Хыпар 77-78 (27956-27957) 15.07.2022

15 Июл, 2022

Куравра ял хуçалăхĕ валли йăлтах пур

Утă уйăхĕн 13-14-мĕшĕсенче Çĕрпӳ районĕнчи Михайловка ял тăрăхĕнче «Уй кунĕ — 2022» курав иртрĕ. Унчченхи çулсенчи пекех ăна Чăваш ял хуçалăх ăслăлăх-тĕпчев институчĕн сăнав лаптăкĕнче йĕркелерĕç.

Курава Чăваш Ен агропромне ертсе пыракансем, ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсем, ăна тирпейлекенсемпе апат-çимĕç хатĕрлекенсем хутшăнчĕç, федерацин 18 регионĕнчен 60 ытла компани хăйĕн экспозицине кăтартрĕ. Çавăн чухлĕ субъектран ăна тăратни хальччен пулман. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев курава йĕркелекенсене — çĕршыври аграрисене Чăваш Енре пухнăшăн, хăнасене пĕтĕм ĕçе пăрахса республикăна килнĕшĕн тав турĕ, «Уй кунĕ» пек куравсем АПКна тухăçлă аталантарма кирлине палăртрĕ.

— Агробизнеса ӳсĕм çулĕпе ярассишĕн çĕнĕ технологисемпе инновацие тĕпчесе алла илетпĕр, вĕсене ĕçе кĕртмелли майсене шыратпăр, вĕсемпе производствăра усă куратпăр, — терĕ вăл. — ЧР Правительстви АПКна пулăшмалли меслетсене анлăлатсах пырать. Нумаях пулмасть ял хуçалăхне бюджетран тата 300 миллион тенкĕ уйăрма йышăнтăмăр. Ăна хуçалăхсем техникăпа оборудовани туянса куракан тăкакăн пĕр пайне саплаштарма ярăпăр.

ЧР Пуçлăхĕ хуçалăхсем элита вăрлăх çуллен маларахри тапхăртинчен ытларах акни-лартнине, ăратлă выльăх кĕтĕвне пысăклатсах пынине ырăпа палăртрĕ.

— Пирĕн тĕллев — ял хуçалăх продукцине республикăрах тирпейлесе унран апат-çимĕç ытларах хатĕрлесси, — терĕ Олег Николаев. — Çавнашкал производствăна муниципалитет йĕркеленĕвĕсенче пуçаракансене хавхалантарсах тăрăпăр. Куравпа кăсăкланакан йышлă пулчĕ. ЧР Пуçлăхĕ тата Правительство вице-премьерĕ Сергей Артамонов вĕсен умĕнче аграрисен пĕр ушкăнне награда парса хавхалантарчĕç, Фермер шкулĕнче виççĕмĕш йышра «Сыр тăвасси», «Аквакультура» тата «Çырла çитĕнтересси» специальноçсене вĕреннĕ 32 çамрăка професси пĕлĕвне ӳстернине çирĕплетекен диплом пачĕç.

— Фермер шкулĕ ял хуçалăхĕнчи компетенцие ӳстерет тата пĕтĕм тăкака саплаштарса таса услам илме вĕрентет, — çапла хак пачĕ Олег Николаев. — Пĕрремĕш йыш производствăра лайăх ӳсĕм турĕ ĕнтĕ.

ЧР Пуçлăхĕ, хуçалăхсен представителĕсем тата хăнасем пысăк лаптăкри ял хуçалăхĕн 150 ытла техникипе тата оборудованийĕпе паллашрĕç. Институт курава хатĕрленсе сăнав лаптăкĕнче ял хуçалăх культурисен 250 сорчĕпе гибричĕсене акса çитĕнтернĕ. Вĕсен вăрлăхĕпе Раççейри ăслăлăх-тĕпчев учрежденийĕсем, вăрлăха селекцилесе кăларакансем тивĕçтернĕ. Кунта кăтартнă трактор-машина вун-вун тĕрлĕ, вĕсене пăхса пырса куç алчăраса каять, инженер-механик пĕлĕвне илмен çынна ăса илсе пĕтерме çăмăл мар. Акă, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ тăратнă тăватă кустăрмаллă «Уралец 224» трактор. Вăл пĕчĕк хуçалăхсенче усă курма чухах. Ăна халăха сутма кăçалхи кĕркуннех йышлă кăларма пуçлĕç. Тĕлĕнмелле техника вăл: ятарлă программăпа килĕшӳллĕн механизатор руль умне лармасăрах хăйне хушнă ĕçе пурнăçлать. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


Тĕплĕ тĕрĕсленĕ сортсене ÿстереççĕ

Шупашкар районĕнче чи нумай пахча çимĕç туса илекенсем — Вăрман Çĕктер тăрăхĕнчи Плотниковсем. Тăрăшуллă çемье 50 гектара яхăн çĕр лаптăкĕпе усă курать, купăста, çĕр улми, хĕрлĕ кăшман, кишĕр тата ытти çимĕç ӳстерет.

