Хыпар 97 (27976) 30.08.2022

30 Авг, 2022

Тырă Апат-çимĕç фончĕн пÿлмине кĕрет

Аграрисене кăçал çанталăк та пулăшать: хĕвеллĕ, типĕ тăрать. Уй-хирте лару-тăру еплерех, вырма ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ-и?

ЧР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, çурла уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне çĕр ĕçченĕсем 230 пин ытларах гектар çинчен 788 пин ытла тонна тĕш тырă вырнă. Тыр- пула тĕшĕлес енĕпе Улатăр тата Канаш районĕсем ăнăçлă ĕçленине палăртмалла: вĕсем пӳлмене 65,4 тата 74,1 пин тонна хунă. Республикăра 701 комбайн ĕçлет. Гектартан илнĕ вăтам тухăç — 34,2 центнер, 2021 çулта çак кăтарту 19,4 центнерпа танлашнă. Çак кунсенче ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Элĕк районĕнчи аграрисем патĕнче пулнă, вырма ĕçĕсемпе паллашнă. Сергей Волков фермер хуçалăхĕнче çурхи тулă тухăçĕ ăна та тĕлĕнтернĕ. Хăш- пĕр уй-хиртен фермер пĕр гектартан 60 центнер ытла тулă илнĕ. Ку — республикăри фермер хуçалăхĕсен чи пысăк кăтартăвĕсенчен пĕри.

Пахча çимĕç ӳстерекенсем те уяр çанталăкпа усă курса юласшăн. «Иккĕмĕш çăкăра» çурла уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне 174 гектар çинчен 3 пин те 586 тонна кăларнă. Вăтамран пĕр гектартан 206,9 центнер тухнă. 63 гектар çинчен 1 пин те 800 тонна ытти пахча çимĕçе пуçтарнă.

Кĕрхисене республикăра 105 пин гектар акса хăварма палăртнă. Хальлĕхе 83 пин гектар хатĕрленĕ. Çак енпе Патăрьел, Улатăр, Канаш тата Етĕрне районĕсенче ăнăçлă ĕçлеççĕ, хăшĕ-пĕри плана ирттерсе тултарнă. 19 районта кĕрхисене акаççĕ.

Республикăри Апат-çимĕç фончĕ çĕнĕ тырра йышăнма хатĕррине унчченех пĕлтертĕмĕр. Çĕрпӳри тырă йышăнакан предприятире тырă виçмелли тата лаборатори оборудованийĕсене, складсене йĕркене кĕртнĕччĕ. Пĕр уйăхра кăна Апат- çимĕç фончĕ тата «Чăвашçăкăрпродукт» предприяти хăйсен пӳлмисене 60 пин тонна ытла тĕш тырă хунă. Фондăн генеральнăй директорĕ Александр Богданов пĕлтернĕ тăрăх, Çĕрпӳри предприятире икĕ сменăпа, юлашки машинăна йышăничченех, ĕçлеççĕ. Управа хумалли тырă пахалăхлă, типĕ килет. ГОСТ тăрăх, вăл ан кăвакартăр, ан çĕртĕр тесен, унăн нӳрĕк виçи 14,5 процентран иртмелле мар. Çанталăк шăрăх тата типĕ тăнине кура тыр- пул уй-хиртенех паха килет, ăна типĕтсе чăрманмалла мар.

Апат-çимĕç фондĕнче аграрисенчен йышăннă тырра анализ тăваççĕ, кирлĕ пулсан çӳп-çапран тасатаççĕ, унтан управсене хураççĕ. Вĕсенче 15 пин тонна тырă упрама май пур. Çакна палăртмалла: фонд тĕш тырă кăна мар, пăрçа та, пăри те йышăнать. Вĕсенчен тата тулăран, урпаран кĕрпе хатĕрлеççĕ. Клейковина виçине кура тырра темиçе класа пайлаççĕ. Тĕслĕхрен, çăкăр пĕçерме 3-мĕш тата 4-мĕш классенчи тулă кирлĕ. Ун пеккине — çăкăр пĕçерекен заводсене, фуража чăх-чĕп тата сысна ĕрчетекен предприятисене сутаççĕ. Фонд аграрисене тырра типĕтме те, тасатма та пулăшать. Халех сутасшăн маррисене те тырра фонд склачĕсенче упрама май пур. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

♦   ♦   ♦


Туристсен çĕнĕ ăрăвĕ çитĕнĕ

Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем юлчĕç те — ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев шкулсене ачасене йышăнмашкăн хатĕрлесе çитерес енĕпе тимлĕ пулмалли çинчен асăрхаттарчĕ. Пушшех — капиталлă юсав ĕçĕсем пынă тата пыракан шкулсем тĕлĕшпе.

