Влаç партийĕ мĕншĕн çĕнтерчĕ?

20 Сен, 2014

Авăн уйăхĕн 14-15-мĕшĕсенче Мускавра пĕрлехи суйлав кунне халалланă "Раççей регионĕсем" медиафорум иртрĕ

Халăхсен хушшинчи суту-илÿ центрĕнче ăна вун-вун политолог-социолог пĕтĕмлетрĕ. "Авăнăн 14-мĕшĕнчи пĕтĕм Раççейри сасăлав маларахринчен çĕр-шывра кăçал политика лару-тăрăвĕ улшăннипе палăрса юлчĕ, - терĕ обществăри шухăш-кăмăла тĕпчекен центр директорĕ В.Федоров. - Сăлтавĕ акă мĕнре. Кăçалхи нарăс-пуш уйăхĕсенчен пуçласах Раççей Правительстви Крымри, Севастопольти, Украинăн кăнтăр-хĕвел тухăç регионĕсенчи вырăсла калаçакан çынсен правине хÿтĕлет. Раççей вĕсене пулăшни Украина Правительствине çеç мар, АПШпа Европăри хăш-пĕр патшалăха килĕшмерĕ, икĕ енлĕ хирĕç тăру амаланчĕ. Вăл суйлавçăсене сехĕрлентерчĕ. Çынсем Крыма Раççейпе пĕрлештернине, Украинăра вăрçă пынине, çĕр-шыв тĕлĕшпе йышăннă экономика санкцине чун-чĕре витĕр кăларчĕç. Вĕсене кÿршĕ патшалăхра снарядсем ÿксе çурăлни, Донбасра çĕр-çĕр çын вилни, Европа пире хирĕçле каварлашни тарăн шухăшлаттарчĕ. Электорат ик-виç çул каялла çеç пин-пин çын çĕкленĕ социаллă ыйтусене ним пулман пек манса кайрĕ. Украина националисчĕсене, вĕсене укçа парса пулăшакансене, экономика санкцине пурнăçа кĕртсе Раççее ура хума тăрăшакан патшалăхсене сивлерĕ. Пĕр шухăш-кăмăлпа - Крымпа Севастополе Раççейпе пĕрлештерес, Украинăри вырăссене пулăшас тĕллевпе - пурăнчĕ. АПШна, Европăри темиçе патшалăха тăшман вырăнне лартрĕ. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан кăçал мĕн пур шайри влаçа хирĕçлес, критиклес туйăм тамалчĕ. Çынсем Владимир Путинăн Крымпа Севастополе Раççейпе пĕрлештерес тĕллевне, вăл пурнăçа кĕнине, Донбасри вырăссене хÿтĕлес тĕлĕшпе çĕр-шыв тăвакан ĕçсене ырларĕç. Президент идейи халăха пĕрлештерчĕ. Çавăнпа ытларахăшĕ вăл йĕркеленĕ, халĕ те çул кăтартакан "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти кандидачĕсемшĕн сасăларĕ".

Политика кĕрешĕвĕн технологийĕн центрĕн директорĕ И.Бунин хăйĕн сăмахне РФ умĕнче нумай шухăш-кăмăллă общество тăвас, политика партийĕсемпе пĕрлĕхĕсен кĕрешĕвне йĕркелес тĕллев тăнине аса илтернинчен пуçларĕ. "Суйлав ăна нумай енĕпе тивĕçтермерĕ, - палăртрĕ вăл. - Кандидатсемпе партисен хушшинче çивĕч кĕрешÿ пулмарĕ. Сăмахран, Николай Меркушкин Самар облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ пулассишĕн суйлавçăсен 90 проценчĕн сассине пухнă. Тĕлĕнмелле кăтарту тĕрлĕ шухăшпа палăрнă Самар облаçĕн электоратне мар, Мордвари суйлавçăсен иртнĕ тапхăрти Меркушкин майлă пĕр шухăшлăхне аса илтерчĕ. Суйлавçăсен 86 процентне хăй майлă çавăрнă Валерий Шанцев /Чул хула облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ/, 80 процент тата ытларах сасă пухнă ытти пуçлăх регионĕнче кĕрешÿ пулман. Крымпа Севастополе Раççее тавăрнине ырласа йышăннисем "Пĕрлĕхлĕ Раççейпе" унăн кандидачĕсемшĕн сасăланă. Мускаври суйлав çеç ытти нумай регионтинчен хăйне евĕрлĕрех. Кунта партисен пĕлтерĕшĕ пысăк мар. Суйлавра çĕнтересси кандидатсем электоратпа епле ĕçленинчен, вĕсене çынсем хисепленинчен е сивленинчен нумай килчĕ. Чылайăшĕ саккунсем йышăнакан органта темиçе тапхăр ĕçленĕрен, хăйсене суйлавçăсем лайăх пĕлнĕрен мандата тивĕçрĕ. "Пĕрлĕхлĕ Раççей" депутачĕсен ушкăнĕ чи пысăкки, иккĕмĕш вырăнта - КПРФ. Кĕскен: суйлав хальхи влаç тĕллевĕсене, шухăш-кăмăлне майлă, референдум евĕрлĕ иртрĕ".

Обществăри шухăш-кăмăла тĕпчекен фонд президенчĕ А.Ослон та "Пĕрлĕхлĕ Раççейрен" чи нумай кандидат суйланнине Крымпа Севастополе Раççее кĕртнипе, Правительство Донбасри вырăссене хÿтĕленипе, Украина ыйтăвĕпе çĕр-шывра Европăна хирĕçле шухăш-кăмăл йĕркеленнипе ăнлантарчĕ. "Суйлавçăсем федераци влаçне иртнĕ çулхинчен урăхларах йышăнчĕç, - терĕ вăл. - Унăн Крым, Севастополь, Украина тĕлĕшпе тытса пынă çул-йĕрне, Европа Раççей тĕлĕшпе экономика санкцийĕ пурнăçа кĕртме йышăннине пĕлтернĕ хыççăн Правительство хĕвел анăçĕнчи патшалăхсенчен темиçе тĕрлĕ апат-çимĕç кÿме чарнине ырларĕç. Ку влаçпа халăх пĕрешкел шухăшланине пĕлтерчĕ. Президентпа премьер-министр ĕçне пысăка хурса хак пачĕç. Çавăнпа "Пĕрлĕхлĕ Раççей" пур çĕрте те чи нумай тата ытти партирен чылай ытларах сасă пухрĕ ".

"Вăл çĕнтересси суйлавччен темиçе уйăх маларах уçăмланчĕ, - терĕ РФ Общество палатин членĕ Д.Бадовский. - Иртнĕ уйăхсенче В.Путин рейтингĕ - 70-72, В.Жириновскин - 6, Г.Зюгановăн - 4, С.Мироновăн 1 процент шайĕнче тăчĕ. Ыран Президент суйлавĕ иртсен çав рейтинг Путин çĕнтерессе пĕлтернĕ. "Пĕрлĕхлĕ Раççей" мĕн пур шайра пĕрремĕш вырăна йышăннине Президент Крым, Донбасс, Европа санкцийĕ тĕлĕшпе тĕрĕс йышăну тунине çынсем пысăка хурса хакланипе ăнлантаратăп, - терĕ "Минченко консалт" коммуникаци холдингĕн президенчĕ Е.Минченко. - Çапах та партисен хушшинче кĕрешÿ пачах пулман тенипе килĕшместĕп. Вăл тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕрен пынă. Çакна КПРФ Мускавра суйлавçăсен 20 процентне хăйне майлă çавăрни те аван çирĕплетет".

Форумра Раççей Правительствин тата "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти Председателĕ Дмитрий Медведев сăмах каларĕ. "Общество хăйне лайăхлатассишĕн 20 çул ытла вăй хурать, - терĕ. - Пирĕн умра нумай партилĕхе пурнăçа кĕртес, суйлав нормисене уçăмлатас тĕллев тăратчĕ. Ăна пурнăçа кĕртрĕмĕр. Улшăнусем - куç умĕнче. Чăн та, хăшĕ-пĕри çав ĕç пынине манăçа кăларнă. Анчах асăннă ыйтусене татса парассишĕн нумай тăрăшма тиврĕ. Суйлавçăсем манран кĕпĕрнаттăрсене суйлама ыйтрĕç. Вĕсене каллех суйлама пуçларăмăр".

