Çирĕммĕшне – çирĕм ытла хутлăхран

23 Июн, 2022

Çĕршывăмăрăн ылтăн-ахах мерченĕсене — Пĕтĕм Раççейри «Руç ăстисем» конкурса хутшăнакан алĕç ăстисене — Шупашкар кăçалхипе 20-мĕш хут йышăнчĕ. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ çумĕнчи скверта вырнаçрĕç вĕсем.

Çĕршывăн 25 регионĕнчи 49 ăста хутшăнчĕ унта. Çавăн пекех хамăр республикăри маçтăрсем те пулчĕç. Вĕсем — тĕрĕçĕсем, йывăç касса эрешлекенсем, капăр çи-пуç хатĕрлекенсем, тăм тетте тăвакансем, пусма татăкĕнчен тĕрлĕ япала ăсталакансем.

Маçтăрсене ăнăçу сунса ЧР культура министрĕ Светлана Каликова, Раççей халăх пултарулăх çурчĕн директорĕн çумĕ Андрей Беляев саламларĕç.

— Эсир Чăваш Ене килни, сирĕн ĕçĕрсем хула çыннисемпе республикăра пурăнакансемшĕн чăннипех пысăк уяв. Пирĕн çĕр çинче ирттернĕ кашни кун сире савăнăç кӳтĕр, ăнăçу парнелетĕр, — терĕ министр.

Андрей Александровичăн сăмахĕсем те конкурсантсен кăмăлне çĕклерĕç. Вăл çавăн пекех алĕç ăстисен ячĕпе республика çыннисене пысăк уявпа саламларĕ: «Сире çак кун Тăван çĕршывăн ылтăн алăллă ăстисем хăйсен ĕçĕсемпе савăнтарасшăн», — терĕ Мускавран килнĕ сумлă хăна.

Ставрополь крайĕнчен килнĕ Наталья Данилецпа паллашма кăмăллă пулчĕ. Вăл — Раççейĕн тĕрленĕ карттине хатĕрлекен 200 çынран пĕри. Тĕрлĕ куравра вырăнти хăлăхсен меслечĕсене тĕпе хурса пурнăçланă тĕррисемпе малти вырăнсене темиçе хут та тухнăскере питĕ яваплă ĕç шанса панă. «Çак проект мана калама çук пысăк хавхалану кӳчĕ. Шупашкартан йыхрав килсен тата та савăнтăм. Ытлашши шухăшласа тăмасăрах конкурса хутшăнма хатĕррине пĕлтертĕм. Карттăна Санкт-Петербургра иртнĕ экономика форумĕнче кăтартнине хумханса пăхса лартăм. Вăл хальхи вăхăтра сирĕн Чăваш тĕррин музейĕнче упранать терĕç. Çитсе куратăпах унта, умне тăрса сăн ӳкерттеретĕпех. Конкурсра çĕнтерес тесе ăнтăлмастăп. Маншăн чи пахи — унта хутшăнни, Ставрополь казакĕсен тĕрĕ эрешĕсемпе Чăваш Енри халăха паллаштарни, конкурса хутшăнакансемпе курнăçни. Пире кунта питĕ лайăх кĕтсе илчĕç. Хула тĕлĕнмелле хитре, тирпейлĕ. Унта пурăнаканĕсем питĕ-питĕ тарават», — чунне уçса калаçрĕ Наталья Анатольевна.

Çак шухăша «Руç ăстисем» конкурса хутшăннă ытти ăста та палăртрĕ. Эпир вара вĕсем мĕнле ĕçленине кунĕпе пăхса ларма хатĕрччĕ. Чăн-чăн асамçăсем тейĕн. Ним çукран — тăмран, йывăç таткинчен, çĕтĕкрен, çăмран, куккурус çулçинчен… — тĕлĕнмелле япаласем ăсталарĕç.

www.hypar.ru Надежда Смирнова сăн ÿкерчĕкĕсем

 

Рубрика: 

Комментировать