Хыпар 88 (27967) 09.08.2022
Васкавлă ĕмĕрте пурăнатпăр
Телее, вăхăта перекетлемелли мелсем те пур «Ĕç килĕшет. Маншăн, студентшăн, ку тытăмра вăй хума меллĕ. Вĕренӳрен пушă вăхăтра ĕçлетĕп. Стипенди çумне шалу хушăнать...» — çурăм хыçĕнчи апат тултарнă кутамккана лайăхрах майлаштарса хучĕ те Андрей малалла вĕçтерчĕ.
Килех хатĕр апат илсе килсе пани, паллах, пирĕншĕн те меллĕ. Коронавирус пандемийĕ вăхăтĕнче çак ырлăха хăнăхрăмăр та... Халĕ, инфекципе çыхăннă чăрмавсене сирнĕ пулин те, унран хăтăлаймастпăр. Лавкка-кафене çӳрес килмест. Алăра телефон тытнипех сĕтел çине апат килсе лартма май пурри чăннипех те аван çав. Интернет компани виртуаллă тĕнчерен чăнлăха куçсах пырать. Маларах Раççей хулисенче çак порталăн таксийĕ вăй илчĕ. Унтан урамсенче «сарă çынсем» курăнма пуçларĕç. Вĕсем — киле е офиса кафесемпе ресторансенчен апат пырса паракан курьерсем. Вĕсен пулăшăвĕпе Шупашкарта та юлашки вăхăтра анлă усă курма пуçларĕç. Эпĕ те Андрейпа çапла майпа паллашрăм. Каçхи тăхăр сехетре вăл пицца илсе килсе пачĕ, унăн ĕçĕн хăйне евĕрлĕхĕсем пирки калаçса кайрăмăр.
…Çамрăк çын И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра вĕренет, виççĕмĕш курс пĕтернĕ. Интернетра саккас парса апат кӳрессипе çыхăннă сервисра çур çул ытларах ĕçлет. Унта вăл юлташĕ сĕннипе кайнă. «Тĕрĕссипе, маншăн ку ĕç çĕнĕлĕх мар. Мĕншĕн тесен эпĕ маларах волонтер пулнă. Пандеми вăхăтĕнче ватă çынсене лавккаран апат-çимĕç, аптекăран эмелсем илсе кайса панă, — каласа кăтартрĕ курьер. — Çавăнпа кунта ĕçлеме хăвăртах хăнăхрăм. Клиент телефона вырнаçтарнă ятарлă приложени е диспетчер служби урлă каферен е ресторанран апат саккас парать. Программа хăех Яндекспа ĕçтешлĕх килĕшĕвĕ тунă общество апатланăвĕн заведенийĕсене сĕнет, менюпа паллаштарать, хаксене пĕлтерет. Курьер, эпĕ ĕнтĕ, саккаса илетĕп те палăртнă адреспа кайса паратăп».
Çак ĕç-хĕле пурнăçлама, Андрей пĕлтернĕ тăрăх, 45 минутран ытла иртмест. 25-30 минут апат хатĕрлеме, 10-15 минут çул çине тухса каять.
Çакă территорие ятарлă зонăсем çине пайланипе çыхăннă. Унта общество апатланăвĕн пункчĕсем саккас паракана та, курьера та çывăх вырнаçнă. Çак вăхăтра апат сивĕнсе те ĕлкĕреймест, пăсăлас хăрушлăх та çук. Мĕншĕн тесен, Андрей каланă тăрăх, ăна ятарлă чĕркеме хураççĕ, клиент патне термосумкăра илсе каяççĕ.
Андрее ку ĕçе вырнаçма йывăр пулман. Тен, ăна унччен ку енĕпе ĕçлесе опыт пухни те пулăшнă? Курьер пулас тесен компанин официаллă сайтĕнче резюме çырмалла. Кунсăр пуçне система хăй хăш-пĕр информацие ыйтма пултарать. Анкетăна пăхса тухнă хыççăн икĕ-виçĕ эрнерен ĕçе вырнаçас текене собеседование чĕнеççĕ. Хăшĕ-пĕриншĕн кун чухлĕ кĕтесси нумай пек туйăнма пултарать. Компани ăнлантарнă тăрăх, хăвăртрах ниепле те май килмест. Мĕншĕн тесен юлашки вăхăтра курьера вырнаçас текенсен шучĕ палăрмаллах ӳснĕ. Кашни анкетăна пăхса тухма, кашни çынпа тĕл пулса калаçма вăхăт самаях кирлĕ.
«Чи пĕлтерĕшли пирĕн ĕçре — хăвна çынпа тытма пĕлни, кăмăллă калаçни, вашават пулни. Паллах, тем тĕрлĕ çынпа та тĕл пулма тивет. Ыррăн сăмах ваклакансем кăна мар, хăр-хар кĕтсе илекенсем те пур. Çавăн пеккисемпе хăвна алăра тытмалла, сивлеккĕн калаçма юрамасть», — терĕ Андрей.
Курьерăн шалăвĕ, сăмах май, клиент кăмăлне тивĕçтернинчен те нумай килет. Ĕç укçине кашни эрнере параççĕ. Ĕçе вырнаçсанах сехетпе тӳлеççĕ. Каярахпа вара рейтинг системи вăя кĕрет. Балл мĕн чухлĕ пысăкрах, хушса паракан пай та çавăн чухлĕ ытларах пулать. «Тивĕçсене тӳрĕ кăмăлпа пурнăçламалла, кая юлмалла мар, клиентсенчен те, ертӳлĕхрен те асăрхаттарусем пулмалла мар. Рейтинг ан чактăр тесен çакăн пек условисене пăхăнмалла. Йывăрри нимĕн те çук пек туйăнать. Анчах пурпĕр мĕн те пулин сиксе тухать», — терĕ Андрей. Кахалланмасан уйăхра 25 пин тенкĕрен кая мар шалу тухать тесе шантараççĕ пулин те... Андрей систернĕ тăрăх, кун чухлĕх ĕçлесе илме çăмăлах мар. Официаллă шалусăр пуçне тата /Андрей вăрттăн систернĕ тăрăх/ «чей» валли паракансем те пур. Унăн виçи тĕрлĕрен пулать. Паллах, çын кăмăлĕнчен килет. Çак укçа пĕтĕмпех курьер кĕсйинче юлать. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Тухăç лайăх – пÿлмесем тулли пулĕç
Чăваш Енри аграрисем кăçал 739 пин тонна тырă пухса кĕртме палăртаççĕ. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура çак кăтартăва ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтерчĕ.
Вырмана мĕн пур район тухнă
Чăннипе, ытларах пулас шанăç та пур, анчах хальлĕхе — çакăн пек цифра. Вăл та пĕлтĕрхинчен /2021 çулта кĕлетсене хывнă тырă 550 пин тоннăпа танлашнă/ чылай пысăкрах. Вырма мĕн пур районта пуçланнă. Пирвайхи комбайнсем уя утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче тухнă — пĕлтĕрхинчен 20 кун каярах. Ĕççи çапла кая юлни хальччен пулман теме те юрать. Çу уйăхĕнче çанталăк сулхăн тăчĕ вĕт — ял хуçалăх культурисем пиçсе çитесси самай каяраха куçрĕ. Хуçалăхсен техника çителĕклĕ — çакă ĕçсене тăсса ямасăр пурнăçлама май памалла. Юлашки икĕ çул çурăра аграрисем ял хуçалăхĕ валли 2,8 пин техника туяннă — чăрмав пулмалла мар. Техника тенĕрен, унăн хакĕсем ӳссе кайнине кура кăçал ку енĕпе мухтанмалли çукрах — 2022 çулта 98 трактор, тырă вырмалли 13 тата выльăх апачĕ пухса кĕртмелли 9 комбайн туяннă. Апла пулин те вăтамран пĕр комбайн пуçне халь вырмалли 510 гектар тивет — тырра йĕтемсене кĕртессине 15-20 кунра тивĕçтерме май пур. Тĕш тырă культурисем 303 пин гектар йышăнаççĕ. Тунтикун тĕлне республикăра 27 пин гектар çинчи тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене çулнă, 26 пинне çапса пухса кĕртнĕ. Министр палăртнă тăрăх, талăкри хăвăртлăх хальлĕхе 7 пин гектарпа танлашать. Тухăç аван — кашни гектартан пухса илекен виçе вăтамран 37,6 центнерпа танлашать. Улатăр, Çĕрпӳ районĕсенче пушшех пысăк — 50 тата 48,6 центнер. Хальлĕхе кĕрхи культурăсен уйĕсенче ĕçленине кура, паллах, ку кăтартусем улшăнма пултараççĕ. Кун пирки каланă май Сергей Артамонов хăш-пĕр районта статистикăпа ĕçлес тĕлĕшпе тимлĕх çукки çинче чарăнса тăчĕ: кăтартусене ячĕшĕн параççĕ. Олег Николаевăн шухăшĕпе, ку — вырăнсенчи специалистсен компетентлăх çуккине çирĕплетекен пысăк çăмăлттайлăх. Тыр-пул тухăçĕпе, ăна пухса кĕртессипе çыхăннă тĕрĕс те тĕплĕ информаци вăл е ку енĕпе вырăнлă управлени йышăнăвĕсем тума кирлĕ, çавăнпа вăл районсен ертӳлĕхне тивĕçлĕ йышăнусем тумалли пирки асăрхаттарчĕ.
Аграри ведомствин ертӳçи тырă хакĕсемпе те паллаштарчĕ. 1 тонна 3-мĕш класлă туллăн хакĕ — 13,5 пин тенкĕ. 4-мĕш класлин — 10,5 пин, 5-мĕшĕн – 9 пин. Ыраша илес тĕк — 11 пин тенкĕ. Ку хаксем — федерацин Атăлçи регионĕсенчи вăтам шайра. Техника культурисен лаптăкĕсем те пысăк, кăçал вĕсене самай ӳстернĕ — 36,5 пин гектар. Рапс уйрăмах нумай. Вĕсене вырма пуçламан-ха — каллех çу уйăхĕнчи çанталăка пула тăхтама тивет.
Хресчен ĕçĕ çавнашкал ĕнтĕ: кăçалхи тыр-пула пухса пĕтермен-ха — çитес çулхи пирки шухăшламалла. Кĕрхи акана та тухма вăхăт. Республикăри пĕр районта, Куславккасем, акана тухнă ĕнтĕ — 60 гектар ыраш акма ĕлкĕрнĕ. Пĕтĕмпе вара Чăваш Енре кĕрхисене 105 пин гектар акса хăварма палăртнă.
Çав вăхăтрах выльăх апачĕ те хатĕрлемелле. Хальлĕхе утă-сенажа кашни выльăх пуçне 17 единица хатĕрленĕ — 24-26 пулмалла. Утта иккĕмĕш хут çулса кĕртсен, кĕр еннелле куккуруса силоса хывсан, министр шучĕпе, тĕллев туллин пурнăçланмалла.
Кайран ӳпкелеме ан тивтĕр
Вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров 2025 çулччен тĕпрен юсамалли шкулсем çинчен сăмах пуçарчĕ. Заявкăсене йышăнассине ака уйăхĕнчех пуçланă, юсамаллисен шутне кĕмешкĕн 141 шкула сĕннĕ. Çав шутра 2024 çулта 72 шкула юсамалла, 2025 çулта — 69 шкула. Çапла майпа 2021-2025 çулсенче тĕпрен юсанисен пĕтĕмĕшле шучĕ 247 объектпа танлашĕ.
Юсав планне кĕртмелли заявкăсене «тӳрлетес» ĕç пырать. 119-шĕ тĕлĕшпе ырлакан экспертиза хатĕр. Ыттисене стройматериалсен хакĕсем улшăннине кура çĕнетмелле. Шăпах çак енĕпе хăш-пĕр район васкамасть, вăхăт вара хĕсĕнсех пырать — вĕсен ертӳлĕхне сăмах тиврĕ. «Кайран эсирех проектпа смета докуменчĕсен пахалăхĕ япăх тесе калатăр, — кăмăлсăрланчĕ Олег Николаев. — Проектпа смета докуменчĕсене кам тăвать? Хăвăрах... Кам та пулин килсе сирĕн вырăна туса парасса кĕтни вырăнсăр — апла пулмĕ, хăвăрăнах тумалла».
Кăçал вĕçлемелли юсав ĕçĕсем пирки каланă май вĕрентӳ министрĕ тăватă шкул, çав шутра Шупашкарти 4-мĕш лицей, тĕлĕшпе ыйтусем çав-çавах пуррине палăртрĕ — вĕсенче авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕм ĕçе вĕçлесси иккĕлентерет. Çав вăхăтрах, финанс министрĕ Михаил Ноздряков каланă тăрăх, уйрăм объектсем валли хушма укçа уйăрма та май пур. Хăш-пĕр объектра укçа перекетленнине кура — пушшех. Анчах хальлĕхе никамран та заявка пулман-мĕн. Кун пирки те ЧР Пуçлăхĕ енчен ӳпкев пулчĕ: патне çитсен хыпăнса ӳкĕç, анчах ун чухне пурне те тивĕçтересси чăрмавлă пулĕ — харăсах пĕтĕм ĕçе тума май çук. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Урапана лаша умне тăратмалла мар»
«Альпсой» тени азербайджан чĕлхинчен «хастар, хăюллă йăх» тенине пĕлтерет. 21 çулти Ариз Гасанов çак сăмаха çĕнĕ хушамат вырăнне илесшĕн.
Туслăхпа ăнлану хунавĕ
— «Гасан» — араб ячĕ, «ов» — вырăссен аффиксĕ. Ку хушаматра наци сĕмĕ палăрмасть. Ку та çĕнĕ ят-шывпа паспорт илме палăртнă сăлтавсенчен пĕри, — уçăмлатрĕ каччă. Ариз перси поэзийĕн классикĕ Низами Гянджеви пурăннă Гянджа хулинче çуралса ӳснĕ. Каччă 16 çул ĕнтĕ вырăсла калаçать, грамматикăна лайăх тĕшмĕртет. Вăл кăçал Волгоград патшалăх университетĕнчен юриста вĕренсе тухнă.
«Çак хула мана килсе çӳреме меллĕччĕ. Кунсăр пуçне кунта Тĕнчен иккĕмĕш вăрçин историйĕ яр уççăн курăнать», — мĕншĕн шăпах çак хулана суйланине ăнлантарчĕ яш.
Ариз 6 çул каялла тĕрĕк халăхĕн историйĕпе тарăннăн кăсăкланма тытăннă. Атăлçи Пăлхарсем пирки пĕлнĕ. Вĕсен чĕлхине тĕпчеме тытăннă. Тĕрлĕ литература вуланă май чăвашсен историйĕ те кăсăклантарнă. Пăлхар ушкăнĕнчен чăваш чĕлхи кăна сыхланса юлайнă та ку халăх мĕнле пулса кайни, культури, чĕлхи ытларах та ытларах тыткăнланă, тĕпчеме хистенĕ.
«Чăваш чĕлхи питĕ пуян, хитре те янăравлă, юрланă пек илтĕннине нумай ăсчах палăртать. Алфавитра 9 уçă сасă пулнипе çыхăннă ку», — терĕ çамрăк тĕпчевçĕ. Авалхи халăхпа унăн туслашас, хальхи чăваш чĕлхи мĕнле янăранине илтес кăмăл çуралнă. Азербайджанра чăвашсен диаспори çукки çыхăну йĕркелеме чăрмантарман — социаллă сеть пулăшнă. Интернет урлă Шупашкар каччипе Денис Калюкпа паллашнă. Кăçал вĕсем Мускавра тĕл пулнă. Денис унта Чăваш Ен ялавĕпе пынă. Ариз тусне чăвашла пуплеме хушнă. Пирĕн чĕлхесем тĕрĕк çемйине кĕнĕ май Денис калаçнин 20-30 процентне вăл ăнланнă.
Ариз Альпсой нумаях пулмасть Шупашкара килсе кайнă. Юлтăшĕпе Дениспа Туслăх çуртĕнче «Чăваш Ен — тĕрĕк тĕнчин центрĕ» ятпа конференци ирттернĕ вĕсем. Ăна азербайджансен наципе культура автономийĕ пулăшнипе йĕркеленĕ. Кун йышши мероприяти Чăваш Енре унччен пулман, ку темăпа 30 çул калаçман та темелле. Ариз конференцие тĕплĕн хатĕрленсе килнĕ. Вăл чăвашсемпе тĕл пулма тахçанах ĕмĕтленнĕ-çке. Çак тĕлпулу уншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнă. Чăваш Ене мĕншĕн тĕрĕк тĕнчин кăвапи темелле? Шăпах çакна анлăн уçса паракан презентаци хатĕрленĕ вăл.
«Пирĕн йăх тымарĕнчен туслăхпа ăнланăвăн çĕнĕ хунавĕсем çĕкленеççĕ. Аризпа Денис пек çамрăксем пур чухне — пуласлăх шанчăклă алăра», — çапла каланă конференци хыççăн Галина Григорьева.
Пĕр халăх
Чăвашсем пулса кайни нумай ыйту çуратать. Ученăйсем тĕрлĕ гипотезăна асăнаççĕ. Пĕрисем каланă тăрăх, эпир тĕрĕк халăхĕ шутланмастпăр имĕш, тĕп Азирен — шумерсенчен е сăварсенчен — тухнăскерсем. Теприсен шухăшĕпе, чăвашсем — Атăлçи Пăлхар йăхĕнчен. Ариз ку версие йышăнать. «Сăварсен теорийĕ чăвашсен историллĕ пĕлтерĕшне пĕчĕклетет. Сăварсем чăвашсен кăна мар, нумай халăхăн этногенезĕнче хутшăннă. Халăх пĕр йăхран кăна мар, нумай тăхăмран йĕркеленет. Пĕр компонента кăна мала кăларни — урапана лаша умне тăратни пекех. Шумерсем пирки те конструктивлă верси çук. Вĕсем капла та — тĕрĕксем. Çавăнпа хăть те мĕнле çавăрттарсан та чăвашсем — тĕрĕк халăхĕ. Палăртмалла: шумер чĕлхи пĕтĕм тĕрĕк халăхĕннипе /азербайджансен, турккăсен, чăвашсен, хакассен тата ыттисен/ тăванлă», — ăнлантарчĕ каччă.
Ĕлĕк-авал чăваш тăхăмĕсем пурăннă вырăнсем Азербайджанăн кăнтăр районĕсенче, Иранта упранса юлнă. Пысăках мар хулара Билясуварта, Пăлхар-чай юхан шывĕ тавралла, тĕпленннĕ имĕш. 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче хула ятне улăштарнă, вăл Пушкин пулса тăнă. Историллĕ вырăнсене, палăксене курмашкăн пирĕн республикăран унта пысăк делегаци кайнă. Тĕп паркра йывăç лартнă.
Конференцие пухăннисемпе калаçнă хыççăн Аризăн чăвашлăх тĕнчине аталантарма пулăшас шухăшĕ çирĕпленнĕ. «Манăн пуçăмра пĕтĕм чикĕ тасалчĕ. Эпир — пĕр халăх. Пире çыхăнтараканни нумай», — палăртрĕ яш. Вăл чăваш тата азербайджан халăхĕ хушшинче туслăх кĕперĕ хывасшăн. Пирĕн хутшăну пирки: ĕлĕкхинчен пуçласа хальхи таран — кĕнеке çырма пуçланă ĕнтĕ. Видеоçыхăну мелĕпе Азербайджан тата Турци çамрăкĕсем валли конференцисем йĕркелесшĕн. Унта вĕсене чăвашсем пирки каласа кăтартасшăн. Çĕр çинче çакăн пек халăх пурăннине вăл тĕнчене пĕлтересшĕн. Тата, паллах, чăвашла калаçма вĕренесшĕн. Ку ăна çын умĕнче мăнаçланассишĕн мар, чун валли кирлĕ. Унăн тăван чĕлхи пирĕннипе пĕр евĕрлĕрех. Çавăнпа астуса юлмашкăн çăмăл-мĕн. Сăмахран, «ancaq — анчăк» пĕрешкел илтĕнет, пĕр япаланах пĕлтерет. Ун пек сăмахсем вара икĕ чĕлхере йышлă тĕл пулаççĕ. Ариз 6 çул каялла чĕлхесем вĕренме тытăннă. Тăван чĕлхисĕр пуçне тепĕр тăваттă пĕлет: вырăс, акăлчан, турккă тата поляк. Ариз сăнран кăна çапла çамрăк, чунпа вăл — 41-ре имĕш. Çакна вăл ятарлă тест туса палăртнă. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
Оксана ИЛЬИНА: Ашшĕ-амăшĕпе пĕр чĕлхе тупсан ачасен çитĕнĕвĕсем пысăк пулĕç
Вăл уроксене хăйне евĕрлĕ ирттерет. Унăн занятийĕсенче ачасем вулаççĕ, çыраççĕ кăна мар, юрласа ташлаççĕ те... Çав вăхăтрах тĕрлĕ халăхăн йăли-йĕркине, культурине, тумне танлаштараççĕ. Чăваш чĕлхи çитĕнӳ тума пулăшнине Çĕнĕ Шупашкарти 2-мĕш шкул вĕрентекенĕ Оксана Ильина хăйĕн ĕçĕпе çирĕплетет. Оксана Разиновна хăйĕн пултарулăхĕ çинчен «Хыпар» вулаканĕсене каласа кăтартма килĕшрĕ. Чи малтанах пирĕн вăл мĕншĕн чăваш чĕлхи учителĕ пулас тенине пĕлес килчĕ.
Балерина та — ĕмĕтрех
— Пилĕк ачаллă çемьере çитĕнтĕм. Эпĕ — вăтамми. Шкулта тăрăшсах ăс пухрăм, кашни вĕренӳ çулнех «5» паллăсемпе пĕтертĕм. Çулсеренех Мухтав хутне тивĕçеттĕм. Шкултан медальпе вĕренсе тухрăм. Унтан И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педуниверситетне пуçламăш классен учительне вĕренме кĕтĕм. Кĕçĕн классенче чухне вĕрентекен кам пуласси пирки час-часах ыйтатчĕ. Астăватăп-ха: шухăшăм кашни çул улшăнса пычĕ. Космонавт та, летчик та, балерина та пулас килетчĕ. Аттепе анне пире лайăх воспитани панă. Шкулта вĕрентекенсем тарăн пĕлӳ парассишĕн тăрăшнă. Кашни учительтен лайăххине пĕрчĕн-пĕрчĕн илтĕм. Аслă классенче вĕреннĕ чухне çак шухăша ытти ача патне те çитересшĕнччĕ. Çавăнпах учитель пулма тĕв турăм. Мана математика питĕ килĕшетчĕ. «Ачана хăш вăхăтра нумай пĕлӳ пама, аталантарма пулать? Пуçламăш класра вĕреннĕ чухне», — пĕтĕмлетӳ тунăччĕ ун чухнех… Çавăнпа кĕçĕн классен вĕрентекенне кайрăм. Анчах калас килет: вĕрентекен ачана пĕтĕмпех параймасть. Çав ĕç килтен пуçланать. Тăхăр уйăх амăшĕн кăкăрĕ айĕнче аталанакан ача çывăх çыннинчен мĕнле сăмахсем, мĕнле юрă-кĕвĕ илтсе, кăмăлĕ мĕнле пулнине туйса аталанать. Ача садĕнче ĕçлекенсем, пуçламăш классене тата аслăраххисене вĕрентекенсем ачан пуласлăхне хываççĕ. Никĕсĕ килте хурăнать.
— Халĕ эсир кĕçĕн классене вĕрентетĕр-и?
— 1996 çулта диплом илнĕ хыççăн Çĕнĕ Шупашкарти 2-мĕш шкула вырнаçрăм. Пуçламăш классен учительне кĕме май пулмарĕ. Чăваш уйрăмне пĕтернĕрен эпĕ тăван чĕлхене лайăх пĕлнĕ. Сăмах май, педуниверситета та хĕрлĕ дипломпа пĕтертĕм. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕнче ĕçлеме шанчĕç. 9-мĕш класс ачисем таранах вĕрентеттĕм. 2018 çултанпа пуçламăш класс учителĕнче вăй хуратăп. Ун чухне мана 1-мĕш класа шанса пачĕç, мĕншĕн тесен çав вăхăталла чăваш чĕлхи урокĕсене сахаллатрĕç. Малтан виçĕ сехет уйăратчĕç. Классем 25 ачаран ытларах чухне пайланатчĕç. Каçсерен уроксене çырса хатĕрленеттĕм. Вĕрентме интереслĕччĕ, ачасен пĕлӳ пухас туртăмĕ те пысăкчĕ.
— Паян ачасем хулара кăна мар, ялта та чăвашла вĕренесшĕн мар. Ялтисем те ашшĕ-амăшĕн чĕлхипе калаçмаççĕ. Эсир вĕсене мĕнле интереслентеретĕр?
— Чăваш шкулĕсем те, шел, вырăс шкулĕсен программи çине куçма пуçларĕç. Паллах, çакă ашшĕ-амăшĕнчен килет. Паллах, аслашшĕасламăшне, кукашшĕ-кукамăшне хисеплекенсем тăван чĕлхене суйлаççĕ. Ачан кăмăлне кашни ашшĕ-амăшех шута илмест. Аслă шкулта пур предмет та вырăсла. Çавăнпах ашшĕ-амăшĕ шкул пĕтерсен е урăх хулана вĕренме кайсан ывăлĕ-хĕрне вырăс чĕлхи ытларах кирлĕ пулĕ тесе шухăшлать. Анчах темиçе чĕлхе пĕлни никама та кансĕрлемест. Тĕпчевçĕсем каланă тăрăх, нумай чĕлхе пĕлекен ача вăйлăрах, тантăшĕсенчен хăвăртрах аталанать. Ытти предмета та кăсăкланса вĕренет. Çавăнпа ашшĕ-амăшне калас килет: ачасем тăван чĕлхене ан манччăр, мĕншĕн тесен çакă çын культурăллă пулнине палăртать. Йăх ăçтан пулса кайнине пĕлсе тăракан этем хăйĕн чĕлхине, ашшĕ-амăшне хисеплет, тăван чĕлхене пĕлсен ытти чĕлхене те кăсăкланса вĕренет, тĕрлĕ халăх культурине пĕлме тăрăшать. Хăйĕн тăван кĕтесĕн историйĕпе, наци культурипе, йăли-йĕркипе мăнаçланма пултарни вара, манăн шухăшпа, ача хăйне пысăк шая тăратнипе тан. Ытти çĕршыва вĕренме-ĕçлеме кайсан та вăл хăйĕн чĕлхипе, йăли-йĕркипе ытти халăха паллаштарма пултарать. Ун пек çынна, пĕр иккĕленсемĕр, тата ытларах хисеплеççĕ. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Чăвашсем мĕн çинчен юрланине куçран пăхса пĕлеççĕ
— Атте вăрçăра терт-нуша тӳснине пула нумай пурăнаймарĕ, ир çĕре кĕчĕ. Мана çар тумĕпе кураймарĕ. Эпĕ хамăрăн колхозран пĕрремĕш офицер пултăм. Яла таврăнсан анне манпа мăнаçланатчĕ. Вăхăт иртнĕ май пирĕн тăрăхран çар çыннин пурнăçне суйлакансем пулчĕç. Кашни çулах яла килсе каятпăр. «Эсĕ çул уçса паракан пултăн. Сан хыççăн офицера вĕренме каймашкăн тытăнчĕç», — теççĕ халĕ те ялта, — пуçларĕ калаçăва Питĕрти ентешĕмĕр Иван Миронов.
Пĕр çемьерен — тăваттăн
Иван Дмитриевич Элĕк районĕнчи Питĕшкассинче çуралса ӳснĕ. Çемье пысăк пулнă: тăхăр ача çуралнă. Кил хуçин Дмитрий Мироновичăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах алла пăшал тытма тивнĕ.
— Анне каласа кăтартнинчен пĕлетĕп, атте вăрçăра нимĕçсен тыткăнне лекнĕ. Унтан виççĕн — пурте чăваш — тухса тарма пултарнă. Аттене Элĕкрен лашапа кайса илсе килнĕ. Унăн шăммипе тирĕ çеç юлнă. Утма та, ларма та вăй пулман. Лармашкăн минтер хурса панă, аллине те минтерпе тĕревленĕ. Пĕр уйăх пурăнса кăштах самайланнă хыççăн ăна каллех вăрçа илсе кайнă. Аттен тата виçĕ шăллĕ фронтра çапăçнă, анчах иккĕшĕ таврăнайман. Пирĕн çемьери виççĕмĕш ача 1941 çулта вăрçă пуçланас умĕн çуралнă. Фашист тапăнсан аннене Феврония Николаевнăна вăрман касма илсе кайнă. Ĕç питĕ йывăр пулнине, çывăрма та ирĕк паманнине аса илетчĕ вăл. Киле килсе кайма май пулман, аслисем яман. Виçĕ уйăхри тĕпренчĕкĕ выçăпа вилнĕ. Çакăн çинчен аппа та каласа кăтартатчĕ, — сӳтĕлчĕ пирĕн сăмах çăмхи.
Иван Дмитриевич ашшĕ вăрçăран таврăнсан 1951 çулта çуралнă. Килте улттăмĕш пулнă вăл. Вăр-варскер пĕчĕклех спорта юратнă. Крымсарайкăри шкула çӳреме пуçласан тантăшĕсемпе хĕлле йĕлтĕрпе, çулла çуран чупса ăмăртнă. Шкул чысне хӳтĕлесе районти ăмăртусенче мала тухнă хыççăн республикăра палăрнă. Çак хавхалану ăна Канашри педагогика училищин физкультура уйрăмне вĕренме кĕмешкĕн хистенĕ. Çапла çамрăкскер физкультура учителĕ пулса тăнă. Çитĕнекен ăрăва тĕслĕх кăтартса вĕрентме пуçланă кăна — салтак аттине тăхăнма вăхăт çитнĕ.
Салтак пурнăçĕ — пуриншĕн те пĕрешкел
— Района ăмăртма каймашкăн тивĕçекенсене физкультура вĕрентекенĕ киле йĕлтĕр парса яратчĕ. Виçĕ çухрăмри шкула ирхине те, каçхине те йĕлтĕрпе çӳреттĕм. Ку маншăн питĕ лайăх тренировка пулчĕ. Пуçламăш классенче вĕреннĕ чухнех спорта кăмăлларăм: лапталла, футболла выляттăмăр. Паянхи кун та спортпа туслă эпĕ. Салтакра Мускав облаçĕнче пултăм. Тӳрех пысăк спорта явăçрăм. Çавна кура спорт ротине куçарчĕç. Икĕ çул службăра пулнă чухне пĕрремĕшĕнчех пушар-çăлав спорт мастерĕн кандидачĕн нормине пурнăçларăм. Тепĕр çулхине СССР спорт мастерĕн ятне пачĕç. СССР Хĕç-пăшал çарĕсен темиçе хутчен чемпионĕ тата рекордсменĕ пулса тăтăм, — каласа кăтартрĕ йăхташăмăр. Ăмăртусенче чысланă медальсен шучĕ Иван Дмитриевичăн вунă теçеткерен те иртнĕ.
Çар çыннин кун-çулĕ ялан пĕр тикĕс килмест — йывăрлăхсене мĕнле çĕнтерсе пынă-ши вăл?
— Ытла йывăр пулнине астумастăп. Салтакра чухне зарядкăра-и е марш-бросокра-и — хăш-пĕр çамрăка питĕ йывăр пулнине туяттăм. Чупнă чухне вĕсене пулăшса автоматне, çăмăл мар ытти япалана хам йăтса пулăшаттăм. Кĕлеткене ачаранах пиçĕхтерменнисене мĕнле йывăррине кураттăм. Салтак пурнăçĕ вара — пуриншĕн те пĕрешкел, пĕрле чупмалла, юлма юрамасть. Ялан пулăшнă эпĕ, ку мана килĕшетчĕ те. Юлташсем хисеплеме пуçларĕç. Отделени командирне лартрĕç, — хуравларĕ ырă кăмăллă арçын.
Иван Миронов ахальтен мар çар çынни пулса тăнă. Мускав облаçĕнче Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçласан Ленинграда вĕренме кайнă. <...>
Елена ЛУКИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать