«Прожектор» журналистсене хатĕрлет
Çĕмĕрлере теветкеллĕ ушкăнри ачасемпе ĕçлекен «Прожектор» хула ача-пăча медиацентрĕн пĕрремĕш пĕтĕмлетĕвне хатĕрленĕ.
Пĕлтĕр Çĕмĕрлери 2-мĕш шкул директорĕн çумĕ Юлия Жданович «Раççей çамрăкĕсем» федераци агентствин грантне çĕнсе илнĕ. Çак пулăшу теветкеллĕ ушкăнри ачасем валли «Прожектор» медиацентр йĕркелеме май панă. Занятисен вăхăтĕнче проекта хутшăнакансем оператор ăсталăхĕн никĕсĕпе паллашнă, видеоредакторпа ĕçлеме хăнăхнă, телепрограммăсем валли сценари çырнă, материал пухма Шупашкара тата Етĕрнене çитсе килнĕ. Вĕсен чи лайăх ĕçĕсене «Атăл çинчи тĕл пулусем» Пĕтĕм тĕнче фестивальне сĕннĕ, шкул ачисем «Чи лайăх шкул медиахолдингĕ» номинацире çĕнтернĕ. Унсăр пуçне хастар ачасем Çĕмĕрлери «Пуласлăхри медиа» фестивальте çĕнтрÿçĕсем тата призерсем пулса тăнă. «Прожектор» медиацентрăн ĕçĕ çакăнпа вĕçленмĕ, вăл малашне те пулас журналистсене çул уçса парĕ. Сăмах май, «Прожектор» ача-пăча телекуравĕн студийĕн программисене вырăнти «Новая реальность» телеканалпа кăтартаççĕ, статйисене вара «Вперед» хаçатра тата Çĕмĕрле хулин администрацийĕн сайтĕнче пичетлеççĕ.
Комментировать