Хыпар 148-149 (28027-28028) № № 30.12.2022
Олег НИКОЛАЕВ: Пурнăçа палăрмаллах улăштарма пултарăпăр
«Çĕнĕ çул каникулĕнче Чăваш Енре пĕр пăтăрмах та, пĕр инкек те пулманни...» — çакна республика Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕншĕн Çĕнĕ çулăн чи лайăх парни пулĕ тесе хаклать. Кун пирки вăл ытларикун каçхине ирттернĕ «тÿрĕ линире» каларĕ. Шучĕпе ку унăн 15-мĕш «тÿрĕ линийĕ» пулчĕ.
Мускав пулăшать
Калаçу пуçламăшĕнче Олег Николаев кăçалхи хăйĕншĕн чи пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсене асăнчĕ. Вĕсен шутĕнче — тĕш тыррăн чăннипех пысăк тухăçĕ, технопарксем йĕркелени, предприятисем конкурентлă продукци производствине вăй парса пыни, пулăшу кирлĕ граждансене, мобилизациленнисене, вĕсен çемйисене тĕревлени. Мероприятисене илес тĕк — республикăра пуçласа йĕркеленĕ туризм форумĕ, сăра фестивалĕ, аэропорт реконструкцийĕ, Раççей шайĕнче те пысăк хак панă, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пултаруллă 1,1 пин ачана Шупашкара пухнă ача-пăча фольклориади...
Хăйĕн республика ертÿçин должноçĕнчи виçĕ çулне вара Олег Алексеевич кĕскен пĕтĕмлетрĕ: «Манăн эпир ĕçе ăнтарас тĕлĕшпе çирĕп шанăç çуралчĕ — пурнăçа палăрмаллах улăштарма пултарăпăр». Ун шучĕпе, тивĕçлĕ кăтартусем палăраççĕ те ĕнтĕ. Чăваш Ен федераци центрĕ енчен çирĕп тĕрев туять — Атăл тăрăх «Валдайсем» çÿреме пуçланинчен тытăнса уйрăм экономика зонине уçни таран. Мобилизациленисем тенĕрен, вĕсенчен пĕрин çывăх çынни влаç енчен пулăшу çук тесе ÿпкеленине ЧР Пуçлăхĕ цифрăсемпе усă курсах хуравларĕ: ачасене шкулта тÿлевсĕр апатлантараççĕ – вăтамран 151 тенкĕлĕх, уйăхра 3 пин тенкĕ патнелле пулать; мобилизациленнисен ачисене 2 пин тенкĕ стипенди тÿлеççĕ — 5 пин пулчĕ. Кружоксем, секцисем... Курăмлă виçе пухăнать. Хальлĕхе 3 çул тултарман ачасемшĕн пулăшу çук, анчах Олег Алексеевич ку енĕпе те йышăну тăвас шухăш пуррине палăртрĕ. Çарти ентешсен ачисем валли Çĕнĕ çул парнисем те пулĕç.
Çулсем пирки — 11 пин ыйту
Халăха мĕн пăшăрхантарни вара Регион управленийĕн центрĕ граждансенчен йышăннă ыйтусемпе çăхавсенчен лайăх курăнать. Çулталăк тăршшĕпе чи нумай ыйту — 11 пин ытла — çулсене юсас, вĕсене пăхса тăрас тĕлĕшпе пулнă. Ку тема тавра калаçнă май Олег Николаев тĕп хулари Граждан урамĕнчи çул реконструкцийĕ çинче чарăнса тăчĕ. Унти ĕçсем тăсăлса кайни чи малтанах проект докуменчĕсенче пăхман ĕçсем нумай пулнипе çыхăннă: «Чавма пуçлатпăр та — кĕтменлĕхсем сиксе тухаççĕ». Тепĕр енчен, халăх пурăнакан микрорайонта çавнашкал пысăк ĕçе пурнăçласси чăрмавсăр пулаймасть — тÿссе ирттерме тиврĕ. Кирек мĕнле пулсан та тĕп ĕçсене тунă — ыттине çуркунне вĕçлĕç. Паллах, унти çынсемшĕн нумай чăрмав пулчĕ. Анчах Олег Алексеевич унччен хăй те çав районта пурăннă та — пĕлет: çул ансăрччĕ, вĕçĕмсĕр арканатчĕ — ăна реконструкцилемеллехчĕ. Микрорайон вара пысăклансах пырать. Халĕ икĕ йĕр вырăнне тăватă йĕр тунă — çул çÿрев ансатланмалла.
Лапсар тăкăрлăкĕ пирки те сăмах пулчĕ: «Унти ĕçсем те Граждан урамĕнчи пекех кăткăс. Тен — тата йывăртарах?» Тăкăрлăк реконструкцине кăçалах пуçарас шухăш та пулнă, анчах ĕçсене хĕле кĕртес темен. Тĕллев — пĕтĕм ĕçе 2023-2024 çулсенче вĕçлесси. Çавăн пекех М-12 магистраль строительстви тĕлĕшпе ыйту нумай. Магистрале тумаллах — ку паллă, анчах çак строительство вырăнти çулсене аркатни те вăрттăнлăх мар. Олег Николаев ку ыйтупа подрядчиксемпе «кашни кун кĕрешнине» пытармарĕ. Магистрале хута ярассине васкатнине кура çитес çулхи кĕркуннеччен вырăнти çулсене йĕркене кĕртессине те вĕçлемелле — ĕçсене çу уйăхĕнчех пуçармалла. Олег Алексеевич ку енĕпе М-12 подрядчикĕсенчен çирĕп ыйтассине палăртрĕ. Пăрлă çумăр, юр çунă хыççăн вырăнти çулсем пăрпа витĕнсе юлни те уншăн пĕлмен хыпар мар. Çулсене пăртан тасатас енĕпе ĕçлеççĕ, анчах ялсенчи çулсем çинчи пăра ирĕлтерме эпир нихăçан та ятарлă хутăшсемпе усă курман — çавăнпа вĕсене çав çулсем валли хатĕрлемен: халĕ пĕлетпĕр — малашне шута илĕпĕр. Пăрлă çумăр тенĕрен, электролинисем сиенленнине пула нумай ял электроэнергисĕр юлнинче Олег Николаев сетьсене пăхса тăрассишĕн яваплă компанисен айăпне те курать. Тарифра инвестицисен тÿпи пур — унпа кирлĕ пек, сетьсене çĕнетме, усă курманни куçкĕрет. Çавăнпа ĕç-пуçа тĕпчеме право хуралĕн органĕсене те явăçтарассине палăртрĕ — яваплăх пулĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ
♦ ♦ ♦
Чăваш вулама кăмăллать
Иртнĕ ĕмĕрте илемлĕ фильмсем ÿкерме пуçласан хăшĕ-пĕри театрсем хупăнасси пирки хĕрсех калаçнă. «Пуласлăха пĕлекенсен» сăмахĕ тÿрре тухман — çынсем паян та спектакльсем курма çÿреççĕ. Çĕнĕ ĕмĕрте те пирĕн пурнăçа интернет килсен, социаллă сетьсем, мессенджерсем аталанма тытăнсан, блогерсем ĕçе пикенсен хаçат-журнал ĕмĕрĕ кĕскелесси çинчен сăмах-юмах çÿреме пуçларĕ. Çук, ун пек пĕтĕмлетме васкар мар-ха — ентешĕмĕрсем хăнăхнă йăлапа хаçат-журнал вулама пăрахмаççĕ. Çакна эпир редакцие килекен çырусенчи кăмăла çĕклекен йĕркесенчен те, хаçатсемпе журналсем питĕ интереслĕ пулнăшăн шăнкăравласа ырланинчен те, тĕл пулсан каланинчен те, республика влаçĕ чăвашлăха аталантарассишĕн пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тунинчен те туятпăр.
«Манăн ĕç кунĕ «Хыпар» хаçатăн çĕнĕ номерĕпе паллашнинчен пуçланать. Ялти пурнăçа сăнлакан статьясене юратса вулатăп. «Мухтавлă ентешсем», «Тыл ĕçченĕ», «Вăрçă ачи» ярăмсенчи интервьюсемпе очерксене вуласан хăш чухне куççуль те тухать», — тет Çĕмĕрле округĕн Тури Макарин уйрăмĕн пуçлăхĕ Людмила Егорова. «Хыпарта» мĕнле кăна рубрика çук! Журналистсем вулакана кăсăклантармалли пулăмсене, çынсене куллен шыраççĕ, ниçта кăтартманнине, çырманнине тупаççĕ, вулакан кăмăлне çавăрма пĕлеççĕ», — палăртать Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ шкул вĕрентекенĕ Любовь Адюкова. Эпир пурте пĕлекен ятлă-сумлă ентешсем те чăвашсен тĕп хаçачĕ пурнăçран юлманнине çирĕплетеççĕ. Кашниех — фермерсем те, вырăнти чиновниксем те, культура ĕçченĕсем те, вĕрентекенсем те, тухтăрсем те, çыравçăсем те, ÿнерçĕсем те, ачасемпе ашшĕ-амăшĕ те… — пирĕн «Хыпар», «Çамрăксен хаçачĕ», «Чăваш хĕрарăмĕ», «Хресчен сасси», «Тантăш», «Кил-çурт, хушма хуçалăх», Красноармейскисен «Ял пурнăçĕ», Сĕнтĕрвăррисен «Пирĕн сăмах» хаçачĕсемпе «Тăван Атăлпа» «Тетте» журналсенче хăйсене кирлине, чуна выртаканнине тупаççĕ. Мĕншĕн тесен кăларăмсенче тĕпчевсем пичетлетпĕр, вулакансене пăшăрхантаракан ыйтусене хуравлатпăр, социаллă сетьсенчи ыйтусене тишкерсе тивĕçлĕ органсене çитеретпĕр, хальхи çивĕч проблемăсене тарăннăн тишкеретпĕр, ăста специалистсемпе канашласа сĕнÿ паратпăр…
Пирĕн «Çамрăксен хаçачĕпе» «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатсем, «Тăван Атăлпа» «Тетте» журналсем республика тулашĕнче те саланаççĕ. Диаспорăри чăвашсем пирĕнпе туслă пулни пире уйрăмах савăнтарать. Пĕтĕмпе вара Издательство çурчĕн кăларăмĕсене 40 пин ытла çемье илсе тăрать, кашни номере вăтамран 3-4 çын алла тытсан та вулакансен йышĕ мĕн тери пысăккине куратпăр. Çитес çул валли «Çамрăксен хаçатне», «Кил-çурт, хушма хуçалăх» хаçата çырăнакан хушăннине те палăртса хăвармасăр пултараймастăп. Пирĕн хаçатсен социаллă сетьсенчи ушкăнĕсемпе те çынсем питĕ туслă, унти хыпарсемпе 32 пин ытла çын куллен паллашса тăрать. Куратпăр: чăваш вулама кăмăллать.
Питĕ шел, анчах чылай вăхăт алхаснă коронавирус йывăрлăх нумай кăларса тăратрĕ: хăшне-пĕрне çывăх çыннисемсĕр тăратса хăварчĕ, виççĕмĕшĕсен сывлăхне палăрмаллах хавшатрĕ. Паллах, çак йышра пирĕн вулакансем те пулнă. Вĕсемшĕн эпир чунран хурланатпăр. Демографи лару-тăрăвне, тĕнчери ĕç-пуçа, компьютер технологийĕсем питĕ хăвăрттăн аталаннине пăхмасăрах вулакансен йышĕ упранса юлчĕ. Çакă пире малашне тата çине тăрарах ĕçлеме, вулакансен шухăшне шута илсе, çын пурнăçне ытларах тимлĕх уйăрса вăй хума хавхалантарать. Сире Çĕнĕ 2023 çул ячĕпе чĕререн саламласа çирĕп сывлăх, хавхалану, телей тата ăнăçу сунатăп.
Татьяна ВАШУРКИНА
♦ ♦ ♦
Пĕрисене – ят-хисеп, теприсене – çемье, ача...
Çĕнĕ çул çывхарнă май çулталăк мĕнпе палăрса юлнине аса илетпĕр. Республикăри паллă çынсем Тигр çулне мĕнле пĕтĕмлетеççĕ-ха?
Кин кĕртнĕ Алена Сергеева юрăç кĕр мăнтăрĕпе ывăлне Женьăна авлантарса кин кĕртнĕ. Туйне килĕнче, Шупашкар районĕнчи Иккассинче, тунă. Чи пĕлтерĕшли амăшĕшĕн — ачисене мăшăрлантарса телейлĕ тăвасси. Алена унчченех Краснодар крайĕнчи хĕвеллĕ Геленджикре хваттер туяннăччĕ. Ялти кил-çурта хĕрарăм аллине парса хăварнă хыççăн вăл çав хулана пурăнма лăпкă чунпах куçнă. Ăна унти çанталăк, хĕвел куллен пăхни килĕшет-мĕн. Вĕсем унăн сывлăхне, кăмăл-туйăмне лайăх витĕм кÿнине палăртрĕ. Юлашки çулсенче поварта вăй хурса ăсталăх пухнăскер халĕ те çак профессипе кафере ĕçлет. Çутă ĕмĕт-тĕллевпе пурăнакан Алена çитес çулта вырăнти культура çуртне юрламашкăн çÿреме тытăнасшăн.
Чапа тухнă Самар облаçĕнчи Чатăрлă ялĕнче пурăнакан культура ĕçченĕ Анатолий Мрясов çулталăк тăршшĕпех массăллă информаци кăларăмĕсен куçĕнчен вĕçерĕнмерĕ. Кăçал чи малтанах Сăльма Тули /унăн хушма ячĕ ку/ ТикТокра çунтарни çинчен «Хыпар» хаçатра çырса кăлартăмăр. Социаллă сетьсенче пĕрмай видео вырнаçтаракан хаваслă купăсçа Мускава «Привет, Андрей!» кăларăма чĕннĕ. Унта вăл чăвашла такмаксем шăрантарнă. Кайран вăл Шупашкарта пулнă, Ирина Лампасовăпа Элтияр ертсе пыракан «Ир пулсан» кăларăма хутшăннă. Тĕп хуламăрта тепĕр усăллă ĕç те тунă: Константин Рязановпа çĕнĕ юрă çыртарнă. «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат та ялти блогер пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Çапла вара ку çулта Анатолий тата ытларах паллă çын пулса тăнă, подписчиксен шутне те самай ÿстернĕ. <...>
Алина ИЛЬИНА кăсăкланнă.
♦ ♦ ♦
Чÿречерен те, балконран та кĕрет
Ачасене кăна мар, аслисене те тĕлĕнтермĕш пуррине ĕнентерет
Асамлăх пуррине ĕнентерме вăл çынсен килне чÿречерен кĕрет. Унăн туйи тĕттĕмре çутатать тата тĕтĕм кăларать. Чи асамлă та чаплă Хĕл Мучи сăнарне калăплаканĕ — К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕ Сергей Павлов. Хĕл Мучи пулмах çуралнăскер çак кунсенче «Хыпар» тĕпелĕнче пулчĕ. Пирĕн калаçу та хĕллехи çак сăнар тавра пычĕ.
Мускава та чĕннĕ
«Культурăпа искусствăсен институтĕнче вĕреннĕ чухне, 2007 çулта, пĕрремĕш хут Хĕл Мучи пулнăччĕ. Ачапчана Çĕнĕ çулпа саламласси çавăнтан пуçланчĕ. Ун чухне мана Мода çуртне чĕннĕччĕ, суту-илÿпе тăрмашакансен Хĕл Мучи тумне тăхăнса хăйсен таварне рекламăлама ыйтнăччĕ. Костюмне те панăччĕ, ăна тăхăнса урамра тăраттăм… Театрта 2011 çулта ĕçлеме пуçларăм. Унта 2012 çултанпа Хĕл Мучи пулатăп. Сассăм хулăн. Çÿллĕшĕм /1 метр та 92 сантиметр/ те, ăсталăхăм та пур. Хĕл Мучи тумне ятарласа çĕлеттертĕм. Театрта та хамăн костюмах тăхăнса вылятăп. Республикăри Хĕл Мучи резиденцийĕнче виçĕ çул ларма тÿр килчĕ. Çĕр-çĕр ача пыратчĕ. «Хăçан пĕтет-ши ку?» — теттĕм юлашкинчен. Мĕншĕн тесен кашни ача хăйне май. Вĕсемпе калаçмалла, шухăшĕсене пĕлмелле. Çĕнĕ çула виçĕ хутчен урамра кĕтсе илме тиврĕ. Республикăн тĕп лапамĕнче, урамра, халăхпа пĕрле. Президент калаçнă хыççăн яланах Хĕл Мучи тухнă. Урамра кĕтсе илекенсемпе пĕрле пулнă», — хавхаланса каласа кăтартрĕ Сергей Вадимович.
Вăл кăçал Хĕл Мучи ĕçне пăртак чакарнă. Пĕрремĕшĕнчен, ЧР Театр деятелĕсен союзĕн председателĕн, артистăн çулталăк вĕçĕнче ытти ĕç те нумай. Иккĕмĕшĕнчен, çын аслăланнă май ăслăланать. Артистăн шухăшĕпе, пур çĕре те сăмса чикмелле мар. «Мускава Хĕл Мучи пулма темиçе хутчен те чĕнчĕç. Кун пек сĕнÿ виçĕ çул каялла та пулнăччĕ. Ун чухне икĕ эрнере 200 пин тенкĕ тÿлеме шантарчĕç. Пысăк укçаччĕ паллах. «Машинăпа лартса каятпăр, санăн калаçмалла, саламламалла çеç», — тенĕччĕ. Вĕсем мана Мускаври корпоративсене илсе çÿретчĕç ĕнтĕ. Килĕшмерĕм. Çав 200 пин тенке кунтах ĕçлесе илме тĕллев лартрăм. Анчах ун чухлех пухăнаймарĕ: 178 пин тенкĕ турăм. Хĕл Мучи пулса çÿрекенсем пирĕн вăтамран 50 пин тенкĕ ĕçлесе илеççĕ», — вăрттăнлăхсене уçрĕ сцена ăсти. <...>
Роза ВЛАСОВА
♦ ♦ ♦
Хури çине суртăмăр, хĕл эрнине кĕтĕмĕр
Халĕ эпир Çĕнĕ çул, Хĕл Мучипе Юр пике çинчен йăлтах пĕлетпĕр теме пулать. Йăлана кĕнĕ тăрăх, чăрăш лартатпăр. Ăна хитре теттесемпе капăрлататпăр. Ун тавралла тăратпăр, юрласа ташлатпăр. Хĕл Мучин пĕртăванĕсем пуррине те чухлатпăр. Ирçесен вăл — Нишке, çармăссен — Йюшто Кугыза, удмуртсен — Тол Бабай. Тутарстанра тата Пушкăртстанра Çĕнĕ çулпа Кыш Бабай саламлать... Уяв çывхарнă май чăвашсем авал Çĕнĕ çула мĕнле паллă туни çинчен сăмах пуçарăпăр. Çак ыйтăвăн хуравне тупма пире Дмитрий МАДУРОВ историк, культуролог, археолог, искусствовед пулăшрĕ:
— Авалхи халăхсем Çĕнĕ çула пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче, çĕрпе кун танлашнă вăхăтра, уявланă. Пирĕн мăн асаттесем те Çĕнĕ çул çитнине çавăн чухне паллă тунă тесе шухăшлаттăм эпĕ. Анчах кăшт урăхларах иккен. Чăвашсем çĕрпе кун танлашиччен /пушăн 21-мĕшĕччен/ пĕр эрне маларах Çăварние уявланă. Çăварни эрнинчи кĕçнерникунран /çав кун Кĕçĕн Çăварни пуçланнă/ çичĕ эрне шутланă. Мĕншĕн шăпах кĕçнерникунран? Мĕншĕн тесен çав кун пĕтĕм тĕнчипех /акăлчансем, нимĕçсем/ Тора кунне палăртаççĕ. Çичĕ эрнерен Мăнкун çитнĕ. Вăл кĕçнерникун пулнă. Мăнкун — чăвашсен Çĕнĕ çулĕ. Вăл ытларах чухне ака уйăхĕн вĕçне лекнĕ. Мăнкунра кăвайт чĕртнĕ.
— Пирĕн мăн асаттесем кивĕ çула мĕнле ăсатнă?
— Мăнкун умĕнхи куна Калăм тенĕ. Авалхи хатт халăхĕн çурхи праçникĕ Килам ятлă. «Çулталăк чÿкĕ» тенине пĕлтерет. Калăм кивĕ çулпа сыв пуллашнине сăнарлать. Вăл юнкун пулнă. Ир енне пур çĕрте те кăвайт чĕртнĕ. Çапла майпа хĕвеле пулăшнă. Хисеплĕ ватăсем ятарлă хатĕр илсе тухнă, унпа усă курса çулăм кăларнă. Шăпах çавă Çĕнĕ çул çулăмĕ пулнă. Çулăма кашни пÿрте кĕртнĕ, кăмакара вутă хутнă. Çапла Çĕнĕ çулăн сăваплă çулăмĕ ялкăшнă. Пÿртри Уша юпи çине йăхран йăха куçакан чи ĕлĕкхи сурпана çакнă. Пĕчĕк çăкăрсем, кĕлентĕрсем, «лашасем», «кăвакалсем», «вăкăрсем» пĕçернĕ. Çĕнĕ пурнăç пуçланнине палăртса сухан хуппипе çăмарта хĕретнĕ. Чăвашсем — культура енчен питĕ тĕлĕнмелле халăх. Пирĕн Мăнкун ытти нумай халăх йăлипе тĕнне витĕм кÿнĕ. Несĕлĕмĕрсен йăлайĕркине нумайăшĕ илнĕ. <...>
Роза ВЛАСОВА
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать