Капиталлă юсав хакланать
2023 çул валли нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăх юсавĕшĕн пухакан тӳлевĕн чи пĕчĕк виçине çирĕплетес ыйтупа Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвĕнче строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Максимов сăмах илчĕ.
Çак виçене индексацилеме йышăннă — 106,6% чухлĕ. Çапла вара лифтсăр çуртсенчи пĕр тăваткал метршăн хывакан тӳлев кăрлачăн 1-мĕшĕнчен 7,38 тенкĕпе танлашĕ /6,92 тенкĕ пулнă/, лифтлă çуртсенче — шăп та лăп 8 тенкĕ /7,51 тенкĕ пулнă/. Тӳлеве пысăклатнине министерство хаксем ӳснипе, çав шутра стройматериалсем хакланнипе сăлтавлать. Çак ӳсĕм Капиталлă юсав фончĕн бюджетне хушма 78 миллион тенкĕ кӳрĕ. Çав шутра — лифтсене юсама та. Сăмах май, республика Пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн бюджетран хушма укçа уйăрнине кура лифтсене юсама çитес çул пĕтĕмпе 130 миллион тенкĕ пулĕ. Малтан фонд шучĕпе кăна 11 лифта юсама палăртнă пулсан халь тата 65 лифта çĕнетме май пулĕ.
Экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов ял хуçалăх çĕрĕсене ытти тĕллев валли куçарас ыйтупа сăмах илчĕ. Пĕтĕмпе 34 гектар йышăнакан виçĕ лаптăк категорине улăштарать. Красноармейски районĕнче 28,7 гектар тăм кăларма кирлĕ, Муркаш районĕнче 4 гектар — çул хĕрринчи сервис объекчĕсем валли, Шупашкар районĕнче 1,2 гектар — автомобильсен электричество зарядкин станцине тума, унта çĕнĕ 18 ĕç вырăнĕ пулĕ.
Ĕç вырăнĕсем тенĕрен, шăпах вĕсене упрасси Правительствăна система йĕркелекен организацисене компенсаци тӳлемелли тапхăра ултă уйăх таран тăсма хистенĕ. Унччен ку тапхăр виçĕ уйăх кăна пулнă. Çак укçапа организацисем ĕçрен хăтарас хăрушлăх пур çынсем валли вăхăтлăх ĕç вырăнĕсем йĕркелеме усă курĕç. Паян Чăваш Енре асăннă йышши организацисен шучĕ 26-па танлашать. Вăхăтлăх ĕç вырăнĕсем йĕркелессипе çыхăннă мероприятисене «Промлит» ООО хутшăннă — 391 çынна ĕçе вырнаçтарнă, Ĕçлев министерстви пĕтĕмлетнĕ тăрăх, регионти предприятисенчи лару-тăрушăн паян тăнăçлăх кăтартуллă, ĕçрен хăтарас хăрушлăх тухса тăнă çынсен йышĕ пысăк мар.
Комментировать