"Пĕрлĕхлĕ Раççее" эпĕ икĕ çул ытла ертсе пыратăп, - сăмахне тăсрĕ премьер-министр. - Ăна Раççей Президенчĕ Владимир Путин никĕсленĕ. Вăл 2 миллион çынна пĕрлештерет. Вĕсем влаçăн кашни тытăмĕнче вăй хураççĕ, мĕн пур шайри суйлава хастар хутшăнаççĕ. Иртнĕ вырсарни кунхи суйлавра та эпир чи нумай сасă пухрăмăр. Çавăнпа кăмăл çĕкленнине пытармастăп".

Д.Медведев обществăри политика тытăмне лайăхлатас ыйту çинче те чарăнса тăчĕ. "Обществăра политикăна урăхларах йышăнма пуçларĕç, - терĕ вăл. - Пуç тавра çавăрса шухăшлакан хушăнчĕ. Хăйсен прависене лайăх пĕлеççĕ, ыйтăвĕсене уçăмлă хурав партарассишĕн тилмĕреççĕ. Влаç ырă ĕç тăвасса кĕтеççĕ. Суйлав кампанийĕ пынă чух кандитатсен сăн ÿкерчĕкĕсем çине йăл кулса çеç пăхса иртеççĕ. Сасăлав еплерех пынине, комисси бюллетеньсене шутланине сăнама хапăл тусах килĕшеççĕ. Сасăлав иртнĕ кун суйлав участокĕсен ĕçне çутатакан интернет-трансляцие сехечĕ-сехечĕпе пăхса ларакан, çирĕп шухăш-кăмăллă çынсене пĕлетĕп. Вĕсемпе "Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн" йышăну пÿлĕмĕнче те тĕл пулатăп. Мана политика тытăмне мĕнле улăштармаллине, пурнăçа епле лайăхлатмаллине ăнлантараççĕ".

"Вĕсемшĕн пурте икĕ айкки те тăвайкки мар, - палăртрĕ Дмитрий Анатольевич. - Чăн та, ку - чи кирли. Çынсем обществăна демократи кирлине чунран туяççĕ. Çавнашкаллисем хушăнсан политика тытăмĕн пахалăхĕ лайăхланатех. Крымпа Севастопольте кăçалах суйлав ирттерсе тĕрĕс турăмăр. Ăна тепĕр çулталăкран йĕркелеме йышăнса тĕрĕс мар тăваттăмăр. Саккунсем йышăнакан органсем иккĕшне те халех кирлĕ".

Д.Медведев КПРФ, ЛДПР, "Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей" парти ертÿçисем Г.Зюганов, В.Жириновский, С.Миронов, РФ Патшалăх Думин ытти депутачĕ Пĕрлехи сасăлав кунне авăн уйăхĕн иккĕмĕш вырсарни кунĕнчен пуш уйăхне куçарма сĕнни пирки çапла каларĕ: "Вĕсем хальхи сасăлав кунне чăрмав вырăнне хураççĕ. Эпĕ ун пек шухăшламастăп".

Муниципалитетсенче тĕрлĕ парти хушшинче кĕрешÿ начар пыни пирки: "Пĕрлĕхлĕ Раççей" вырăнти хăй тытăмлăх Пухăвĕн депутатне, пуçлăхне суйлама кандидатура çителĕклех тăратнă. Ытти партин те çав шайра ĕçлемелле пулнă", - терĕ. Çулталăк вĕçлениччен депутатсен бюджет çирĕплетмеллине, суйлавçăсен умĕнче шантарнă ĕçсене тумаллине аса илтерчĕ. Регионсенчен пуçтарăннă темиçе çĕр журналиста çапла каларĕ: "Информацин йышлă хатĕрĕсем халăха тĕрлĕ шухăшпа паллаштараççĕ, регионсенче пурăнакансене вырăнти ыйтусене ăнланма пулăшаççĕ. Пресса - хăйĕн вулаканĕпе юнашарах. Субъектсенче унăн яваплăхĕ тĕп хуларипе танлаштарсан пысăкрах. Статья айне псевдоним лартнипе яваплăхран пăрăнаймăн".

