«Сирĕн çитĕнĕвĕрсем пире çунатлантараççĕ»
Маттур та пултаруллă спортсменсене парнесемпе чысларĕç
Çак сăмахсенчен пуçларĕ ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников тĕнче тата Европа ăмăртăвĕсенчен медальсемпе таврăннă спортсменсемпе вĕсен тренерĕсене стипендипе преми илмеллине ĕнентерекен сертификат панă май. Ведомство йĕркеленĕ савăнăçлă мероприяти ЧР Наци библиотекинче иртрĕ.
"Кăçал эпир сирĕнпе иккĕмĕш хут тĕл пулатпăр, мĕншĕн тесен курса калаçмалли сăлтав пур. Çавăн пекех паян эпир çуллахи сезона пĕтĕмлететпĕр: сирĕн наградăсем пирĕншĕн - чи пысăк парне. Тĕрлĕ чемпионатра мала тухса эсир республика тата çĕр-шыв ят-сумне çÿле çĕклетĕр. Кашнин Олимп, Сурдлимп тата Паралимп вăййисенче хутшăнма шанăç пур. Малашне те çитĕнÿ картлашкипе çÿлерех те çÿлерех хăпарма сунатăп", - терĕ Сергей Владимирович.
Сертификата тивĕçнисен йышĕнче - çăмăл атлетсем, велосипедистсем, шашистсем, ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсем, аэробистсем, бадминтонçăсем. Вĕсен йышĕнче чи сумли - Олимп вăййисен бронза призерĕ Ирина Калентьева. Кăçал вăл пире тепĕр çитĕнÿпе савăнтарчĕ: Норвегире маунтинбайк енĕпе иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче иккĕмĕш кăтартупа палăрчĕ. "Кунашкал ăмăртăва эпĕ пĕрре мар хутшăнтăм, унта темиçе хут та малти вырăнсене йышăнтăм. Анчах юлашки çулсенче ăнмарĕ, çавăнпа ку "кĕмĕл" маншăн паян чи пахи. Чемпионатран эпĕ хавхаланса та савăнса таврăнтăм, çĕнĕ вăйпа халĕ те кĕрешĕве тухма хатĕр", - терĕ пултаруллă спортсменка. Чăн та, Патăрьел хĕрĕ нимĕнле йывăрлăхран та хăрамасть, яланах çĕнтерÿ патне талпăнать. "2016 çулхи Олимпиадăна хутшăнас тĕллевлĕ вăл", - пĕлтерчĕ унăн тренерĕ Владимир Краснов.
Ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен спортĕнче ят-сум çĕнсе илнĕ тепĕр ентеш вăл - Олимп резервĕсен училищинче вĕреннĕ, ятарлă 5-мĕш спорт шкулĕн воспитанникĕ Наталья Гольц. 2010 çулччен вăл Европа тата тĕнче чемпионачĕсенче чи вăйли пулнă, анчах йывăр сурана пула темиçе çул ăмăртусене хутшăнайман. Мускавра пурăнакан пике нумаях пулмасть тĕнче чемпионатĕнче бронза медаль çĕнсе илме пултарнă. "Тахçантанпах спорта таврăнасси пирки шухăшласа пурăнаттăм. Тинех ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ. Чемпионатчен пĕтĕм тĕнчери турнирсенче вăй виçрĕм, хама тĕрĕслесе пăхрăм. Вăй-хăват çухалманнине туйрăм, мала тухма пултарасса ĕнентĕм. Çакă пулăшрĕ те ĕнтĕ тĕнче ăмăртăвĕнче "бронзăшăн" кĕрешме", - терĕ Наталья Чăваш Ене килсе курма май пулнăшăн савăннине пĕлтерсе.
Ку хутĕнче мероприятие икĕ шашиста чĕннĕ. Пĕри вăл - 13-ри Даниил Леонидов. Пултаруллăскер кăçал Беларуçре иртнĕ Европа турнирĕнче икĕ вăйăра мала тухса çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ, тепĕр тупăшура кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Нумаях пулмасть çамрăк шашист Болгарире иртнĕ тĕнче турнирĕнчен каллех виçĕ "ылтăнпа" таврăннă. Пĕлтĕр те вăл тĕнче ăмăртăвĕнчен малти вырăнсене йышăннă. Тепĕр шашист - спортра пĕрремĕш утăмсем тăвакан 6-ри Артем Тихонов, ача садне кăна çÿрет-ха вăл. Андрей Унтин тренер патĕнче ăсталăха туптама çулталăк каялла кăна тытăннăскерĕн малтанхи çитĕнĕвĕсем вара тĕлĕнтереççĕ: тĕнче ăмăртăвĕнче пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине хăпарнă. Унăн тренерĕ каланă тăрăх - шашкăпа выляма ăна аслашшĕ вĕрентнĕ, ачана хăйне те çак вăйă кăмăла кайнă. Каярах амăшĕ ăна "Энергия" спорт шкулне çавăтса пынă. Данила пекех пĕчĕклех лайăх кăтартусемпе савăнтаракан шăпăрлан чи ăста шашист пуласса шанаççĕ вĕрентекенсем.
Тĕл пулăва Чăваш Енри чи маттур аэробист, спортăн тĕнче класлă мастерĕ Алексей Германов та килнĕ. Мексикăри Канкун хулинче спорт аэробики енĕпе иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче Шупашкарти политехника институчĕн студенчĕ ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Шупашкар каччин пĕрремĕш çитĕнĕвĕ мар ку: 2012 çулта вăл тĕнче чемпионатĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă, спортра пысăк çитĕнÿсем тунăшăн республикăри аэробика федерацийĕн ертÿçин Оксана Дьячукăн воспитанникĕ кăçал Чăваш Республикин çамрăксен патшалăх премине тивĕçнĕ. Савăнăçлă мероприятие çавăн пекех Паралимпçăсемпе Сурдлимпçăсем хутшăнчĕç: бадминтон ăсти Анастасия Седова, Александр Сорокинпа Константин Репин атлетсем. Вĕсем те Европа тата тĕнче чемпионачĕсенчен медальсемпе таврăннă.
Андрей МИХАЙЛОВ
Комментировать