Пус çумне пус хушса

Плотниковсем фермер хуçалăхне йĕркеленĕ çул 2 гектар купăста, 1 гектар çĕр улми, çуршар гектар кишĕрпе хĕрлĕ кăшман лартнă. Ĕç-хĕле нумай çул вырăнти «Атăл» колхозра малтан агрономра, кайран ертӳçĕре вăй хунă çемье пуçĕ Юрий Ильич йĕркелесе пынă. 2018 çултанпа пахча çимĕç ӳстерессипе районта чи ăнăçлă ĕçлекен фермер хуçалăхне ывăлĕ Константин ертсе пырать. Паллах, хуçалăха аталантарма ăна ашшĕпе амăшĕ Юрий Ильичпа Зоя Поликарповна пулăшаççĕ. Ĕçпе те, сĕнӳпе те. Константин хăй те, 2004 çулта агроном дипломне илнĕскер, пахча çимĕç ӳстерессипе, тăпра пахалăхне лайăхлатассипе çыхăннă вăрттăнлăхсене аван пĕлет.

— Кам хăйне ăçта курать вĕт. Эпĕ ачаранпах аттепе анне çĕр çинче ĕçленине курса ӳснĕ, çавăнпах-и, тен, хам та пурнăçа ял хуçалăхĕпе çыхăнтарма шухăшларăм. Эпĕ шкулта вĕреннĕ чухнех пахчара купăста, çĕр улми сутмалăхах лартаттăмăр. Аслă шкулăн юлашки курсĕсенче кӳршĕ регионтан пахча çимĕç йӳнĕрех хакпа тиесе килсе кăшт хаклăрахпа сутаттăм. Çывăх çынсемпе канашларăмăр та мĕншĕн таçтан турттармалла терĕмĕр. Хамăр çитĕнтерейместпĕр-им? Кредит илсе çынсенчен пай çĕр лаптăкĕсем туянтăмăр, ĕçе пуçăнтăмăр, — темиçе çул каяллахине куçĕ умне кăларчĕ Константин.

Йывăрлăхсăр пулман паллах. Техника, укçа-тенкĕ çителĕксĕрри те, çанталăк условийĕсем те, пĕтĕм технологие пăхăнма йывăртарах пулни те ура хунă. Çапах Плотниковсем пус çумне пус хушса техника туянма, пахча çимĕç лаптăкĕсене ӳстерме тăрăшнă. Фермер хуçалăхĕ кăçал та, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, пахча çимĕç лаптăкне кăшт пысăклатнă: 13 гектар — купăста, 30 гектар — çĕр улми, 5 гектар хĕрлĕ кăшманпа кишĕр йышăнаççĕ.

Вунă ытла сорт

«Мĕн акатăн — çавă шăтать», — тесе ахальтен каламаççĕ. Парка та вăйлă калчаран лайăх пахча çимĕç пуласси куçкĕрет. Плотниковсем купăста вăрлăхне нумай çул çыхăну тытакан официаллă дилерсенчен туянаççĕ. Хамăр çĕршывра туса кăларнине те, чикĕ леш енчен илсе килнине те акаççĕ.

— Кăçал долларпа евро хакĕ çӳлелле хăпарнă вăхăтра туянтăмăр та самаях тăкаклантăмăр. Çапах кирлĕ чухлĕ илтĕмĕр. Пирĕн пахчара 200 тăваткал метрлă теплица тата 3 парник. Купăста калчине вĕсенче ӳстеретпĕр. Кăçал çуркунне ăшшипе савăнтарманнине пурте астăваççĕ ĕнтĕ, термометр темиçе хут та нуль градусран аяларах анчĕ. Пĕр парникре, ăна ăшăтмалла туман та, калчан пĕр пайĕ сиенленчĕ. Çавна май тепĕр хут акма тиврĕ. Кăшт вăхăт иртсен сиенленнĕ калча çĕнĕрен чĕрĕлсе вăй илчĕ. Çавăнпа пахча çимĕç лаптăкне малтан палăртнă пек 11-12 гектар мар, кăшт ытларах турăмăр, — палăртрĕ фермер хуçалăхĕн ертӳçи.

Теплица кайран та, калчана хире кăларсан, пушă лармасть. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

♦   ♦   ♦


Кулленхи тум тĕррипе те, тĕсĕпе те «лăпкăрах»

Чăваш эрешĕллĕ кулленхи тум тесен куç умне иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнчи арçын кĕпи тухса тăрать. Аттен пурччĕ унашкал тум. «Паха тĕрĕ» ательере йĕтĕн пиртен çĕленĕскер, кĕсйи çине чăваш тĕрри вырнаçтарнăскер. Вăл, куллен тăхăнмаллискер пулсан та, атте унпа перекетлĕ усă куратчĕ, сумлă вырăна кăна тухатчĕ. Хĕрарăмсен тумĕ çинче чăваш эрешĕсене вара уявра кăна курнă. Кулленхи пурнăçра та вĕсем чăваш кĕпипех çӳренĕ-ха, анчах тĕрĕсĕррипе. Вĕсемпе саппунĕсене, тутăрĕсене кăна илемлетнĕ.

Машинăпа тĕрлекенсенчен пĕрремĕшĕ Çынсем сĕм авалтанпах хăйсен тумне капăрлатма тăрăшнă. Ку енĕпе çак ĕçе алăпа пурнăçлама тивнĕ. Тĕрри-çĕвви те тĕрлĕ çĕршывăн тĕрлĕрен пулнă. Халĕ те çаплах. Сăмахран, Инди хĕрарăмĕсем хăйсен кĕписене вĕçен кайăксен кĕлеткисемпе эрешленĕ, Египет пикисем — ӳсен-тăранăннипе. Белоруссен геометриллĕ эреш ытларах тĕл пулать, сивĕ Норвегире вара — юр пĕрчисем. Çак паллăсем вăл е ку вырăнăн хăйне евĕрлĕхне туллин уçса параççĕ.

Кăсăклă çак пулăма та асăнса хăварас килет: «Роскосмосăн» топ-менеджерĕ Дмитрий Рогозин космоса хохломаллă тата гжельлĕ ракетăсене вĕçтерес шухăш пуррине палăртнă. Унашкал карапсем тĕнчери тĕлĕнмелле йăла-йĕркене упракан халăха сума сунине тата шалти туризма аталантарма май панине палăртнă.

Юрĕ, тĕнче уçлăхĕнчен тăван çĕр çинех таврăнар. Чăваш эрешĕллĕ кулленхи тум пирки сăмах тапратасшăн паян. Чи малтанах Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕпе, паллă дизайнерпа Татьяна Петровăпа калаçрăм. Вăл хăй вăхăтĕнче «Паха тĕрĕ» фабрикăра чылай çул ĕçленĕ.

Мускаври ӳнерпе промысла училищи хыççăн вырăс пики Чăваш Енре тымар янă. Шăпах вăл вĕрентсе пынипе фабрикăра машинăпа тĕрлеме пуçланă. Ку пулăм пирки Татьяна Петрова çапла шухăшлать: «Машина алăпа тĕрленĕ сĕме пĕрре те çухатмасть. Авалхи эрешсем те упранса юлаççĕ. Çав вăхăтшăн чи пĕлтерĕшли — машинăпа хатĕрленĕ япаласен хакĕ йӳнĕ пулни. 1973 çулта çак ĕçе пикентĕмĕр, çулталăкран чăваш тĕрриллĕ таварсене сутлăха кăлартăмăр».

Татьяна Ивановна пĕр вырăнта тăракан çын мар, пĕлĕвне ӳстерет, пултарулăхне аталантарать. Модельер пек вăл хăйне тĕрлĕ конкурсра тĕрĕсленĕ. Сăмахран, 2015 çулта Еврази шайĕнче иртнĕ наци тумĕн пысăк модин «Этно-эрато» конкурсĕнче, 2016 çулта Раççейпе Аслă Британи йĕркеленĕ Пĕтĕм тĕнчери «Наци тумĕ» этнографи фестиваль-конкурсĕнче 1-мĕш вырăнсем йышăннă. 2017 çулта Евразин маларах асăннă конкурсне тепре хутшăннă, унта виççĕмĕш наградăна тивĕçнĕ.

Паянхи кун тĕрĕç тата дизайнер мĕн тăвать-ха? Унăн хăйĕн производстви пур. Унта унăн хĕрĕ Елизавета Григорьева стилист та ĕçлет. Чăваш тумĕсем хатĕрлеççĕ, куравсемпе конкурссене хутшăнаççĕ. Чăваш Енрисемсĕр пуçне ытти тăрăхран та саккассем пур. Нумаях пулмасть «Уяв» халăх ансамбльне çĕнĕ тумпа савăнтарнă.

«Дизайнер тум тăвать, стилист вара çак тумран тĕрлĕ сăнар ăсталать, — ĕç вăрттăнлăхне уçса пачĕ Татьяна Ивановна. — Лизăпа иксĕмĕр пĕр-пĕрне çул уçса пыратпăр. Паянхи мода тĕнчи, манăн шухăшпа, — стилистсен тĕнчи. Ку енĕпе мĕн çĕнни пур — вĕсенче пĕтĕмпех Лизăн çĕнĕ шухăшĕсем. Пирĕн ĕçре наци тумĕ пĕрремĕш вырăнта. Кулленхи тумран арçынсен чăваш тĕрриллĕ кĕпине асăнса хăвармалла. Ачасем валли çуллахи калпаксене эрешлесе илемлететпĕр.

Çак ĕç пандемиччен питĕ лайăх пурнăçланса пычĕ. Туристсем, уйрăмах ют çĕршывсенчен килекеннисем, асăнмалăх туянатчĕç. Хăй вăхăтĕнче йĕтĕн пусмаран хатĕрленĕ капăр сумкăсене çĕлесе ĕлкĕрейместĕмĕр. Шупашкара туристсен теплохочĕ килмелле чухне çĕр çывăрмасăр ĕçлеттĕмĕр. Халĕ тĕп хулари юхан шыв портне унашкал теплоход сахал чарăнать. Вырăнтисенчен пирĕн тавара ытларах парне пек туянаççĕ. Ют тăрăха хăнана каякансем илеççĕ». <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


Анатолий РЫБКИН: Ÿкерчĕкĕмсенче тăван кĕтесе сăнлатăп

Анатолий Рыбкин ӳнерçĕ тĕнче хĕррине çитсен те тăван кĕтесне нихăçан та манман. Унăн ĕçĕсен тăхăр вунă процентĕнче çуралса ӳснĕ кил, çывăх çыннисем, тăван ял, пус хапхи, улмуççи тата ытти сăнланнă. Вĕсене вăл хăй ӳснĕ тăрăхран чылай аякра, Питĕрти мастерскойра, калăпланă. Чăваш халăх художникĕн, РФ тава тивĕçлĕ художникĕн, Раççей ӳнер академийĕн член-корреспонденчĕн, доцентăн картинисен шучĕ те çук. Куравсене кăна 160 ытла йĕркеленĕ вăл. Сăпайлă ентешĕмĕр халĕ те Питĕрти ӳнер академийĕнче студентсемпе ĕçлет, çамрăксене илем вăрттăнлăхĕсене ăса хывтарать. Унăн пултарулăхĕпе, пурнăçĕнчи пĕлтерĕшлĕ саманчĕсемпе паллашма пире çиччĕ мар, çитмĕл çичĕ сăн ӳкерчĕк те сахал пулĕ ахăртнех.

ÇЕМЬЕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Ваçликассинче тăватă ача çуралнăччĕ эпир: эпĕ тата виçĕ йăмăк. Атте Петр Емельянович ăста платникчĕ. Çăпата хуçатчĕ. Çав вăхăтра пушăтран туххăмрах касса ман валли лаша кĕлетки туса паратчĕ. Кăранташпа та питĕ хăвăрт ӳкеретчĕ. Чӳрече эрешĕсем ăсталатчĕ. Унăн пултарулăхĕ мана куçрĕ. Хам та пĕчĕк чухнех йывăçран темĕн те пĕр каскалама хăнăхрăм. Пирĕн çемьере пысăк инкек пулчĕ.

Эпир, пĕчĕк ачасем, килте хамăр тĕллĕн юлнă, кăмакаран пушар тухнă. Мана çăлса хăварнă, больницăна илсе кайнă чухне йăмăк Галя пурнăçран уйрăлнă. Çакна кăштах çеç астăватăп. Тата хĕр çуралчĕ, каллех Галя ятлăччĕ, 13 çулта чирлесе вилчĕ. Виççĕмĕш йăмăк Валентина, манран 13 çул кĕçĕнрехскер /сăн ӳкерчĕкре манпа юнашар/, кăçал 60 çул тултарчĕ, вăл Çĕнĕ Шупашкарти шкулта акăлчан чĕлхи вĕрентет. Анне Татьяна Арсентьевна Нарат Чакки ялĕнче кĕçĕн классене 36 çул вĕрентрĕ. Питĕ ăслăччĕ вăл. Çĕрлесерен пурте çывăрнă чухне анне краççын лампин çутипе тетрадьсем тĕрĕслесе ларатчĕ. Вăрăм çивĕтне пуç çине кăшăл пек çавăрса пуçтаратчĕ. Почтальон уявсенче аннене вĕренекенĕсенчен саламлă открытка нумай парса хăваратчĕ. Питĕ хисеплетчĕç ăна. Анне 91 çулта, атте 69-та пирĕнтен уйрăлса кайрĕç.

МАСТЕРСКОЙРА. Манăн ĕç пӳлĕмĕнче, Нева хĕрринче вырнаçнă мастерскойра, чылай çĕршывран, Раççейри тĕрлĕ хуларан сумлă хăнасем пулаççĕ, картинăсене хаклаççĕ.

Санкт-Петербургра çулсерен Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕ иртет. Пĕлтĕр Чăваш Ен Пуçлăхĕ те форума хутшăннă май мана хисеплесе мастерскойра пулчĕ, ĕçĕмсемпе паллашрĕ. <...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   ♦


Электриксăр ĕне те сăвăнмасть

«Алло, Виталий, пирĕн розетка ваннă! Килсе юсаса пар-ха, тархасшăн», — кĕсье телефонĕпе шăнкăравларĕç энергетик патне. Виталий Николаев кун пеккине хăнăхнă ĕнтĕ. Кулленех тĕрлĕ заявка йышăнать вăл.

Розетка çĕмĕрĕлни — вак-тĕвек çеç. Тепĕр чухне çил-тăвăл йывăçа тӳнтерсе электропралука татни те пулать. Хуçалăха электричествăсăр лартма çук — часрах юсамалла. Ĕнене те вăхăтра сумалла, холодильникри сĕт те йӳçĕхет… Халĕ çапла вĕт: электричествăсăр хатĕр-хĕтĕр ĕçлемест, пурнăç чарăнса ларать.

Виталий Васильевич Шупашкар районĕнчи Ленин ячĕллĕ колхозра ĕçлет. Шкултан вĕренсе тухсан И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн энергетика факультетĕнче пĕлӳ илнĕ. Шăнкас каччи ял пурнăçне суйлани мĕнпе çыхăннă-ха? «Эпĕ ирĕклĕхе юрататăп. Хулара мана тăвăр, унта сывлăш çитмест», — ăнлантарчĕ вăл. Çавăнпа ĕнтĕ студент чухне те общежити сĕнсен унта пурăнма килĕшмен, кашни кун яла çӳренĕ. Диплом илнĕ хыççăн 2 çул тĕрлĕ çĕрте вăй хунă вăл.

Çав шутра — хуралçăра, Мускаври стройкăра… Кайран тăван колхоза вырнаçма шухăшланă. Ашшĕ те кунта чылай çул механизаторта тăрăшать. Виталий хăй те шкулта вĕреннĕ чухне çуллахи каникулта йĕтем çинче вăй хунă. Кунта ĕçе çӳреме çулĕ çывăх, шалу вăхăтра тӳлеççĕ, профессипе ĕçлесе опыт пухăнать — нумай лайăх ене курнă вăл. Яша электрике йышăннă. Пилĕк çул çак тивĕçе пурнăçланă хыççăн кăçалхи пуш уйăхĕнче ăна энергетике куçарнă. Яваплăхĕ те хушăннă. Тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕре юсанисĕр пуçне хут ĕçĕпе те ларма тивет. Колхозра унсăр пуçне икĕ электрик пур. Вĕсен ĕçĕсене те йĕркелесе тăмалла.

Апаш ял тăрăхĕнче вырнаçнă колхоз пысăк хуçалăх шутланать. Кунта тĕрлĕ объект нумай: 4 ферма, машина-трактор паркĕ, йĕтемçисем, арман, столовăй, правлени… Электриксем вĕсене çутăпа тивĕçтерессишĕн, электричествăпа ĕçлекен оборудованисен юсавлăхĕшĕн яваплă. «Çутă кашни кун пĕтмест вĕт, мĕн тăваççĕ электриксем?» — тесе иккĕленмелле мар. «Пирĕн яланах ĕç пур. Оборудованисем ванма пултараççĕ, двигательсем çунса тухаççĕ сăмахран. Мĕн те пулин юсамалли кулленех тупăнать. Мана ытларах çак енĕпе ĕçлеме килĕшет. Халĕ темĕнле йывăр хатĕрсем, чикĕ леш енче туса кăларнисем те, пур. Паллах, эпир вĕсене пĕтĕмпех сӳтсе пуçтараймастпăр. Тĕслĕхрен, платăсене кĕместпĕр, вĕсене сервиса кайса паратпăр», — ĕçри самантсемпе паллаштарчĕ çамрăк специалист. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


«Ку ĕç хĕр валли мар»

Председатель ун патне киле пырсах ĕç сĕннĕ: колхозра склад заведующийĕ кирлĕ. Оля хăраса ӳкнĕ — вăл ку ĕçре нимĕн те тĕшмĕртмест-çке. Унта мĕн тери яваплăх!

В.Ленин ячĕллĕ колхоз ертӳçи ăна шухăшламалăх вăхăт, хăйĕн телефон номерне панă. Анчах Оля правление пырас вырăнне председатель куçĕ тĕлне ăнсăртран лекесрен тарса çӳренĕ. Икĕ эрне иртнĕ. Хуçа Ольăн амăшне фермăра курсан ыйтнă: «Оля ăçта? Мĕншĕн килмест?» Тамара Васильевна нимĕн те ăнланман — унăн хĕрĕн ăçта каймалла? Ĕç сĕнни пирки Оля каламан. Киле çитсен йăлтах ыйтса тĕпченĕ. Оля килĕшменнине кура çемйипех ăна ӳкĕте кĕртме тытăннă. «Нимĕн те ан хăра, сана пулăшатăп», — тенĕ бухгалтерта нумай çул ĕçлесе пысăк ăсталăх пухнă аппăшĕ Екатерина.

Тепĕр кунхине 8 сехет тĕлне хĕр правление çитнĕ. Ун умĕнче 30-а яхăн арçын тăнине курсан 24-ри хĕр чутах каялла çаврăнса утман. «Каялла çул çук», — çапла шухăшлакаласа вăтана-вăтана шалалла иртнĕ.

Склада пĕрремĕш хут кĕрсен: «Ĕçлейместĕп пуль кунта. Хĕр валли мар ку тивĕç», — тесе шухăшланă. Унта хуçалăхри тĕрлĕ техникăн саппас пайĕсем, фермăсенчи хатĕр-хĕтĕр, инвентарьсем… выртнă. Икĕ-виçĕ кун ĕçлесен, çынсемпе калаçкаласан шухăшĕ улшăннă: «Çын тăвайман ĕç мар-иç. Нимĕн шикленмелли те çук. «Пиçеймесен» каятăп ара», — тесе хăйне лăплантарнă. Склада пыракан кашни çын ăна хавхалантарнă, вĕрентнĕ, пулăшнă.

«Саппас пайсене ятран калатчĕç те эпĕ вĕсене палламастăм. Хут çине çыраттăм та çав япалана компьютерта 1С программăна кĕрсе шыраттăм», — аса илчĕ Ольга. Склад машинăпа трактор паркĕнче вырнаçнă та кунта ытларах арçынсем тăрăшаççĕ. Вĕсемпе хăвăртах пĕр чĕлхе тупнă çĕнĕ специалист. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Анатолий ПЕТРОВ: Ĕç хыççăн тренировкăна чупаттăм

Анатолий Петров тренера çăмăл атлетсен кашни ăмăртăвĕнчех курма пулать. Спорт судйин тивĕçĕсене пурнăçлаканскер çичĕ теçетке çул урлă каçнă пулин те стадионта çамрăк çын пекех чупса çӳрет. Яш чухнехи шухăлăх халĕ те çухалман унăн.

— Сывлăх аптрамастчĕ-ха. Халĕ сулахай ура канăç памасть. Çамрăк чухнех суранлатнăччĕ, темиçе çул каялла аварие лекнĕ хыççăн ура пушшех нушалантарма тытăнчĕ.

— Анатолий Сидорович, спорт çулĕ çине хăçан тăтăр?

— Пирĕн кил-çурт çунса кайнă хыççăн мана Чурачăкри интернат шкула вĕренме ячĕç. Физкультура учителĕ Николай Законов çирĕп ыйтатчĕ, спорта хăнăхтарчĕ. Эпĕ 13-ре чухнех аслисемпе тупăшаттăм. Районти ăмăртусене пĕрмай илсе каятчĕ. Хĕлле — йĕлтĕрпе, çулла кросс чупаттăмăр. Атте те йĕлтĕрпе ярăнма юрататчĕ. 8-мĕш класс хыççăн Шупашкарти 4-мĕш училищĕне вĕренме кĕтĕм. Унта та спорт енĕпе лайăхчĕ, ăмăртусене хутшăнаттăмăр. Аркадий Малышкин вĕрентекен пире çирĕп тытатчĕ. Çар чаçĕнче те /служба Казахстанра иртрĕ/ турнирсенчен юлман. Полк командирĕ спортпа туслăччĕ. Пире ăмăртусемпе сборсене яратчĕ. Алматарах хăварасшăнччĕ — юлмарăм, тăван ене таврăнтăм. Каменщик специальноçне алла илсен «СУ-27» предприятире ĕçлерĕм. Стройотрядра та спортсменсем пурччĕ: пире ăмăртусене, сборсене кайма ĕçрен хăтаратчĕç. Ĕç хыççăн тренировкăна каяттăм, çав вăхăтрах каçхи шкулта вĕренеттĕм. Ун чухнех ахаль сулланса çӳреме вăхăт та пулман. Института вĕренме кĕрсен Аркадий Улангин хăйĕн хӳттине илчĕ. Вăл пирĕншĕн иккĕмĕш атте пулчĕ, пирĕнтен çын турĕ. Киревсĕр йăласенчен пăрса тăчĕ. Хамăр хушăра картла укçалла выляттăмăр, çак йăларан та пистерчĕ. Сборсенче те вĕренме вăхăт уйăратчĕ. Эпир экзамен-зачета епле хатĕрленнине тĕрĕслесе тăратчĕ. «Шпаргалка çырăр», — тетчĕ. Ăмăртусенче «Труд» спорт обществин чысне хӳтĕлеттĕм. Студент çулĕсенчех СССРăн пĕрлештернĕ командине илчĕç. Бельгие кросс чупма кайнăччĕ. Унта эпĕ 8000 метрлă дистанцире 4-мĕш вырăн йышăнтăм. Пирĕн команда вара пĕрремĕш пулнăччĕ. Пединститут хыççăн ял хуçалăх институтне, «Урожай» спорт обществине куçрăм. Унта мана Леонид Сниткин пулăшса пычĕ.

— Эсир марафон та чупнă…

— Вăтам дистанцисенчен марафона куçма йывăрах мар, мĕншĕн тесен организм йывăрлăха хăнăхса пырать. Калининградра иртнĕ спартакиадăра пĕрремĕш хут марафон чупрăм. Спорт мастерĕн нормативне те марафон чупса тултарнăччĕ.

— Чăваш спортсменĕсен йышĕнче марафон чупакан сахал мар. Вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши?

— Пĕчĕклех ĕçлесе ӳснĕ, ача чухнех йывăрлăха чăтма хăнăхнă эпир.

— Олимпиадăна кайма май пулнă-и сирĕн?

— Совет Союзĕнче конкуренци пысăкчĕ, команда йышне кĕме çăмăл марччĕ. Пирĕн командăра Николай Пуклаков пурччĕ. Унпа пĕрле Олимпиадăна хатĕрлентĕмĕр. Унăн результачĕсем пысăкчĕ. Мускав кубокĕнче çĕршыв рекордне çĕнетрĕ те ăна Олимп командине илчĕç. Çав ăмăртăва эпĕ те хутшăннăччĕ.

— Тренер ĕçне хăçан пуçăнтăр?

— 1978 çулта. Ун чухне ял хуçалăх институтĕнче ĕçлеттĕм. Команда членĕ пулнă май малтан хам тренировка тăваттăм, унтан атьсемпе ĕçлеме каяттăм. Урана амантнă хыççăн спорт карьерине вĕçлерĕм. Институтра спортпа туслă студент нумайччĕ. Слава Кротов спорт мастерĕн нормативне тултарнăччĕ. Владимир Смирновăн кăтартăвĕсем аванччĕ. Слава Репин кайран колхоз председателĕ пулчĕ. Куславкка районĕнчи паллă фермер Василий Семенов та ман патра хатĕрленетчĕ, 1500-3000 метрлă дистанцисене чупатчĕ, анчах диплом илсен спортран кайрĕ. Зоя Миролюбова та чылай çитĕнӳ турĕ, вăл халĕ Василий Николаевичăн хуçалăхĕнче тĕп агрономра тăрăшать. «Спартак» спорт обществинче те вăйлисем пурччĕ. Ун чухне тренерсем ушкăнпа ĕçлетчĕç.

— Кайран та сирĕн вĕренекенсем пысăк çитĕнӳ тунă…

— Чи пултарулли, паллах, — Сергей Иванов. Вăл Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче ĕçленĕ чухне ман пата куçрĕ, унччен Николай Родионов /РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ. — Авт./ патĕнчеччĕ. Кайран унăн мăшăрĕ Галина килчĕ. Римма Ульянова, Вера Никифорова, Сергей Петров… Маттурччĕ вĕсем. Тăрăшмасан пысăк çитĕнӳ тăваймăн. Халĕ çамрăксемпе ытларах ĕçлетĕп. Анна Ильина /Доментьева/, Даниил Максимов, Стас Прокопьев, Анжела Гурьева, Александр Зорин спортра палăрасса шанатăп. Вĕсем Раççейри ăмăртусенче хăйсен вăйне тĕрĕслеççĕ. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Чăвашлăхпа çыхăннă ĕçсем хăват панине туять

Ачаран чăвашла калаçса çитĕнменшĕн Галина Григорьева халĕ питĕ пăшăрханать. Ашшĕ-амăшĕ тăван чĕлхерен пистерсе тĕрĕс мар тунă тесе шухăшлать.

Урăх тĕнче уçнă

Çемье Хĕрлĕ Чутай районĕнчен Етĕрне районĕнчи Ильина Гора салине куçса килнĕ. Вырăссен хушшинче пурăнма тивнĕрен ашшĕ-амăшĕ ачисемпе чăвашла калаçма пăрахнă. Галина чăваш чĕлхине шкулта та вĕренмен. Кайран, Шупашкарти энерготехникума вĕренме кĕрсен, ку ăна пушшех те кирлĕ пулман.

Хĕр энергетикăна мĕншĕн суйланă-ха? Галина пĕчĕк чухне ялта садик пулман. Водительте ĕçлекен ашшĕ юратнă хĕр пĕрчине хăйĕнпе пĕрле лартса çӳренĕ. Техникăна кăмăлласси çавăнтанах пырать пулĕ. Энерготехникумра ытларах яшсем ăс пухнă. Галина та пулас мăшăрĕпе, Красноар-мейски районĕнчи Кушар каччипе, унта паллашнă. Вĕсем тĕрлĕ курсра вĕреннĕ. Кайран çемье çавăрнă, Шупашкарта пурăннă. Яла тăтăш çӳренĕ çамрăксем. Анчах хунямăшĕ вырăсла пĕлмест! Ăна шутсăр килĕштернĕ кинĕн чăвашла вĕренме тивнĕ. Малтанхи вăхăтра çурри — вырăсла, çурри чăвашла калаçнă. «Анатри, тури чăвашсен калаçăвĕнчен мĕн илтнĕ — хутăштарса пупленĕ. Сăмахран, «кишĕр», «шĕкĕнтĕр» сăмахсене пĕрлештерсе «кишĕнтĕр» теттĕм. Ăнланмалла мар сăмахсем пулса тухатчĕç те манран кулатчĕç. «Кил картишĕ» вырăнне «урам» тесе арпаштараттăм», — аса илчĕ Галина Михайловна.

Халĕ вăл чунĕпе чăвашлăха парăннă çын пулса тăнă. Пĕтĕмпех Юхма Мишшипе паллашнинчен пуçланнă. Пĕлĕшĕ ăна тахçанах ун патне чĕннĕ-ха. Чăваш халăх писателĕ Галинăшăн пырса перĕнме май çук питĕ пысăк çын пек туйăннă. Ун патне çапла пырса калаçма май пуласси çинчен шухăшламан та. Кайран упăшкипе иккĕшĕ çемье бизнесне уçнă та пуçĕпех ĕçе путнă. Çапах тăватă çул каялла çав тĕлпулу пулнах. Юхма Мишши патне Галина Михайловна пĕрре кайнă, тепре... Унччен чăваш историйĕпе, чĕлхипе кăсăкланманскере паллă писатель калани питĕ кăсăклантарнă. Пачах урăх тĕнче пулнă ку уншăн. «Михаил Николаевичăн «Древние болгары-чуваши» кĕнекине вуласа тухсан куç уçăлчĕ, тĕлĕнтĕм. Чăвашсен историйĕ пирки шкулта каласа кăтартман пире. Маншăн пĕтĕмпех çĕнĕлĕх пулчĕ. Хамăр мĕнле халăх пулни пирки шала кĕрсе кайса тĕпчеме тытăнтăм, çавăн чухне чун тӳпере вĕçрĕ. Машинăра та чăваш радио çеç итлетĕп. Манăн куçпа вуласа кăна мар, хăлхапа илтсе те вĕренес килет. Çамрăк чухне ăс илейменнине халĕ май пур таран тĕрлĕ çăл куçран ăша хывма тăрăшатăп», — ача чухне чăваш тĕнчинчен туртса кăларнăшăн пăшăрханса калаçрĕ Галина Михайловна. Халĕ вăл чăваш халăх юррисене вĕренет, тĕррине те тĕрлеме тытăннă.

Хунямăшĕ хăйĕн туй кĕпине парнеленĕ

Çапах туртăм унчченех пулнă. Йăх туртăмĕ тĕлĕрмен-тĕр. Галинăн чăваш кĕпине малтанах тăхăнас килнĕ. Амăшĕн арчинче нумай выртнă вĕсем. Хĕрĕ унтан хăйĕн валли пĕр кĕпепе саппун суйласа илнĕ. Çапла тумашкăн çӳлти хăватсем систернĕ-ши? Кайран пушар тухнă та ашшĕ-амăшĕн килĕ пĕтĕмпех çунса кайнă. Асăнмалăх çав кĕпе пурри те мĕн тери паха. Халĕ ĕнтĕ унăн ашшĕ-амăшĕ ку тĕнчере çук.

«Хуняма Нина Григорьева — 85-ре. Питĕ правур хĕрарăм, чупса кăна çӳрет, пахчара та ĕçлет. Вăл мана хăйĕн качча кайнă чухнехи кĕпине парнелерĕ. Пиртен çĕленĕ ăна, хăех тĕрлесе илемлетнĕ. Эпĕ чăваш çи-пуçĕпе кăсăкланнăшăн савăнать вăл. Хавхалансах мана пулăшать. Саппунсем çĕлеттерчĕ, тĕрлеттерчĕ, хушпу та тутарчĕ. Килте тĕртнĕ пиртен кĕпе çĕлеттерес килетчĕ. Кӳршĕ ялти пĕр кинемей патне кайса пир илсе килчĕ вĕт. Маншăн вăл питĕ хаклă çын. Вĕренмен пулсан та çут çанталăк ăна тĕлĕнмелле ăс панă», — хунямăшĕ пирки ăшшăн калаçрĕ кинĕ. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Ростсельмаш презентовал современные агромашины на «Дне поля - 2022» в Республике Чувашия

Традиционная выставка сельскохозяйственной техники и оборудования «День поля - 2022» в Республике Чувашия прошла с 13 по 14 июля в Цивильском районе. Ежегодно в мероприятии принимает участие производитель современной сельхозтехники – Ростсельмаш. Совместно со своим официальным дилерским центром в республике – компанией «Русмашсервис» – предприятие презентовало несколько моделей сельхозмашин. В категории почвообрабатывающей техники был представлен культиватор R-12200.

Культиватор R-12200 обрабатывает почву на глубину 6-15 см под посевы яровых, овощных и пропашных культур, прекрасно подходит для паровых полей, стерневых фонов, а также для предпосевного рыхления верхнего слоя почвы. Расположенные в 5 рядов и оптимально расставленные по раме стойки стрельчатых лап обеспечивают беспрепятственное прохождение большого количества растительной и пожнивной массы. Схема расстановки лап минимизирует налипание на колеса влажной почвы и положительным образом сказывается на равномерности заглубления.

Также на стенде Ростсельмаш сельхозтоваропроизводители ознакомились с адаптерами к комбайнам для уборки различных культур (зерновых, подсолнечника, кукурузы). Жатки производства Ростсельмаш отличаются простотой эксплуатации, в чем убедились гости экспозиции.

Посетители выставки активно интересуются стендом Ростсельмаш. В частности, главный инженер аграрного предприятия «Прогресс» Валерий Куприянов не смог пройти мимо культиватора R-12200. Он уже давно пользуется техникой компании Ростсельмаш и уверен в ее качестве и надежности.

«У нас много различных сельхозмашин Ростсельмаш, в том числе прицепных и навесных. Мы уже приобрели косилку, опрыскиватель, вот сейчас присматриваем для нашего предприятия культиватор. Прислушиваемся к рекомендациям производителя и отзывам коллег. Техника Ростсельмаш нас устраивает по всем параметрам, возложенные на нее задачи выполняет. У нас большое предприятие с посевами более 5 тысяч гектаров. Благодаря хорошо укомплектованному парку агромашин собираем хороший урожай. Особенно хочется отметить работу сервисной службы дилера: всегда помогут и подскажут», – заявил Валерий Куприянов.

Секрет популярности продемонстрированной агротехники в том, что Ростсельмаш изначально разрабатывает и делает ее для профессионалов. То есть учитывает и воплощает в реальность запросы клиента.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.