Хыпар 100 (27979) 06.09.2022

6 Сен, 2022

Пĕлтерĕшли çинчен калаçар

«Çĕнни ачасене яланах кăсăклантарать. Ĕнерхи пĕрремĕш урокра та вĕсем питĕ тимлĕ итлесе ларчĕç», — пĕлтерчĕ Вăрнар районĕнчи Кĕçĕн Кипек вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Людмила Васильева. Вăл 8-мĕш класра кăçал пуçласа «Пĕлтерĕшли çинчен калаçни» урок тулашĕнчи заняти ирттернĕ.

Людмила Ливиковна унта «Эпир — Раççей» темăпа калаçнă. «Урок тĕллевĕ ачасене çĕршыври пулăмсем, культурăри, ăслăлăхри çитĕнӳсем çинчен каласа парса патшалăх мăнаçлăхне кăтартасси, Тăван çĕршывăн ырлăхĕшĕн пурин те тăрăшмаллине палăртасси пулчĕ. Материал çителĕклĕ. Хушма информаципе усă курма та майсем пур. Урокра командăпа та ĕçлерĕмĕр, тĕрлĕ задани пурнăçларăмăр», — пĕлтерчĕ педагог.

Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Раççейри мĕн пур шкулта вĕренӳ эрни «Пĕлтерĕшли çинчен калаçни» урок тулашĕнчи занятирен пуçланнă. Çĕнĕ вĕрентӳ проектне пуçарасси çинчен çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче «Пĕлӳ» пĕрлĕх ларăвĕнче пĕлтернĕ. Ăна çĕршыври вĕренӳ заведенийĕсен программине çĕнĕ вĕренӳ çулĕнчен кĕртме йышăннă. Пысăк çак проекта РФ Çут ĕç министерстви пурнăçлать.

«Пĕлтерĕшли çинчен калаçни» занятисен темисем хальхи вăхăтри Раççей çыннин пурнăçĕнчи тĕп самантсемпе çыхăннă. Калаçура патриотизм тата граждан воспитанийĕн, истори, кăмăл-сипет, культура, экологи ыйтăвĕсене ытларах тимлĕх уйăрĕç. Уроксенче шкул пурнăçĕ, ачасем пурăнакан ял-хулари паллă пулăмсем, Раççейри тата тĕнчери лару- тăру, ытти пирки сăмах пуçарĕç. Пĕлтерĕшли çинчен калаçăва класс ертӳçисем йĕркелесе пырĕç. Педагогсен тĕллевĕ — вĕренекенсене тĕрĕсси пирки уçăмлăн ăнлантарса парса сиенлĕ витĕмрен хӳтĕлесси.

«Манăн шухăшăмпа, класс сехечĕ математика, физика, биологи урокĕсенчен уйрăлса тăмалла. Занятисенче ачасемпе вĕсене кăсăклантаракан ыйтусем тавра калаçмалла. Вĕренекенсем чунĕсене уçса пама, хăйсене пăшăрхантараканни пирки именмесĕр ыйтма, каласа кăтартма, сӳтсе явма пултарччăр. Эпир — педагогсем — ачасемшĕн пысăк яваплăхра», — терĕ вăтăр çула яхăн çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлӳ тата тивĕçлĕ воспитани парассишĕн тăрăшакан Людмила Васильева.

Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта та вĕренӳ эрни çĕнĕлле пуçланнă. «7-мĕш класра вĕренекенсем Тăван çĕршывпа мухтаннине тата мăнаçланнине хăйсен калаçăвĕнче çирĕплетсе пачĕç. «Манăн юратнă çĕршыв» ятпа ирттернĕ урок ачасен чун-чĕринче тата та ытларах патриотлăх туйăмĕ çуратрĕ», — пĕлтерчĕ Любовь Адюкова вĕрентекен.

Чăваш Республикин вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров та ĕнер Шупашкарти 2-мĕш лицейре урок ирттернĕ, ачасене «Раççей — çитĕнӳсен çĕршывĕ» платформа проекчĕсем, чуна килĕшекен ĕç суйлама пулăшакан мелсем пирки каласа кăтартнă. Вĕренекенсем калаçăва хастар хутшăннă, хăйсен шухăшне уççăн пĕлтернĕ. «Пĕлтерĕшли çинчен калаçни» заняти класс ертӳçи е директор канашçи ирттерекен лекци кăна мар. Вăл калаçу пулнине ăнланмалла», — тенĕ Дмитрий Захаров. Лицейре вĕренекен Виктория Егорова пĕлтернĕ тăрăх, министр хăй урок ирттерни ачасемшĕн чăнни-пех те пысăк кĕтменлĕх пулнă. «Заняти питĕ интереслĕ иртрĕ. Эпир ăнăçу, çитĕнӳ пирки калаçрăмăр. Малашлăха талпăнма хистекен хăйне евĕрлĕ вăй пулчĕ вăл», — терĕ хĕрача.

«Пĕлтерĕшли çинчен калаçни» урок материалĕсене, çак шутра сценарисем, видео, инструкци, презентаци, РФ Президенчĕн Администрацийĕн проектсен управленийĕ хатĕрленĕ. Темăсене ушкăнсене — 1-2, 3-4, 5-7, 8-9, 10-11 классем, колледжсем — пайланă. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем темăна сăвă-юрă урлă, сăн ӳкерчĕксене пăхса ăса хывĕç. Вăтам тата аслă класс ачисем валли тематика урокĕсем йĕркелĕç. 2022-2023 вĕренӳ çулĕнче 34 заняти пулмалла. Урока эрнере пĕр хутчен ирттерме йышăннă. Авăн уйăхĕнче — тăватă, юпа уйăхĕнче — пилĕк, чӳк уйăхĕнче виçĕ урок пулĕ. Çак тапхăр валли палăртнă темăсене Вĕрентекен, Ашшĕ, Амăшĕ, Аслă ăру çыннисен, Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕсене тата ыттине халалланă. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Хĕл килни кĕтменлĕх ан пултăр

«Çурла уйăхĕ шăрăх пулчĕ, çапах кĕркунне вăхăтра килчĕ», – ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев çапла каласа пуçларĕ те — çанталăк сивĕтнĕ май çынсен сывлăхне упрас ыйтусем тĕлĕшпе тимлĕ пулмалли çинчен асăрхаттарчĕ.

Газ парăмĕ пысăк

Çийĕнчен, авă, коронавирус та хăпмасть — «лару-тăру çивĕч — стационарта сипленекенсен йышне палăртакан цифрăсем пысăкланса пыраççĕ». Çавăнпа та, Олег Николаев шучĕпе, прививка тăвас енĕпе çине тăрса ĕçлемелле, вакцинаци çăмăл мар тапхăр татах çивĕчленесрен сыхланма пулăшмалла. Çанталăк тенĕрен, Олег Алексеевич прогнозсем авăн уйăхĕн вĕçĕ сулхăн пуласса шантарнине палăртрĕ, çавна май çут çанталăк газĕн çурт-йĕре хутса ăшăтма кирлĕ лимичĕпе çыхăннă ыйтусене халех татса памалли çинчен асăрхаттарчĕ.

Канашлăвăн çирĕплетнĕ кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйту та çывхаракан хĕл темине малалла тăсрĕ — строительство министрĕ Павел Данилов пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха хĕле хатĕрлес енĕпе мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ. Хатĕрлĕхĕн вăтам кăтартăвĕ 90% иртнĕ. Анчах вăтам тени пурте çав шайра пулнине пĕлтермест. Пурăнмалли çурт-йĕр сферинче хĕле хатĕррин паспорчĕсене хальлĕхе нумай хваттерлĕ çуртсен 33,5% кăна илнĕ-ха: «Ку енĕпе ĕçлетпĕр», — шантарчĕ министр. Канашлура палăртнă тăрăх, хăш-пĕр районпа хулара çак паспортсене илме те пуçламан.

Котельнăйсемпе ăшă электростанцийĕсенче резерв вырăнĕнчи топливо — çĕр кăмрăкĕпе мазут — 100% хатĕр. Газ пирки калас тăк — ЖКХ предприятийĕсен унпа тивĕçтерекен организаци умĕнчи парăмĕ пысăк — 1,14 миллиард тенке яхăн. Ку виçе иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 20,7% чухлех чакнă, çапах, куратпăр, пурпĕр сахал мар. Павел Владимирович вун-вун миллион тенкĕ парăм пухнă предприятисене списокпах асăнчĕ. Вĕсен шутĕнче — Канаш, Çĕмĕрле, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка ху-лисен, Красноармейски, Пăрачкав районĕсен, ыттисен хĕл кунĕсенче çынсен хăтлăхне тивĕçтерессишĕн яваплă предприятийĕсем.

Темăна пĕтĕмлетнĕ май Олег Николаев управляющи компанисем хăйсен тивĕçне мĕнле пурнăçланипе çыхăннă ыйтăва çĕклерĕ. Хăйсем пăхса тăракан çуртсенчи лару-тăрушăн чи малтан вĕсем яваплă. Çавна май Патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр инспекцине УКсем мĕнле ĕçленипе паллаштаракан информаци хатĕрлеме хушрĕ. Маларах ку енĕпе ĕçлемелли стандарт тĕслĕхĕсене çирĕплетмешкĕн патшалăх тытăмĕнче ĕçлекен УКсем йĕркелесси çинчен калаçу пулнăччĕ — Олег Алексеевич çакăн кăтартăвĕпе те интересленчĕ. Инспекци ертӳçи Виктор Кочетков пĕлтернĕ тăрăх, çывăх вăхăтра нумай управляющи компанин лицензи вăхăчĕ вĕçленет, çĕнĕрен лицензиленĕ май кашнин ĕçне хак пама палăртнă. Ĕç стандарчĕсен тĕслĕхĕн вырăнĕнче вара тĕп хула администрацийĕ тата Ипотека корпорацийĕ йĕркеленĕ УКсем пулмалла. Вĕсем халь нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсене хăйсен «хӳттине» йышăнас енĕпе ĕçлеççĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Телейлĕ ачалăх — çутă малашлăх

Çакна çирĕплетекен указа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев алă пуснă. «Темăна халăхпа анлă сӳтсе явнă хыççăн суйласа илнĕ. Çитес çула телейлĕ ачалăха халалламалли сăлтав темиçе те. Чи малтанах юлашки виçĕ çулта эпир ку енĕпе сахал мар ĕç пурнăçларăмăр. 2020 çул Астăвăмпа мухтав çулталăкĕ пулчĕ, çавна май документпа архив центрĕсем йĕркелерĕмĕр. 2021 çула йăх-несĕлĕмĕрсен ĕç паттăрлăхне халалларăмăр. Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисен строительстви урлă истори страницисенче çырăнмасăр юлнă нумай пулăма тупса палăртрăмăр. Кăçал паллă ентешсене тата халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ тытăмĕн аталанăвне пысăк тӳпе хывнă çынсене аса илетпĕр. Иккĕмĕш сăлтав — çĕршыв Президенчĕн Указĕпе килĕшӳллĕн 2017-2027 çулсем Ачалăх вунă çуллăхĕ пек иртеççĕ. Çак тапхăрта ачасене вĕренме, пултарулăхне аталантарма, сывлăхне çирĕплетме пысăк калăпăшлă ĕçсем тума тĕллевленĕ. Виççĕмĕшĕнчен, вăл Раççей Президенчĕ палăртнă Педагог тата наставник çулталăкĕн тăсăмĕ пулĕ», — тенĕ республика ертӳçи Олег Николаев.

2023 çулта, Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче, ачасен сывлăхне çирĕплетессине, социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерессине, вĕренме, пултарулăхне аталантарма, хушма пĕлӳ, спорт, физкультура инфратытăмне йĕркелессине пысăк тимлĕх уйăрĕç. Сăмах республикăри 230 пине яхăн ача пирки пырать. Çулталăк тематикине, палăртмалла, тĕплĕ сӳтсе явнă хыççăн çирĕплетнĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Общество канашĕн, Чăваш Енри Общество палатин, Чăваш Енри Эксперт клубĕн сĕнĕвĕсене шута илнĕ. «Хыпар», «Грани», Чăваш наци тата «Чăваш Ен» патшалăх телерадиокомпанийĕсем хăйсен официаллă сайчĕсенче тата социаллă сечĕсенчи страницисенче, ял-хула урамĕсенче ыйтăм йĕркеленĕ. Телейлĕ ачалăх темине, сăмах май, 2022 çул валли те сĕннĕ пулнă, пĕлтĕр вăл 20 ытла процент сасă пухнă. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Екатерина Ананьева: Чи кирли - çĕнтерни мар, опыт пухни

«Çуллахи вăхăтра ачасемшĕн тунсăхласа çитетĕп те кашни Пĕлӳ кунне чăтăмсăррăн кĕтетĕп», — тет вăл. Сăмахăм Çĕнĕ Шупашкарти 17-мĕш шкулта акăлчан чĕлхине вĕрентекен Екатерина Ананьева çинчен. Екатерина Владимировна кăçал «Çулталăк вĕрентекенĕ» республика конкурсĕнче çĕнтернĕ. Халĕ вăл Чăваш Ен чысне Раççейре хӳтĕлеме хатĕрленет. Асăннă педагогика конкурсĕн пĕрремĕшпе иккĕмĕш тапхăрĕсем авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа юпан 5-мĕшĕччен Тюменьте иртĕç.

«Эпĕ Çĕнĕ Шупашкарти 9-мĕш шкулта пĕлӳ илнĕ. Шкултан «5» паллăсемпе вĕренсе тухсан И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне ют чĕлхесен факультетне вĕренме кĕтĕм. Шкулта ăс пухнă чухнех акăлчан чĕлхи питĕ килĕшетчĕ. Дина Вискова педагог вĕрентни кăмăла каятчĕ. Дина Германовна — пултаруллă вĕрентекен. Халĕ те 9-мĕш шкултах вăй хурать. Ырă кăмăлĕпе ачасене илĕртме, хăй тавра пуçтарма пĕлет вăл. Мана та хавхалантарса пынăччĕ. Чун-чĕререн тав сăмахĕ калатăп ăна», — çапла пуçларĕ калаçăва Екатерина Владимировна хăйĕн çинчен каласа пама ыйтсан.

Екатерина Ананьева 2018 çулта диплом илнĕ. Аслă шкулта пĕлӳ пухнă вăхăтра химиксен хулинчи 17-мĕш шкулта практика тухнă. 5-мĕш курсра вĕреннĕ чухне вара унтах ĕçлеме пуçланă. «Мана професси питĕ килĕшет. Хамăн вырăна тупрăм тесе çирĕппĕнех калама пултаратăп. Пирĕн шкулта пултаруллă ачасем вĕренеççĕ. Педколлектив та лайăх, пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлетпĕр, пултарулăха аталантарса пыратпăр. Аслăрах ӳсĕмрисем çамрăксене пулăшма яланах хатĕр. Çакна та палăртмалла: пирĕн шкул хулара чи пысăккисенчен пĕри шутланать. Пысăк шкул вăл пысăк çемье пекех. Унта туслăх хуçаланать. Шкулта акăлчан чĕлхине 2-11-мĕш классенче вĕрентетпĕр. Мана тӳрех класс ертӳçи пулма шанчĕç. Малтанах 7-мĕшсене пачĕç. Кăçал эпĕ вуннăмĕш класс ертӳçи.

Пирĕн шкулта маларах «Çулталăк учителĕ» республикăри конкурсра çĕнтернĕ вĕрентекен пур. Вăл — Константин Мартемьянов. Константин Сергеевич акăлчан чĕлхине вĕрентет. Ун хыççăн пирĕн шкул пĕр вăхăт конкурса хутшăнманччĕ. Кăçал эпĕ вăй виçсе пăхас терĕм. Çĕнĕ çынсемпе паллашни, ыттисен ăсталăхне курни паха. Çакă кăмăл-туйăма лайăхлатать, ĕçлеме хавхалантарать. Пытармастăп, мала тухма тĕллев лартманччĕ. Апла пулин те 1-мĕш пултăм. Аса илтеретĕп: тупăшу пуш уйăхĕн вĕçĕнче пулнăччĕ. Каярах асăннă конкурсăн республика тапхăрне хутшăнтăм. Унта 1-мĕш вырăн йышăнасси пирки тĕлленмен те.

Манăн тĕллев

— Çĕнĕ Шупашкара тивĕçлипе кăтартассиччĕ. Çĕнтернине пĕлсен, паллах, савăнтăм. Çĕнĕ Шупашкар ку конкурсра иккĕмĕш çул çĕнтерет. Пĕлтĕр пирĕн хулари Василиса Егорова педагог мала тухнăччĕ. Питĕ кăмăллă ку, паллах. Халĕ маншăн тепĕр пысăк яваплăх — Тюменьте республика чысне хӳтĕлесси», — пытармарĕ Екатерина Владимировна.

Екатерина Ананьева Çĕнĕ Шупашкарти учительсен «Лампа» пултарулăх пĕрлешĕвне хăйне пулăшса пынăшăн тав сăмахĕ калать. Çав ушкăна «Çулталăк учителĕ» конкурс çĕнтерӳçисем, талантлă вĕрентекенсем çӳреççĕ. 17-мĕш шкулăн коллективне, вĕрентĕвĕн мониторинг центрне, хула администрацийĕн вĕрентӳ пайне те ырăпа асăнать. «Тюменьте пирĕн асăннă хулари 16-мĕш гимназире вĕренекенсемпе акăлчан чĕлхин урокне ирттермелле. Тата ачасене воспитани парассипе çыхăннă ĕçе кăтартмалла. 1-мĕш тапхăр пулать вăл. 2-мĕш тапхăрта ăсталăх сехечĕ ирттермелле. Тата ятарлă ыйтусене хурав памалла. Хумханатăп тесе каламăттăм хам пирки. Халĕ ĕç нумай. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланчĕ ав.

«Чи кирли çĕнтерни мар, опыт пухни», — тенĕччĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев мана сцена çинче. Эпĕ унпа килĕшетĕп», — чунне уçрĕ вĕрентекен.

Екатерина Ананьева акăлчан, нимĕç чĕлхисене пĕлет. Пултаруллăскер магистратура пĕтернĕ. Хăйĕн малашлăхне шкулпах çыхăнтарасшăн вăл. «Хальлĕхе кунтах ĕçлесшĕн, кайран пурнăç кăтартĕ. Ачасем акăлчан чĕлхине кăмăлласах ăса хываççĕ. Вĕсем тĕрлĕрен: пĕри чĕлхене çăмăллăнах парăнтарать, теприн вара ытларах ларма тивет. Хальхи вăхăтра акăлчан чĕлхин урокĕнче тĕрлĕ технологипе усă курмаллах. Мана криотехнологисем кăмăла каяççĕ. Çавăн пекех уроксенче ачасене тĕрлĕ вăйă выляттаратăп, юрăсем юрлаттаратăп, видеосем кăтартатăп. Урок — пултарулăха аталантармалли сехет. Кашнинче мĕн те пулин хăйне евĕрли пур. Унта кĕнеке кăна уçса вĕренмелле мар. Урок кăсăклă тата çӳллĕ шайра ирттĕр тесе тĕплĕн, тимлĕн хатĕрленетĕп», — калаçăва малалла тăсрĕ пултаруллă педагог. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Пьедестал çинче — чи маттуррисем

Авăнăн 3-мĕшĕнче «Олимпийский» стадиона çăмăл атлетикăна юратакансем пухăнчĕç. Унта «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн эстафета тата прессăн спорт фестивалĕ иртрĕ.

Ăмăртăва хутшăннисене ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ăнăçу сунчĕ. «Паян эпир спорт уявне пуçтарăнтăмăр. Вăл тĕрлĕ ӳсĕмри, тĕрлĕ професси çыннисене пĕрлештерет. 84-мĕш хут иртекен турнира Андриян Николаев космонавт ячĕпе йĕркелетпĕр. Кăçал пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр уçлăха тухнăранпа 60 çул çитрĕ. Эпир унăн паттăрлăхĕпе мăнаçланса старта тăратпăр», — терĕ регион ертӳçи. Вăл ырă йăласене упраса хăварса çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртме сĕнчĕ. Сăмах май, эстафета вăхăтĕнче Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков çĕнĕ йăла пуçарса ячĕ: спортпа туслă студента Лев Вопилова /Вăрнарти техникум/ велосипед парнелерĕ. Тепĕр çĕнĕлĕх — Донбасс çыннисене Раççей гражданинĕн паспортне пачĕç.

Яланхи пекех эстафета вип-чупуран пуçланчĕ. Унта министрсем, ертӳçĕсем, депутатсем, паллă спортсменсем хутшăнчĕç. Вĕсем хыççăн старта ЧР Хĕрарăмсен союзĕн тата Ашшĕсен канашĕн представителĕсем тухрĕç. Массăллă информаци хатĕрĕсен командисен хушшинче те хĕрӳ тупăшу пулчĕ. Ку хутĕнче Наци телерадиокомпанийĕн команди пуринчен маттуртарах пулчĕ. ГТРК журналисчĕсем финиша — иккĕмĕш, «Советская Чувашия» хаçат ĕçченĕсем виççĕмĕш çитрĕç. Шел те, ку ушкăнра вăй виçекенсен шучĕ çултан-çул сахалланса пырать. Районсенчи МИХ сем юлашки çулсенче ăмăртăва хутшăнма пăрахрĕç.

Спорт çемйисем те мала тухассишĕн пĕтĕм вăйран тупăшрĕç. 7 çула çитмен ачаллă çемьесен ушкăнĕнче Шупашкар районĕнчи Поповсем /ашшĕ Владимир Попов — вăтам дистанцисене чупассипе РФ спорт мастерĕ/ çĕнтерчĕç.

Иккĕмĕш вырăна тухнă Новиковсен те пурнăçĕ спортпа çыхăннă: Александрпа Марина — çăмăл атлетика енĕпе спортăн тĕнче класлă мастерĕсем. Пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине хăпарнă Михайловсем вара кăçал Пĕтĕм Раççейри ял спорт вăййисенчен çĕнтерӳпе таврăннă. 14 çула çитмен ачаллă çемьесен ăмăртăвĕнче те спорт çыннисем вăй виçрĕç. Пĕрремĕш вырăна Шупашкарти Трофимовсем тухрĕç. Кил хуçи Петр Трофимов хăвăрт утас енĕпе палăрнă. Иккĕмĕш вырăна йышăннă Ивановсем ку эстафетăна пĕрре мар хутшăннă. Сергейпа Галина /иккĕшĕ те — спорт мастерĕсем/ ачисене мĕн пĕчĕкрен спортпа туслаштарма тăрăшаççĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Вунă çултах çăпата хуçнă, хăма çурнă

«Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне атте тăхăр çулта пулнă. Анюк аппапа пĕрле Çĕрпӳ çулне тунă çĕрте ĕçленĕ, наçилккапа тăпра йăтнă. Анне вара, вун тăваттăри хĕрача, Михайловкăри заготфермăра вăй хунă. Пысăк михĕсене тырă тултарса вакуна тиенĕ, пушатнă. Киле таврăнсан фронта ăсатма алсиш-нуски çыхнă, махорка типĕтнĕ, ун валли хутаç çĕленĕ», — ашшĕпе амăшĕ каласа кăтартнине аса илчĕ Çĕрпӳ районĕнчи Метикассинчен Муркаш тăрăхĕнчи Кашмаш ялне качча тухнă хĕрĕ Алевтина Александрова.

«Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне атте тăхăр çулта пулнă. Анюк аппапа пĕрле Çĕрпӳ çулне тунă çĕрте ĕçленĕ, наçилккапа тăпра йăтнă. Анне вара, вун тăваттăри хĕрача, Михайловкăри заготфермăра вăй хунă. Пысăк михĕсене тырă тултарса вакуна тиенĕ, пушатнă. Киле таврăнсан фронта ăсатма алсиш-нуски çыхнă, махорка типĕтнĕ, ун валли хутаç çĕленĕ», — ашшĕпе амăшĕ каласа кăтартнине аса илчĕ Çĕрпӳ районĕнчи Метикассинчен Муркаш тăрăхĕнчи Кашмаш ялне качча тухнă хĕрĕ Алевтина Александрова.

«Пĕр салтак питĕ кĕтрĕ…»

Иван Федоровичпа Фекла Семеновна иккĕшĕ те Метикассинче çуралса ӳснĕ. Çамрăксем ялти пухуран таврăннă чухне каччă хĕре килне çавăтса кĕнĕ, çапла çемье чăмăртаннă.

«Аннесен çемйи пысăк пулнă — сакăр ача çуралнă. Кукаçи, таврари паллă çĕвĕç, аслă ывăлне Антона та çĕлеме хăнăхтарнă. Иккĕшĕ пĕрле кӳршĕ ялти çынсене кĕрĕк, пальто, фуфайка, шинель те çĕлесе панă. Антон Семенов вăрçă пуçлансан фронта тухса кайнă. «Ĕçрен килчĕ те мана алăран тытса укçа пачĕ. Эпĕ вăрçа каятăп, лайăх пурăнăр, терĕ. Унран çыру сайра хутра çеç килетчĕ. Виç кĕтеслĕ пĕр çырăвĕнче Канаш витĕр иртсе каясси çинчен пĕлтернĕччĕ. Аттепе кучченеç хатĕрлесе Канаша тухса утрăмăр. Унта çитме çирĕм пилĕк çухрăм. Утса-чупса çывхартăмăр, анчах пуйăс сасси вăрман ăшĕнче çухалчĕ. Кураймасăрах юлтăмăр. Пуйăса кĕтсе илсе ăсатса яракан хурал çынни: «Эсир хăш ялсем? Пĕр салтак Метикассисене питĕ кĕтрĕ, кĕтсе илеймерĕ. Пуйăсĕ те нумай тăмарĕ çав», — терĕ. 1942 çулхи пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче пичче вилни çинчен хут килчĕ. Çемьери сакăр ачаран тăваттăшĕ пĕчĕклех чирлесе çĕре кĕчĕç. Виççĕн çеç тăрса юлтăмăр», — пĕртăванĕсене куççуль витĕр аса илетчĕ анне. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă ялти палăк çине унăн ятне ылтăн сас паллисемпе çырса хунă. Мускаври Хĕç-пăшал çарĕсен тĕп музейĕнче Сӳнми çулăм патĕнче çулсем иртсен унăн ятне тупнă. Анне çичĕ класс пĕтернĕ. Çамрăклах ĕçе кӳлĕнсе фермăра вăтăр çул ĕне-пăру пăхнă. 18-20 ĕнене алăпа сунă. Вĕсене шăварма çырмари пĕверен кĕвентепе шыв йăтнă. Сĕтне сивĕтме бидонпа çырмари çăл куçа янă. Вĕсене каллех алă вĕççĕн йăтнă. Сĕт нумай паракан ĕнесене кунне виçĕ хутчен сăватчĕç. Хĕлĕн-çăвĕн уринчен резина атă каймастчĕ аннен. Йывăр йăтнăран уринчи юн тымарĕсем мăкăрăлса тух-нăччĕ. Эпир, хĕрĕсем, фермăрах çитĕнтĕмĕр. Ĕне сума шкула кайичченех хăнăхрăмăр. Анне выльă-ха юратнăран чунне парса ĕçлетчĕ. Сĕт суса илессипе ялан малти вырăнта пулнă вăл. 70-мĕш çулсенче унăн кăкăрĕ çине Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне çакса янă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та уй-хир бригадирĕнче, шкулăн интернатĕнче ĕçлерĕ. Ăна хисеплесе шкул ертӳлĕхĕ кĕпе çумалли машина парнелерĕ. Пушă вăхăтра тĕрлĕ тĕслĕ çипсенчен пукан çине, урая сармалли çаврашкасем çыхатчĕ. Вĕсене парнелетчĕ те. Нихăçан та ахаль ларман аттепе анне: кăçатă йăваланă, кĕпе-йĕм çĕленĕ, пире, пилĕк ачине, ĕçлеме хăнăхтарнă. Атте хут купăс калатчĕ. Пире ĕçрен кантарма туххăмрах ăна тăсса яратчĕ, юрлаттаратчĕ. Ашшĕ-амăшне, ĕлĕкхи юрăсене аса илетчĕ. «Атте мана шур пӳрт лартса парап тетчĕ» юрра час- часах ĕнĕрлетчĕ. Куçĕ шывланатчĕ хăйĕн», — каласа кăтартрĕ Алевтина Ивановна.

Карта тытса костюм туяннă

Иван Федоровăн ашшĕ Федор Афанасьевич ялти фермăра лаша пăхнă, аслă конюх пулнă. Амăшĕ Дарья Егоровна уй-хир бригадинче ĕçленĕ. Федор вĕсен пĕртен-пĕр ача пулнă. Федоровсем пурăннă урамра пилĕк ачаллă килсем пулнă тăк, çемьере пĕрер ывăл кăна /ыттисем — хĕрсем/ çитĕннĕ. Çавăнпа вĕсен урамне пĕрер ывăллă урам тенĕ. Иван Федоровичăн ачалăхĕ питĕ йывăр килнĕ, выçăллă-тутăллă пурăннă. Çамрăклах ĕçе кӳлĕннĕ вăл. Вунă çулта чухнех аслă ӳсĕмрисемпе пĕрле хăйсен çурчĕ умĕнчи çырмана вырнаçтарнă хăма çурмалли станокпа ĕçленĕ. Арçын ачан ашшĕ ăста çăпатаçă пулнă, ывăлне те вĕрентнĕ. Кӳршĕри Тайка аппа та ачана çăпата хуçас вăрттăнлăха хăнăхтарнă. «Санăн алă çыпăçать», — тенĕ ăна. Атăл леш енне аслисемпе мăк кăларма та çӳренĕ вăл. Илсе килсен ăна урама сарса типĕтнĕ. Пӳрт пурине мăклама хатĕрленĕ.

«Пĕрремĕш çăпата тусан эх! мĕнле хĕпĕртенĕччĕ. Каярахпа хам хуçнă çăпатасене хутаçа чиксе Чурачăка сутма каяттăм. Пĕр енне çеç çичĕ çухрăмччĕ. Кăштах та пулин укçа пулать-çке. Ыттисенчен малтан сутса пĕтереттĕм. Темшĕн çитĕннĕ çынсенне мар, манăнне туянатчĕç», — каласа кăтартатчĕ атте. Вунă çултах кăçатă сапланă-тĕпленĕ вăл. Ашшĕпе пĕрле кăмака купаланă. Иккĕшне Красноармейски районĕнчи пĕр пуян пахча карти тытса çавăрма шаннă. «Пирĕн ĕçпе кăмăллă пулчĕ хайхи, укçине шеллемерĕ. Унпа костюм туянса тăхăнтăм», — аса илетчĕ вăл. Ӳснĕ вăхăтра аттен пĕлмен ĕç пулман пуль. Шкулта вара тăватă класс çеç вĕренме май килнĕ унăн. Тракторист правине алла илсе Красноармейскине вун пилĕк çухрăма çуран ĕçлеме çӳренĕ. Çав çулсенчех Канаш районĕнче çĕвĕçе вĕренсе фуфайка çĕлеме пуçланă. Хĕсметре виçĕ çул пулнă хыççăн Çĕрпӳре ДОСААФра çамрăксене руль умне ларма хăнăхтарнă. Анчах Метикассине çӳреме çирĕм пилĕк çухрăм — пачах меллĕ мар. Çавăнпа яла таврăннă. 42 çул руль умĕнчен кайман ĕç ветеранĕ», — çывăх çыннипе тивĕçлипех мухтанать хĕрĕ. <...>

Елена ЛУКИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.