Чăваш хутлăхĕнче çитĕннĕ атлетсем çунат сараймаççĕ

24 Сен, 2014

Мĕншĕн ял спортсменĕсен сасси илтĕнмест?

Çак ыйту шухăша ячĕ мана Пĕтĕм тĕнчери «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форум çывхарнă май. Спорта ялтан тухнă атлетсемпе велосипедçăсем çÿллĕ шая çĕкленĕ, пирĕн ентешсем тĕнчери чи пысăк ăмăртусенче палăрса Чăваш Ене чапа кăларчĕç. Республика чысне паян камсем хÿтĕлеççĕ-ха?

Ĕлĕкрех, физкультура коллективĕсем вăй илнĕ вăхăтра, тĕрлĕ сферăра тăрăшакансем ĕçпе спорта шайлаштарса пынă. «Урожай» спорт обществи те ял спортсменĕсене пулăшу панă, ăмăртусем йĕркеленĕ, спорт хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ. Кашни предприяти-организацирех спорт енĕпе ĕçлекен инструкторсене те манман-ха аслăрах ÿсĕмрисем, ун чухне спорт секцийĕсене те уçма май тупнă. Шел те, хальхи вăхăтра ял спорчĕн шайĕ те пĕчĕкрех. Ял спорт вăййисенче те профессионал спортсменсем ытлараххине сăнатпăр. Халĕччен унта завод-фабрикăра, колхоз-совхозра вăй хуракан çын чапа тухнă. Профессионалсен тренировка ирттерме те майсем ытларах, вăхăчĕ те пур.

Республикăри ăмăртусем ытларах Шупашкарта иртни те çамрăк спортсменсене унта тухса çÿреме йывăртараххине палăртаççĕ тренерсем. Район центрĕсемпе пысăк хăш-пĕр ялта чаплă керменсем спортпа туслисемшĕн тĕп вырăн пулса тăчĕç. Анчах та ФСКсене çитме май çуккисен мĕн тумалла-ши? Çакă та ял спортсменĕсене ят илме чарса пырать. Тĕрĕссипе, хальхи вăхăтра спорта парăннă çын кăна чаплă атлет пулма пултарать. Тĕслĕхрен, хамăр ялти пĕр яш кашни кун тренировкăна тухнине куратăп. Çакнашкал маттурлăхпа палăракан кăна хăйĕн пурнăçне спортпа çыхăнтарĕ ахăртнех.

«Ялта пурăнакансем кахалланчĕç: пахчара та çимĕç лартса çитĕнтерме ÿркенеççĕ, хăшĕ-пĕри пахчара чечек те пулин ÿстерет-ха. Ĕне-выльăх усрама пăрахрĕç. Чăх та пулин тытасчĕ. Япали çук та ĕçĕ те çук тесе алă сулаççĕ кăна. Вĕсен ачисем ĕç тĕлне пĕлсе ÿсмеççĕ паллах. Машина, велосипед, чаплă компьютер тата ун йышши техникăна илсе парса курнăçланнипех мăнаçланаççĕ халĕ», - хĕрÿленсе калаçнăччĕ пĕр пĕлĕшĕм. Ун сăмахĕсенче те тĕрĕслĕх пурах. Наян та ĕç тути-масине пĕлмен çамрăкран спортсмен пулатех-ши вара?

Пирĕн паллă олимпçăсене аса илер-ха. Чăваш спортсменĕсенчен Олимп вăййисене пĕрремĕш хутшăннă Ардалион Игнатьев, Олимп чемпионĕсем Валерин Соколов, Елена Николаева, Валентина Егорова, Валерий Ярды, тĕнчери чи пысăк ăмăрту призерĕсем Ирина Калентьева, Олимпиада Иванова, Татьяна Архипова, Владимир Андреев, тĕрлĕ чемпионатра палăрнă Николай Пуклаков, Светлана Захарова, Алина Иванова, Альбина Майорова тата ыттисем - пурте ялта çитĕннĕ. Вĕсен ашшĕ-амăшĕ рабочи е колхозник пулнă, ачисене ĕçе юратма вĕрентнĕ. Ялта ĕçлесе туптаннă вăй-халĕ вĕсене ăмăртура мала тухма пулăшнă. Паллах, çав вăхăтра ĕçленĕ тренерсене манмалла мар.

Сумлă спортсменсем çамрăк чухне спорт шкулĕсене те çÿремен, тренировка ирттермешкĕн те услови пулман. «Вĕсене çут çанталăк пултарулăх, чăтăмлăх, ĕçченлĕх панă, тренерсем вара çак енсене аталанма пулăшнă», - тенĕччĕ паллă пĕр тренер. Хальхи вăхăтра çултан çул чаплă керменсем çĕкленеççĕ, вĕсем кашни çынна хăтлăхĕпе тата пуянлăхĕпе тĕлĕнтереççĕ. Çапах та яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа илĕртмест вăл, унта çитсе алла мечĕк илме, шыва кĕме, коньки çине тăма васкамаççĕ вĕсем.

Андрей МИХАЙЛОВ

 

Светлана ЗАХАРОВА, РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, паллă марафонçă: «Эпĕ ялта çитĕнннĕ. Пĕчĕклех ĕçлесе ÿснĕ. Йывăр ĕçрен нихăçан та пăрăнас темен. Выляма та вăхăт сахалччĕ пирĕн. Кашни кун шкула çуран çÿренĕ. Юрлă-и, çумăрлă-и - пăхса тăман, 8 çухрăм утнă, хушăран ăмăртмалла та чупнă. Чăваш çынни ĕçченлĕхĕпе тата чăтăмлăхĕпе палăрса тăрать. Марафон чупнă чухне çак пахалăхсем питĕ пĕлтерĕшлĕ».

Мевлет ЗЕЙНЕТДИНОВ, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ, тĕнче рекордсменкин Александра Деверинскаян пĕрремĕш тренерĕ: «Паянхи яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа спорта явăçтарма çăмăлах мар. Тренерсемпе учительсем çине тăмасан пĕр-пĕр ăмăртăва хутшăнас текен çамрăк та тупаймăн. Спорт еннелле туртăнакансем, спортсменăн çăмăл мар çулĕ çине тăма шикленменнисем те пур, анчах питĕ сахал. Паллах, вĕсене çухатмалла мар пирĕн, малашлăхра çул кăтартса пымалла».

Валерий НИКИТИН, Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçри вăтам шкул учителĕ: «Шкулта ача йышĕ çултан çул сахалланнă май пултаруллисене тупма йывăрланса пырать. Мĕншĕн тесен хальхи çамрăксем пушă вăхăта ытларах компьютер-телевизор умĕнче ирттереççĕ. Пирĕн шкула темиçе ялтан вĕренме çÿреççĕ, анчах вĕсене автобуспа илсе килеççĕ. Пĕр енчен лайăх ку, тепĕр енчен - çитменлĕх. Çамрăк чухне эпир çак шкула кÿршĕ ялтан çуран е велосипедпа васкаттăмăр, çавăнпах паянхи кун та сывă пурнăç йĕркине пăхăнатпăр».

Юрий ПЛОТНИКОВ, РФ Журналистсен союзĕн членĕ, спорт ветеранĕ: «Ял спортсменне çитĕнтермешкĕн çăмăлах мар: пĕр енчен - ял-салара çамрăк сахал* тепĕр енчен - вĕсене аталанмашкăн услови те çукпа пĕрех. Районти ăмăртусене хутшăнакансен йышĕ пысăк-ха, анчах унта палăрнисене çÿлерех çĕкленмешкĕн пулăшу кирлĕ. Ĕлĕкрех ялти спортсмен чыс-хисепре пулнă. Аслă ÿсĕмрисен хушшинче Вăрнарта пурăнакан, унти техникумра ĕçлекен Галина Павловăна питĕ лайăх паллатăп. Вăл йĕлтĕрпе чупассипе тата кросс турнирĕсенче малти вырăнсене йышăнать, ял спорт вăййисенче районпа республика чысне хÿтĕлет. Çĕрпÿ тăрăхĕнчи Вениамин Трофимов та чăн-чăн ял спортсменĕ. Çамрăках мар пулин те халĕ те тĕрлĕ чупăва хутшăнать, вăл тăрăшнипех районта «Паттăрлăх çулĕпе» ăмăрту иртет».

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.