Хыпар 65-66 (27944-27945) 17.06.2022

17 Июн, 2022

Çĕнĕ тĕнче – çĕнĕ майсем

Санкт-Петербургра пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕ ĕçлет. Кăçалхин, шучĕпе 25-мĕшĕн, девизĕ — «Çĕнĕ тĕнче — çĕнĕ майсем». Форума Чăваш Енĕн ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пыракан делегацийĕ те хутшăнать.

Тĕрленĕ карттă халăхсене пĕрлештерет

Олег Николаев палăртнă тăрăх, Чăваш Ен форумра хăйĕн чи лайăх ĕç меслечĕсемпе, пысăк проектсене пурнăçланин опычĕпе, регионăн инвестици майĕсемпе паллаштарĕ.

«Калаçусем, килĕшӳсене алă пусасси, пĕрлехи мероприятисемпе плансене сӳтсе явасси – вĕсем экономикăна, промышленноçа, сывлăх сыхлавне, цифровизацие, импорта хамăрăн продукципе улăштармалли технологисене пырса тивеççĕ», — тенĕ вăл форумпа çыхăннă тĕллевсемпе паллаштарнă май.

Республика форума пухăннисене Раççейĕн тĕрленĕ карттипе те илĕртет. Кашниех хăйĕн регионне шырать, сăн ӳкерме тăрăшать. ПМЭФра «Контактри» цифра студийĕн хăни пулнă май ЧР Пуçлăхĕ карттăна культура йăлисем урлă халăхсене пĕрлештерекен искусство шедеврĕ тесе хакланă.

Калаçăва Чăваш Енрен видеоçыхăну мелĕпе Раççей халăх артистки Надежда Бабкина та хутшăннă. «Республика мĕн чухлĕ пĕчĕкрех — наци мăнаçлăхĕ çавăн чухлĕ пысăкрах, культурăпа искусство çавăн чухлĕ хисеплĕрех. Тĕрленĕ карттăпа çыхăннă проект пысăк пĕлтерĕшлĕ — вăл пурне те пĕрлештерет. Пирĕн культура çыхăнăвĕсем çине ытларах пусăм тумалла», — тенĕ вăл. Олег Николаев форумра 13 килĕшĕве алă пусма палăртнине çирĕплетнĕ.

1,7 миллиард тенкĕ — инфратытăм валли

Республикăна çĕнĕ микрорайонсен инфратытăмне аталантармалли бюджет кредичĕ илмешкĕн 1,2 миллиард ытла тенкĕлĕх хушма лимит панă. Тата 427 миллион тенкĕ — Куславкка, Çĕмĕрле хулисенче ăшă сечĕсем тума. Ку укçана ЖКХна реформăлама пулăшакан фонд уйăрать. Тивĕçлĕ заявкăна РФ Правительствин регионсен аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен комиссийĕн Санкт-Петербургри экономика форумĕнче Марат Хуснуллин вице-премьер ертсе пынипе тата ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннипе иртнĕ ларăвĕнче ырланă.

Олег Алексеевич палăртнă тăрăх, çак заявка — пысăк ĕçĕн пĕрремĕш тапхăрĕ кăна. «Эпир асăннă хуласем тĕлĕшпех тата 604 миллион тенкĕлĕх виçĕ объект тума хатĕр. Пулăшсан унта ĕçлеме пуçлăпăр», — тенĕ вăл.

Бюджет кредичĕн хушма укçи Шупашкарта çулсем, инженери сечĕсем, виçĕ ача сачĕ тума кайĕ. Микрорайонсен инфратытăмне аталантарни пурăнмалли 182 пин ытла тăваткал метр çурт-йĕр çĕклеме, çĕнĕ 910 ĕç вырăнĕ йĕркелеме май парĕ.

Инвестицисем аталанăва вăй парĕç

Санкт-Петербургра форумăн пĕрремĕш кунĕнчех алă пуснă килĕшӳ — Мари Элпа килĕштерсе ĕçлессине çирĕплетекен документ. Ăна Олег Николаев тата кӳршĕ республикăн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Юрий Зайцев алă пуснă.

Олег Николаев палăртнă тăрăх, çакăн тĕллевĕ — регионсен майĕсемпе анлăн усă курасси. «Пирĕн çыхăнусем çирĕп. Пĕрлехи пуянлăхăмăр — Атăл юхан шывĕ. Çывăх вăхăтра туризм, йывăр тиевсем турттарас, ытти енĕпе пĕрле ĕçлемелли анлă майсем уçăлĕç», — тенĕ Олег Алексеевич. Вăл Юрий Зайцева «Чĕмсĕр чикĕсем тăвакансене» мемориал комплексне официаллă майпа уçмашкăн хутшăнма чĕннĕ, ăна Чăваш Енри культура проекчĕсене тӳпе хывнăшăн тав тунă. Мари Эл ертӳçи Чăваш Ен Пуçлăхĕн командипе çывăх паллашма май пулнине пысăка хурса хакланă, пĕрле тухăçлă ĕçлессе шаннине çирĕплетнĕ.

Чăваш Енре тата темиçе инвестици проекчĕ пурнăçланĕ. Чи малтанах — Шупашкар районĕнче юхан шыв порчĕн причалĕсене тата Канашри чукун çул станцийĕнче склад комплексĕ тăвасси. Çак ыйтусене экономика форумĕнче Олег Николаев «ВиаНова» компани учредителĕпе Владимир Ишмурзинпа сӳтсе явнă. «М-12 автотрасса строительстви республикăшăн ку енĕпе пысăк майсем уçнине ăнланатпăр. Пирĕн тахçанхи тĕллев — Чăваш Енре çавнашкал хаб туса хурасси», — тенĕ Олег Алексеевич. Тивĕçлĕ килĕшĕве Шупашкарти экономика форумĕнче алă пусма палăртнă.

Республикăна икĕ миллиард тенкĕ ытла инвестици илсе килмелли тепĕр проект — энергетикăпа çыхăннăскер. Питĕрти форумра Олег Николаев «Трансэнергопром» компанисен ушкăнĕн гендиректорĕпе Елена Климашевскаяпа алă пуснă килĕшӳ енсем республикăн энергетика отраслĕн аталанăвĕ енĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлессине, социаллă проектсене, çав шутра экологипе, спортпа çыхăннисене пурнăçлассине пырса тивет. Регион ертӳçи çавăн пекех республикăра газ турбинисене ĕçлеттерсе электроэнерги туса кăларакан энергоцентрсем, электротранспорт валли çĕнĕ йышши заряд станцийĕсем, хĕвел электростанцийĕ тăвассипе çыхăннă плансем пысăккине палăртнă. Ун шучĕпе, потребительсене электроэнерги парса тăрассин тата ресурссен хакĕн тăнăçлăхне тивĕçтермешкĕн генерацие çĕнĕ йышши технологисем çинче никĕслемелле. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Пур çамрăк та программист пуласшăн-и?

Информатикăпа ППЭ тытакан çуллен нумайланать

Шкултан вĕренсе тухакансемпе ашшĕ-амăшĕ çĕртме пуçламăшĕнче лавккаран ытларах шăккалатпа шыв туянчĕç — ара, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçшăн çав тери хĕрӳ вăхăт вĕт: вĕсем патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене тытаççĕ. Кăçал шкул пĕтерекенсем мĕнле предметсене суйланă? Çак ыйтăва тишкернĕ май хулари шкулсемпе кăна мар, ялтисемпе те çыхăнтăмăр. Тӳрех палăртмалла: ӳкерчĕк пĕрешкелрех. Çав вăхăтрах кăшт уйрăмлăхсем те пур. Ялти шкулсенче обществознани малти вырăнсенчен пĕрне йышăнать, Çĕнĕ Шупашкар-сен картлашкан малти пусми çинче — информатика. Çакна та каламалла: кăçал Чăваш Енре 11-мĕш класран 5600 ача вĕренсе тухать.

