Хыпар 107-108 (27986-27987) 23.09.2022
Мăкăр кĕперĕнчен пуçласа Улăп-трактор таран
«Авалхи трактор рулĕ умне ларса курни мĕне тăрать!» — мăнаçланса калать Çĕнĕ Шупашкар ачи Артем Трошин. «Мана та тракторист вырăнне ларса пăхни питĕ килĕшрĕ. Кунта тем тĕрлĕ техника та пур — интереслĕ!» — килĕшет унпа Шупашкарти тантăшĕ Соня Кудряшова. Вĕсем тата республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пухăннă 90 ача ытларикун тĕп хулари трактор историйĕн музейĕнче пулчĕç — «Туризм тата тараватлăх индустрийĕ» нацпроект ăнăçлă пурнăçланнине хăйсем курса ĕненчĕç.
Музей пуянлăхĕ — 55 трактор. Нумайăшĕ кивĕ пулин те паян кун та ĕçлет — халь тесен халь хускатса çула тухма пулать. Музей директорĕ Альберт Сергеев çамрăк хăнасене чи малтан картише илсе кĕчĕ. Кунта Шупашкарти завод чи малтан туса кăларнă тракторсенчен пĕри упранать. Пирвайхи трактора 1975 çулхи юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче кăларнă, ку вара çав ярăмранах, анчах конвейер çинчен 1980 çулта тухнăскер. ЧЗПТ Т-330 — 330 лаша вăйĕллĕскер, 54 тонна таять. Çак техникăна вара Шупашкарти Улăп-предприяти хăй вăхăтĕнче уйăхсерен 250 таран туса кăларнă... Ачасем гида çăвар карса итлеççĕ. Кашниех хăватлă трактор умне тăрса сăн ÿкерĕнме васкать: шкула таврăнсан тантăшĕсене кăтартĕç — тĕлĕнччĕр.
Музейре шалта вара тата интереслĕрех. Кунта техника историйĕпе мĕн пуçламăшĕнчен тытăнсах паллашма пулать. Çĕнни, пĕлменни — кашни утăмра. Калăпăр, 15-мĕш ĕмĕрте пурăннă Леонардо да Винчи таланчĕ ÿнерте кăна мар, темĕн тĕрлĕ хатĕр шухăшласа кăларас енĕпе те палăрнă иккен. Унăн чертежĕсенче — танкран тытăнса вертолет таранах. Чăн та, инженери генийĕн идейисем нумай çул иртсен кăна пурнăçа кĕнĕ. Вырăссем те техника пултарулăхĕпе ÿксе юлман: Кулибин, Ползунов, ыттисем — списока вăрăм тăсма пулать. Çапах чи интересли ачасемшĕн, паллах, кивĕ тракторсен тĕслĕхĕсене пухнă зал пулчĕ. Чи «ватти» — 1917 çулта Америкăра туса кăларнă, çĕр сухаламалли «Фордзон». Шăпах унăн «шăллĕн», чылай хăватлăрахскерĕн, тĕслĕхĕпе Совет Союзĕ те 1924-1933 çулсенче хăйĕн тракторне тунă. Ленинградри «Хĕрлĕ Путиловец» завод хăйĕн техникине «Фордзон-Путиловец» ят панă. Трактор вĕт — ăна ватаймăн, çавăнпа экспонатсенчен чылайăшĕ раритет пулнине пăхмасăр курма килнисене вĕсем çине хăпарма та, руль умне ларса пăхма та чармаççĕ. Ачасем çакăнпа туллин усă курчĕç. Пĕр сехет ытла тăсăлнă экскурсире вăхăт иртни сисĕнмерĕ те. Кайма васкамастчĕç пуль те — анчах çамрăк туристсен çул çÿрев программи çакăнпа вĕçленмест-ха, вĕсене Наци музейĕнче кĕтеççĕ.
Тунтикун вара вĕсем Улатăрта пулнă — унти истори вырăнĕсемпе паллашнă. Унтан Канаш районĕнчи илемлĕ те хăйне евĕрлĕ архитектура палăкне — Мăкăрти чукун çул кĕперне — кайса курнă. Тĕп хулана çитсе хăна çуртĕнче çĕр каçнă хыççăн ирхине Шупашкар тăрăх курса çÿренĕ те трактор музейне килнĕ. Кунтан «Çĕнтерÿ» астăвăм паркне çитеççĕ, Наци музейне кĕреççĕ — унта та интересли пайтах пулĕ. «Вăрçăра çĕнтернĕ асаттесен кутамккинче мĕн пулнă?» интерактивлă занятирен тытăнса Ефремов купсасем пытарса хăварнă мула тупмалли квест таранах.
