Бизнеса лăпкăлăх кирлĕ
Пĕтĕм тĕнчери "Сочи-2014" инвестици форумĕнче ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Перекет банкĕ "Бюджет шайлашулăхĕ е ÿсĕме хăвăртлатасси: суйлама вăхăт-и?" темăпа ирттернĕ ĕçлĕ апатланăва хутшăннă.
Макроэкономика тăнăçлăхне çирĕплетмелли мерăсене сÿтсе явма РФ вице-премьерĕсем Ольга Голодец тата Аркадий Дворкович, финанс, экономика аталанăвĕн министрĕсем Антон Силуанов, Алексей Улюкаев, ыттисем хутшăннă. Калаçăва Перекет банкĕн правленийĕн председателĕ Герман Греф ертсе пынă.
Тĕл пулура палăртнă тăрăх - шайлашуллă бюджет экономика ÿсĕмĕн никĕсĕ пулса тăрать. Çавна май налук тиевĕн ÿсĕмĕнчен сыхланмалла, пенсисен пухăнса пыракан виçин тăнăçлăхне ÿстермелле. РФ субъекчĕсен экономика ÿсĕмне тĕревлемелли мерăсене тишкернĕ май калаçăва хутшăннисем регионсен инвестици илĕртÿлĕхне тĕпе хумаллине палăртнă.
Журналистсен республикăн экономика ÿсĕмне, инвестици илĕртÿлĕхне тивĕçтермелли çулсемпе çыхăннă ыйтăвĕсене хуравланă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев бюджет шайлашулăхĕ ĕçлĕ климата лайăхлатассине витĕм кÿни çинчен каланă. Çавăнпа республика бюджетĕнче укçа-тенке программăсем валли тĕллевлĕн уйăрмалли меслете тĕпе хунă. Çавăн пекех экономика кăтартăвĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе обществăпа политика лару-тăрăвĕн тăнăçлăхĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
"Влаçсен хăйсем шантарнине пурнăçламалла. Çăмăл мар, анчах регионăн инвестици илĕртÿлĕхĕн шайĕ çакăнтан килет. Экономикăри лару-тăру йĕркеллĕ тĕк - бизнес хăйĕн вырăнне тупатех. Унăн патшалăх 3, 5 тата 10 çуллăха мĕнле вăйă правилисем палăртнине пĕлмелле - çакă чи кирли. Çав правилăсем улшăнсах тăни арпашу çуратĕ, коммерци тытăмĕсем çакна ăнланмĕç. Çавăнпах эпир - тăнăçлăхшăн, хамăрăн бизнесменсем хăйсен тĕллевĕсене ĕçпе тÿрре кăларччăр тесе ырă условисем йĕркелеме тăрăшăпăр", - пĕтĕмлетнĕ республика Пуçлăхĕ.
К.ВОЛКОВ
Комментировать