"Хыпар", 187-192 /26593-26598/ №, 24.09.2014

25 Сен, 2014

"Малтанах ялта пуçламăш классене вĕрентнĕ май хула ачисемпе ĕçлеме йывăртарах пекчĕ. Кунти шăпăрлансем шухăрах пек туйăнтачĕç. Халĕ çав йывăрлăх хыçа юлнă - хăнăхса çитрĕм. Ачасем мĕнле çемьере çитĕннинчен те нумай килет, ытти саманта та шута илмелле - воспитани ĕçĕ интереслĕ те тĕрлĕ енлĕ",- çырать К.Николаев. Надежда Пантелеймоновна Лукиянова воспитательницăн ĕçĕ-хĕлĕпе пултарулăхĕпе "Ашшĕ утнă сукмакпа" материалта тĕплĕнрех вуласа пĕлме пулать.

Андрей Михайлов Шупашкарти ача спартакиада иртни пирки "Тăлăхсем ăмăртаççĕ, ашшĕ-амăшне кĕтеççĕ" материалта çырса кăтартнă.

СССР Художниксен союзĕн членĕ, ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Владимир Арапов Тăвайри тавра пĕлÿ музейĕнче хăнара пулнă. Владимир Яковлевич Тăвай районĕнчи Нăрваш Салинче çуралса ÿснĕ. Халĕ Мари Республикинче пурăнать. Сăрă ăсти тăван тăрăха манмасть, килсех çÿрет. Аваллăх упарвçине вара вăл асăнмалăх хăйĕн ĕçне парнеленĕ.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсемпе преподавателĕсем Шупашкар заливĕ хĕррине тухса спортпа туслă пулнине тепĕр хут çирĕплетнĕ. Унта "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" Пĕтĕм тĕнчери форума халалласа çăмăл атлетика кросĕ иртнĕ. Тĕплĕнрех - А. Михайловăн "Студентсем пурнăç уттинчен юлмаççĕ" материалта.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.