Хыпар 4 (28032) № 17.01.2023

17 Янв, 2023

Иномаркăсем çук, хамăрăн хаклă

Машина пур-ха, анчах нимĕн те ĕмĕрлĕх мар вĕт, вăл та кивелет — çуккишĕн кăна мар, пурришĕн те кулянма, транспорта çĕнетесси пирки шухăшлама тивет. Çавăнпа Çĕнĕ çулхи уявкану кунĕсем вĕçленнĕ хыççăн автосалонсене çитсе хаксемпе кăсăклантăмăр.

Клиент сахал

Паллах, иномарка туяннине нимĕн те çитмĕ. Çавăнпа малтан ют çĕршывсен маркисемпе ĕçлекен салонсене çитсе пăхас терĕмĕр. Тÿрех калам: савăнмалли çукрах. Шупашкарти «Hyundai» салонра çын йышлă мар. Унта ĕçлекенсем черетлĕ клиент кĕнĕ-кĕмен кăсăкланаççĕ: сервиса-и е машина туянма-и? Туянас кăмăллисем сайра пулнăран-тăр — эпĕ «туянма» тенине илтсен хăйĕнпе Юрий тесе паллаштарнă сутуçă-консультант сăнĕ самантрах çуталчĕ, вăл мана пулăшма хатĕррине пĕлтерчĕ.

3-4 миллион тенкĕ тăракан автомобильсемпе кăсăкланса унăн вăхăтне сая ярас мар терĕм — малтанах «Гретăпа» паллаштарма ыйтрăм. Салонри тĕслĕх умне çакнă ярлăк çинчи хака кăтартакан цифрăсем хăрушла пысăк пек туйăнмарĕç те — ма интересленес мар? Анчах ярлăк çинчипе чăнни пĕр мар — вĕсен хушшинчи уйрăмлăх питĕ пысăк. Малти приводлă автомобиль кăна сĕнме пултараççĕ иккен. Опцисем иртĕхсе каймалăх çук пулин те — чи «сăпайлă» «Грета» та 2,6 миллион тенке ларĕ.

Ку хаклăх машинăсем çине çаврăнса пăхма та именмелле — хăй вăхăтĕнче чи йÿнĕ иномаркăсенчен пĕри пулнă «Солярис» та япăх мар. Вулакана тÿрех асăрхаттарам: умĕнхи предложенире «хăй вăхăтĕнче» тени çинче пусăм тумалла. Çак йĕркесен авторĕ шăп та лăп çулталăк каялла салонсем тăрăх çÿренĕччĕ, ун чухне «Солярис» хакланса 1,5 миллион тенке çитнинчен тĕлĕннĕччĕ, çакă автомобиль электроники валли кирлĕ чипсем çуккипе сăлтавланнине палăртнă май вăхăт иртнĕçемĕн хаксем чакма пултарас шанăç пайăрки пурри çинчен каланăччĕ. Халĕ вара?

Çапла, улшăнусем пур, анчах — эпир кĕтнисем мар. Консультанта хама мĕнлерех машина кирли çинчен калатăп. Çук, темĕнле люкс пирки ĕмĕтленместпĕр те: малти ларкăчĕсем, малти кантăк ăшăнаканнисем пулччăр, чÿречесем — электропод±емникпе, кондиционер... Юрий хăйĕн планшетне уçмасăрах пĕлет: унашкал машина пур — 2 миллион та 70 пин тенкĕ тăрать. Анчах вăл та — юлашкисенчен пĕри. Санкт-Петербургри завод, вăрттăнлăх мар, ĕçлемест — кореецсем Анăç Раççее хирĕç йышăннă санкцисене хирĕçлемен вĕт... Хамăн автомобиле «трейд-ин» мелĕпе салона парсан та туянма вăй çитереймĕн — эппин, автокредитпа усă курма тивет. Салон çыхăну тытса ĕçлекен банк — теçеткипех, кирек хăшне суйлама пулать. Кивçен проценчĕн чи пĕчĕк виçи — 10,9%. Пысăк банксенчен пĕри çавнашкал процент сĕнет. Ыттисен — 16% таранах. Килĕшетĕр пуль, пысăкрах — салонран пусăрăнчăк кăмăлпа тухрăм. <...>

Николай КОНОВАЛОВ

♦   ♦   


Тĕлĕкре те çĕнĕ фермăпа аташать

Раиса Филиппова хĕрĕх çул ытла сĕт-çу ферминче вăй хурать. Ветеринар-осеменатор, ферма заведующийĕ… — тĕрлĕ ĕç пурнăçлама тивет унăн. Çапах ÿпкелешмест вăл, юратнă ĕç-хĕл вăйхал парса тăнине палăртать. Хастар та пултаруллă ĕçчен кăçал «Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

«Ĕнене шеллетĕп, ачашлатăп»

Хĕллехи ял тутлă ыйхăран вăранайман-ха. Шартлама сивĕ пите чĕпĕтет. Раиса Ивановна ирхи шăплăха хускатса фермăна васкать. «Шыв шăнман-ши? Пăрушка хăйне мĕнле туять-ши?» — канăç памаççĕ ăна шухăшсем. Витере çутă вăйсăррăн çунать. Дояркăсем ирхи сăвăма çитеймен-ха. Ĕнесем ăна асăрхасан сас пама, вырăнтан хускалма тытăнаççĕ. Хĕрарăм пĕринпе калаçать, теприне ачашлать… Выльăхчĕрлĕхе юратниех ăна фермăна илсе çитернĕ.1977 çулта Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанашри шкултан вĕренсе тухсан хĕр Чулхула облаçĕнчи Кстово районĕнчи ял хуçалăх техникумĕнче ветеринар специальноçне алла илнĕ. Дипломлă хĕр тăван тăрăхнех таврăннă. Анат Çĕрпÿкассинчи Евгений Филипповпа çемье çавăрнă.

«Марксист» колхоза ĕçе вырнаçсан фермăна ертсе пыма сĕнчĕç. Умри яваплăх хăратнăран килĕшмерĕм. Иван Никифоров председатель мана пулăшса пыма шантарса ÿкĕте кĕртрĕ. Фермăра вăй хуракан атте йывăрлăха хăй çине ытларах тиерĕ, мана хуçăлса ÿкме памарĕ. Хĕрĕх çул каялла лару-тăру урăхларах пулнă. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансене çăмăл тивмен. Дояркăсем ĕнесене алăпа сунă. Кашнине 20-шер пуç çирĕплетсе панă. Сăвăм вĕçленнĕ тĕле пÿрнесем хытаççĕ, туртса ыратма тытăнаççĕ. Хыççăн 40 литрлă тулли бидонсене машина патне йăтнă. Картишрен апатне те карçинккапа çĕкленĕ, тислĕкне тасатнă. Хĕлле те, çулла та ураран резина атă кайман. Пĕри е тепри ĕçе тухаймасан вĕсене хамах улăштарнă, ыттисемпе пĕрлех тар тăкнă. Йывăрлăха пăхмасăр фермăра ĕçлекенсем çителĕклĕ пулнă. Çамрăксем те вырнаçатчĕç. Вăл вăхăтра ялсем кĕрлесе тăнă, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç пайтахчĕ», — иртнине куç умне кăларчĕ Раиса Филиппова. Çамрăк специалистăн такăнасси, йăнăшасси те пулнă. Ертÿçĕсем сăмахне тытнă, çирĕп ыйтнипе пĕрлех пулăшма, фермăри ĕç, кану условийĕсене лайăхлатма тăрăшнă. 1982 çулта Раиса Филиппова «Свобода» колхозра ветеринарта, каярахпа ферма заведующийĕнче ĕçлеме тытăннă. Специалистсем çитсе пыманнипе выльăх-чĕрлĕхе сиплесси, ĕнесене пĕтĕлентересси те ун çинех тиеннĕ. <...>

Лариса НИКИТИНА

♦   ♦   


Шкул повеçĕнче – паянхи ачасен тĕнче курăмĕ

Чăваш литературине юратакансем Ольга Васильева [Федорова] прозаикăн ятне илтнех.

Канаш районĕнчи Мăкăр ялĕнче çуралнăскер калавповеç çырма Шупашкарти Г.С.Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци лицейĕнче вĕреннĕ чухнех пуçланă. Малтанхи хайлавĕсем «Тантăш» хаçатра кун çути курнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕреннĕ хушăра та çырма пăрахман. Профессине те литературăпах çыхăнтарнă вăл. 2002 çултанпа Ольга Леонидовна Чăваш кĕнеке издательствинче ача-пăча литературин редакторĕнче ĕçлет. Вăл – РФ Журналистсен, ЧР Профессионал писательсен союзĕн членĕ. Унăн ятне Ача-пăча литературин пĕтĕм тĕнчери IBBY Хисеплĕ списокне кĕртнĕ. Прозаик Мускавра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери 37-мĕш IBBY Конгреса хутшăннă /2021/.

Ольга Васильевăн произведенийĕсемпе вулакан хаçат-журнал страницисенче кăна мар, «Шурă туй кĕпи» /2004/, «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» /2005/, «Кĕтмен юрату» /2019/, «Саламлăр аннĕре» /2019/, «Куçукпа Хураçка. Потеряшка» /2021/ сборниксенче те паллашма пултарнă. 2018 çулта «Юхать çăлкуç...» пĕрремĕш кĕнеки кун çути курнă. Нумаях пулмасть вара унăн иккĕмĕш кĕнеки пичетленсе тухрĕ – «Килсĕр йытă». Вăтам классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕскере «Саккăрмĕшсем» шкул повеçĕ тата калавсемпе халапсем кĕнĕ.

Повеçре хальхи вăхăтри хула шкулĕнче вĕренекен 8-мĕш «а» класс пурнăçĕ туллин тухса тăрать. Яшсемпе хĕрсен йышĕнче тăрăшса вĕренекенни те, кахалраххи те, чеереххи те, кĕнеке вулама юратаканни те, телефона алăран вĕçертменни те тĕл пулаççĕ. Вĕсем тĕрлĕ пăтăрмаха лекеççĕ. Августа Борисовна класс ертÿçин вара пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле. Каникул хыççăн хăйĕн вĕренекенĕсене курсан шалт тĕлĕнет вăл: «Мĕн тери ÿссе тĕрекленсе кайнă каччисем, хĕрĕсем тата… ай васпатиех. Яна Руднина, унччен хура курак пек йăм хура çÿçлĕ хĕр, халĕ ыраш кĕлти пек сап-сарă. Валентина Иванова — лăпкă та сăпайлă хĕрача — çÿçне çулăм евĕр хĕрлĕ тĕспе сăрланă. Камилла Фролова вăрăм çÿçне арçын ача пек кĕске кастарнă та уйăп пĕсехи пек хĕрлĕ тĕспе пĕветнĕ. Софья Вороновăна хăлхине шăтарни çитмен, сăмсине те ункă çакса янă…»

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен 8-мĕш «а» класра Лада Новикова ятлă хĕр ăс пухма пуçлать. Вăл Тольяттирен куçса килнĕ. Унăн ашшĕпе амăшĕ уйрăлнă. Лада Шупашкарти шкулта никампах та туслашаймасть, шăп çÿрет. Кĕçех тантăшĕсем çĕнĕ хĕрача килте пĕлÿ пухакансен шутне кĕнине пĕлеççĕ. Мĕншĕнне тавçăраймаççĕ, анчах чылайăшĕ ăна ăмсанать. «Мĕн чухлĕ çывăрас килет – çывăр», – имĕш. Чăн сăлтавĕ каярахпа уçăмланать – Лада килти ĕçсене пурнăçламаннипе Августа Борисовнăн вĕсен хваттерне çитсе килме тивет. Тĕрĕссипе, хайлаври кашни сăнарăн хăйĕн пăшăрханăвĕ-сĕмленĕвĕ. Сăмахран, Камилла Фролова амăшĕн çĕнĕ упăшкине Владислава тÿсме пултараймасть. Унăн пысăк ĕмĕчĕ – ашшĕпе пĕрле пурăнасси. Амăшĕ вара Камилла ашшĕпе калаçнине, ун патне кайса çÿренине ырламасть. Саккăрмĕш класра вĕренекен тепĕр хĕрĕн Яна Руднинăн пач урăхла хуйхă: вăл килĕштерекен Максим шкул хыççăн Мускава вĕренме каясшăн, каччă пĕрре çухалать, тепре тупăнать те çур çĕрте те çырса яма пултарать. Пирвайхи туйăмсем Янăн канăçне вуçех вăрлаççĕ тесен те йăнăш мар. Каккуй кунта уроксем çинчен шухăшлама! <...>

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

♦   ♦    


Атăлта çулталăкĕпех шыва кĕрет

Сивве пăхмасăр Атăлти шыва 3-4 минутлăх кĕрет вăл. Çав вăхăтра ним мар 200 метр ишме пултарать. Хальхи вăхăтра юхан шыв пăрпа витĕннĕ. Çавăнпах ун тăршшĕ лаптăка хыçа хăвараймăн. Организм сивве чăтăмлине вара тĕрĕслеме ансат.

Киров облаçĕнче паллашнă та...

Кăнтăрлахи апат вăхăтне усăллă ирттерес тĕллевпе Вера Крыловăпа пĕрле Атăл хĕррине çитсе тăтăмăр. Шурă хут çине çырма пуçличченех алă шăнчĕ. Капла мĕнле ĕçлемелле манăн? Ĕç хатĕрĕсене — калемпе блокнота — сумкăна чиксе алсиш тăхăнма тиврĕ. Вера Викторовна вара ятарласа хатĕрленĕ вырăна пăртан тасатрĕ. Ăшă тумтире хывса хунăччĕ ĕнтĕ вăл. Шыва кĕмелли çи-пуç тăхăннăскере сивĕ те чĕпĕтмест, çил ачисем те чăрмантармаççĕ. Ахальтен мар унăн сăн-пичĕ кулăпа çуталать. Унччен те пулмарĕ — хĕрарăм кĕреçене айккине хурса шыва кĕчĕ. Ишрĕ те, чăмрĕ те. Тепĕр тесен, çакă — унăн пурнăç йĕрки.

Кăштахранах Вера Крыловăпа пĕр шухăшлă çынсем тупăнчĕç. Вĕсем те кăмăлне тултармашкăн Атăл хĕррине вĕçтерсе çитнĕ. Хаваслăскерсемпе хăвăртах паллашрăмăр. Ольга Сусметовăпа Светлана Горевăшăн та хĕлле шыва кĕресси чун киленĕçне çаврăннă. Халĕ тин вĕсем урăхла пултараймаççĕ.

Вера Крылова Чăваш Ене Киров облаçĕнчен куçса килнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Шупашкар каччи, пулас мăшăрĕ, çав тăрăхра юлташĕсемпе пĕрле çурт хăпартнă. «Эпĕ диплом илсен тăван яла таврăннăччĕ. Перекет кассинче ĕçлеттĕм. Çак учрежденипе почта пĕр çуртра вырнаçнăччĕ. Ĕç шыраса пирĕн тăрăха çитнĕ çамрăксем телефонпа калаçма е çыру яма почтăна тăтăш килетчĕç. Пирĕнтен, вырăнти çынсенчен, каçхине вуламашкăн кĕнеке ыйтатчĕç. Çапла майпа паллашрăмăр та», — аса илĕвĕнче çамрăклăха таврăнчĕ хĕрарăм. Сергейпе Вера Крыловсем икĕ ывăл çуратса çитĕнтернĕ. Тĕпренчĕкĕсем хăйсен çулне тупнă ĕнтĕ. «Шупашкара киличчен тăван тăрăхран аякра пурăнса курнă. Сăмахран, Самарта вĕреннĕ, Саратовра, ЙошкарОлара ĕçлесе пăхнă. Çавăнпах Чăваш Енри пурнăçа çăмăллăнах хăнăхрăм», — чунне уçрĕ Вера Викторовна. Халĕ, ахăртнех, Шупашкартан çывăхрах вырăн çук та уншăн.

Вирус пăрăнса иртет

«Çитĕннĕ вăхăтра ялта спорт секцийĕсем пулман. Тантăшсемпе пĕрле çаран çинче чупнă, пĕвере шыва кĕнĕ. 7 çулта ишме вĕреннĕ», — ачалăх çулĕсене куç умне кăларчĕ хĕрарăм. Мордва Республикинчи, Самар облаçĕнчи тăванĕсем патĕнче хăналаннă вăхăтра шыва кĕмесĕр пултарайман вăл. Маларах, ачисем пĕчĕкрех чухне, чун киленĕçĕ валли вăхăт уйăрасси çинчен шухăшламан. Ывăлĕсем çитĕннĕ май вара бассейна çÿреме пуçланă. Ишев мелĕсене туптанă. Çакăнтах хĕлле шыва кĕрекенсемпе паллашма тÿр килнĕ унăн. Ольга Мочаловăна кура хĕрарăм хĕллехи ишев федерацине çырăннă. «Малтанхи вăхăтра чăмса кĕлеткене пиçĕхтертĕм. Сивĕ шыв хавхалану кÿрет. Атăлтан тухсан çанталăк ăшăтнăнах туйăнать. Депресси иртет, япăх кăмăл сирĕлет. Эпир, «моржсем», тахçанах пĕр-пĕринпе туслашнă. Пирĕн йышра яланах хаваслăх хуçаланать. Тĕл пулсанах хăпартлантаракан пулăмсем тавра калаçатпăр», — ăнлантарчĕ сивĕрен вуçех хăраманскер. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.