Коронавируспа чирленисен сывлăхне тĕрĕслеççĕ

5 Авг, 2022

Тĕплĕ диспансеризаци программине ыттисем те хутшăнма пултараççĕ

COVID-19-па чирленĕ граждансем валли 2021 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕнĕ тĕплĕ диспансеризаци программи Чăваш Енре сарăлсах пырать.

Медицина тĕрĕслевĕн кунне çын сывалнă хыççăн 60 кунран маларах палăртмаççĕ. Диспансеризаци мероприятийĕсене йĕркелеме пуçланăранпа пĕлтĕр республикăра 26804 çын сывлăхне тĕрĕслеттернĕ. Кăçалхи ултă уйăхра — 30262 çын.

Икĕ çул ытла сывлăхне тĕрĕслеттерменнисене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кунсăр пуçне медицина карттинче коронавируспа чирленине палăртман граждансем те хăйсен ирĕкĕпе диспансеризаци программине хутшăнма пултараççĕ.

Тĕплĕ диспансеризаци программин тĕллевĕ — коронавирус инфекцийĕ çын организмне кӳнĕ сиене тупса палăртасси. «Тĕрĕслев вăхăтĕнче чылай чухне чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем палăраççĕ. Кунсăр пуçне тата сахăр диабечĕн манифестне, шала кайнă тата ӳпке чирĕсем аптăратма пуçланине асăрхатпăр. Тĕплĕ диспансеризаци граждансен сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн тухса тăракан хăрушлăха пĕчĕклетме пулăшать», — тенĕ Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн министрĕ Михаил Мурашко.

Тĕплĕ диспансеризаци пирки граждансене страхлакан компани СМС-çыру ярса, телефонпа шăнкăравласа е çын офиса хăй пырсан пĕлтерет.

Диспансеризацие Чăваш Енри 29 медицина организацийĕнче тухма пулать. Гражданинăн хăй пурăнакан вырăнти поликлиникăна профмероприятисен йĕркипе килĕшӳллĕн черете маларах çырăнмалла. Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче «Манăн сывлăх» уйрăмра тата поликлиника регистратуринче е участокри терапевт тухтăр патĕнче черете çырăнма пулать. Палăртнă кун поликлиникăна паспортпа тата ОМС полисĕпе каймалла.

Асра тытма: 18-29 çулсенчи ĕçлекен граждансем хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерме виçĕ çулта пĕр хутчен кану кунĕ илме пултараççĕ. 40 çултан иртнисене кашни çул диспансеризаци валли пĕр кану кунĕ параççĕ. Кун валли предприяти ертӳçин ячĕпе заявлени çырмалла.

Тĕплĕ диспансеризаци икĕ тапхăрпа иртет. Пĕрремĕшĕн калăпăшĕ пациент ӳсĕмĕнчен, арçын е хĕрарăм пулнинчен, коронавирус инфекцине мĕнле чăтса ирттернинчен килет. Иккĕмĕш тапхăр калăпăшĕ пĕрремĕшĕн кăтартăвĕсемпе çыхăннă.

Профилактика медицина тĕрĕслевĕн тата диспансеризацин пĕрремĕш тапхăрне çакăн пек хушма тĕрĕслевсене кĕртнĕ:
- юнри кислород виçине /сатураци/ палăртни. Çакă сывлав тытăмĕн çитменлĕхĕсене асăрхама пулăшать;
- 6 минут утни, ку тест чĕрене тата юн тымарĕсене тĕрĕслеме кирлĕ;
- спирометри е спирографи;
- юнăн пĕтĕмĕшле анализĕ;
- юнăн биохими анализĕ /холестерин, липопротеин, С-реакциллĕ белок шайне палăртни тата ытти те/;
- юнри Д-димер концентрацийĕн виçине палăртни;
- кĕлеткен кăкăр пайĕнчи органĕсен рентгенографийĕ /юлашки çулталăкра тутарман пулсан/.

Тĕрĕслевĕн пĕрремĕш тапхăрĕнче сывлăх хавшани тата шала кайнă чирсем вĕрĕлме пултарасси палăрсан врач-терапевт пациента хушма тĕпчев мелĕсене сĕнет:
- эхокардиографи /сатураци/ 94 процентран пĕчĕкрех пулсан/ тата 6 минут утнă хыççăнхи кăтартусем тăрăх/;
- компьютер томографийĕ /сатураци/ 94 процентран пĕчĕкрех пулсан/ тата 6 минут утнă хыççăнхи кăтартусем тăрăх/;
- урари юн тымарĕсен дукомплекслă сканированийĕ /юнри Д-димера концентрацийĕн шайĕн кăтартăвĕсем тăрăх/.
Тĕплĕ диспансеризаци хыççăн инфекциллĕ мар шала кайнă чирсем пурри палăрсан пациента диспансеризаци сăнавне илеççĕ, кирлĕ пулсан сиплевпе е медицина реабилитацийĕпе тивĕçтереççĕ.

Ульяна ПЧЕЛКИНА,

Чăваш Республикин ТФОМС ОМС йĕркелĕвĕн пайĕн тĕп специалисчĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.