Ĕçес тĕк — хамăрăнне

Çавăн пекех вăл çынсен сывлăхĕпе пурнăçĕн хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсем пысăк пĕлтерĕшли çинче те чарăнса тăчĕ. Чи малтанах ку коронавирус сарăласран упранассине пырса тивет — массăллă мероприятисенче сыхлăх çинчен манма юрамасть. Асăрханулăх ытти енĕпе те кирлĕ. Шăрăх çанталăк, авă, çынсем шыва путнипе çыхăннă статистикăна тĕксĕмлетет — вырăнсенчи влаç органĕсен шыва кĕме уйăрнă вырăнсене кирлĕ пек йĕркелес тĕлĕшпе тимлĕ пулмалла. Анчах чи малтан çынсен хăйсен хăрушсăрлăха уямалла: хамăр упранмасан усси пулмĕ — «кашни тĕм патне çăлавçă тăратаймăпăр».

Тишкерме çирĕплетнĕ кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйту вара — алкоголь рынокĕнчи тĕрĕслев ĕçĕн кăтартăвĕсем. Вĕсемпе экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов паллаштарчĕ. Республикăра 2022 çулăн пĕрремĕш çурринче алкоголь производстви самай пысăкланнă: 521 пин декалитр эрех туса кăларнă — иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 25% нумайрах. Çавна май шурă эрехрен бюджета кĕнĕ тупăш та 23% хушăннă. Ку кăтарту сăра тĕлĕшпе те ӳсĕмлĕ, анчах ун чухлех мар — 2,9%. Тепĕр саманта палăртни те вырăнлă: республикăра сутнă шурă эрехĕн çурри — хамăрăн вырăнти предприятисем туса кăларни. Сăра енĕпе вара конкуренци çивĕчрех пулас: кăпăклă шĕвекĕн кунта сутнă виççĕмĕш пайĕ кăна — хамăр туса кăларни.

Дмитрий Иванович алкоголь суту-илĕвĕнче 1,5 пин ытла суб±ект ĕçленине çирĕплетрĕ. Ку енĕпе моратори палăртнă май вĕсенче тĕрĕслевсем ирттермен, профилактика мероприятийĕсем йĕркеленипех çырлахнă. Анчах çакă патшалăх алкоголь рынокĕнчи ĕç-пуçа хăй еккипе янине пĕлтермест. Саккунсене хытарас енĕпе те ĕçлеççĕ. Сăмакун сутакансем тĕлĕшпе палăртнă яваплăха саккун кăларсах çирĕплетмелли пуçару тунă. Çавăн пекех вырăнти предприятисен продукцине ытларах сутасси те — тĕллевсен шутĕнче. «Иккĕлле тĕллевлĕ» текен шĕвексем сутакансем тĕлĕшпе тимлĕрех ĕçлесси çине те алă сулман. Олег Николаев çак ĕçе малалла тăсассине çирĕплетрĕ. Ăна çынсене сывă пурнăç йĕркипе туслаштарассипе çыхăнтарсан, ун шучĕпе, кăтартусем тата курăмлăрах пулĕç.

Лагерьсенче пăтăрмахсем пулман

Ачасен çуллахи канăвне мĕнле йĕркеленине вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров пĕтĕмлетрĕ. Республикăра ку енĕпе кăçал 332 организаци ĕçленĕ. Çав шутра — стационар шутланакан 16 лагерь, пĕр санатори-профилактори, шкулсен çумĕнчи 305 тата социаллă учрежденисенче йĕркеленĕ 10 лагерь. Ачасен канăвне йĕркелеме республика, муниципалитетсен бюджечĕсенчен 300 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Лагерьте канмалли путевка хакĕ 17,1 пин ытларах тенке ларнă, кăнтăрла кăна пулмалли лагерьсенчи пĕр куншăн 105 тенкĕ тӳлеттернĕ. Çапла майпа çуллахи тапхăрта 38 пин ача канăвне йĕркелеме май килнĕ, вĕсенчен 17,5 пинĕшĕ хула тулашĕнчи лагерьсенче канса сывлăхне çирĕплетнĕ. Чăваш Енри 40 ача «Артекра» пулнă, 10 ача — «Орленокра», виççĕн «Кĕрен парăсра» каннă. 1,7 пин ача валли 7 профиль смени йĕркеленĕ. Çавăн пекех министр Чăваш Ен Донецкпа Луганск халăх республикисен ачисене йышăннине, вĕсен канăвне йĕркеленине палăртрĕ.