Çулталăк вĕçлениччен çакнашкал çул çÿревсенче пĕтĕмпе 3,2 пине яхăн ача пулĕ. 7 пин тенке яхăн тăракан путевкăшăн ашшĕ-амăшĕ пĕр пус та тăкакламĕ — пĕтĕмпех бюджет шучĕпе. Патшалăх çак расхутсене хăйĕн çине илнин сăлтавĕ уçăмлă: ачасем хăйсен тавра курăмне анлăлатнипе пĕрлех тăван ен, унăн историйĕпе паллă вырăнĕсем, пултаруллă çыннисем çинчен ытларах пĕлни вĕсен патриотизм туйăмне аталантарма пулăшĕ, çитĕнекен ăрушăн Тăван çĕршывпа мăнаçланмалли сăлтав пулĕ.
— Ачасем чăннипех савăнчĕç,— тет çамрăк туристсене ертсе çÿремешкĕн вĕсемпе пĕрле çула тухнă Ирина Степанова. — Кунта чи маттуррисене суйласа илнĕ те — çула тухасси ачасене вĕренме, ытти енĕпе хастар пулма хавхалантармалли май та пулса тăчĕ. Çул çÿревре пулнă ачасен тĕслĕхне курса вĕсем хыççăн ытти тантăшĕ те туртăнĕ — вĕренÿре, спортра, общество ĕçĕнче хастар пулма тăрăшĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Юманлăхра» çапла пулĕ
Шупашкарта пĕр стройка тĕлĕшпе шăв-шав лăпланса пĕтмест — тепри халăха пăтратма пуçлать. Халь, ав, çынсене пурăнмалли «Юманлăх-Парк» комплекспа çыхăннă ĕç-пуç калаçтарать. Çĕрме пуянсем валли коттеджсем тăваççĕ, çавăнпа вăрмана касаççĕ, «хура халăх» валли уçăлса çÿреме те вырăн юлмасть имĕш. Эпир лару-тăрăва уçăмлатма хăтланса пăхас терĕмĕр.
Калаçу мĕншĕн халĕ çуралнă?
Чи малтанах асăннă йышши калаçусем мĕншĕн шăпах халĕ çурални тĕлĕнтерет. Шупашкарăн Кăнтăр-Хĕвел анăç районĕнчи çак вырăнта пурăнмалли çуртсем тăвас шухăш влаçсен пуçне ĕнер-паян пырса кĕмен. Федерацин вăрман фончĕ шутланнă лаптăка вăрман шутĕнчен кăларса хула территорине вунă çул каяллах куçарнă — Правительствăн тивĕçлĕ йышăнăвне ун чухнехи премьер-министр Иван Моторин алă пуснă, çавăн чухнех çурт- йĕр çĕклес тĕллеве тĕпе хунă. Халĕ вара республикăн Ипотека корпорацийĕ строительство пуçармашкăн хатĕрленÿ ĕçĕсене пуçарчĕ те — халăх, çав тăрăхра пурăнакансем, çакăнпа кăмăлсăр иккен. Хăшĕсем ку темăпа икĕ эрне каялла иртнĕ суйлав умĕнхи кампани тапхăрĕнче те усă курма хăтланчĕç — хăйсем «халăх нуши-тертне» çывăха илнине çак тĕслĕхпе çирĕплетесшĕн пулчĕç.
Сăмах Миттов бульварĕ, Тирек тата Улма-çырла урамĕсен хыçĕнчи лаптăк пирки пырать. Сăкăт юхан шывĕн çыранĕ — пиçиххи евĕр тăсăлакан çак лаптăкра пурăнмалли çуртсем çĕкленмелле. Кам унта пулса курнă — пĕлет: питĕ тирпейсĕр лаптăкчĕ — шел те, унашкаллисем хулара сыхланса юлнă-ха. Тĕрĕссипе, хуçасăр теме те юрать. Хыт хура ярса илнĕ, тĕрлĕ ăпăр-тапăр кăлара-кăлара пăрахнă... Кунта çăл куç пур — çынсем шыв ăсма килеççĕ, анчах ун патне анмалли сукмака та хăтлăлатман, йĕпе-сапара анса хăпарасси чĕр нуша.
Каçсерен, кану кунĕсенче уйрăмах, унта та кунта кăвайт курăнать — шашлăк ăшалаççĕ. Ун пекки вара, паллах, ĕçкĕсĕр мар — шăв- шав, кăшкăрашу... Эрехпе сăйланса кăмăлне çĕкленĕ çынсем «канакан» вырăнта «мирлĕ» çынсен иртсе çÿреме те шикленмелле — уçăлса çÿреме меллĕ вырăн тееймĕн. Тепĕр енчен, ни тротуарсем, ни ларса канма меллĕ вырăнсем çук — хăтлăх пирки ĕмĕтленме те кирлĕ марччĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Виталий СЕМЕНОВ: Выльăх-чĕрлĕх те ĕрчетме тытăнасшăн
Муркаш районĕнчи Е.Андреев ячĕллĕ хуçалăх картишне кĕрсенех тирпейлĕх хуçаланнине асăрхарăм. Тыр-пул склачĕсен çывăхĕнче те, техника упранакан вырăнта та таса, ăпăр-тапăр выртнине кураймăн. 7-8 çул каялла туяннă икĕ «Акрос-550» комбайн та çĕнĕ пекех. Вырма вĕçленнĕренпе вăхăт нумаях иртмен пулсан та комбайнерсем «уй-хир карапĕсене» çуса тасатнă, управа лартнă, юсав ĕçĕсем ирттереççĕ. Сисмесĕрех: «Хуçалăхĕ мĕнле, хуçи те çапла ĕнтĕ», — тесе шухăшласа илтĕм.
Пĕлтĕрхинчен икĕ хут нумайрах
Ура çинче çирĕп тăракан хуçалăха Виталий Семенов ертсе пырать. Мĕн ачаранпах çĕр çинче ĕçлесе пиçĕхнĕскер çара кайиччен кунта водительте вăй хунă. Салтак аттине хывсан та тăван хуçалăхах таврăннă. Çак ĕçре сакăр çул тар тăкнă вăл. Ĕçе тĕплĕн тăвакан маттур çамрăка Чулхулана вĕренме янă. Аслă пĕлÿ илнĕскере Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлама шаннă. 2007 çулта Виталий Семенова Е.Андреев ячĕллĕ хуçалăха ертсе пыма суйланă.
Паян хуçалăхшăн тупăш илмелли тĕп меслет — тыр-пул ÿстерсе сутасси. Çĕр ĕçченĕсем 1500 гектар лаптăкпа усă кураççĕ — 1000 гектар çинче кĕрхи тата çурхи тулă, урпа акаççĕ, 500 гектара хура пусă тытаççĕ. Чăваш Енре аграрисем кăçал, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, тыр-пул чылай нумайрах туса илчĕç. Е.Андреев ячĕллĕ хуçалăх пÿлминче те «сарă ылтăн» туллиех. Уй-хирти тыр-пула пĕтĕмпех тĕшĕлесе кĕртнĕ, управа хунă.
— Бункер виçипе 4 пин тонна пулчĕ. Пĕлтĕрхинчен икĕ хут нумайрах. Хуçалăх аталанăвĕн историйĕнче хальччен çакăн пек пысăк тухăç илни пулман. Кĕрхисем гектартан — 36 центнер, çурхисем кăшт сахалрах, 32 центнер, тухрĕç. Пирĕн тăрăхшăн ку — лайăх кăтарту. Эпир кăнтăр енчи районсенчи хуçалăхсемпе танлашаймастпăр, унти тăпра та урăхларах, унри гумус шайĕ те пысăкрах. Кăçал çурхи туллăн клейковина виçи пысăк, хальлĕхе ăна сутма тăхтатпăрха. Пирĕн хуçалăхра тырă типĕтме, упрама пĕтĕм услови пур. Складсем те çĕнĕ, тырă алламалли комплекс та лайăх шайра. Сушилка та тĕрĕс-тĕкел ĕçлет. Кăçал çанталăк енчен ăнчĕ, вырма ĕçĕсене вăхăтра пурнăçларăмăр. Хĕрÿ тапхăрта иртен пуçласа каçченех уй-хиртен кĕмерĕмĕр. Çанталăк лайăх тăнăран тырă уй-хиртенех типĕ кĕчĕ, иркаç килекеннисене кăна, вĕсенче нÿрĕк виçи пысăкрахчĕ те, сушилка витĕр кăларкаларăмăр. Кĕрхисене те вăхăтра акрăмăр, калча шăтса тухрĕ, вăй илет. Çуркунне акма 700 гектар хатĕрлерĕмĕр. Вăрлăхлăх тырра аллама тытăнасшăн, ку ĕçе пурнăçлама вырăн çукран тăхтатпăр-ха. Çак кунсенче Муркаш чăх-чĕп фабрикине 200 тонна тырă ăсатасшăн, вара ĕçе тытăнăпăр, — вырма кăтартăвĕсемпе тата хуçалăхри ĕçсемпе паллаштарчĕ Виталий Семенов.
Е.Андреев ячĕллĕ хуçалăхра çулталăкĕпех тырă сутаççĕ. Çÿп-çапран тасатнă, типĕ те паха тыр-пула вырăнти халăх та, кÿршĕ регионсенчи усламçăсем те туянаççĕ. Вырăнти чăх-чĕп фабрикипе те кашни çулах килĕшÿ тăвать хуçалăх.
— Чĕр тавар Ярославль, Кострома облаçĕсене, Мари Эла, ытти тăрăха ăсанать. Ĕ не ĕрчетекенсем кашни кун сĕт сутаççĕ пулсан эпир тырă парса яратпăр. Кĕр еннелле сутса пĕтеретпĕр те управсене дезинфекцилетпĕр, çĕнĕ тырă хума тытăнатпăр. Çÿп-çапран тасатнă пахалăхлă тырра çынсем хапăлласах туянаççĕ. Пирĕн патран пĕрре тиесе кайса курнисем каллех таврăнаççĕ, — ертÿçĕн сăмахĕсем чĕр тавар паха пулнине çирĕплетрĕç, — эпир çуркунне кондициллĕ вăрлăх акатпăр. Пире пĕтĕмĕшле 250 тонна вăрлăх кирлĕ. 1-мĕш тата 2-мĕш репродукциллисене хамăрăннех акатпăр, элита туянма тивет. Ăна Мускав çывăхĕнчен те, ытти хуларан та тиесе килетпĕр.
Ĕç тухăçлăхĕ, паллах, техникăран та нумай килет. Хуçалăхра техника паркне çĕнетсех тăраççĕ. Юлашки икĕ çулта хăватлă 6 трактор туяннă, кăçал тепре илсе килме палăртнă. Хурçă утсен йышĕ уй-хирти ĕçсене пурнăçласа пыма çителĕклĕ. Йĕтем çинче те пĕтĕм ĕçе механизациленĕ, никам та карçинккапа арпа сĕтĕрмест, михĕпе тырă тиемест. Хуçалăхра 20 çын вăй хурать. Йыш çур аки ĕçĕсене ирттерме те, тыр-пул вырса кĕртме те çитет. Ĕçлекенсене ĕç укçипе вăхăтра тивĕçтереççĕ, тырă та параççĕ. <...>
Вера ШУМИЛОВА.
♦ ♦ ♦
Леонид ЧЕРКЕСОВ: Шухăш тĕрлĕрен пулсан та пĕр тĕллевпе ĕçлемелле
Шупашкар хула пуçлăхĕ, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ… Çакăн пек яваплă должноçсенче вăй хурса Чăваш Ен аталанăвне тÿпе хывакан Леонид Черкесов паян — «Хыпар» хăни.
— Леонид Ильич, ача чухне эсир агроном пулма ĕмĕтленни, 7-мĕш класра ăс пухнă чухне хирурга вĕренме шухăш тытни çинчен каласа кăтартнăччĕ. Чылай çул ĕçлесе халăх хисепне тивĕçнĕ тухтăр политикăна кĕрсе каясси мĕнле пулса тухрĕ-ха?
— Тĕрĕссипе, пурнăç çапла çаврăнса тухма пултарасси пирки шухăшламан та. 2002 çулта тĕп врачра ĕçлеме пуçларăм. 2005 çулта Шупашкар хула депутачĕсен суйлавĕ иртмелле. Мана ĕçтешсем: «Больницăна лайăхрах аталантарма тĕп тухтăрăн депутат пулмалла», — теççĕ. Шутларăм та… суйлава хутшăнас терĕм. Ун чухне халăх мана пĕлмен тесен те юрать. Çапах чи нумай сасă пухнă кандидат пултăм. Суйлавçăсен 80 проценчĕ маншăн сасăларĕ. Депутат пулнă вăхăтра, чăнах та, больницăшăн усăллă ĕç нумай тума май килчĕ. 2010 çулта тепĕр больницăна ĕçлеме куçрăм. Каллех суйлава хутшăнтăм, çĕнтертĕм. Нумай та вăхăт иртмерĕ — тĕп хула пухăвĕн депутачĕсем мана Шупашкар пуçлăхĕ пулма çирĕплетрĕç.
— Тĕп хула пуçлăхĕнче вăй хунă çулсем пĕлтерĕшлĕ мĕнле ĕçсемпе палăрса юлчĕç?
— Депутатсене те, тĕп хула администрацине те яланах халăхпа ĕçлеме сĕнеттĕм. Çынсем йышăнăва килсен садик тума ыйтатчĕç. 2012 çулта ку ыйтупа ĕçлеме пуçларăмăр. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков: «Пилĕк садик те пулин тăвасчĕ», — тетчĕ. Эпĕ: «15 тумалла», — тетĕп. Темиçе çулта 30 ытла ача сачĕ хута ятăмăр! Шупашкарта нумай хутлă çуртсен картишĕсене хăтлăлатма пуçларăмăр. Çак тĕллевпе 360 миллион тенкĕлĕх федераци грантне çĕнсе илтĕмĕр. Ачасен вăйă, спорт лапамĕсене тĕпрен çĕнетрĕмĕр. Астăватăр пулĕ: 2012 çулта «Чи хăтлă хула» ята та тивĕçрĕмĕр. Наградăпа Дмитрий Медведев чысланăччĕ.
Çав çулсенче депутатсем питĕ туслăччĕ, тĕп хула администрацийĕпе килĕштерсе ĕçленĕ. Тавлашуллă самантсем те сиксе тухатчĕç-ха ĕнтĕ. Эпир кашни ыйтăва тĕплĕ тишкерсе татса пама тăрăшнă. Туслă ĕçленин усси пулчех. Мускав çыранне, Хĕрлĕ тÿреме хăтлăлатма пуçларăмăр. Инфратытăма аталантарма федераци гранчĕсене тивĕçрĕмĕр. Çăмăл атлетика енĕпе Европа чемпионатне, кашни çулах Атăлçи тăрăхĕнчи хуласен ассоциацийĕн форумне йĕркеленĕ. Хула кунĕсем питĕ интереслĕ иртетчĕç. Ирхи зарядка рекордсен Раççей, Европа кĕнекисене кĕрсе юлчĕ. РФ Патшалăх Думин депутачĕ пулнă çулсенче те Шупашкарти ĕç-пуçпа кăсăклансах тăтăм.
— РФ Патшалăх Думинче эсир çав тапхăрта Чăваш Ен интересĕсене пиллĕкĕн хÿтĕлерĕр. Пĕр-пĕриншĕн тăшман е юлташ пулса тăтăр? Е пĕрлĕхре вăй тени тÿрре тухрĕ-и?
— Эпир пĕр-пĕриншĕн нихăçан та конкурент пулман. Пĕрле пĕр тĕллевпе тăван республикăшăн тăрăшса ĕçленĕ. Анатолий Аксаков — пысăк опытлă депутат. Валентин Шурчанов та çавăн пекехчĕ. Вĕсем пире, çамрăксене, вĕрентсе пынă. Олег Николаевпа та яланах килĕштерсе ĕçленĕ. Олег Алексеевич Думăра ĕçленĕ чухнех питĕ хастарччĕ, тĕрлĕ ыйтупа трибуна умне час- часах тухса калаçатчĕ.
— Мĕнле саккун проекчĕсене хатĕрлеме хутшăнтăр?
— Эпĕ Федераци тытăмĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх комитетĕнче ĕçлерĕм. Пирĕн урлă нумай саккун проекчĕ тухнă. Çынсен сывлăхне, пурнăçне упрасси маншăн яланах тĕп тĕллев пулнă. Çĕршывра урăлтаркăчсене çĕнĕрен уçассине ун чухнех тишкернĕ Патшалăх Думинче. Чи малтанах вĕсене вырăнти хăй тытăмлăх шайне антарасшăнччĕ. Ыйтăва сÿтсе явнă чухне эпĕ çапла каларăм: «Врачсем вырăнти влаçа мар, регион ертÿлĕхне пăхăнса ĕçлеççĕ. Хаяр шĕвек ĕçсе минренĕ çынсене полици пуçтарать – вĕсем вара федераци тытăмне пăхăнаççĕ». Çур çула пычĕ тавлашу. Патшалăх Думин депутачĕсем çапах та тĕрĕс йышăну турĕç: «вытрезвительсемшĕн» яваплисем тесе Сывлăх сыхлавĕн, Социаллă хÿтлĕх тата Шалти ĕçсен министерствисене палăртрĕç.
Кĕçĕн классенче вĕренекенсене вĕри апатпа тивĕçтерес ыйтупа та пĕрре мар тухса калаçрăм. Коммунистсем кашни ачана пĕр стакан сĕт пама сĕнетчĕç. Йывăр çулсенче çапла майпа ачасене выçлăхран çăлса хăварни пирки калатчĕç. Эпĕ вара хамăр тăрăхри тĕслĕхе аса илтĕм. 2012 çулта Шупашкарти шкулсенче вĕренекен ачасене пурне те сĕт ĕçтерме йышăну тунăччĕ. Пĕррехинче шкул столовăйне кĕтĕм те бидонсене асăрхарăм. Мĕн ку? Ачасем ĕçмен сĕте пухса пыраççĕ иккен – савăтсем туллиех.
«Ÿсекен организма пĕр стакан сĕт çителĕксĕр, ăна тутлăхлă апат кирлĕ», — çине тăрсах ĕнентертĕм депутатсене. «Тухтăрсене итлемелле», — терĕ Патшалăх Думин ертÿçи Вячеслав Володин. Юлашкинчен вара «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти сĕнĕвне шута илсе пуçламăш классенче вĕренекенсене тÿлевсĕрех вĕри апат çитерме йышăнчĕç. Саккун вăя кĕриччен тавлашусем тата та сиксе тухрĕç-ха. Сахал тупăшлă çемьесенчи ачасене кăна çитермелле текенсем те пулчĕç. Манăн шутпа, ачасене унашкал пайлама юрамасть. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Владимир КОНСТАНТИНОВ: Тăван тăрăха тĕпчени пурăнма хавхалантарать
Хăйне вăл телейлисен йышне кĕртет, мĕншĕн тесен паллă нумай ентешне шыраса тупнă. Вĕсемпе пĕр сĕтел хушшине ларса калаçнă, чылайăшĕнпе çыру çÿретнĕ. Вĕсем çинчен çырнă. Сăмахăм Трак тăрăхĕнчи тавра пĕлÿçĕсене 30 çула яхăн ертсе пынă Владимир Константинов çинчен.
Çăмăл ĕç мар
— Владимир Захарович, тавра пĕлÿ енĕпе хăçан интересленме пуçларăр?
— 1964 çулта, 6-мĕш класра вĕреннĕ чухне, Кушкăпа Карай шкулĕсем пионер организацийĕн çуралнă кунне пĕрле паллă турĕç. Юрланă, ташланă хыççăн спорт мероприятийĕ пулчĕ. Эпĕ 400 метра чупса 2-мĕш вырăна тухрăм. Çакă мана çав тери савăнтарчĕ. Кун пирки ыттисене те пĕлтерес килчĕ. Вăл вăхăтра хаçат пирĕн районта мар, Çĕрпÿре тухса тăратчĕ. Редакцие ăмăртăва хутшăнни çинчен çырса ятăм. Ун хыççăн Кушкăри библиотекăна кайса район хаçатне кашни кун çавăрттараттăм. Эрне иртрĕ — эпĕ кĕтни çук та çук. «Эсĕ çырни хаçатра тухнă», — терĕ каярахпа шкул директорĕ. Вулавăша чупса кайрăм. Хыпарĕ пысăк та мар иккен. Çапах мана хавхалантарчĕ. Çав тапхăртанпах эпĕ хаçатпа туслă. Астăватăп-ха: 1-4-мĕш классене Анатри Типçырмара вĕрентрĕç. Мĕншĕн тесен ун чухне Анат Типçырмапа Кушкă хушшинче Мăн Шетмĕ шывĕ питĕ сарăлса каятчĕ. Ачасене çăмăлрах пултăр тесе пирĕн ялта та шкул уçнăччĕ. Кайран шкул историйĕпе юриех интереслентĕм. «Тури Типçырмара та шкул пулнă», — тенине ватăсенчен пĕрре мар илтнĕччĕ… Университетăн чăваш чĕлхи уйрăмне вĕренме кĕрсен тăван тăрăх историйĕпе тата ытларах кăсăкланма пуçларăм. Паллах, çарта чухне, комсомол райкомĕпе парти райкомĕнче ĕçленĕ чухне тăван тăрăха тĕпчеме вăхăт пулман. Пирĕн, инструкторсен, таçта та çитмеллеччĕ. 1981 çулта редакцире ĕçлеме тытăнтăм. Унта тăван тăрăха тĕпчес юхăма кĕтĕм. Республикăри архива кайрăм. Унта акă мĕн тупрăм. «1892 çулта Уйриçурт ялĕнчен шкула Типçырмана куçартăм. Пысăк пÿлĕмлĕ çуртра пĕлÿ çурчĕ уçрăм», — çырнă хăй вăхăтĕнче Николай Архангельский пачăшкă. Чиркÿ старости хăйĕн çĕнĕ çуртĕнче шкул уçма ирĕк панă. «Типçырма ятлă ял нумай. Çĕнĕ Шупашкарпа Шупашкар хушшинче те пур. Кунта сăмах пирĕнни пирки пымасть пулĕ-ха», — терĕм ун чухне. Тепĕр кунхине каллех архива çул тытрăм. «Типçырмари шкул валли букварьсем, чернил кĕленчисем, çырмалли материалсем ярса парăр-ха», — Мăн Шетмĕ чиркĕвĕн пачăшки Николай Архангельский Етĕрне уесĕнчи вĕрентÿ управленийĕнчен çапла çырса ыйтнине тупрăм… Пурăна киле ĕçлеме Пикшик шкулне куçрăм. 1992 çулта «Пĕлÿ çăлкуçĕ» брошюра кăларма май килчĕ. Районта тавра пĕлÿçĕсен пĕрремĕш кĕнеки пулчĕ вăл. Кушкă шкулĕ 100 çул тултарнине халалларăм ăна.
— Ку таранччен миçе кĕнеке кăлартăр?
— Пĕлÿ çурчĕсемпе интересленнĕ май Упи шкулĕ уçăлнăранпа 150 çул çитнĕ тĕле «Манăçми 150 çул» кĕнеке кăлартăм. Каярахпа Юрий Борисов журналистпа пĕрле пухса хатĕрленĕ «Упи тăрăхĕ — çĕршыв мухтавĕ» кĕнеке кун çути курчĕ. Пирĕн тăрăхра космос ракетисене ăсталама хутшăннă çын та пур. Иван Шашков вăрттăн çын шутланнă. Вĕсем çинчен пĕлтерме юраман. Вăл Королев командинче пулнă, ракета тунă çĕрте ĕçленĕ. Кĕнеке ячĕ: «Был веку нужен и Иван Шашков…»
Пайсупин ялĕнче Иван Ефимович çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа асăну хăми уçнăччĕ. Кĕнекине юбилей тĕлне кăларнăччĕ. Упири Яков Абрамов хăй вăхăтĕнче Патшалăх Думин депутачĕ пулнă. Унăн палăкне уçнăччĕ. Пĕтĕмпе манăн 11 кĕнеке тухнă. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Тухйисем пĕри тепринчен илемлĕрех
— «Эпĕ çавăн пек тума пĕлместĕп-çке. Ку ăсталăх сана камран куçнă-ши?» — тет анне эпĕ тунă тухьясене савăнса пăхнă май. Хĕрĕм тăватă çулта чухне çуралчĕ алла шăрçа тытас, чăваш тĕррине эрешлес шухăш, — иртнине аса илчĕ Вăрнарта пурăнакан Ольга Николаева. Вăл шкулта ачасене музыкăна ăса хывма пулăшать.
Кукамăшĕн туприне курнă хыççăн Ольга Николаевна Канаш районĕнчи Чулкăмака ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкулта фольклор кружокне çÿренĕ. Унтан вĕренсе тухсан музыка учительне вĕреннĕ. Çемье çавăрнă çамрăк амăшĕ хĕрне пĕчĕклех чăвашла юрлама хăнăхтарнă. Чăваш юрри-кĕввишĕн хыпса çунакан педагог ун валли тухья тĕрлеме шухăшланă.
— Вăл вăхăтра интернет анлă сарăлманччĕ. Ал ĕçĕпе унта паллашма май пулман. Çавăнпа тăватă çулти хĕрĕм валли тухьяна ĕлĕкхи пек тума тăрăшрăм. Вĕсем кукамайăн Дарья Абрамовнăн пурччĕ. Унăн тенки-эрешне эпĕ курнă. Туй арăмĕсем валли те ăсталанă вăл. Мана та кĕмĕл тенкĕллĕ тухья парнеленĕччĕ. Ăна халĕ те упратăп. Çапла тĕвĕленчĕ çак ĕмĕт. Малтанлăха вĕтĕ шăрçапа тĕрлесе çеç ăсталама шухăшланăччĕ. Шкулта ăс пухнă вăхăтра фольклор ушкăнне çÿренĕ чухне чăвашла юрласа ташлама питĕ юрататтăм. Хамăрăн наци тумĕ çав тери килĕшетчĕ. Тухья тума шухăшлани вăрттăн вăй илчĕ ĕнтĕ. Çапла пĕрремĕш ĕçе вĕтĕ шăрçапа çеç мар, тенкĕпех илемлетрĕм. Мăй çакки те ăсталарăм. Пĕчĕк хĕрача валли кĕпене кÿршĕпе пĕрле çĕлерĕмĕр. Вун пилĕк çул каялла тунăскерсем халĕ те упранаççĕ, — сÿтĕлчĕ сăмах çăмхи тăватă ача амăшĕпе.
