"Ҫапла пуласса эпир пурте пӗлнӗ"

30 Сен, 2022

Иван БОЙКО, Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн тĕп наука сотрудникĕ:

Çапла пуласса эпир пурте пĕлнĕ — халăх кăмăлне тĕпе хурса Донецк, Луганск халăх республикисен, Запорожье, Херсон облаçĕсем Раççейпе пĕрлешрĕç. Ман шутпа, çак утăм асăннă регионсенче пурăнакансен ĕмĕтне те тӳрре кăларчĕ. Украина режимĕ вĕсене нумай çул хаяррăн хĕсĕрленине шута илсен — пушшех.

Çак территорисем Раççей йышне кĕнине çирĕплетекен килĕшӳсене алă пусни Раççейпе Украина хушшинчи кăна мар, пирĕн çĕршыпа Анăç хушшинчи хирĕç тăру çивĕчлĕхне Раççей майлă татса пама пулăшасса та шанатăп.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментировать