Кĕркунне хатĕрлетпĕр

19 Сен, 2014

Килес çулхи тухăç лайăх пултăр тесен пахчана кĕркуннех хатĕрлемелле. Пахча çимĕçе пуçтарнă хыççăн çĕр таса пулмалла. Пахча çимĕç туни-çеçкине /ÿсен-тăран сывă пулсан/ компост тумашкăн яма пулать, чир-чĕрпе сиенленнĕ çеçкесене, вăрăланнă çум курăка çунтармалла.

Пахча çимĕç лаптăкне йăлтах чавса тухмалла. Чавнă май тепĕр çул лартмалли йăрансене тутлăхлантармалла. Йăрансене мĕнле тăвассине, хăш лаптăкра мĕн çитĕнтерессине кĕркуннех палăртса хумалла. Çакă çĕр чавнă чухне кашни культурăна тивĕçлĕ тутлăхлă япаласене хывма май парать.

Купăста, хăяр, кабачок, кавăн, çĕр улми тислĕклĕ çĕре юратаççĕ. Кавăнпа кабачок, тĕслĕхрен, çĕрмен тислĕк купи çумĕнче хăйсене питĕ аван туяççĕ, шыв çеç çителĕклĕ пултăр.

Суханпа ыхра вара лайăх çĕрмен тислĕке юратмаççĕ. Вĕсене икĕ-виçĕ çул выртнă тислĕк юрăхлă. Ешĕл çимĕçсем - салат, укроп, шпинат, петрушка та çавнашкалах - лайăх çĕрнĕ тислĕке хапăллаççĕ. Фосфор, кали им-çамĕпе пулăхлатнă çĕр паха вĕсемшĕн.

1 тăваткал метра 3 стакан йывăç кĕлĕ сапни фосфор-кали имлĕхне ылмаштарать. Азотлă им-çама /нитрофоска, нитроаммофоска т.ыт.те/ тăпрана çуркунне çеç хывмалла.

Тăпрана тислĕк хывни ăна çемçетме, сывлăш çаврăнăшне лайăхлатма пулăшать. Минерал удобренийĕсене инструкцире кăтартнине çирĕп пăхăнса усă курмалла.

Çĕр чавнă чухне çум курăк тымарĕсене пуçтармалла. Уйрăмах йыт пырши, хурхух, пиçен, шурут тымарĕсене асăрхăр. Вĕсенчен пĕчĕк татăк юлсан та хунав тухса ĕрчет.

Пахчара чăрăш тăрри, шăнăр курăкĕ ÿсет пулсан тăпра йывăр тата йÿçеклĕх пысăк иккенне пĕлтерет. Эппин, тăпрана кашни тăваткал метра 0,5 кг пурă çăнăхĕ е кĕл ытларах кирлĕ. Çак тĕлĕшпе вĕтетнĕ çăмарта хуппипе те усă курма пулать.

Тăпра тăмлă пулсассăн тислĕкпе пĕрле хăйăр тăкни аван. Хăйăра тăваткал метра 3 литрлă банка виçепе илмелле. Çак ĕçе икĕ-виçĕ çулта пĕрре пурнăçламалла.

Кĕркунне çĕр чавнă чухне тăпра тумхахĕсене ан ватăр. Шăпах тĕмеклĕ-путăклă çĕр нÿрĕке лайăх тытса юлма пулăшать. Нÿрĕк тытмашкăн тĕллĕн-тĕллĕн хăма татăкĕсем тăратса çирĕплетме те юрать.

Çĕр шăнтиччен, юпа уйăхĕсенче, кĕрхи ыхра лартса хăвармалла. Ыхрана тарăн лартсассăн йăрана витмесен те аптрамасть. Йăран çине хăш-пĕр тĕле юр тытмашкăн патаксем тăрăнтарса хăварăр. Пĕчĕкшер йăран кишĕрпе сухан та акса хăварма юрать кĕркунне. Çакă çимĕçсене иртерех туса илме май парать. Анчах ас тăвăр - кĕркунне акнă чухне вăрă нумайрах каять, мĕншĕн тесен вĕсен шăтаслăхĕ пĕчĕкрех.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.