ОМС фондĕнчен медицина организацийĕсене тивĕçтересси: укçа ăçта каять?
Чăваш Республикин Обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕ республикăра пурăнакансен меллĕ те паха медицина пулăшăвĕпе усă курмалли прависене тивĕçтерет, ОМСăн территори программине пурнăçлама хутшăнакан медицина организацийĕсене хушма укçа уйăрать.
Мероприятисене финанспа тивĕçтересси фондăн нормăпа çи¬рĕплетнĕ страховани саппасĕн шучĕпе пурнăçланать, вăл бюджетăн обязательнăй медицина страхованийĕн финанс çирĕплĕхне тивĕçтермелли тăкакĕсен тытăмĕнче йĕркеленет. Унта çаксем кĕреççĕ:
— медицина организацийĕсен врачсене тата вăтам медперсонала ĕç укçи тÿлеме каякан тăкакĕсен пĕр пайĕ валли уйăракан укçа; Чăваш Республикин страхланă гражданĕсене ОМС полисне панă
— субъект тулашĕнче кÿнĕ медицина пулăшăвĕшĕн тÿлесси;
— пĕлĕве ÿстермелли программăсемпе медицина ĕçченĕсен хушма професси вĕренĕвне йĕркеленипе çыхăннă мероприятисене финанспа тивĕçтересси;
— медицина оборудованийĕ туяннипе тата ăна юсанипе çыхăннă мероприятисене укçапа тивĕçтересси.
2022 çулхи тăхăр уйăхра медицина пулăшăвне усă курма меллĕ тăвассипе тата унăн пахалăхне тивĕçтерессипе çыхăннă тĕллевсене пурнăçлама фондăн нормăланă страховани саппасĕнчен медицина организацийĕсене 72124 пин тенкĕ куçарса панă. Çĕнĕ йышши 48 медоборудовани туяннă. Диагностикăн тулли комплексне тивĕçтерме тата пациентсене сиплеме кирлĕ çак оборудованин пĕтĕмĕшле хакĕ 69458,2 пин тенкĕпе танлашнă, 7 оборудование юсаса 1733,7 пин тенкĕ тăкакланă.
Чăваш Енĕн Сывлăх сыхлавĕн министерствин «Муркаш районĕн тĕп больници» бюджет учрежденийĕн тĕп тухтăрĕ О.Ю.Попова, сăмахран, кăмăллăн палăртать: «Больницăн медоборудовани арсеналĕ анестезин нумай функциллĕ аппарачĕпе /АИА/ пуянланчĕ. Анестезиолог тухтăрта ĕçлекен çĕнĕ йышши çак станципе тĕрлĕ методикăпа çитĕннисемпе ачасене анестези тума усă курать. Çĕнĕ оборудование операци пÿлĕмĕнче вырнаçтарнă».
Чăваш Енĕн Сывлăх сыхлавĕн министерствин «Етĕрне районĕн тĕп больници» бюджет учрежденийĕнче эндоскопи оборудованине çĕнетнĕ. Поликлиникăра çĕнĕ видеоэндескоп комплексне вырнаçтарнă. Унăн тытăмне гастродуоденоскоп, бронхоскоп тата колоноскоп кĕреççĕ. Тĕп тухтăр С.М.Никитин фонд ертÿçине М.В.Дроздова тав тăвать: «Ку пирĕн больницăшăн питĕ пысăк пулăшу! Çĕнĕ йышши çак аппарат пулăшнипе нумай чире тупса палăртасси ансатланать. Çав шутра онкологи чирĕсем — вĕсене малтанхи тапхăртах асăрхама пулĕ. Çакă вара пуçламăш медицинăпа санитари пулăшăвĕ кÿрес тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ».
Чăваш Енĕн Сывлăх сыхлавĕн министерствин «Çĕмĕрлери территорисен пĕрлехи медицина центрĕ» бюджет учрежденийĕнче вара йывăр чирсем тĕлĕшпе диагностика тума питĕ кирлĕ икĕ аппарата — виçĕ режимлă компьютерлă маммографа тата компьютер рентген томографне — фонд шучĕпе юсанă. Вĕсене ĕçе кĕртни районта пурăнакансене диагностика тĕпчевĕсем ирттермешкĕн Шупашкара кайса çÿрессинчен хăтарнă.
Фондăн нормăланă страховани саппасĕн шучĕпе çавăн пекех пĕлĕве ÿстермелли программăсемпе 113 медицина ĕçченĕ хушма професси вĕренĕвĕнче пулнă — ку 932,1 пин тенке ларнă.
Медицина организацийĕсем фондăн 2022 çулхи нормăланă страховани саппасĕн укçипе усă курмалли мероприятисен планĕпе килĕшÿллĕн пĕтĕмпе 80702,4 пин тенкĕ уйăрма палăртнă.
Унсăр пуçне медицина организацийĕсен 124 врача тата вăтам сыпăкри 150 медĕçчене шалу тÿлеме янă тăкакĕсен пĕр пайĕ валли 9916,5 пин тенкĕ уйăрнă.
Чăваш Республикин Обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернин калăпăшне, вăхăтне, пахалăхне тата условийĕсене яланах тимлĕ тĕрĕслесе тăрать.
Ульяна ПЧЕЛКИНА, ЧР ТФОМСĕн ОМС йĕркелĕвĕн пайĕн тĕп специалисчĕ
Комментировать