Роспотребнадзорăн регионти управленийĕн ертӳçи Надежда Луговская каланă тăрăх, лагерьсенче лару-тăру йĕркеллĕ пулнă. Çапах вăл ертсе пыракан ведомство ĕçченĕсем тĕрĕслевсем ирттернĕ май уйрăм çитменлĕхсене тупса палăртнă. Çавнашкал 190 тĕслĕхе шута илнĕ — вĕсем ачасене апатлантарассине, лагерьсен территорийĕсене, пӳлĕмĕсене пăхса тăрассине кирлĕ пек йĕркелеменнипе çыхăннă. Ку тĕслĕхсемпе 204 протокол çырнă, айăплисене 600 пин ытла тенкĕлĕх штрафланă. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Пурте Шупашкарта вырнаçнă

Пĕлӳ кунĕ çывхарнă май республикăри ача шучĕпе чи пысăк шкулсене палăртас терĕмĕр. Республикăра унашкал шкулсем хуласенче тата район центрĕсенче вырнаçнă. Ялсенче вара, пĕтĕмĕшле илсен, ача шучĕ çулсерен чакса пырать. Чи пысăк пĕлӳ çурчĕсем çапах та республикăн тĕп хулинче вырнаçнă. Эпир хатĕрленĕ ТОП-5 шутне Çĕнĕ Шупашкартисем те лекеймерĕç.

Хăйсемшĕн ăс пухнине ăнланма пулăшаççĕ

ТОПăн пĕрремĕш картлашкине Шупашкарти 5-мĕш гимнази йышăнчĕ. Кунта 2621 ача пĕлӳ илет. Кăçал 230 ача парта хушшине пуçласа ларĕ. 1-мĕш класс çиччĕ пулĕ. Ку вĕрентӳ заведенийĕ икĕ корпусран тăрать. «А» корпус Президент бульварĕнче вырнаçнă, «Т» корпус вара — Агаков урамĕнче. Гимназие РФ пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, ЧР вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Инна Исаева ертсе пырать.

Гимназире тĕрлĕ предметпа тарăн пĕлӳ параççĕ кăна мар, пултаруллă ачасене пур енлĕн аталанма та пулăшаççĕ. Пĕлӳ çуртне ашшĕ-амăшĕ те лайăх хак парать. «Енчен те сирĕн ачăр пурнăçра хăйĕн çул-йĕрне палăртнă пулсан кунта ăна хăйне кирлĕ предметсене тарăннăн вĕренме пулăшĕç. Гимназире ачасене йышăну тума тата яваплăха туйма вĕрентеççĕ. Çав тери лайăх шкул. Коллектив йĕркеленсе çитнĕ. Питĕ ăслă учительсем пуçтарăннă кунта. Вĕсем ачасене педагогшăн мар, хăйсемшĕн вĕреннине ăнланса илме пулăшаççĕ. Пахалăхлă апат çитереççĕ. Вăл хаклă мар. Шкултах бассейн, хальхи йышши тĕрлĕ оборудовани пур», — çапла çырнă икĕ ача амăшĕ Надежда Лапина.

Ашшĕ-амăшĕ савăнать

Шупашкарти 1-мĕш шкул — пирĕн ТОПăн иккĕмĕш картлашки çинче. Вăл Строительсен урамĕнче вырнаçнă. Кунта 1874 ача пĕлӳ илет. Авăн уйăхĕн 1- мĕшĕнче 275 ача 1-мĕш класса кайĕ. 1-мĕш класс вуннă пулĕ. Вĕрентӳ заведенине Татьяна Николаева ертсе пырать.

Ку — юлашки стандартсемпе тунă çутă та хăтлă шкул. Вăл тăватă блокран тăрать. Виçĕ хутлă пĕрремĕш корпус — кĕçĕн классем валли. Теприне аслă классем йышăнаççĕ. Виççĕмĕшĕ — спорт блокĕ. Унта икĕ спортзалпа бассейн вырнаçнă. Юнашарах — стадион. Унта футболла, хоккейла тата баскетболла вылямалли лапамсем пур. Тăваттăмĕш корпусра — пысăк столовăй, икĕ библиотека тата акт залĕ. Столовăйăн чӳречисем пысăк. Шкулăн коридорĕсем сарлака, çутă, стенасене хитре тĕссемпе сăрланă. Совет тапхăрĕнче тунă шкулсенче вĕренекенсен çĕнĕ йышши кун пек шкул çинчен ĕмĕтленмелли кăна юлать. «Ачасем çакăн пек шкулта вĕреннишĕн хĕпĕртетпĕр», — çырнă ашшĕ-амăшĕ интернетри пĕр форумра.

