Тĕрĕслев усă кÿтĕр

24 Сен, 2014

Пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ĕçлесен сахалрах йăнăшăпăр, явап тыттарасси те чакĕ

Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕç-хĕлне, Раççей Федерацийĕн Регион аталанăвĕн министерстви хăй вăхăтĕнче пĕлтернине шута илсен, 22 сăнавпа тĕрĕслев органĕ /прокуратура, МЧС, УФАС, Россельхознадзор, Ростехнадзор т.ыт.те/ 40 ытла енпе тĕрĕслени çирĕпленет. Тĕрĕслевçĕсем тепĕр чухне финанс, пурлăхпа техника тĕлĕшĕнчен пурнăçлама питех те йывăррине пĕлсе тăрсах предписани хăвараççĕ е акт çыраççĕ, муниципалитетăн е ял тăрăхĕн ахаль те чухăн бюджетне татах та çуклăха куçаракан штраф санкцийĕ йышăнаççĕ. Ку татса памалли ыйтăва тата йывăрлатать. Влаç тытăмĕнчисене сăнавпа тĕрĕслев органĕсене халĕ те малтанхи пекех канăçсăрлантараççĕ-ши? Ку темăпа уйăх каялла иртнĕ лару хыççăн лару-тăру улшăнма тытăннă-ши?

- Тĕрĕссипе, вăл лайăхланчĕ, ĕçлеме те çăмăлланчĕ. Хирĕç тăруллă самантсене уçăмлатма республикăри мобильлĕ ушкăн пысăк витĕм кÿрет. Тĕрĕслев хыççăн ăнланманни-килĕшменни тупăнсан вăл тÿрех вырăна тухса каять, документсене тишкерет, - пĕлтерчĕ республикăри Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен ĕç тăвакан канашĕн директорĕ Станислав Николаев.

Чăваш Республикин вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕç-хĕлне сăнаса тата тĕрĕслесе тăракан ведомствăсен хушшинчи комиссийĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ĕнерхи анлă ларăвĕнче тĕрĕслевпе сăнав мониторингĕн пĕтĕмлетĕвне, вырăнти влаç тытăмĕнчисем çĕр ыйтăвĕсемпе ĕçленĕ чухне тăвакан йăнăшсемпе тата монополипе хирĕç кĕрешмелли саккунлăха пăснин сăлтавĕсене, Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕпе Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен ĕç тăвакан канашĕ хушшинчи килĕштерсе ĕçлесси пирки тунă килĕшÿ мĕнле пурнăçланнине тата Улатăр, Сĕнтĕрвăрри тата Шăмăршă районĕсен администрацийĕсем республика бюджетĕнчен 2012-2013 çулсенче уйăрнă укçа-тенкĕпе мĕнле усă курнине тишкерчĕç.

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта влаç тытăмĕнчисем патĕнче тĕрĕслевçĕсем 690 хут пулнă. Тĕрĕслевсен шучĕ кварталсерен ÿснĕ: 234 тата 356. Ытларах пайĕ - прокуратура «тÿпи» - 606 тĕрĕслев. Ростехнадзор 19 хут «канăçсăрлантарнă». Тĕрĕслевсен пĕтĕмлетĕвĕпе 767 çынна /вĕсенчен 765-шĕ - должноçри, иккĕшĕ - юридици сăпачĕллĕ/ явап тыттарнă, пĕрин тĕлĕшĕпе уголовлă ĕç пуçарса суда çитернĕ. Штраф санкцийĕсен сумми те пĕчĕкех мар: должноçри çынсене 333 пин тенкĕ, юридици сăпачĕллисене 20 пин ытла тенкĕ тÿлеттернĕ.

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта тĕрĕслевпе сăнав органĕсем тĕрлĕ документаципе кирлĕ хутсем ярса пама 7267 хут ыйтнă. Кам ытларах мĕнпе кăсăкланнине вĕсен ыйтăвĕсенченех туйса илме пулать: прокуратура - 2710 хут, ШĔМ - 742, Росреестр - 740, МЧС - 433, суд приставĕсем - 339, УФАС - 312. Чылай кăлтăк-çитменлĕхе тĕрĕслев вăхăтĕнчех пĕтернĕ.

Тĕрĕслевçĕсем те, влаç тытăмĕсен ертÿçисем те нумай йăнăша специалистсем саккунлăха япăх пĕлнипе тата юристсен пĕлÿ шайĕ пĕчĕккипе тунине çирĕплетеççĕ. Ку ыйту апла тăк çак специалистсене хатĕрлесе кăларакан аслă шкулсен ертÿлĕхне те пырса тивет.

Ларура тĕрĕслевçĕсен хăш-пĕр ăнланма йывăр саманчĕ çинчен те сăмах пулчĕ. Тĕслĕхрен, кăçалхи çĕртме уйăхĕнче Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам ял тăрăхне пĕр сăлтавпа /санкци илмен çÿп-çап куписем пирки/ харăсах виçĕ ведомство - Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви, Россельхознадзор, Росприроднадзор - тĕрĕсленĕ, виççĕшĕ те ял тăрăхĕн пуçлăхне пĕр айăпшăнах тĕрлĕ суммăлăх /пĕтĕмĕшле вăл пĕчĕк те мар/ штраф панă. Тĕрĕслевсен шучĕ, вăтамран илсен те, иртнĕ çулхи çав тапхăрпа танлаштарсан, палăрмаллах ÿснĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ федерацин тата Чăваш Енри тĕрĕслевпе сăнав органĕсене вырăнти влаç тытăмне çав териех «сехĕрлентерме» кирлĕ, предписанисем пурнăçлама май çуккисен шутĕнчен пулмалла марри пирки асăрхаттарчĕ. Унсăрăн вĕсен усси сахалли е ĕç кăтартăвĕнче пачах тÿнтерле çаврăнса тухасси çинчен каларĕ. Çав вăхăтрах икĕ енне те - муниципалитет влаç тытăмĕнчисене те, тĕрĕслевпе сăнав органĕсен ертÿçисене те - ÿпкев сăмахĕ тиврĕ. Патшалăх пурлăхне, çĕр лаптăкĕсене сутнă тата аукционсем ирттернĕ чухне шанчăксăр подряд организацийĕсем мала тухнă тĕслĕхсем пулнă. Каярахпа вĕсемпе тунă килĕшÿсене пăрахăçлаттарма çав тери йывăррине палăртрĕ. Михаил Васильевич каланине федерацин Монополипе кĕрешекен службăн Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçи Вячеслав Борисовпа федерацин Патшалăх регистрацийĕн, кадастр тата картографи службин Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Екатерина Карпеева тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç, чылай ыйтăва хуравларĕç.

Ларура юлашки вăхăтра икĕ енлĕ хутшăнусем лайăхланса-çирĕпленсе пынине палăртрĕç. Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен ĕç тăвакан канашĕн дирекцийĕ Юстици министерствипе, прокуратурăпа, МЧСпа тата ытти тытăмпа тачă çыхăну йĕркеленĕ. Ведомствăсен специалисчĕсем влаç органĕсен специалисчĕсене нормăпа право акчĕсем тĕрĕс хатĕрлеме, йышăнма пулăшаççĕ, консультацисем ирттереççĕ, семинарсем йĕркелеççĕ, «çавра сĕтел» ĕçне хутшăнаççĕ.

Лару вĕçĕнче вице-премьер - финанс министрĕ Светлана Енилина 2012-2013 çулсенче Улатăр, Сĕнтĕрвăрри тата Шăмăршă районĕсенче тĕллевлĕ уйăрнă укçа-тенкĕпе мĕнле усă курнипе тĕплĕ паллаштарчĕ. Малтанхи икĕ районĕнче, шел, унпа пачах урăх тĕллевпе усă курни çиеле тухнă. Прокуратура пĕтĕм суммăна каялла тавăрма ыйтнă. Виççĕмĕшĕнче те тĕрлĕ кăлтăк тупăннă. Районсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем Николай Романов, Владимир Григорьев тата Валерий Фадеев малашне кун пекки текех пулмасса шантарчĕç.

Михаил Игнатьев ларăва «Пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ĕçлесен сахалрах йăнăшăпăр, явап тыттарасси те чакĕ, усси вара ытларах пулĕ», - тесе пĕтĕмлетрĕ.

 

Юрий СТЕПАНОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.