Шкулсенче - ырă йăла

1 Сен, 2022

Кăçал пирĕн районта 174 вĕренекен пĕрремĕш хут парта хушшине ларчĕ. Урхас Кушкă шкулĕ те ача сассипе тулчĕ. Кунта Пĕлÿ кунĕ хаваслă та çĕкленÿллĕ иртрĕ.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ шкулсене çĕнĕлĕхсем илсе килчĕ. Пĕлÿ çурчĕсенче вĕренÿпе ĕç эрни малашне çĕнĕ йăларан пуçланĕ. Кашни тунтикун Раççей ялавне илсе тухĕç.

«Çакă ачасене хавхалантарма кирлĕ, уйрăмах — хальхи лару-тăрура. Вĕсем пĕлсе тăччăр: туслăхра пурăнмалла, хамăр çĕршыва юратмалла, унпа мăнаçланмалла. Сăмахран, спортсменсем пысăк çитĕнÿ тусан ялав çĕклеççĕ. Раççей ялавĕ çĕршыв хăватне кăтартать. Вăл пирĕн шкул ачисене вĕренÿре, спортра çитĕнÿсем тума хавхалантарасса шанатăп», — терĕ аслă вожатăй Ольга Николаева.

Пĕлÿ кунĕнче ялава çĕклекенсем 8-мĕш класра вĕренекен Павел Егоровпа Кирилл Ефремов пулчĕç. Иккĕшĕ те вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыраççĕ, физика тата математика урокĕсене кăмăллаççĕ. Футбол, баскетбол, волейбол выляма юратаççĕ. «Кунĕ те савăнăçлă, хам та хаваслă. Ялава çĕклеме мана шанни пысăк чыс. Çакă чунра ырă туйăм çуратрĕ. Ялав айĕнче тăнă май пирĕн çĕршывăн, Чăваш Республикин мăнаçлăхне туятăп», — терĕ Павел.

Урхас Кушкă шкулĕн вĕренекенĕсене «Пĕрлĕхлĕ Раççей» депутачĕсем те саламларĕç, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче ăнăçу сунчĕç.

www.hypar.ru Надежда Колесниковăн сăн ÿкерчĕкĕ

 

Рубрика: 

Комментировать