Иккĕмĕш тухйи унăн тата илемлĕрех пулса тухнă. Педагог çулсем иртнĕ май хăй шкулта фольклор кружокĕ ертсе пыма тытăннă. Унта çÿрекен хĕрачасене сцена çине тăхăнса тухма тухья кирлĕ вĕт. Ольга Николаевна ÿркенмен, каллех ал ĕçне пикеннĕ. Виççĕмĕш тухйине те хавхалансах хатĕрленĕ. Ăна ятарласа хăйĕн хĕресне хĕрне парнеленĕ.
Йăнăшни те кăмăлне улăштармасть
— Тухьясем пĕрин хыççăн тепри хитререх пулма пуçларĕç. Самана улшăннă май интернетрисемпе паллашрăм. Ăна ăсталама вăхăт нумай иртмест. Малтанах çекĕлпе калпакне çыхатăп. Унтан темиçе тухья валли вĕтĕ шăрçапа тĕрлесе хуратăп. Хыççăн сыпăнтарма тытăнатăп. Тÿрех темиçе тухья хатĕрлетĕп. Пĕрне ăсталаса, тен, пĕр эрне иртет пулĕ, — чун киленĕçĕн вăрттăнлăхне уçрĕ ал ăсти.
Вĕтĕ шăрçине, тенкине тата ытти хатĕре вăл Шупашкарта, Канашра е Вăрнарта туянать. Кĕмĕл тĕслĕ укçана ылтăн тĕспе сăрлать. Вĕсене мăшăрĕ Дмитрий Геннадьевич е ĕç урокĕнче арçын ачасем шăтарса параççĕ. Кил ăшшин управçи пусăрăнса лармалли ĕçе алла тытма ăçтан вăхăт тупать-ши?
— Чылай çын çапла ыйтать манран. Хам та пĕлместĕп, мĕнле ĕлкĕретĕп-ши? Мăшăр полицире ĕçлесе пенсие кайрĕ. Вăл телевизор пăхнă вăхăтра эпĕ чун киленĕçĕпе аппаланатăп. Тĕрĕссипе, пĕтĕм ĕçе пĕрле пурнăçлатпăр. Кил-çурта тирпейлемелле-и е апат янтăламалла-и — шăкăл-шăкăл ĕçлетпĕр. Ачасем те наччасрах хам пата пырса ларса шăрçа суйлама пулăшаççĕ, — кăмăллăн калаçрĕ вăл.
Тухьяна фольклор кружокне çÿрекен ачасем валли ăсталанипе çеç çырлахмасть Ольга Николаевна. Вĕрентекенсем те ăна саккас пама тытăннă. Çĕнĕрен те çĕнĕ мелсене алла илет. Илемлĕрех пулса тухни тата ĕçлеме илĕртет ахăртнех. Пĕр тухья тума виçĕ пин тенке яхăн тăкакланине пытармарĕ вăл. Çемье тарăн ыйха путнă вăхăтра та вĕтĕ шăрçана алăран пăрахайманни час-часах пулать унăн.
— Хĕрсе каятăп пулмалла, ĕçе алăран ярас килмест. Кăштах йăнăш пулни те кăмăла улăштармасть. Сÿтсе тепĕр хут тăвасси те маншăн киленĕç. Хатĕр тухьяна чи малтан мăшăрăм хаклать. Ăна та, 17-ри аслă ывăла та тăхăнтартса пăхтаратăп. Вĕсем — манăн манекен вырăнĕнче пулаççĕ кун пек чухне, — шÿтлеме те ăста Ольга Николаева. — Шкулта кружокра ачасене те çак ĕçе хăнăхтарма пуçларăм. Пурин те алă пымасть паллах, анчах тăрăшаççĕ, кăсăкланаççĕ. <...>
Елена ЛУКИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать