Ачасем тĕлĕшпе хăрушсăрлăха çирĕплетмелле

28 Ноя, 2022

Пĕчĕк ачасем тулашри сăлтавсене пула вилесрен сыхланас ыйтупа тунтикунхи канашлура сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов сăмах илчĕ.

Чи малтанах вăл демографи япăхланас туртăм çав-çавах сирĕлменнине палăртрĕ — Чăваш Енре ача çуратасси кăçал та чакнă. Çавна май тин çуралнă кашни ача пурнăçĕ хаклă. Шел те, çулталăк пуçланнăранпа республикăра тулашри сăлтавсене пула 27 ача пурнăçĕ татăлнă. Вĕсен шутĕнче — тин çуралнă пепкесен пурнăçĕ асфиксие пула татăлнипе çыхăннă пилĕк тĕслĕх. Амăшĕсем пĕчĕкскерсене çывăрма хăйсемпе пĕрле вырттарнă та — ыйхăра асăрханмасăр пусарса вĕлернĕ. Ачасем çавăн пекех ÿкнипе, çул çинчи аварисенче, наркăмăшланса вилеççĕ. Тата — хăйсем çине алă хунипе. Çавнашкал 5 инкек пулнă. Пĕтĕмпе вара çулталăк пуçланнăранпа республикăра 17 çулчченхи ачасем хăйсем çине алă хума тăнă 110 тĕслĕхе шута илнĕ.

«Йывăр тема», — терĕ кун пирки Олег Николаев. Ыйту çивĕчлĕхне шута илсе ăна ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи общество канашĕн ларăвĕнче тĕплĕ тишкерме хатĕрленмешкĕн сĕнчĕ. Тĕрлĕ ведомствăна явăçтарса ачасем тĕлĕшпе хăрушсăрлăха çирĕплетмелли, вĕсен пурнăçĕпе сывлăхне упрамалли мерăсем палăртмалла.

www.hypar.ru
 

Рубрика: 

Комментировать