Правительство Председателĕ информацин йышлă хатĕрĕсен /ИЙХ/ никама пăхăнманлăхĕпе çыхăннă ыйтăва та хускатрĕ. Вăл е ку лару-тăрăва пур енлĕн те тĕрĕс çутатма регионсенче Мускавринчен йывăртараххине, федераци шайĕнчипе танлаштарсан субъектсенче ИЙХ никама пăхăнманлăхĕн ыйтăвĕ çивĕчреххине пытармарĕ. "Çынсене чăнлăхпа килĕшсе тăман информаципе улталама парас мар тесен федерацин тивĕçлĕ саккунне лайăхлатмалла, - терĕ. - Халăха патшалăх шайĕнчи ĕçсем çеç мар, вырăнтисем те кăсăклантараççĕ. "Пĕрлĕхлĕ Раççей" ертÿçи пулнă май сире çынсемпе тачă хутшăнма чĕнсе калатăп. Влаç халăхпа ИЙХ урлă калаçать. Сирĕн ĕç пахалăхĕ информаци хатĕрĕсем пулăшнипе влаç сăмахне халăх патне, çынсен сăмахне влаç патне мĕнлерех çитернинчен нумай килет".

Политика партийĕсен ертÿçисем Геннадий Зюганов, Владимир Жириновский, Сергей Миронов "Пĕрлĕхлĕ Раççейрен" Пĕрлехи сасăлав кунне авăн уйăхĕнчен пуш уйăхне куçарма тархасласах ыйтрĕç. Электорат çулла пахчана, амăшĕсем шкула ярас умĕн ачасене вăхăт нумай уйăрнăран суйлав кампанине тухăçлă йĕркелеме май çук, çавăнпа суйлава çын сахалрах хутшăнать терĕç. "Халăхăн пысăк пайĕ сасăлав правипе усă курайманшăн влаç партийĕ пĕрре те кулянмасть, - терĕ Жириновский. - Çынсем суйлава сахалрах кайни уншăн усă çеç. Çавăнпа пирĕн сĕнĕве йышăнмасть".

"Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн" генеральнăй канашĕн секретарĕ Сергей Неверов ыйтăва хуравласа çапла каларĕ: "2000 çулсенче суйлав пуш уйăхĕнче иртнĕ. Вĕсене суйлавçăсен - 40-45, авăн уйăхĕн иккĕмĕш вырсарни кунĕнче 46,2 проценчĕ хутшăннă. Пĕрлехи сасăлав кунне унчченхинчен сахалрах хутшăннă тени чăнлăхпа килĕшсе тăмасть".

"Çулла суйлав кампанийĕ йывăррăн иртрĕ, - пĕлтерчĕ Зюганов. - Раççейри тĕп телеканалсем çынсем ĕçрен таврăнсан партисен элчисене эфира кăларса вĕсен платформипе паллаштарма май туса памарĕç. "Раççей-24" телеканал суйлавçăсем производствăра чухне кăна вăхăт уйăрчĕ. КПРФшăн сахалрах сасăлаччăр тесе "КПСС", "Раççей коммунисчĕсем", "КПРФ" ятлă партисем йĕркелерĕç. Вĕсен ĕçĕнче коммунистсен тĕллевĕпе çыхăнни ним те çук. Нумайăшĕ эпĕ ертсе пыракан Раççей Федерацийĕн коммунистсен партийĕ тесе вĕсен ячĕсен тĕлне çекĕл лартса йăнăшнă".

Жириновский суйлавçăсен 50 процентĕнчен ытла сассине пухса кĕпĕрнаттăра суйланни политикăн тÿрĕ кĕрешĕвĕпе çыхăнса тăмасть терĕ, 5 регионта /вăл шутра Мускавра, Ленинградпа Калининград облаçĕсенче, Крымра, Севастопольте/ иртнĕ суйлав пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшменнине пĕлтерчĕ.

Миронов ЛДПР, КПРФ, "Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей" сахалрах сасă пухнине вĕсен ертÿçисем, вĕсенче тăракан çынсем, агитаторĕсем чикĕ леш енчи патшалăхсем Раççее санкципе хăратнă чух Раççей Президенчĕ тавра чăмăртаннипе те, социаллă ыйтусене иртнĕ суйлавсенчи пек çивĕч лартманнипе те, экономика санкцийĕн тапхăрĕнче влаç партине критиклеменнипе те сăлтавларĕ. Неверов суйлавçăсем Владимир Путин тавра çирĕп тăнăран "Пĕрлĕхлĕ Раççей" ытти партие хыçала нумай хăварса мала тухнине çирĕплетрĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Шупашкар - Мускав - Шупашкар

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.