Сывă пулас килсен - сасăла!

24 Сен, 2014

Республикăра пурăнакансен сывлăхне сыхлас тата çирĕплетес ыйтусемпе граждансене анкетăна хутшăнма йыхравлаççĕ.

Михаил Игнатьев хăйĕн указĕпе Правительствăна "Чăваш Республикин сывлăх профильне" хатĕрлесе çирĕплетме хушнă. Çакнашкал темăпа ятарлă программа кашни муниципалитетăн пуçармаллине палăртнă.

Çавнашкал профиль çине таянса кашни муниципалитет "Сывлăха аталантармалли план" çирĕплетме тивĕç. Унта медицина айккинчи, çын сывлăхне сиенлĕ витĕм кÿрекен факторсене чакармалли мероприятисене çирĕплетмелле.

Муниципалитет профилĕ - кашни территорире ведомствăсен хушшинчи команда пулмалли, вĕсен социаллă партнерлăхĕ çинчен калакан хатĕр. Планра асăннă территорире пурăнакансен сывлăх тăрăмне тĕплĕн те пахалăхлă çырса кăтартнипе çеç çырлахмалла мар, этеме витĕм кÿрекен, медицинăпа çыхăнман факторсене асăнмалла. Пурнăç, ĕç условийĕсенчен, апатланăвĕнчен, хăйне хупăрласа тăракан тавралăхран, канмалли тата ÿт-пĕве пиçĕхтермелли майсем еплереххинчен... - çыннăн сывлăхĕ çаксенчен те килет-çке.

ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви анкета ыйтăвĕсене хуравланă май граждансем хăйсен пурнăçĕн пахалăхĕ çинчен шухăша кайнипе пĕрлех хăйсем пурăнакан вырăнти, тен, сывлăх профильне хатĕрлеме хастар хутшăнасса шанать. Чăваш Ен Пуçлăхĕн указĕ еплерех пурнăçланса пынине республикăри Министрсен Кабинечĕн председателĕ Иван Моторин ертсе пыракан Правительство комиссийĕ тĕрĕслесе тăрĕ. Пĕр-пĕр ялăн е хулан сывлăх профилĕ, урăхла калас тăк - сывлăха упрамалли никĕс - еплерех пуласси унта пурăнакансенчен хăйсенчен тÿрремĕнех килет.

И.ВЛАДИМИРОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.