Кружок-секци нумай

Пирĕн ТОПăн виççĕмĕш картлашки çинче — Шупашкарти 59-мĕш шкул. Кунта 1624 ача вĕренет, пултарулăхне аталантарать. Пĕлӳ çуртĕнче кăçал 213 ачашăн шăнкăрав пуçласа янăрĕ. 1-мĕшсем ултă класс пулĕç. Лебедев урамĕнче вырнаçнă шкулăн директорĕ — РФ пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Ольга Курмаева.

59-мĕш шкулта кафе, бассейн, стоматологи кабинечĕ пур. Классене хальхи йышши оборудовани вырнаçтарнă. «Кунта çӳллĕ шайри педагогсем ĕçлеççĕ. Шкул ертӳлĕхĕ пирки те ыррине кăна калас килет. Эпĕ хам та хăй вăхăтĕнче кунта пĕлӳ илнĕ. Малта пыраканнисенчен пĕри пулнă вăл. Халĕ те çавăн пекех. Кунта пурлăхпа техника бази те пуян», — çырнă социаллă сетьре икĕ ача ашшĕ Роман Шуканов. Виçĕ ача амăшĕ Ольга Федорова вара шкулта секци-кружок нумаййишĕн хĕпĕртет. Çакă ачасене аталанма, пултарулăхне ӳстерме пулăшать-çке. Нумай ашшĕ-амăшĕ кунти пуçламăш шкулта питĕ тарăн пĕлӳ панине палăртать. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Сунарçăсем чĕр чунсене апатлантараççĕ

РФ сунар хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Федор Жоголев хăйĕн шăпине сунар ĕçĕпе çыхăнтарнă. Вăл 10 çултах сунар ăсталăхне алла илме тытăннă. Унăн ашшĕ те, аслашшĕ те, мăн аслашшĕ те сунарçăсем пулнă.

- Чулхула тăрăхĕнче çуралнă эпĕ. Сунара пĕрремĕш хут асаттепе пĕрле кайăк кăвакал тытма кайнăччĕ. Çав тапхăртах пăшалтан пеме вĕрентĕм. Ӳсерехпе пĕчченех сунара вăрттăн тухаттăм. Ун чухне сунарçă билетне 18 тултарсан кăна панă. 1966 çулта аттене Çĕнĕ Шупашкара ĕçлеме куçарчĕç. Кунта ун чухнех сунара çӳремелли майсем пурччĕ, çавăнпа эпир хăнăхнă йăлана пăрахмарăмăр, çултан-çул аталантарса пытăмăр, — аса илчĕ Федор Иванович.

Вăл каланă тăрăх, пирĕн республикăра сунарçăсен династийĕ сахал мар. «Ашшĕ ывăлне, аслашшĕ мăнукне çак ĕçе хăнăхтарма тăрăшатех. Хăш-пĕр çемьере ăруран ăрăва куçса пырать», — терĕ ăста сунарçă. Тĕслĕхрен, Федор Жоголевăн мăнукĕ те сунара çӳрет.

«Сунар вăл — пурнăç стилĕ. Çут çанталăкпа киленнисĕр, уçă сывлăшпа сывланисĕр пуçне сунар сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарать, спортпа туслашма пулăшать. Сунарçăн спорт ориентировкин, спорт туризмĕн, пăшалтан пемелли уйрăмлăхсене аван чухламалла. Çавăн пекех çĕнĕ улшăнусене ăса хывмалла. Совет тапхăрĕнче сунарçăсен пĕлĕвне тĕрĕслесе тăнă. Сунарçăн тĕрлĕ енлĕ аталаннă çын пулмалла: хăрушсăрлăх йĕркине, тавралăха, чĕр чунсене, вăрмана лайăх пĕлмелле, машинăпа е кимĕпе çӳремелле, карттăпа усă курма хăнăхмалла», — каласа кăтартрĕ РФ сунарçăсемпе пулăçăсен пĕрлешĕвĕсен ассоциацийĕн хисеплĕ членĕ.

Федор Жоголев Çĕнĕ Шупашкарти сунарçăсемпе пулăçăсен обществине 30 çул ертсе пынă. 2012 çултанпа — Чăваш Енри сунарçăсемпе пулăçăсен обществисен союзĕн председателĕ. Федор Иванович пĕлтернĕ тăрăх, ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен министерстви 22 пин ытла сунарçа патшалăх билечĕ панă.
Вĕсенчен 2820-шĕ союза кĕнĕ. Чăваш Енре 14 сунар хуçалăхĕ пур. Сезон пуçлансан палăртнă вырăнта сунара тухма ирĕк паракан путевка /кашни хуçалăхра сунара тухма уйрăм путевка пулмалла/ валеçеççĕ.

— Патшалăх билечĕпе путевкăсăр сунара тухма юрамасть. Шел те, браконьерсен шучĕ сахал мар. Вĕсене тытсан протокол çыраççĕ, ăна суд пăхса тухать. Айăплисене сунара тухма темиçе çуллăха чараççĕ тата штрафлаççĕ. Çул çинче тискер чĕр чуна таптасан та штраф тӳлеме тивĕ. Сунар хуçалăхĕнче ĕçлекенсем браконьерсемпе кĕрешес тĕллевпе куллен рейда тухаççĕ. Егерьсемпе охотоведсен кайăк-кĕшĕкпе чĕр чунсене сыхлаççĕ кăна мар, апатлантараççĕ те. Вĕсем валли тăвар, утă-улăм, тырă, çĕр улми нумай кирлĕ. Хĕлле çитермесен хăш-пĕр чĕр чун /хир сыни, хир качаки…/ выçăпа вилет. Сунар хуçалăхĕнче ĕçлекенсем чĕр чун автоçул çине тухасран картапа пӳлеççĕ, çулсене йĕркене кĕртеççĕ, — ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ ертӳçĕ.

Чăваш Енри сунарçăсемпе пулăçăсен обществисен союзĕ çуллен тĕрлĕ мероприяти ирттерет. Сунарçăсен фестивалĕ, пулăçсен ăмăртăвĕ... Хĕлле сунар биатлонĕн турнирне йĕркелеççĕ. Унта кӳршĕ регионсенчисем те хутшăнаççĕ. 1997 çултанпа уйрăм хаçат та кăларса тăраççĕ. Унта сунарçăсен халапĕсемпе сăн ӳкерчĕксем, сунарпа çыхăннă саккунсемпе йышăнусем, кăсăклă ытти статья кун çути курать. Сунарçăсем конференцие çуллен пуçтарăнаççĕ, унта тĕрлĕ ыйтăва татса параççĕ. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


«Эскимоссемпе пĕрле тинĕсе тухрăм, кит тытнине куртăм»

«8-мĕш класс хыççăн Шупашкара çул тытрăм, ӳнер училищине вĕренме кĕресшĕн пултăм. Абитуриентсен ĕçĕсене курсан шухăша кайрăм. Эпĕ ӳкерме кăмăллакан ял ачи çеç. Экзамен тытакансем ӳнер шкулĕсенче ăсталăха туптанă. «Мĕн пулчĕ? Мĕншĕн пуçна усрăн?» — илтĕнчĕ арçын сасси. Ӳнер училищин преподавателĕ Виктор Немцев ӳнерçĕ пулчĕ иккен. Вăл мана хавхалантарчĕ», — аса илчĕ пултарулăх анинчи пĕрремĕш утăмĕсене Георгий Семенов ӳнерçĕ тата фотограф. 38 çул Чукотка автономи округĕнче пурăннăскер Сĕнтĕрвăрри хулинче тĕпленнĕ. Нумаях пулмасть ӳнер галерейинче унăн куравĕ уçăлнă.

«Çĕр улмине хамăрах шуратăпăр, эс ӳкер»

Георгий Егорович Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕнче çуралнă. Çемьере 9 пĕртăван ӳснĕ.

«Аслă пиччем Петĕр Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине те хутшăннă. Çĕнтерӳ хыççăн хĕсметре тăчĕ вăл. Отпуска тăван яла таврăнатчĕ. Петĕр кавирсем хатĕрлетчĕ. Шултра пире якататчĕ, ӳкерчĕксемпе илемлететчĕ. Кавирсене стенаран çакаттăмăр. Пичче — хăй тĕллĕн вĕреннĕ ӳнерçĕ. Мана этюд ӳкерме ертсе каятчĕ. Ял çыннисен портречĕсене ӳкеретчĕ. Вăл ĕçленине сăнама кăмăллаттăм. Пĕррехинче ман валли сăрă, хут туянчĕ. Малтанхи ĕçĕмсем чаплах марччĕ.

