Донецк, Луганск, Запорожье тата Херсон — Раççейпе пĕр çемьере!
Раççей регионĕсен йышĕ пысăкланчĕ — Донецк, Луганск халăх республикисем, Запорожье тата Херсон облаçĕсем унăн йышне кĕчĕç. Тивĕçлĕ килĕшӳсене эрнекун Кремльти Георгий залĕнче савăнăçлă лару-тăрура Раççей Президенчĕ Владимир Путин тата асăннă республикăсемпе облаçсен пуçлăхĕсем Денис Пушилин, Леонид Пасечник, Евгений Балицкий тата Владимир Сальдо алă пусса çирĕплетрĕç.
Пухăннисен умĕнче сăмах илнĕ май Владимир Путин çак регионсенче пурăнакансем референдум ирттерсе хăйсен малашлăх çулне палăртни çинчен каларĕ. Раççейпе пĕрле пуласси — вĕсен Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕн уставĕнче çирĕплетнĕ прави. Вăл хăй вăхăтĕнче, 1991-мĕш çулта, СССРа аркатма йышăннине ун чухнехи ертӳçĕсен йăнăшĕ тесе хакларĕ. Миллион-миллион çын кăмăлне шута илмесĕр çапла тунă. Донбасс халăхĕ сакăр çул геноцид тӳснĕ, анчах «хуçăлман халăх халь хăйĕн сăмахне каларĕ. Çак çынсем яланлăхах пирĕн граждансем пулса тăраççĕ».
Владимир Владимирович Украинăпа калаçусен сĕтелĕ хушшине ларма хатĕр, анчах «халăхăн çак суйлавне сӳтсе явмăпăр — вăл суйлав тунă, Раççей ăна сутмĕ». Президент Анăç Раççее тапăннине татăклăн сивлерĕ: «вĕсене пирĕн территорисем, пирĕн пуянлăх канăç памаççĕ», «вĕсемшĕн пурпĕрех — тупăш илсе пултăр», «вĕсемшĕн мĕн пур çĕршыв хăйсен суверенитетне АПШна пани пĕлтерĕшлĕ», «çаратаççĕ, хырçă, гегемони рентине пухаççĕ», «вĕсем пирте колони, чĕмсĕр чурасене кăна кураççĕ».
«Вĕсене Раççей кирлĕ мар, Раççей пире кирлĕ! Эпир Тăван çĕршыва хӳтĕлĕпĕр!» — иккĕленмест Президент.
Хăйĕн сăмахне Владимир Владимирович «пирĕн енче — тĕрĕслĕх! Пирĕн хыçра — Раççей!» тесе вĕçлерĕ.
Комментировать