"Хыпар", 186 №, юн кун, 2014, авăн, 24

24 Сен, 2014

Ыран СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев 75 çул тултарать. Пултаруллă çак çын кун-çулĕ, пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ "Юнран юна куçса пырса" статьяра яри уçăлать. Тĕплĕнрех - 1,4 стр.

Чăваш хутлăхĕнче çитĕннĕ атлетсем çунат сараймаççĕ. Мĕншĕн ял спортсменĕсен сасси илтĕнмест? Çак ыйту хуравне Андрей Михайлов корреспондент республикăри паллă спортсменсемпе, тренерсемпе пĕрле шырать. Тĕплĕнрех - "Публицист шухăшĕ" рубрикăри материалта, 2 стр.

Етĕрне районĕнчи Хурамалăхри Ефимовсене Чăваш Енре 2013 çулта ĕçченлĕхпе çитекен пулман. Ырă тĕслĕх шайĕнчи çемье пирки "Улми йывăççинчен аякка ÿкмест" материалта тĕплĕнрех вуласа пĕлме пулать. Тĕплĕнрех - 3 стр.

Медицина çынна сыватать, ветеринари - этемлĕхе. Пĕрремĕш Петĕр патша та "Пурнăçра питĕ кирлĕ специальноç ку!" - тенĕ. Чăваш Енри ветеринари службин ĕçĕ-хĕлĕпе "Тăван ен" хушма кăларăмри статья паллаштарать. Тĕплĕнрех - 3 стр.

Кăçал "Чăваш журналистикин тата пичечĕн энциклопедийĕ" кун çути курчĕ. Вулакансем массăллă инфоромаци хатĕрĕсен, издательствăсен полиграфи предприятийĕсен тата ыттисен историне, аталанăвне, хальхи пурнăçне халалланă кĕнеке пирки Журналистсен союзне хăйсен шухăшĕсене пĕлтерме пуçларĕç. "Чăваш ятне çÿле çĕклерĕ" материал хăш-пĕр хаклавпа паллаштарать. Тĕплĕнрех - 4 стр.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.