Эпир – пӗр халӑх
Николай НИКОЛАЕВ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн тĕп врачĕ:
— Килĕшӳсене алă пусни — истори пĕлтерĕшлĕ пулăм. Вăл Донецк, Луганск халăх республикисенче, Запорожье тата Херсон облаçĕсенче пурăнакансен референдумра палăртнă кăмăлĕпе сăлтавланнă. Вĕсемпе пĕр патшалăха чăмăртантăмăр — çакна чунтан ырлатăп. Эпир — пĕр халăх, анчах пире хăй вăхăтĕнче уйăрнă. Халь пĕрлешрĕмĕр. Çакăн патне вăрах утрăмăр. Ку — асăннă территорисенче тата Раççейре пурăнакансен пĕрлехи ĕçĕн ырă кăтартăвĕ.
Комментировать