«Манăн айăпа пула хĕрĕм амăшĕсĕр çитĕнет»
ФСИНăн республикăри управленийĕн Çĕрпÿ районĕнчи сипленсе юсанмалли 7-мĕш учрежденийĕ пирки хăйне евĕрлĕ колони теççĕ. Сăлтавсăр мар - судпа айăпланнă хĕрарăм наркомансене, ĕçкĕçсене сиплекен пĕртен пĕр учреждени, Раççейре унашкалли урăх çук. Çавна май федерацин Атăлçи округĕнчи общество сăнав комиссийĕсен членĕсене явăçтарса Чăваш Енре ирттернĕ семинара килнисем шăпах унта пулса курас тени пĕртте ăнсăртран мар. Хăнасемпе пĕрле «Хыпар» корреспонденчĕн те колони пурнăçĕпе паллашма май пулчĕ.
Республикăра - хĕрарăмсен 3 колонийĕ. Кунта вара, каларăм, преступлени туса судпа айăпланиччен наркотиксемпе усă курнисем йышлă. Эпир пулнă кун контингент йышĕ 721 çынпа танлашать терĕç. Раççейĕн тĕрлĕ-тĕрлĕ кĕтесĕнчен. Чăваш Енрен нумай тееймĕн - 16 çын.
Тĕрлĕ регионăн сăнав комиссийĕн членĕсем чи малтанах столовăйпа паллашас терĕç. Çĕр-шывра кăна мар, чикĕ леш енче те лайăх пĕлекен право хÿтĕлевçи, РФ Президенчĕ çумĕнчи Граждан обществин аталанăвĕ тата çын прависем енĕпе ĕçлекен канаш членĕ, Общество сăнав комиссийĕсен /ОНК/ канашĕн президиумĕн председателĕ Мария Каннабих, колонисенче час-часах пулаканскер, кунашкал учрежденисенчи çитменлĕхсене лайăх пĕлет, çавăнпа кашни вак-тĕвекпе кăсăкланчĕ. Анчах вăл та кунта «чăкăлташмалли» самантсене асăрхамарĕ пулас. Умывальникре шыв пур, апатланма килекенсем валли супăнь савăчĕ те лартнă, пур çĕрте те таса, тирпейлĕ.
Мария Валерьевна столовăйра ĕçлекен айăпланнисен шалăвĕпе те кăсăкланчĕ. Аслă поварăн Людмила Овчинниковăн - 4 пин тенкĕ ытларах, чи пĕчĕк ĕç укçи чухлĕ ĕнтĕ. Алла тухаканни - 2 пин ытларах, ыттине тытса юлаççĕ, апатланнăшăн, ытти тăкак. Людмилăна 10 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварнă. 7 çул ларма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Приговор вăхăчĕ вĕçленичченех ирĕке тухасса шанать. Ачисем-и. «Шел те, манăн ача çук...» - пăшăрханса пĕлтерчĕ хĕрарăм.
Сăнав комиссийĕн членĕсем менюпа, апат нормисемпе те интересленчĕç. Паян ирхине сĕтпе пĕçернĕ тулă пăтти панă. Кăнтăрлахи апат - купăста яшки, шаркку. Эпир пынă чухне каçхи апат хатĕрлетчĕç, хура тул пăттипе ăшаланă пулă сĕтел çине лартĕç. Айăпланнисен мĕнешкел пысăк «çарне» тăрантмалла та - кухньăри хурансем пысăк, йышлă. Апата айăпланнисем хăйсемех хатĕрлеççĕ - колонирех ятарласа повара вĕреннĕ бригада ĕçлет.
Нормăсене илес тĕк - хăнасем хăйсем те палăртрĕç, хăш-пĕр колонире ларакансем хăйсене аш çителĕклĕ памаççĕ тесе кăмăлсăрланаççĕ. Анчах чылай чухне çак кăмăлсăрлану сăлтавсăр. Айăпланнисем темшĕн-çке, сăмахран, сысна ашĕн çуллă пайне какай вырăнне хумаççĕ. Анчах нормăра çуллипе тачкине уйăрман, салă та - ашах.
Малалла утатпăр - хĕрарăмсем пурăнакан общежитие кĕретпĕр. Çарти казарма йышши темиçе пÿлĕм, 2 хутлă краватьсем... Хĕрарăмсем пурăнаççĕ темерĕн - йĕри-тавра таса та илемлĕ. Кашни пÿлĕмĕн - хăйĕн тĕсĕ, пĕринче, тĕслĕхрен, каркăçсемпе стенасем çутă симĕс тĕслĕ, тепринче сарă... «Тĕссене хĕрсем хăйсем суйлаççĕ», - ăнлантарчĕç колони ĕçченĕсем.
Кунта айăпланнисемпе те калаçма май пулчĕ. Зэксен хушшинче «мана тĕрĕс айăпларĕç» тесе калакан сайра теççĕ, çавна май корреспондентпа сăмахланă, УК 228 статйипе /наркотикшăн/ суд умне тăнă Анна Шевелева калани кĕтменлĕх пулмарĕ. «Мана 0,48 грамм наркотикшăнах хупрĕç, - тет Саратов хĕрĕ. - Ман пеккисем вара кунта нумай. Хам валли туяннăччĕ, хĕр тусăм хăналама ыйтрĕ те - патăм. Çакăншăн айăпларĕç...»
Çапах вăл та кунти условисене лайăх тесе хаклать, маларах пулнă колонири условисене хурлать. Инçетри Анат Тагилти колонирен сипленес тĕллевпе кунта куçнă Светлана Осинцевăпа Наталья Ловинская шухăшĕ те çапларах, «Кунти тата лери условисем - çĕрпе пĕлĕт пекех. 7-мĕш колони сотрудникĕсем те ырă кăмăллă». Хĕрарăмсем сăнав комиссийĕн Екатеринбургран килнĕ членĕсемпе ятарласа курнăçас терĕç - пĕтĕмпех ыйтса пĕлме тăрăшрĕç. Ентешĕсене курнăшăн чăннипех савăнчĕç, «Калаçу уйрăмлăхĕсем те - пирĕн, тăван!»
Светланăн кăкăр çинчи сăн ÿкерчĕклĕ, хушаматлă табличкинче «Категория п/у» тесе çырнине асăрхаса сисчĕвлентĕм. Ку мĕне пĕлтерет. «Суицид...» - пуçне пĕксе пăшăлтатрĕ хĕрарăм. Хăйĕн çине алă хума тăнă иккен, унашкаллисем - уйрăм категори. «П/у» - «профучет» тенине пĕлтерет. Чăннипе вара кунта тем тĕрлĕ преступлени тунисем те пур. Эпĕ паллашнă Вера М., авă, çынна çĕçĕпе чикнĕшĕн ларать. «Çапла, çын вĕлернисем те пайтах, - кулса калаçрĕ хĕрарăм. - Апла пулин те пĕтĕмĕшле илсен эпир ырă çынсем».
Колони территорийĕнче кăçал кăна психиатри больницин çĕнĕ çуртне хута янă - сăрă шăрши те сĕвĕрĕлсе пĕтмен-ха. Медперсонал - 17 çын. Кунта стационарта сипленекенсем вара - çиччĕн кăна. Çавна май хăнасем медучреждени хăвачĕпе туллинрех усă курмаллине палăртрĕç. Ĕçлесе кайтăр-ха - пациентсем пулĕç. Хальлĕхе вара кусене сиплемелле. Тутарстан хĕрарăмĕшĕн Ильса Гильмутдиновăшăн ОНК членĕсемпе курнăçни усăллă пулатех-тĕр. Хĕрарăмăн 6 тата 7 çулсенчи икĕ ача. Унашкаллисем приговора пурнăçлассине ачисем 14 çул тултариччен каяраха хăвармалли правăпа усă курма пултараççĕ. Анчах Ильса тĕслĕхĕ урăхларах - вăл кунта алкоголизмран сипленет. «Хăв çине тăтăн тăк - ирĕке тухма пултаратăн, - сĕнчĕç ăна хăнасем. - Кăмăлна хытарса сипленмелле, сывалсан ирĕке кăларма ыйтса çыр».
Сăмах май, ку колонире ВИЧ-инфекциллĕ хĕрарăмсем те пур - 204 çын. Унччен вĕсене уйрăммăн тытнă, халь - тĕрлĕ отрядра. Ыттисем чирлисемпе хутшăнма шикленмеççĕ-и. «Çук, хăрамаççĕ, ВИЧ-инфекци сывлăш урлă ермест вĕт, - ăнлантарчĕç колони сотрудникĕсем. - Çавна май пирĕншĕн те вĕсем ыттисемпе танах».
Производство корпусĕнче /колони çĕвĕ ĕçĕпе специализациленет, вăй тытăмĕсем валли форма, ытти тумтир çĕлет/ Мария Зыковăна асăрхасан тĕлĕнтĕм те - пăхма ытла та çамрăк-çке, 18 çул тултарайман та пуль... «27 çулта эпĕ, - тĕлĕнтерчĕ хĕр. - Наркотике пулах кунта лекрĕм. Ирĕке тухиччен тата 6 уйăх кăна юлчĕ». Кунта темиçе çул ирттернĕ май упăшки унран сивĕннĕ-мĕн. Юсанмалли учрежденипе сыв пуллашсан мăшăрĕпе каллех çывăхланасса шанать.
Унăн ĕçтешне Ольга Семеновăна та, Тверь хĕрне, 31 çул параймăн - илемлĕскер, вăл та сăнĕпе чылай çамрăкрах. Лармалли тата çулталăк та 4 уйăх юлнă-ха. Чăн та, вăл та кунтан иртерех, вăхăт çитмесĕрех условнăй майпа тухма ĕмĕтленет, «Çитес хĕлле шанăç пур». Ĕçре маттуррине шута илсен - тухатех пуль. Маттур тенĕрен, ку унăн шалăвĕн виçинче те палăрать - уйăхра 8 пин ытла тухать. Анчах çуррине тытса юлаççĕ, тепĕр çурри колонири лавккаран ăна-кăна туянса пĕтет. Пухса пымашкăн çитмест çав. Апла пулин те ирĕкри тăванĕн ачине парне илсе ярса пама пултарнă. Ирĕкре вăл юриста вĕренсе тухнă, анчах текех çак специальноçпа ĕçлеймĕп ĕнтĕ тесе пăшăрханать. ОНК членĕсем ăна шанăç пачĕç, патшалăх тытăмĕнче мар тăк - ытти çĕрте те юристсем кирлĕ вĕт. Ирĕкре кĕтекен çывăх çынни пур-ши. «Качча кайман эп, - пулчĕ хурав. - Савни-и. Паянхи каччăсем вĕсем каччăсем-и вара.!» Çук, тавлашас темерĕм.
ШИЗО - кунта колонири режима, йĕркене пăснисем кăна лекеççĕ. Арçынсен учрежденийĕсенче, тен, урăхларах пуль, анчах хĕрарăмсем штраф изоляторĕнче йышлă мар. Камера йышши пÿлĕмре - пĕр çын кăна. Мускав хĕрне Юлия Писанкинăна Хакасири колонирен кунта куçарнă. «Йĕркене лере пăснăччĕ - пĕрле ларакансемпе тытăçса кайнăччĕ, çавăншăн, акă, кунта явап тытатăп - ПКТра уйăх çурă ĕнтĕ», - ăнлантарать вăл. Судпа иккĕмĕш хут айăпланнă. Ирĕке тухнă та - каллех наркотик тыткăнне лекнĕ, «Чарăнаймарăм... Сипленес тесе кунта куçарма хам ыйтрăм. Лере манăн йĕркене пăсмасăр пĕр эрне те иртместчĕ. Е кампа та пулин хирĕçетĕп, е колони сотрудникне «эсĕ» тетĕп...» Ача çуртĕнче çитĕннĕ вăл - çакăн витĕмĕ те пур-тăр. Унтан кайсан вара пурăнмалли кĕтессĕр юлнă - ĕçкĕпе иртĕхекен ашшĕпе амăшĕ хваттерне сутса янă...
Изоляторти режим çирĕп. Çапах камерăсенче телевизор пур - вăхăта ирттерме пулать. Телекуравĕ, паллах, кабельпе килекенни кăна, кашни каналпа кăларăма пăхаймăн - «цензура» ĕçлет, айăпланнисене воспитани парассипе килĕшсе тăракан кăларăмсене кăна пăхаяççĕ.
Арçынсен колонийĕсенче ШИЗОна чи нумаййи 6 уйăхлăха хупма пултараççĕ, хĕрарăмсен ку енĕпе «çăмăллăх» пур - 3 уйăхран ытла мар. ПКТран талăкра пĕр хут кăна уçăлма илсе тухаççĕ - сехет çурăлăха. Ирхине 6-ра тăмалла, кун каçа вырăн çине выртма юрамасть, 10-ра - «отбой». Табак туртас килсен вара. Камерăра туртма юрамасть, уçăлма илсе тухсан кăна мăкăрлантарма юрать. Талăк тÿсмелле-и. «Тÿсме тивет çав, - хуравларĕ изолятор ĕçченĕ, - çавăнпа хăшĕсем туртма пăрахаççĕ. Туртма юраманшăн хĕрхенме кирлĕ мар-тăр - вĕсене кунта лекме никам та хистемен вĕт».
Кунта курни-илтнине сăнав комиссийĕн членĕсем колонин акт залĕнче пĕтĕмлетрĕç.
- Пĕтĕмĕшле илсен - йĕркеллĕ, - кăмăллă пулнине пытармарĕ Мария Каннабих. - «Вăтам» тесе хакланă пулăттăм, мĕншĕн тесен тĕрлĕ регионта кунтинчен чылай лайăхрах колонисем те пур, япăххисем те çук мар. Пур çĕрте те таса, тирпейлĕ. Пуринчен те ытла килĕшни - çынсен сăнĕнче кулă, ырăлăх палăрни. Çакă чи лайăххи.
...Эпир колони территорийĕнчен тухма хатĕрленетпĕр. Пире хирĕç вара айăпланнисен тепĕр ушкăнне илсе кĕчĕç. Çамрăкскерсем, илемлĕскерсем - тем тесен те çакăнта темиçе çул ирттерме çуралман ĕнтĕ. Мĕн тăвăн, çак шăпана вĕсем хăйсем суйласа илнĕ. Пысăк сумкисене йăтса иртрĕç. Хыçалтан хурал пырать. 7-мĕш колонири контингент йышне паян тата темиçе çын хутшăнчĕ. Апла тăк - ирĕкре хĕрсемпе хĕрарăмсен йышĕ пĕчĕкленчĕ. Юратма, ача çуратма, вĕсене çитĕнтерме тивĕçскерсем - çакăнта... Пĕр самант çеç çак кулянăва пусарать - пурте тенĕ пекех кунта лекнĕшĕн ÿкĕнни. Екатеринбург хĕрарăмĕ Светлана Гипаревич калани асран тухмасть, «Манăн айăпа пула хĕрĕм амăшĕсĕрех çитĕнет...»
Николай КОНОВАЛОВ
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем
Комментировать