Хыпар 119-120 (27998-27999) №№ 21.10.2022

21 Окт, 2022

Тăван çĕршыв – Раççей – пĕрре

Раççей Президенчĕ Владимир Путин юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнчен Херсон тата Запорожье облаçĕсенче, Донецк тата Луганск халăх республикисенче вăрçă йĕркине вăя кĕртме йышăннă.

Хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе

Владимир Путин РФ Хăрушсăрлăх канашĕпе ирттернĕ ларура палăртнă тăрăх, Киев Мускавпа калаçса татăласшăн мар, Раççейĕн çĕнĕ территорийĕсене терроризм мелĕсемпе усă курса хĕç-пăшалтан вĕçĕмсĕр персе тăрать.

Раççей Федерацийĕн шутне кĕнĕ территорисенче малтан та çар йĕркин режимĕ вăйра тăнă. Халĕ ăна Президент Раççей саккунĕсемпе килĕшÿллĕн çирĕплетнĕ. Çавна май регионсен ертÿçисене халăха, территорие хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме хушма полномочисем панă.

Президент указĕнче хăрушсăрлăх сферинчи лару-тăрăва сăнама тĕрлĕ шай палăртнă. Херсон тата Запорожье облаçĕсенче, Донецк тата Луганск халăх республикисенче вăл — чи пысăкки. Украинăпа тата çĕнĕ территорисемпе чикĕллĕ Крымра, Севастопольте, Краснодар крайĕнче, Белгород, Брянск, Воронеж, Курск тата Ростов облаçĕсенче — вăтам шай.

Ĕç тăвакан влаç органĕсен ĕç-хĕл тухăçлăхне ÿстерес тĕллевпе Раççей Федерацийĕн ытти регионĕнче, çав шутра Чăваш Республикинче те, хатĕрленĕвĕн пуçламăш режимне çирĕплетнĕ. Ку йĕркепе килĕшÿллĕн регион ертÿçи халăха тата территорисене чрезвычайлă лару-тăруран хÿтĕлеме, обществăри тата пĕлтерĕшлĕ об±ектсенчи йĕркелĕхе сыхлама, çынсен кулленхи пурнăçне, транспорт тата çыхăну ĕçне тивĕçтерекен предприятисем тĕлĕшпе ятарлă режим кĕртме, хĕç-пăшаллă вăйсен ыйтăвĕсене татса пама мерăсем йышăнма пултарать. Чăваш Енре оперативлă штаб туса хунă. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хăй ертсе пырать. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   


Импортсăр та аптăрамастпăр

Анăç Раççей тĕлĕшпе санкцисем йышăннă май импорта хамăрăн таварсемпе улăштарас ыйту мала тухни пур çĕрте те сисĕнетчĕ: çĕршыв ертÿлĕхĕ ку енĕпе çирĕп ыйтать, бизнес тĕрлĕ проект пуçарать… Юлашки вăхăтра вара çак тема иккĕмĕш плана куçнă пек — массăллă информаци хатĕрĕсем ун çинчен манчĕç тейĕн. Паллах, ку суя туйăм: Украинăпа çыхăннă ĕç-пуç тавра калаçу нумаййи ытти ыйтăва хупăрлать — çавă çеç. Хальччен чикĕ леш енчен турттарнине хамăр патра туса кăларнипе, хатĕрленипе, çитĕнтернипе улăштарас тĕллев çав- çавах пĕлтерĕшлĕ.

Пушă вырăнсене йышăнатпăр

Çак тĕллев пирки калаçнипе кăна çырлахманнине палăртма кăмăллă. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев нумаях пулмасть Вместе.РФ телеканала панă интервьюра палăртнă тăрăх, Чăваш Енĕн ку енĕпе мăнаçланмалли самантсем пур. Калăпăр, кăçалхи нарăсра уйрăм продукцисем тĕлĕшпе импорта пăхăнни 10-ран тытăнса 40% таран пулнă, халĕ вара çак кăтарту 3-10% шайне аннă. «Пĕтĕмĕшле илсен, кăмăл-туйăм çĕкленÿллĕ, — тенĕ Олег Алексеевич. — Йышăнусем хавхалану кÿреççĕ, мĕн пур йывăрлăха çĕнтерессе шанма май параççĕ». Регион ертÿçин шучĕпе, паян ăнăçлă аталанма 2014- 2015 çулсенчех пуçарнă ĕçсем пулăшаççĕ. Ун чухнех Владимир Путин Президент импорта хамăрăн продукципе улăштарас енĕпе çине тăрса ĕçлеме хистетчĕ. «Çавна май чылай ĕç пурнăçлама ĕлкĕрнĕ. Вăл вăхăтри хăш-пĕр пуçару, тен, продукци туса кăларасси патне çитеймен пулĕ, анчах çав хатĕрленÿ хальхи ансат мар лару-тăрура хайхи проектсемпе усă курса хăвăрт производство пуçарма май пачĕ», — çирĕплетнĕ Олег Николаев. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   


Валентина ТАБАКОВА: Пĕр вырăнта ларнипе çитĕнÿ пулмасть

— Педагог ĕçĕнче чи пĕлтерĕшли — ачасене пĕлÿ пани çеç мар, пурăнма вĕрентни те. Паян вĕсем — ачасем, ыран — халăх. Ăс-тăн пулсан та обществăшăн усăллă çын пулма, хăйсене тĕрĕс кăтартма пĕлмелле. Йывăрлăхсен умĕнче çухалса каймалла мар. Çакă манăн тĕллевсенчен пĕри, — палăртрĕ Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ шкулăн директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Валентина Табакова. Вĕрентÿ тытăмĕнче 40 çул ытла тăрăшать вăл. Саманапа тан утакан педагог вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет.

— Валентина Михайловна, эсир Мари Республикинче çуралнă, чăвашла тап-таса калаçатăр.

— Аттепе Михаил Ивановичпа анне Александра Васильевна Тутар Республикинче çуралса ÿснĕ. Лесничи пулнă май аттене Мари Эла ĕçлеме янă. Эпир, пилĕк ачи, унта çуралнă. Эпĕ 6-мĕш класра вĕреннĕ чухне Чăваш Ене куçса килтĕмĕр. Атте хăйĕн ĕçне малалла тăсрĕ. Эпир Шăмăршă районĕнчи Палтиел шкулĕнче вĕрентĕмĕр. Тĕрлĕ конкурса хутшăнма юрататтăм, хаçатсем кăлараттăмăр. Шкул пурнăçĕнче хастарччĕ эпĕ. Чăваш чĕлхине питĕ хисеплетĕп.

— Учитель пулас ĕмĕт мĕнле çуралчĕ?

— Манăн çав тери лайăх педагогсем пулнă. Елизавета Алексеева вырăс чĕлхи, литература вĕрентетчĕ. Учителе юратнипех çак çула суйларăм. Пĕр тĕвĕленнĕ шухăш шкултан вĕренсе тухиччен те улшăнмарĕ. Кукамай та вĕрентекен пулнă, пичче те шкулта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Йăхра çак çула суйланисем чылаййăн. <...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   


«Хĕрарăмăн çи-пуçне кăтартса çеç çĕкленме пулать»

Республикăра çеç мар, çĕршывĕпех ăна чăвашсен тумне, пуçа тăхăнмаллине, капăрлăхĕсене хатĕрлекен ăста пек пĕлеççĕ. Тăван халăх культурине упраса аталантарас ĕçре вăл 30 çул ытла тăрăшать. Зинаида Вороновăн ĕçĕсем Раççейри тата чикĕ леш енчи куравсенче вырăн тупнă. Зинаида Воронова — Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Енĕн халăх ÿнер промыслисен ăсти, Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн доценчĕ… Вăл чăваш халăхĕшĕн тăвакан ĕç капашсăр пысăк. Пурнăçĕнчи пĕлтерĕшлĕ çичĕ самантпа Зинаида Ивановна сăн ÿкерчĕксем урлă паллаштарма килĕшрĕ. <...>

Лариса ПЕТРОВА.

♦   ♦   


«Хамăрăн вăрлăх та кăмăла кайрĕ»

Шăмăршă районĕнчи «Колос» хуçалăх сахăр кăшманĕ ÿстерес енĕпе палăрать. Районта ку культурăна тек никам та çитĕнтермест. Пĕлтĕр шăрăха пула хуçалăх чылай тăкак тÿснĕ. Кăçалхи ĕçсем епле пыраççĕ-ха? Нумаях пулмасть агрофирмăн тĕп директорĕпе Олег Кузнецовпа тĕл пулса калаçрăмăр.

— Олег Васильевич, сирĕн хуçалăх сахăр кăшманĕ туса илессипе тахçантанпах ĕçлет-и?

— 2002 çултанпа. Ĕлĕк те, эпир ача чухне, акатчĕç-ха, анчах выльăх валли ÿстеретчĕç, сахăр тума мар. Кайран çывăхра, Чĕмпĕр облаçĕнче, сахăр завочĕ ĕçленине кура ăна ытларах акма пуçланă.

— Эсир сахăр кăшманĕ туса илмешкĕн ятарласа вĕреннĕ-и?

— Таçта кайса вĕренмен, хам тĕллĕн кăна. Ĕмĕрĕпех ял хуçалăхĕнче ĕçленĕ эпĕ: бригадирта, ферма заведующийĕнче, завхозра… 6 çул каялла унчченхи ертÿçĕ тивĕçлĕ канăва кайсан тилхепене мана тыттарчĕç. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   


«Хулари хваттерте читлĕхри пекех тăвăр»

Димитрий Кузнецов — Хĕрлĕ Чутай муниципалитет округĕн депутатсен пухăвĕн депутачĕ. Тăван тăрăхĕнче, Штанашра, пурăнать. Хăй вăхăтĕнче ялпа сыв пуллашнăскер çĕр ĕçне чунтан юратнăран каялла таврăннă. Çакăн пек маттур çынсем çинче тытăнса тăрать те ĕнтĕ паянхи чăваш ялĕ. Димитрий Геннадьевич — предприниматель, фермер. Хальхи вăхăтра ялта тыр-пул çитĕнтерет, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетет.

«Урокра та аннене пулăшасси пирки шухăшлаттăм»

— Йышлăн, çиччĕн, çитĕнтĕмĕр эпир. Пĕринчен тепри ĕçченччĕ, «ăна ту, кăна ту» тесе каласса кĕтсе тăман эпир. Пĕри выльăх пăхнă, тепри картиш шăлнă, виççĕмĕшĕ апат пĕçернĕ. Çичсĕмĕр те спортпа туслăччĕ, ярăнма тăрсан коньки-йĕлтĕр те çитместчĕ пире. Юрать, физкультура учителĕ киле парса яратчĕ. Тĕрĕссипе, эпĕ урок пирки ытлах шухăшламастăм, киле хăвăртрах таврăнса аннене выльăх пăхма, хуçалăхра пулăшма, ун патне фермăна çитме ĕлкĕресчĕ тесе лараттăм. Шкулта вĕрентекен мĕн каланине астуса юлма тăрăшнăран мана йывăрах пулман. Анне 7-мĕш класран тытăнса сысна ферминче ĕçленĕ. Кайран — дояркăра, çав вăхăтрах — вăрман хуçалăхĕн бригадинче те. Атте те, яваплăскер, тăван колхозра, хăма çуракан çĕрте, тăрăшатчĕ. Вăл пирĕншĕн ырă тĕслĕх пулнă. Мĕн каланă — çийĕнчех пурнăçланă, унăн сăмахĕнчен никам та иртмен. <...>

Елена АТАМАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.