Наци балечĕн никĕсне хывакансен йышĕнчи ăста

25 Сен, 2014

ЧАССР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ В.Богданов балетмейстер çуралнăранпа 90 çул çитрĕ

... Искусство тĕнчине Василий Богданов Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çулĕсенче пырса кĕнĕ. 1942 çулхи çĕртме уйăхĕнче вăл Куйбышев облаçĕнчи Безымянка станицире тĕпленнĕ, заводра ĕçлеме пуçланă. Эвакуаципе килнисен хушшинче Пысăк театрăн солисчĕсем те пулнă. Вĕсем илемлĕ пултарулăх кружокĕсене ертсе пынă. Василий Богданов Ольга Павлова балеринăн ушкăнне çÿреме пуçланă.

Вăрçă хыççăн Василий Федорович Воронежа таврăннă. Хулари халăх хорĕн ташă ушкăнĕнче артистра ĕçлеме пуçланă. 1948 çулта В.Богданова Мускава чĕнсе илнĕ. Çамрăк ташăçа тĕп хулари И.Моисеев паллă балетмейстер асăрханă, СССР Патшалăх халăх ташшин ансамбльне йышăннă. Ташă ансамблĕпе пĕрле таçта та çитнĕ вăл. Берлинта, Австрири Франц Иосиф керменĕнче, Дрезден оперинче унăн пултарулăхне хисеплесе алă çупнă. Ансамбль Чайковский ячĕллĕ, Кремльти залсенче, Пысăк театрта концертсем кăтартнă.

Инкек куçа курăнса килмест теççĕ. 1956 çулта Чехословакире концерт вăхăтĕнче Василий Федорович урине амантнă. Çавна май пысăк сцена çинчен кайма тивнĕ. Ташăсăр пурăнма пултарайманнине туйса А.В.Луначарский ячĕллĕ патшалăх театр искусствин институтне вĕренме кĕнĕ. 1959 çулта режиссер балетмейстер специальноçне алла илнĕ хыççăн Чăваш Ене килнĕ. Чăваш патшалăх филармони юрăпа ташă ансамбльне вырнаçнă. Каярахпа ăна К.В.Иванов ячĕллĕ чăваш музыка-драма театрне куçарнă. Кунта ĕçленĕ çулсенче В.Богданов пĕрремĕш наци балетне "Сарпикене" тата "Евгений Онегин" оперăри ташăсене лартнă. Василий Федорович общество ĕçне те хастар хутшăннă. Шупашкарти тата республикăри районсенчи хореографи коллективĕсене ертсе пынă.

1976 çулта Василий Федорович çемйипе тăван хулине Воронежа таврăннă. Искусствăсен институтĕнче вĕрентме пуçланă. Ташă коллективĕсене те ертсе пынă. Каярахпа Воронеж облаçĕн халăх пултарулăхĕн тата культурăпа çут ĕç ăслăлăх методика центрĕнче ĕçленĕ.

Чăваш Енре наци балечĕ йĕркеленни В.Богдановпа тÿрремĕн çыхăннă. Вăл 20 ытла спектакль лартнă. Çак шутра - "Шывармань" /Ф.Васильев/, "Чапай" /Б.Мокроусов/, "Нарспи" /Г.Хирбю/ оперăсем т.ыт.те.

Б.Мокроусовăн "Чапай" опери сцена çине тухнă хыççăн В.Богданова "ЧАССР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ" хисеплĕ ятпа чысланă. Василий Федорович çавăн пекех - "Чăваш ташшисем" кĕнеке авторĕ.

Александр МОШКИН,

ЧР хальхи истори архивĕн ĕçченĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.