Салтаксене санаторисенче сиплĕç

24 Окт, 2022

Ятарлă çар операцийĕсенчен таврăнакан салтаксемпе офицерсене медицина тата социаллă реабилитаци пулăшăвĕ парассипе çыхăннă ыйтупа канашлу иртрĕ. Ăна вице-премьер — сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов ертсе пычĕ.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Сергей Тоцкий каланă тăрăх, пациентсене сиплессине виçĕ тапхăра пайланă. Пĕрремĕш тапхăрта ура çине тăрайманнисене /нейрологи, реанимаци, кардиологи, хирурги тата ытти уйрăмра выртакансене/ медпулăшу парĕç, иккĕмĕш тапхăрта чир-чĕре кура ытти медучреждение ярĕç: чĕрепе сыпă чирĕсемпе нушаланакансене — кардиологи диспансерне, травма илнисене — федерацин травматологи центрне… Унта вĕсене пысăк технологиллĕ мелсемпе сиплĕç. Виççĕмĕш тапхăрта пациентсене вăрçă ветеранĕсен госпиталĕн реабилитаци уйрăмĕнче пулăшу кÿрĕç. Инвалидноçа кăлармашкăн медицина экспертизи витĕр тухĕç, телемедицина консультацине Шупашкарти 1-мĕш клиника больницинче илĕç. Республикăри 14 медучрежденире реабилитаци тухма май пулĕ. Çавăн пекех пациентсене «Надежда» санаторие сипленме ярĕç.

Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова пĕлтернĕ тăрăх, мобилизациленнĕ салтаксен çемйисене пулăшас тĕллевпе Чăваш Енри социаллă пулăшу паракан центрсен çумĕнче 23 координаци центрĕ йĕркелĕç. Вĕсем çемьесене социаллă, юридици, психологи, финанс пулăшăвĕ парĕç, документсем хатĕрлесе парĕç, тĕрлĕ ыйтăва татса парас тата ытти енĕпе пулăшĕç. Мобилизациленнĕ салтак çемйин паспортне тăвĕç. Унта çемьепе çыхăннă пур информацие те кĕртĕç. Çак çемьесем çумне «кĕмĕл» волонтерсем çирĕплетĕç, анчах пур районпа хулара та вĕсем çитмеççĕ-мĕн.

Ятарлă çар операцийĕсенчен таврăнакан салтаксемпе офицерсене тата вĕсен çывăх çыннисене психологсем те пулăшĕç. Ку енĕпе республикăри 62 психолог пĕлĕве тарăнлатнă.

www.hypar.ru Андрей Михайлов сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: 

Комментировать