсан эмеле рецептсăрах туянма тăрăшакан çынсене те çирĕпрех айăпламалла, — терĕ Вăрнар поселокĕнче пурăнакан Марина Евдокимова Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртме хатĕрленни пирки сăмах пуçарсан. — Ÿкĕтлесе аптека сутуçин кăмăлне çавăракансене пĕрре мар курнă. Фармацевт та çынах. Вăл те шеллесе, те тавлашса тăнин усси çуккине кура юраманнине пĕлсе тăрсах сутма килĕшет. Хам та пĕррехинче «рецепт килте юлнă» тесе улталаса туянтăм. Тухтăр каламан эмелпе сипленсе вара самай шар куртăм». Марина ун чухне шăнса пăсăлнă, больницăна кайнă. Тухтăр вируспа кĕрешекен эмелсем ĕçме сĕннĕ. Кÿрши «антибиотиксĕр сывалаймастăн» тенĕрен аптекăна çул тытнă. Фармацевт эмеле рецептсăр сутасшăн пулман. Анчах чылай ÿкĕтлесен çапах та килĕшнĕ. «Иккĕмĕш кунхине пĕтĕм кĕлетке хĕрлĕ шатрапа витĕнчĕ, — аса илчĕ Марина. — Чăтмалла мар кĕçĕтет. Аллерги пуçланчĕ-ши? Е наркăмăшлантăм-ши? Больницăна кайрăм. Терапевт алăкĕ патне пыма çук: 15-20 çын тăрать. Ĕç кунĕ вĕçленсе пынине кура тухтăр кĕтсе тăнин усси çуккине асăрхаттарчĕ. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА
♦ ♦ ♦
Кая юлсан каю шăтать, е Ваттисен каларăшĕсене ачасем мĕншĕн ăнланмаççĕ?
«Тепĕр вунă çултан Чăваш Енре пурăнакансен 70 проценчĕ чăвашла пачах пĕлмĕ. Шкулсенче нумай ашшĕ-амăшĕ вырăс чĕлхине вĕрентме ыйтса çырать. Ялсенчи ачасем чăвашла калаçмаççĕ. Мĕн пĕчĕкрен вырăсла сăмах вакласа ÿсеççĕ. Садикре те вĕсемпе чăвашла пуплемеççĕ», — хăйĕн пăшăрханăвне пытарман интернет уçлăхĕнче Ирина Салихардова.
Чăваш чĕлхине китай чĕлхипе танлаштарнă
Астăватăп-ха: пичет кăларăмĕсенче 7-8 çул каяллах ашшĕ-амăшĕ ачисем тăван чĕлхене вĕренесшĕн марри çинчен кулянса çыратчĕ. Вырăс кăларăмĕнче ĕçлекен пĕр журналист чăваш чĕлхине китай чĕлхипе танлаштаратчĕ. 2-мĕш класра вĕренекен мăнукĕ валли вăл репетитор тытнă… Хăшĕсем вара чăваш чĕлхипе пĕлÿ париччен ют чĕлхесене вĕрентме ыйтатчĕç. Пĕрех ачисем темиçе çул вĕреннĕ хыççăн «Салам! Чипер юл!» тенисĕр пуçне нимех те пĕлмеççĕ иккен. Теприсем чăваш чĕлхине вĕрентессине факультатив шайне хăварма ыйтатчĕç… «Вĕренес текеннисем вĕренччĕр. Вырăссене ирĕксĕрлесе вĕрентмелле мар», — тетчĕç…
Инçе кайма кирлĕ мар. Пирĕнпе юнашар хваттерте ирçесен çемйи пурăнать. Вĕсем хăй вăхăтĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулине çĕклеме килнĕ. Ирçесем чăвашла пĕр сăмах та пĕлмеççĕ. Вĕсен мăнукĕ химиксен хулинчи пĕр шкулта «тăваттă» тата «пиллĕк» паллăсемпе вĕренетчĕ. Чăваш чĕлхипе унăн — «виççĕччĕ». Ачана ашшĕпе амăшĕ те, кукашшĕпе кукамăшĕ те пулăшаймастчĕç. Вĕсем чăвашла пĕлмеççĕ. Мĕн тетĕр? Хайхискерсем ман пата çÿреме тытăнчĕç. Хăнăхтарусене туса параттăм. Вырăсларан чăвашла, чăвашларан вырăсла куçараттăм, пĕчĕк сочиненисем çыраттăм. Кĕçех дневникре «5» паллăсем курăнма тытăнчĕç. Денис шкула медальпе пĕтерчĕ. Хăйне пулăшнăшăн паянхи кун та тав тăвать. Халĕ йĕкĕт Раççейĕн тĕп хулинчи аслă шкулта пĕлÿ илет. Паллах, чăвашла нимех те пĕлмест вăл…
Районсенче, ялсенче ĕçпе час-часах пулма тÿр килет. Шкулсене кĕрсен ачасем мĕнле чĕлхепе калаçнине сăнатăп. Шел те, район центрĕсенчи пĕлÿ çурчĕсенче кăна мар, ялсенче те халĕ вырăс чĕлхи кăна илтĕнсе тăрать. Пĕчĕк ялсенчи шкулсене хупнипе ачасене автобуспа район центрĕсенчи вĕрентÿ заведенийĕсене илсе çÿреççĕ. Унта вара халăх ытларах вырăсла калаçать. Интеллигент çемйисенче ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕсемпе килте те чăвашла сăмах вакламасть. Çак юхăм ĕнер-паян кăна пуçланман. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенчех служащисен çемйисенче вырăсла калаçатчĕç. Ашшĕ-амăшĕ ачисене чаплăрах вузсене экономиста, юриста вĕренмешкĕн кĕме ăнтăлатчĕ… <...>
Роза ВЛАСОВА
♦ ♦ ♦
Сергей ПАВЛОВ: Япăх вăрлăх хире варалать
Хуçалăхсенчи вăрлăх пахалăхĕ çултан-çул ытларах калаçтарать. Ку енĕпе регион юлса пынин сăлтавĕ мĕнре-ши? Çак тата ытти ыйтăва Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн ертÿçи Сергей ПАВЛОВ хуравлама килĕшрĕ.
Акнă-лартнă лаптăксене шута илĕç
— Сергей Владимирович, республикăри хуçалăхсем акма вăрлăх хатĕрлес енĕпе лару-тăрăва улăштарма вăй çитерчĕç-ши?
— Кăрлачăн 16-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсенче 48,1 пин тонна вăрлăх хатĕрленĕ /102%/. Çав шутра суперэлита — 1,26, элита — 2,6, репродукцилли 70%. Иртнĕ çул вара кăтарту 97% пулнă. Кăçал çур аки ирттерме ку енĕпе чăрмав пулмĕ. Пахалăх тĕлĕшпе кăçал лару-тăру лайăхланнă. Тĕрĕсленĕ вăрлăхран 26,2 пин тонни е 72% акма юрăхлă /пĕлтĕр — 62%/. Федерацин Атăлçи округĕпе илсен, Чăваш Ен ку енĕпе — 11-мĕш вырăнта. Чылай регионта Çĕнĕ çулчченех мĕн пур вăрлăха кондицие лартнă. Эпир вĕсенчен юлса пынин сăлтавĕ паллă. Хуçалăхсенче кĕркунне вăрлăха управа хывиччен пĕр хутчен çеç тасатаççĕ. Çавна май пахалăхĕ, шăтаслăхĕ чакать, кăвакăш сарăлма тытăнать. Хальхи вăхăтра 10,3 пин тонна /28%/ вăрлăх çум курăкпа тата пĕрчĕллĕ ытти культурăпа вараланнăран кондицие ларман.
— Районсемпе илсен кăтартусем мĕнлерех?
— Çĕрпÿ округĕнче вăрлăх хатĕрлессипе лайăхрах ĕçленине палăртмалла, 98% акма юрăхлă. Çĕмĕрле, Красноармейски, Канаш тăрăхĕсенче те ака-сухана çине тăрса хатĕрленни палăрать. Шел, Шупашкар /53%/, Йĕпреç /30%/, Пăрачкав /21%/, Муркаш /12%/ округĕсенче лару-тăру çивĕч. Çапах, пĕтĕмĕшле илсен, кăçал лару-тăру лайăх енне улшăнма тытăнни сисĕнет. Ака-сухана тухиччен аграрисем çак ĕçе туллин вĕçлессе шанас килет. Япăх вăрлăх акни хире вараланипе пĕрех. Çĕр улмин вăрлăхĕ те 18 пин тонна пур. Вăл палăртнă лаптăксене лартма çителĕклех. <...>
Лариса НИКИТИНА
♦ ♦ ♦
Татьяна ПАВЛОВА: Кивĕ лавккасене çĕнететпĕр
Ишлей райповĕшĕн 2022 çул тухăçлă иртнĕ. Ĕçе ăнăçлă йĕркелесе пырасси, паллах, ертÿçĕрен нумай килет. Ишлей райповĕ аталану çулĕпе çирĕппĕн утнинче Татьяна Павловăн тÿпи курăмлă. Тăван регион аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн, ĕçе нумай çул чунтан парăнса пурнăçланăшăн вăл чылай наградăна тивĕçнĕ. Пĕлтĕр Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕнче ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Татьяна Евгеньевнăна II степень «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе чысларĕ.
Пахалăхлă тавар
— Татьяна Евгеньевна, эсир суту-илÿ тытăмĕнче 40 çул вăй хуратăр. Предприятие аталану çулĕпе çирĕппĕн илсе пыратăр. Ĕçĕре пысăк хак парса 2018 çулта «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе чысланă сире, пĕлтĕр II степень «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе хавхалантарчĕç. Эсир — ЧР халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерессин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ те. Иккĕленместĕп: сирĕн ытти Хисеп тата Тав хучĕ те сахал мар. Хăшĕ чи хакли?
— Паллах, пĕлтĕр Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕнче тивĕçни. Унта Раççей Президенчĕ Владимир Путин алă пуснă. Ĕçе хаклани кама ан хавхалантартăр? Вăл мана та тăрăшса ĕçлеме хистет. — Ишлей райповĕн тытăмне мĕн-мĕн кĕрет? — Эпир ытларах суту-илÿпе ĕçлетпĕр. Ĕçĕн 90 проценчĕ ытла çакăнпа çыхăннă. Пирĕн лавккасем, кафесем, буфетсем, çăкăр пĕçерекен комбинат, газлă пылак шыв кăларакан цех, гараж, аптекасем, халăха йăла-йĕрке пулăшăвĕ кÿрекен центр, парикмахерски, пулă тăварламалли цех пур. Лавккасем пурте тенĕ пекех Шупашкар районĕнче вырнаçнă, пĕри кăна Чантăрта, вăл Шупашкар хулине кĕрет.
— Предприятире миçе çын вăй хурать?
— Ĕçлекенсен йышĕ — 343 çын. Предприятири вăтам ĕç укçи, республикăри ытти райпопа танлаштарсан, чи пысăкки. Шупашкар районĕ хăй те пысăк. Хула çывăхĕнче вырнаçнăран конкуренци те çивĕч. Ишлейре кăна юлашки вăхăтра темиçе лавкка уçăлчĕ. Халăха хамăр пата илĕртес тесен пирĕн таварăн хакĕпе, пахалăхĕпе, ассортименчĕпе уйрăлса тăмалла. Çавăншăн тăрăшатпăр та, çынсем патне йÿнĕрех, çав вăхăтрах паха апат-çимĕç, тавар илсе çитерессишĕн вăй хуратпăр. <...>
Вера ШУМИЛОВА
♦ ♦ ♦
«Пенсие тухакансене те ĕçрен ямастпăр»
«Хуçалăх ертÿçишĕн чи пысăк йывăрлăх — çынсемпе ĕçлесси. Çак енпе талант пулсан ĕç ăнать», — вĕрентетчĕç пире хăй вăхăтĕнче Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче. Ку чăнах та çапла. Халăхпа пĕр чĕлхе тупаймасан виçĕ кун та тытса тăмаççĕ», — терĕ Вăрнар районĕнчи «Янгорчино» ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ, ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Романов.
Алтай тăрăхне кайман
Геннадий Романов пĕлтернĕ тăрăх, Çĕрпел тăрăхĕнче колхоз иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче йĕркеленнĕ. Малтан ял хуçалăх эртелĕ пулнă. 1935 çулта колхоза Ленин ятне панă. «Вăрнар районĕнче Ленин ячĕллĕ колхоз иккĕ пулнă пирки пăтăрмахсем тухкаланă. Хушăран цифрăсене те пăтраштарнă. Вара 1962 çулта колхоза «Янгорчино» ят панă. 1991 çулта колхозсем пайланма пуçларĕç. 1993 çулта Хурăнсур Çармăссем уйрăлчĕç. Эпир «Янгорчино» ЯХПК йĕркелерĕмĕр. Уйрăммăн ĕçлеме пуçлани вăтăр çул çитрĕ ĕнтĕ», — калаçăва сыпăнтарчĕ Геннадий Васильевич.
Сăмах май, ял çыннисем 1959 çулта унăн ашшĕне Василий Игнатьевича колхоз председательне лартнă. Хуçалăха вăл 1976 çулччен ертсе пынă. Кайран ăна Вăрнар райĕçтăвкомĕн пуçлăхĕ пулма шаннă. 1979- 1986 çулсенче Василий Романов районăн пĕрремĕш секретарĕнче ĕçленĕ. Шел те, хисеплĕ ертÿçĕ 2020 çулта пурнăçран уйрăлнă. Çапла, Романовсен хăйне евĕр династи. Вырăнти хуçалăха ертсе пырасси вĕсен ăруран ăрăва куçса пырать.
Геннадий Романов мĕн ачаран яла юратнă. 3-мĕш класс хыççăн колхозра ĕçлеме пуçланă. Çуллахи вăхăтра кашни каникултах колхоза утнă. Пиччĕшĕпе тата шăллĕпе пĕрле пилĕк авнă. «Ача чухне агронома вĕренме кăмăл пурччĕ. Кайран инженери еннелле чун туртрĕ. 1983 çулта Шупашкарти ял хуçалăх институчĕн инженери факультетне вĕренме кĕтĕм. Агроном профессийĕ те килĕшетчĕ. Килте яланах выльăх тытнă. Эпир ача чухне темиçе ĕне те пулнă. Халĕ те усратпăр. Ĕнесĕр пĕр çул та пурăнман. Ĕне пулсан килти хушма хуçалăхпа та ĕçлетĕн. Выльăх апачĕ те хатĕрлетĕн. Пĕрремĕш курс хыççăн çара кайрăм. Унтан таврăнсан Мускаври «ЗИЛ» заводра хĕрĕх кун практикăра пултăмăр. 3-мĕш курс хыççăн Чăваш Енри хуçалăхсене ячĕç. Шăпа «Красноармейское» совхоза илсе çитерчĕ. Унта çур акирен пуçласа тырра пухса кĕртичченех вăй хутăмăр. Эпир ун чухне вĕсене нумай пулăшрăмăр. Астăватăп-ха: бригадирĕ çав тери çивĕч хĕрарăмччĕ. 4-5-мĕш курссенче хамăр ялта практика тухрăм, комбайнпа ĕçлерĕм. Ун чухне колхоз председателĕ Георгий Андреевччĕ. Вăл кунта 12 çул ĕçленĕ. Диплом илсен мана направленипе Алтай тăрăхне ĕçлеме ярасшăнччĕ. Тĕрĕссипе, хам хирĕçех марччĕ, анчах атте ярасшăн пулмарĕ. «Ялах кил», — терĕ. Çавăнпах «Янгорчино» колхозран института çырупа тухнăччĕ. Çапла, тăван тăрăха таврăнтăм», — калаçăва ăш пиллĕн тăсрĕ Геннадий Васильевич. <...>
Роза ВЛАСОВА
♦ ♦ ♦
«Ĕлĕкхи çынсене çитейместĕп»
Ăна ятпа, ашшĕ ячĕпе е кĕскен Петрович тесе чĕнеççĕ. Ялта Петрович нумай-ха. Ку вара — ăрасна: французла пĕлет, шукăль çÿрет. Сăвă, пьеса çырать, халăх театрĕнче вылять... Сăмахăм — Шупашкар районĕнчи Апашри Владислав Кириллов пирки. Ăçтан тапса тăрать-ха унра интеллигентлăх? Тен, йăхран куçнă?
Амăшĕн ĕмĕтне пурнăçланă
Ашшĕ те, амăшĕ те трактористра вăй хунă. Çапла, амăшĕ Клавдия Александровна 16 çул хурçă утпа ака-суха тунă. Вăл çамрăк чухне нимĕç чĕлхин учителĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Çак чĕлхене шкулта юратса вĕреннĕ. Нимĕçле хăш-пĕр сăмаха, ача чухне вĕреннĕ сăвва виличчен те манман. Анчах çăмăл мар вăхăтра пурăннăран пĕрмай ĕçлеме тивнĕ — вĕренме май килмен. Унăн ĕмĕтне кĕçĕн ывăлĕ Владислав пурнăçланă: вăл пединститутра нимĕç тата француз чĕлхисем енĕпе тарăн пĕлÿ илнĕ. Амăшĕшĕн ку чикĕсĕр савăнăç пулнă. Владислав Петрович пирки тĕплĕнрех каласа кăтартиччен амăшĕ пирки асăнни те пăсмĕ.
«Анне хамăр районти Шорчекасси хĕрĕ пулнă. Унăн кукамăшĕ выçлăх çулĕсенче Украинăран куçса килнĕ. Кунти çынна качча кайнă та чăвашла калаçма вĕреннĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче аннене, 15-16-сенчи хĕре, ФЗОна тракториста вĕренме янă. Анне калатчĕ: «Хăшĕ-пĕри çĕр улми ани хушшинче пытанса юлатчĕ. Пĕр эрнелĕхе каяттăмăр. Хулана çуран утаттăмăр. Çĕр улми пĕçерсе çиеттĕмĕр». Ун чухнехи тракторсем мĕнлерех пулнине пĕлетĕр-ха ĕнтĕ: кабинăсăрскер çилтен, çумăртан хÿтĕлеймен. Пĕрмай ваннă. Саппас пайсене тимĕрçĕ лаççинче шăратнă. Çĕр шăнма тытăнсан та, юр çусан та сухаланă. Техника вансан сивĕ çĕр çине ним сармасăрах выртса пайтах юсанă. Пурпĕр анне хăйĕн çамрăклăхĕ çинчен каласа кăтартма тытăнсан сăнран улшăнатчĕ, куçĕ савăнăçпа тулатчĕ. МТС — «станци» тенĕ вĕсене — тракторĕпе тĕрлĕ колхоз уй-хирĕнче акса-сухаласа çÿренĕ анне. Килте те вăл арçын ĕçĕсенчен ютшăнман. Çатма аври хăйпăнсан ним те мар майлаштарса хуратчĕ. Юсамалли меслетне хăй шухăшласа кăларатчĕ», — аса илчĕ Владислав Петрович.
Клавдия Александровна трактористкăра вăй хунă чухне пулас мăшăрĕпе Петр Кирилловичпа паллашнă. Вăл унран 3 çул кĕçĕнрех пулнă. Хĕр каччине çара ăсатса кĕтсе илнĕ. Петр Лăпкă тинĕс флотĕнче морякра виçĕ çул службăра тăнă. Унăн салтакран килнĕ тумне ачисем халĕ те арчара упраççĕ. Клавдипе Петр 1952 çулта пĕрлешнĕ. Вунă çулта 6 ачана — 4 ывăлпа 2 хĕр — кун çути кăтартнă. Ачисем ашшĕне — «папа», амăшне «анне» тесе чĕннĕ. Асламăшĕпе /«апай» тенĕ ăна/ пурăннăран мăнукĕсене ытларах вăл пăхнă, ашшĕ-амăшĕ иртен пуçласа каçчен ĕçре пилĕк авнă, кану кунĕ мĕнне пĕлмен. Клавдия Александровна кайран хăйсен ялĕ çывăхĕнчи кирпĕч заводĕнче ĕçленĕ. <...>
Алина ИЛЬИНА
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать