ОМС полисĕ çинчен
Кашни пĕлме тивĕç информаци
Обязательнăй медицина страхованийĕн полисĕ малалла — ОМС полисĕ гражданинăн Раççей Федерацийĕн Правительстви çирĕплетнĕ Патшалăх гарантийĕсен программипе килĕшÿллĕн кÿрекен тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕпе усă курмалли правине ĕнентерет. Çак кăвак хут бланк е чиплă пластик карттă страхланă кашни гражданинăн пур.
Федерацин 2022 çулхи çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче кăларнă 204-ФЗ ; саккунĕпе /малалла — федераци саккунĕ/ килĕшÿллĕн 2022 çулхи раштавăн 1-мĕшĕнчен ОМС полисĕн цифра формачĕ хута каять. Вăл ача çуралсан е Раççей гражданлăхне илнĕ май ЗАГС реестрĕнче çырса хуни пулсан е гражданин ыйтса заявлени çырсан автомат мелĕпе генерациленет.
Полис çинчен калакан кăтартусене страхланă çынсен федераци шайĕнчи пĕрлехи реестрне кĕртеççĕ. Вăл Раççей федерацийĕн субъекчĕсен ОМС территори фончĕсем патшалăх органĕсем, çав шутра ЗАГС органĕсем тата Федерацин миграци служби панă кăтартусене тĕпе хурса паракан кăтартусен никĕсĕ çинче йĕркеленет.
ОМС системи «цифра» çине куçни малашне граждансене полиса чиксе çÿрессинчен хăтарĕ, вăл символсен хăйне евĕрлĕ речĕ пек штрих-код пулĕ. Çав вăхăтрах маларах панă пĕрлехи тĕслĕхлĕ ОМС полисĕсем — хут çинчисем е электронлисем — хăйсен вăйне çухатмаççĕ.
Раççей сывлăх сыхлавĕн министрĕ Михаил Мурашко каланă тăрăх, цифра полисне хута яни медицина пулăшăвĕ ыйтакан пациентпа медицина организацийĕ хушшинчи хăвăрт коммуникацие йĕркелĕ. Çавăнпа 2022 çулхи раштавăн 1-мĕшĕнчен федерацин 2010 çулхи чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче «Раççей Федерацийĕнчи обязательнăй медицина страхованийĕ çинчен» кăларнă 326-ФЗ; саккунĕн страхланă çынсен тивĕçĕсене пырса тивекен пайне улшăнусем кĕртеççĕ. Калăпăр, медицина пулăшăвĕ ыйтсан /васкавлă медпулăшупа усă курнă тĕслĕхсемсĕр пуçне/ пациент хăйĕн ирĕкĕпе е хут, пластик карттă çинчи полиса /кивĕ йышшине — 2011 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕччен панине, пĕрлехи тĕслĕхлине — хут çинчине е электронлине, Страхланă çынсен пĕрлехи регистрĕнчен штрих-код пек çырса илнине/ е çын камне ĕнентерекен документа /14 çулчченхи ачасемшĕн — çуралнине ĕнентерекен свидетельство, 14 çултан тытăнса — Раççей гражданинĕн паспорчĕ/ кăтартма пултарать. Патшалăх Думин Председателĕ Вячеслав Володин çапла палăртнă: «Çынсемшĕн врач патне лексе гарантиленĕ тÿлевсĕр медпулăшупа ытлашши бюрократи чăрмавĕсемсĕр усă курни пысăк пĕлтерĕшлĕ».
Медицина пулăшăвĕ ыйтакан çынна Республикăн медицина информаци системинче ĕçлекен медорганизацисен информаци системисенче çын камне кăтартакан документпа идентификацилессине тивĕçтернĕ.
Страхланă çынсен пĕрлехи регистрĕнчи кăтартусене çĕнетмешкĕн çак тĕслĕхсенче гражданинăн хăйне страхланă медицина организацийĕнчен çын камне кăтартакан документпа тата СНИЛСпа ыйтмалла:
— пуçласа паспорт илсен /14 çул тултарсан/ информацие çул çитмен çыннăн ашшĕ-амăшĕ парать/ е 20 тата 45 çул тултарсан ăна улăштарсан;
— çухатнă паспорт вырăнне е хушамата, ята, ашшĕн ятне улăштарнă май çĕннине илсен; — пурăнакан вырăнти регистраци адресĕ улшăнсан;
— алăра 2011 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕччен панă кивĕ йышши ОМС полисĕ пулсан;
— çыхăнмалли телефон номерĕ/электрон почтин адресĕ улшăнсан.
Хушамат, ят, ашшĕн ячĕ, çын камне кăтартакан документ кăтартăвĕсем, пурăнакан вырăн улшăнсан çакăн çинчен вĕсем улшăннă хыççăнхи кун хыççăн пĕр уйăхра страхлакан компание информаци памалла. Хушамат, ят, ашшĕн ячĕ улшăннă тĕслĕхсенче полиса çĕнĕрен хатĕрлеççĕ.
2022 çулхи раштавăн 1-мĕшĕнчен хут çинчи е карточка евĕр полиса страхланă çын е унăн представителĕ ыйтнипе Страхланă çынсен пĕрлехи регистрĕнчен çырса илнин штрих-кочĕ пек параççĕ.
Енчен те çак кун хыççăн ОМС полисне çĕнĕрен тумалла е унăн дубликатне илмелле пулсан страхлакан компание пĕлтернĕ тата тивĕçлĕ информаци панă хыççăн ăна Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен сайтĕнчи уйрăм кабинетран /унпа усă куракан кашни çын — шута илмелли çирĕплетнĕ паллăпа/ çын хăй тĕллĕнех хут çине пичетлесе кăларма, смартфонра ÿкерчĕк пек упраса хăварма е хăйĕн страхлакан компанийĕнчен çырса илнине ыйтма пултарать.
Енчен те гражданин страхлакан медицина организацийĕнчен страхлакан компание суйласа илме, ăна улăштарма ыйтса çырман тăк — унашкал çын территори фончĕ палăртнă страхлакан компанире страхланнă шутланать. Хăш компание палăртассине ОМС тытăмĕнче ĕçлекен страхлакан компанисен хушшинче вĕсенчен кашниех ОМС енĕпе укçапа тивĕçтерме мĕн чухлĕ килĕшÿ тунипе шайлашуллă татса параççĕ.
Çавăн пекех çакна асра тытмалла: пурăнакан вырăна улăштарсан /страховани территорийĕн тулашне куçсан/ тата гражданин маларах страхланнă медицина организацийĕ çук пулсан гражданинăн пурăнакан çĕнĕ вырăнти страхлакан медицина организацине пĕр уйăхра суйласа илмелле.
Чăваш Республикин ОМС территори фончĕ аса илтерет: ОМС полисне хатĕрлемелле е алăри полис вăйра тăрасси пирки ыйтусем çуралсан сире страхланă компанин «хĕрÿ линийĕпе» ыйтусем пама пулать:
— «Чувашская медицинская страховая компания» АО — 8 800 201 95 46, /8352/ 730 442;
— «Страховая компания «Чувашия—Мед» АО — 8 800 250 02 26, /8352/ 709 875.
Çавăн пекех Чăваш Республикин территорийĕнче эсир ОМС ыйтăвĕсемпе ĕçлекен контакт-центрпа çыхăнма пултаратăр: 8 800 770 09 55 /«Чувашия—Мед» СК» АОра страхланнă пулсан «1» суйласа илĕр, «Чувашская МСК» АОра пулсан — «2»/. Хăвăра страхланă компание пĕлместĕр тĕк — оператор хуравласса кĕтсе илĕр.
Ульяна ПЧЕЛКИНА, ЧР ТФОМСĕн ĕçченĕ
Комментировать