Пирĕншĕн Петĕр тĕслĕхчĕ. Служба вĕçленсен Казахстанра тĕпленчĕ, çăмăл атлетика секцине çӳрерĕ, чемпион ятне тивĕçрĕ. Тăванĕсене манмастчĕ. Хăнана пушă алăпа килместчĕ. Мана искусство пирки кĕнекесем парнелетчĕ», — ачалăхне куç умне кăларчĕ Георгий Семенов. Шкулта вăл стена хаçачĕсем ӳкернĕ. Çавăнпах-тăр аслă классенче ăна «шкул ӳнерçи» тесе чĕннĕ. Каччă пултарулăха аталантарма тĕллев тытнă — Шупашкарти ӳнер училищине вĕренме кĕрес тенĕ. Анчах ĕмĕт пурнăçланайман. Кĕтмен тĕлпулу унăн шăпине татса панă. Виктор Немцев ӳнерçĕ ăна хăйĕн ăсталăх лаççине чĕннĕ. Каччă ĕмĕтне пăрахăçламан — Шупашкарти пир-авăр комбинатне ĕçлеме вырнаçнă та пушă вăхăтра Виктор Леонтьевич патне васканă.

«Хĕсмете шутсăр каяс килетчĕ. 19 çул тултаричченех çар комиссариатне çитрĕм те мана повестка пама ыйтрăм. Тинĕс çарне илессе шантăм. Анчах пограничниксен çарне лекрĕм. Çакăншăн пачах кулянмарăм. Çĕршывăмăрăн инçет хĕвел тухăç енне пуйăспа 17 талăк кайрăмăр. Чикĕри заставăна часрах çитес килчĕ. Мана, хитре ӳкерекенскере, штабрах хăварасшăнччĕ. Эпĕ, çĕршыв чиккине сыхлакан салтаксем пирки кинофильмсем курма юратнăскер, замполитпа пĕрле заставăна тухса кайрăм», — терĕ Георгий Егорович.

1965-1968 çулсенче Китай чиккинче пăлхавлă пулнă. Командирсем чăваш салтакне пултарулăхĕшĕн хисепленĕ. Яваплăскер хушнине вăр-вар пурнăçланă, пур çĕре те ĕлкĕрнĕ. Георгий Семенов «Хĕрлĕ кĕтесшĕн» яваплă пулнă, «дембель» альбомĕсене илемлетнĕ. «Çĕр улмине эпир хамăр та шуратса турăпăр, эсĕ пирĕн альбомсене ӳкер», — тетчĕç салтаксем», — аса илчĕ ӳнерçĕ.

Кăнтăрла вĕреннĕ, каçхине ĕçленĕ

Çар чаçĕнче чи маттур 6 салтака суйланă та милици шкулне вĕренме сĕннĕ.

«Тахăшĕ пире уголовлă ĕçсене тĕпчеттересшĕн пулнине пĕлнĕ. «Вĕлереççĕ унта», — терĕ тепри. Виççĕмĕшĕ çурçĕре кайма сĕнчĕ — Норильскри шахтăсенче пысăк укçа ĕçлесе илме пулать имĕш. Эпĕ çамрăкчĕ, пуяс килетчĕ. Тăваттăн çурçĕре çул тытрăмăр. Шахтăран тухакан арçынсем пире ăнланмастчĕç. «Сывлăха пĕтеретĕр кунта», — тетчĕç. Çур уйăх медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухрăмăр. Тĕп инженер та пире шеллерĕ. «Тундрăра газ пăрăхĕ хураççĕ. Унта уçă сывлăш, илемлĕ çут çанталăк. Укçине те аван тӳлеççĕ», — терĕ. Унăн сăмахĕсене хăлхана чикрĕмĕр те вертолета лартăмăр», — терĕ ӳнерçĕ.

Георгий Егорович Енисей юхан шывĕ урлă тата тундрăра пăрăх хунă. Çав вăхăтрах вăл этюдсем тумашкăн вăхăт тупнă. Çурçĕре командировкăна пынă ӳнерçĕсем сĕннипех Георгий Семенов ӳнер училищине вĕренме кĕмешкĕн тепĕр хут шут тытнă. 6 çултан вăл Шупашкара таврăннă.

Вĕренӳ учрежденийĕнче экзаменсен тапхăрĕ пуçланнă. Йăлăнса ыйтсан тин ӳнер училищин директорĕ Георгий Семенова экзамен тытма ирĕк панă. «4 сехетре этюд ӳкертĕм те живопиç экзаменне васкарăм. Ĕçшĕн «4» паллă илтĕм. Пултарулăх тĕрĕслевĕсем витĕр тухрăм-ха, анчах вырăс чĕлхипе литературин экзаменĕсенче йывăр пулчĕ. Шкултан вĕренсе тухнăранпа 8 çул иртрĕ. Диктанта аран-аран çыртăм. Преподаватель хĕрхенсе «3» паллă лартрĕ», — терĕ ӳнерçĕ.

Малтанхи çур çулта ăна йывăр пулнă. Студент кăнтăрла вĕреннĕ, каçхине ĕçленĕ. Диплом илсен вăл направленипе Чукоткăна кайнă. Георгий Семенова икĕ хутлă çуртсемлĕ Анадырь килĕшмен. Ӳнерçе унта нимĕн те илĕртмен. Вырăнти ертӳлĕх çамрăк специалиста хăйсем патĕнчех хăварассишĕн тăрăшнă — çĕнĕ поселокра тĕпленме сĕннĕ. Унта вăл самолетпах вĕçнĕ. Чăваш каччине хваттерпе тивĕçтернĕ, ӳнер шкулĕ уçма пулăшнă. Георгий Семенов вăтăр çул ытла ачасемпе ĕçленĕ. Унăн вĕренекенĕсен ĕçĕсем Японири, Вьетнамри, Кубăри пултарулăх ăмăртăвĕсене хутшăннă. Çамрăк ӳнерçĕсен ĕçĕсене Мускаври куравсене тăратнă.

«Çул çӳреве тухма кăмăллаттăм. Чукчăсен пурнăçĕпе кăсăклантăм, ярангăра /куçнă чухне хăвăрт пуçтарăнакан çурт/ çывăртăм, арçын ĕç-хĕлне тĕпчерĕм. Эскимоссемпе пĕрле тинĕсе тухрăм, кит, тюлень, морж тытнине куртăм. Вĕсене вĕлернине сăнама çăмăл мар. Чĕр чуна темиçе хут сăнăпа чикеççĕ те тракторпа туртса кăлараççĕ. Çавăнтах какайне шăмăран тасатаççĕ те тăпра чавса хураççĕ. Çапла вĕсем хĕле хатĕрленеççĕ. Чукча халăхĕ питĕ ырă чунлă. Уçă кăмăллăскерсем ачасене аса илтеретчĕç. Ялан йăл кулаççĕ, хăнана хисеплесе пăлан пусма пултараççĕ. Халĕ ытларахăшĕ ярангăра мар, чаплă коттеджра пурăнать», — терĕ Георгий Егорович. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

♦   ♦   


«Турă панă çул-йĕре анне те улăштараймасть»

Пермь облаçĕнче вăл — паллă çын. Унăн ăста алли тĕрлĕ хулари ача-пăча лапамĕсене, парксене, паллă вырăнсене илемлетнĕ. Чăваш скульпторĕ Алексей Исаев йывăçран, пăртан скульптурăсем туса ят-сум çĕнсе илнĕ.

Илĕртекен пăр

Алексей Исаев Патăрьел районĕнчи Тури Туçара çуралса ӳснĕ. Шкултан вĕреннĕ чухнех художник пулас килнĕ унăн. 9-мĕш класс хыççăн вăл Шупашкарти ӳнер училищине кĕрес тесе экзаменсем панă, анчах ачан ĕмĕчĕ пурнăçланайман. Вара тĕплĕн хатĕрленме тĕллев тытнă. Кӳршĕ ялта училище пĕтернĕ художник Веня Кириллов пурăннă та – ун патне вĕренме çӳренĕ. Вăл пулăшни усă панă: 11-мĕш класс хыççăн Алексей училищĕне художник-оформителе кĕнĕ.

«Тăватă çул хулари общежитире пурăнтăм. Çав вăхăт ним сисĕнмесĕр иртрĕ. Кайран икĕ çул çарта тăтăм. Унтан килсен тĕрлĕ çĕрте ĕçлерĕм, музейре художникре çур çул тăрăшрăм. Пĕр вырăнта нумай лараймастăп эпĕ. Николай Толстов преподаватель патне мастерскоя пулăшма çӳреттĕм. Унта художниксемпе скульпторсем пуçтарăнатчĕç. Георгий Пупинпа паллашрăм. Пăртан скульптура тăвассипе Шупашкарта вăл кăна ĕçлетчĕ. Фестивальсенчен килсен хăйĕн ĕçĕсен сăн ӳкерчĕкĕсене кăтартатчĕ. Училищĕре 3-мĕш курсра вĕреннĕ чухне пирĕн пата килсе пăртан скульптура тăвасси çинчен лекци те вуланăччĕ вăл. Заливра «пăр хула» тунине кайса пăхаттăм. Ку ĕç мана та туртса кĕрсе каясси пирки шухăшламан эпĕ», — аса илчĕ Алексей Николаевич.

Çулла Георгий Степанович ăна хăйĕнпе пĕрле Пермь хулине, Кама хĕррине, хăйăртан кĕлеткесем тăвакансен фестивальне илсе кайнă. Хĕлле Салихарда, Уренгоя пăртан скульптурăсем тунă çĕрте пулăшуçă пулма чĕннĕ. Ăстапа пĕрле çӳресе, вăл мĕнле ĕçленине курса Алексей хăй те пăр касма вĕреннĕ. Кайран хăй тĕллĕн ĕçлеме тытăннă. «Кунĕпе хĕлле урамра шăнаттăм та: «Ку ĕç мана кирлĕ мар», — тесе тарăхаттăм. Çурçĕрте сивĕччĕ. Аслăрах скульпторсем калатчĕç: «Пăр касасси — питĕ илĕртекен ĕç, вăл хăйĕн патне туртать. Акă çулла канатăн та каллех хĕл çитессе, пăрпа ĕçлеме пуçласса кĕтĕн». Çапла каланине ĕненместĕм. Пăра тытас та килмест пекчĕ. Анчах çулла иртсе каятчĕ те сисме пуçлаттăм: манăн пăрпа ĕçлес килет, хулана каймашкăн плансем тума тытăнаттăм», — тĕлĕнтерчĕ аякри чăваш скульпторĕ.

Вырăнĕ килĕшнĕ те…

Кашни хĕллех пăртан скульптурăсем тунă вăл. Юлташĕ патне Перме кайнă та çак хуларах юлнă. Облаçри Кунгур хулинче, Пермьрен 100 çухрăмра вырнаçнă хулара, унăн пысăк саккас пулнă. Паллă вырăна, çĕр хăвăлне, илемлетме шаннă ăна. Унта вăл пăртан нумай скульптура тунă. Вĕсем çулла та ирĕлмеççĕ-мĕн. Хăвăлта кăна мар, ун çывăхĕнчи паркра та йывăçран каснă кĕлеткесемпе хăтлăлатма хушнă. Уйрăм çын саккасĕ пулнă ку. «Деревня Ермака» тата «Поляна сказок» парксем тунă вăл. Çавăн чухне Кунгур хули ăна питĕ килĕшнĕ. Унтан 12 çухрăмри Полетаево ятлă пысăках мар салара 50 сотка çĕр туяннă. Художнике çавăнти çут çанталăк, вăрман, çырма юнашарри илĕртнĕ. Пысăк мастерской тунă вăл. Унтах пурăнать, ĕçлет. Мунча хута янă. «Çурт тума вăхăт çитмест. Пурăнмалли пур та хыпаланмастăп. Лăпкă вырăн, шăплăх хуçаланать кунта. Интернет тытать. Электричество пур. Хĕлле çула тасатса тăраççĕ. Кăмăл пулсан хулана тухса кĕме пулать. Ытларах вырăссем пурăнаççĕ, хулана ĕçлеме çӳреççĕ. Манăн кӳршĕсем — пуян çынсем. Çуртне дача пек усă кураççĕ, кунта канма килеççĕ. Эпĕ чăваш пулнине ялтисем те, хулари пĕлĕшсем те пĕлеççĕ. Хăйсен телефонĕнче манăн номере «Леша чуваш» тесе çырса хураççĕ. Ĕçлеме ӳркенместĕп. Хама лайăх енчен кăна кăтартатăп та: «Чăвашсем пурте çавăн пек-и?» — ыйтаççĕ вара. «Паллах!» — тетĕп. «Калаçма, шӳтлеме юрататăп эпĕ», — 12 çул каялла Полетаевăра епле майпа тĕпленни çинчен каласа кăтартрĕ Алексей Николаевич. <...>

Алина ИЛЬИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.