ХĔЛĔПЕХ РЕПЕТИТОР ПАТНЕ ÇŸРЕНĔ

ТОПăн пĕрремĕш картлашкине обществознани йышăнать. Сăмах май, вăл пĕлтĕр те рейтингăн пĕрремĕш йĕркисенче пулнă. Обществознанипе 2500 вĕренекен ППЭ тытнă. Ку предметпа экзамен тытма гуманитари енĕпе пĕлӳ илес текенсем суйлаççĕ. Экономикăпа, менеджментпа, юриспруденципе тата педагогикăпа çыхăннă специальноçсене вĕренес текенсене кирлĕ вăл. Ученăйсем палăртнă тăрăх, обществознани фи-лософие, социологие тата психологие çыхăнтарать. Çавăнпа обществознанипе патшалăхăн пĕрлехи эк-заменне парсан абитуриент çак наукăсемпе çыхăннă кирек хăш специальноçа та суйлама пултарать. «Манăн шухăшпа, обществознанипе экзамен тытса çамрăксем хăйсене страхлаççĕ. Вĕсем ĕç рынокĕнче паян гуманитари специальноçĕсем — юристсемпе экономистсем — питех кирлĕ марришĕн те пăшăрханмаççĕ. Хăйсен бизнесне уçма ĕмĕтленекенсене экономист пĕлĕвне илни кирлех», — палăртрĕ химиксен хулинче пурăнакан 2 ача амăшĕ Светлана Николаева. Тĕпренчĕкĕсене ура çинче çирĕп тăратасшăн вăл. «Ку дис-циплинăн пĕлтерĕшĕ пысăккине лайăх ăнланатăп. Обществознание пĕлмесен паянхи саманара пурăнма çăмăл мар. Çавăнпа эпĕ экзамена тĕллевлĕ хатĕрлентĕм. Хĕлĕпех репетитор патне çӳрерĕм. Тĕрĕссипе, пур предмет та хăйне май йывăр. ППЭ тытма çăмăл мар. Çавăнпа экзаменсене пур предметпа та тĕплĕн хатĕрленмелле», — терĕ 11-мĕш класс пĕтерекен Анна Киртаева.

ФИЗИКА — СУМЛИСЕН ШУТĔНЧЕХ

«Çар тата техника вузĕсене кĕрес, физикăпа математика учителĕ пулас текенсем, паллах, физикăпа ППЭ параççĕ. Педагогсем палăртнă тăрăх, 2019-2021 çулсенче те физика картлашкан иккĕмĕш пусмине йышăннă. Чăваш Енре физикăпа ППЭ çĕртмен 6-мĕшĕнче пулнă. Асăннă предметпа 1200 вĕренекен экзамен панă. Физикăна суйламаннисем информатикăпа экзамен тытаççĕ. Физикăпа экзамена ăнăçлă парса аслă пĕлӳ илнисем пурăна киле авиастроени, технологи процесĕсемпе производствăна автоматизацилес, агроинженери, аэронавигаци, баллистика тата гидроаэродинамика, биотехнологи тата ытти енĕпе ĕçлеме пултараççĕ. «Пирĕн шкулта та /сăмах Çĕнĕ Шупашкарти 2-мĕш шкул пирки пырать/ кăçал физика иккĕмĕш вырăнта. Биологипе информатика — виççĕмĕшпе тăваттăмĕш картлашкасем çинче. Рейтинг çуллен ул-шăнать. Хăш-пĕр чухне биологи – иккĕмĕш, физика виççĕмĕш вырăнта. Ку ачасен пĕлӳ шайĕнчен, вĕсем мĕнле предмета кăмăлланинчен килет. Физикăна ытларах арçын ачасем суйлаççĕ», — пĕлтерчĕ физика вĕрентекенĕ Татьяна Владимирова.

Шел те, статистика кăтартăвĕсем тăрăх, физика учительне каяс текен сахаллансах пырать. Республикăри шкулсенче физиксем çитмеççĕ. Чылай çĕрте тивĕçлĕ канăва тухнисем /ылтăн кадрсем/ ачасене пĕлӳ параççĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Хурах! – электросамокатсем тапăнаççĕ

Электросамокат çине тăнă çынсем вăрр! та вăрр! вĕçтерсе иртеççĕ — çапса хăварасран шикленсе ирĕксĕрех айккинелле пăрăнса тăма тивет. Пулмарĕ иккен нимрен шикленмесĕр лăпкăн кăна уçăлса çӳресси...

Симĕсси, сарри тата тем тĕрли

Шупашкарта маларах GreenBee /симĕс самокатсем/ тата Busyfly /хĕрлĕ-кăваккисем/ сервиссем ĕçлетчĕç, нумаях пулмасть вара Whoosh компани те кунта тĕпленчĕ — унăн сарă электросамокачĕсем самантрах пĕтĕм хулана ярса илчĕç. Вĕсен кăна мар, уйрăм çынсен те нумаййине тĕпе хурсан — паян Шупашкарта мĕн чухлĕ самокат пулнине никам та пĕлмест. Сахал мар — ку куçкĕрет. Çакна электросамокат çине тăнă çынсене паян пур çĕрте те курма май пурри те çирĕплетет. Кану вырăнĕсенче, тротуарсем çинче... Тепĕр чухне вĕсем автотранспорт çӳрекен çулсем çине тухнине те асăрхатпăр. Çапла майпа электросамокатсем хăрушсăрлăха — вĕсемпе çӳрекенсен тата çуран çынсен хăрушсăрлăхне — пырса тивекен çивĕч ыйтăва çаврăнчĕç.

Паллах, электросамокат хăвăрт та меллĕ пулнипе илĕртӳллĕ. Çуран çитме, калăпăр, инçерех, общество транспорчĕпе е автомашинăпа кайса «пăкăсенче» ларса вăхăта сая ярас килмест. Самокат çине тăтăн та — нимĕнле чăрмав та çук. Ахальтен мар ĕнтĕ Шупашкар влаçĕсем те, авă, унти çул реконструкцине пула миçемĕш уйăх ĕнтĕ «пăкăсенче» нушаланакан кăнтăр-хĕвел анăç микрорайонĕнче пурăнакан халăха та машинăсен салонĕсенчен тухса самокат утланма сĕнеççĕ. «Районтан çил вĕçтерсе тухмашкăн 45 тенкĕ тӳлемелле. Ĕçе çитме — 110 тенкĕ. Çул çинчи вăхăт — 31 минут» — хула администрацийĕн телеграм-каналĕнчи çак сĕнĕве нумайăшĕ, уйрăмах асăннă районта пурăнакансем, халăхран кулни вырăнне хурса йышăнчĕç-ха, анчах ку — урăх ыйту, самокатсен пĕлтерĕшне мэри чиновникĕсем те пысăка хуни вара — куçкĕрет.

Сĕнĕвĕ, тĕрĕссипе, юрăхсăрах та мар. Пĕлĕшĕмсен хушшинче ĕçе велосипедпа кăна мар, самокатпа çӳрекен те пур. Çак кунсенче вара Шупашкара Лапсар енчен пĕр çамрăк арçын ирхине электросамокатпа килнине курса тĕлĕнме май пулчĕ. Тĕп хулара ĕçлекенскер куллен мар, çапах çанталăк уяр чухне ĕçе час-часах çак мелпе çитет иккен. Автобус кĕтсе вăхăт çухатмалла мар, укçа та тăкакланмасть. Автотранспорт вĕçĕ-хĕррисĕр иртсе каякан асфальт хĕррипе килесси вара? Унта çул тикĕс тееймĕн, пĕчĕк кустăрмаллă самокатпа сиккелесе пырасси хăрушă мар-и? «Унсăр мар ĕнтĕ, асăрхануллă пулма тăрăшатăп», — терĕ çакскер.

Арçын ӳксе вилнĕ

Тĕп хулари травматологи пункчĕпе çыхăнтăмăр та — унта самокат çинчен ӳкнипе суранланнисене е çак транспорт пырса çапнипе аманнă çуран çынсене уйрăммăн шута илсе пыманнине палăртрĕç. Анчах çанталăк лайăх тăнине кура мотоциклпа, велосипедпа, скутерпа, электросамокатпа, çавнашкал ытти хатĕрпе ярăннă май ӳксе шар курнисем нумайланнине çирĕплетрĕç.

Хăрушлăх пысăк тенипе никам та тавлашмĕ. Электросамокатпа усă курнă май çын та вилчĕ ĕнтĕ. Çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче çĕрле Шупашкар районĕнче инкек пулнă. 48 çулти арçын, тĕп хулара пурăнаканскер, Çатракассинче пулнă. Çур çĕр иртсен электросамокатпа çула тухнă. Тĕттĕмре асăрхаса ĕлкĕреймен-ши — «выртакан полицейски» çине пырса кĕнĕ — ӳкнĕ, йывăр суранланнă. Вырăна çитнĕ васкавлă медпулăшу та унăн пурнăçне çăлса хăварайман. Полици палăртнă тăрăх, арçын 350 Вт таран хăватлă электросамокатпа пулнă.

Шăпах двигатель хăвачĕ самокат çине тăнă çынна çуран çынпа е транспорт водителĕпе танлаштарассине витĕм кӳрет. Двигатель хăватлă тăк, эппин, самокат хăвăртлăхĕ те пысăк. ЧР Çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕнче ăнлантарнă тăрăх, двигатель хăвачĕ 0,25 кВтран тата унăн сехетри хăвăртлăхĕ 50 километртан пысăкрах электросамокатсене «L» категориллĕ транспорт шутне кĕртнĕ. Çавна май унашкаллисемпе 16 çул тултарсан кăна çӳреме ирĕк пур — «М» категориллĕ водитель удостоверенийĕ кирлĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Владимир ФЕДОРОВ: Халăх шансан епле ĕçлемĕн-ха?

Тăван тăрăхшăн, ял илемĕшĕн вăл ырми-канми тăрăшать. Пуçлăх пулма шаннă хыççăн кĕске вăхăтрах чылай ĕç турĕ. Ялсен сăн-сăпачĕ палăрмаллах улшăнчĕ. Сăмахăм Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Федоров çинчен. Владимир Николаевичран юлашки вăхăтра тунă ĕç-хĕл çинчен каласа кăтартма ыйтрăмăр.

Вăрмар тăрăхĕнчи Арапуçсене те чĕнесшĕн

— Владимир Николаевич, Аслă Арапуç ялĕ çитес çул 500 çул тултарать. Ăна мĕнле паллă тăвасшăн?

— Аслă Арапуç ялĕнчен тухнă паллă, хастар çынсене, ял-йыша, пĕр сăмахпа — пурне те, çак уява чĕнесшĕн. Ăна халăхсăр ирттерейместпĕр. Пирĕн тĕллев — çынсене нумайрах пуçтарасси, уява çӳллĕ шайра паллă тăвасси. Мероприятисене çулталăк пуçламăшĕнчех ирттерме тытăнăпăр. Акă, сăмахран, кăрлач уйăхĕн 7-мĕшĕнче Аслă Арапуçра хоккейла выляс енĕпе çулленех турнир иртет. Ăна ку хутĕнче ял пуçланса кайнăранпа пилĕк ĕмĕр çитнине халаллăпăр. Ăмăрту умĕн чиркӳре пуçтарăнасшăн. Мĕншĕн тесен Аслă Арапуç чиркĕвĕ Христос çуралнă ятпа хисепленет. Ял тăрăхĕнче, клубра тата шкулта кашни мероприятие юбилейпе çыхăнтарăпăр. Чи пысăк уявне Çимĕк вăхăтнелле стадионта тăвасшăн. Аслă Арапуçа Вăрмар районĕнчи Арапуç ялĕнчен куçса килнĕ çынсем йĕркеленĕ. Вĕсемпе туслă çыхăну тытатпăр. Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Александр Агеевпа телефонпа яланах калаçатпăр, пĕр-пĕрин ĕçĕпе интересленетпĕр. Уява вĕсене те, хамăрпа кӳршĕллĕ Кĕçĕн Арапуçсене те чĕнесшĕн. Аслисем каланă тăрăх, асăннă виçĕ ялта пурăнакансем маларах та уявсене пĕрле йĕркеленĕ. Çавăн пекех эпир баннерсем вырнаçтарасшăн. Пĕри яла чиркӳ енчен пырса кĕнĕ çĕрте пулĕ. Тепĕр баннерĕ яла Комсомольски енчен пырса кĕнĕ çĕрте, стела патĕнче, пулĕ. Кĕркуннеччен çак ĕçе вĕçлемелле пирĕн. Нумаях пулмасть уяв ирттерме йĕркелӳ комитечĕн йышне çирĕплетрĕмĕр. Унта усламçăсене, пуçаруллă та хастар çынсене кĕртрĕмĕр. Вĕсемпе тĕл пулса ĕç планне сӳтсе явасшăн.

— Юлашки вăхăтра тунă ĕçсем çинчен те каласа парсамăр.

— Эпĕ ку должноçра 2019 çулхи юпа уйăхĕнче ĕçлеме пуçларăм. Унтанпа вырăнти çулсене нумай тирпейлерĕмĕр. Икĕ çухрăм ытла хытă сийлĕ çул турăмăр. Каншелти — Совет, Анат Чакăри — Анатри, Аслă Арапуçри Çырма хĕрри, Сăрт çинчи, Сад урамĕсенче çул сартăмăр. Çавăн пекех кăçал Буденнăй урамĕнче 700 метр тăршшĕ çул турăмăр. Вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăк кашни ялтах пур. Каншелсемпе Пăлаçи Атăксем тăрăшнипе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисен, таврăнсан вилнисен ячĕсене гранит плитасем çине вырнаçтартăмăр. Пĕр енче — Пăлаçи Атăксен паттăрĕсем, тепĕр енче — Каншелсен. Иккĕшĕн хушшинче брусчатка сарса Ĕмĕр сӳнми çулăм вырнаçтартăмăр. Йăлтах ял халăхĕ, предпринимательсем панă укçапа пурнăçларăмăр. Аслă Арапуç ялĕнче «Пуçаруллă бюджет» программăна хутшăнса вăрçă паттăрĕсене асăнса лартнă палăка хăтлăлатрăмăр. Çак ĕçе тума 1 миллион та 180 пин тенкĕ расхутларăмăр. Вăл шутран 40 проценчĕ — ял халăхĕн укçи. Палăк илемлĕ ял варринче вырнаçнă. Проектне Иван Дикин хатĕрленĕ. Укçа пуçтарма йывăр пулчĕ. 450 пин тенкĕ пухмаллаччĕ. Тĕрĕссипе, 150 пин тенки ял çыннисенчен пуçтарăнчĕ. Тепĕр 150 пин тенкине Николай Николаев усламçă пачĕ. Бюджет укçипе те усă куртăмăр. Йывăрлăхсем пулчĕç паллах. Вĕсене çĕнтертĕмĕр. Кăçал пограничниксем пĕр шухăшлă пулса пуçтарăнчĕç. Ялта чикĕ хуралçисен юпине вырнаçтарчĕç. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Кун пек çĕртен ниçта та каяс килмест

«Ĕне сума вĕрен, атту качча кайсан намăс пулать», — ăс панă амăшĕ хĕрĕсене. «Мана ку кирлĕ мар, ӳссен эпĕ пĕрех хулара пурăнăп», — тенĕ кĕçĕн хĕрĕ. Çавăнпа вăл ĕне сума вĕренмен.

Çулталăк çурă аслăрах аппăшĕ Надежда вара пачах тепĕр майлă калаçнă — вăл мĕн ачаран ялти ĕçсене тума пĕр турткалашмасăр вĕренсе ӳснĕ. Унăн пĕртте хулана каяс килмен. Амăшĕпе пĕрле колхоз ĕçĕсене те хаваспах хутшăннă. Килте икĕ ĕне усранă май пĕрне — амăшĕ, теприне вăл сунă.

Надежда Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Кĕçĕн Ăстакассинче çуралса ӳснĕ, 9-мĕш класс таран унти шкулта вĕреннĕ. Кайран Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне кайнă. Ун хыççăн Йошкар-Олари университетра аслă пĕлӳ илнĕ. Çав хулара студентка 3 çул пурăннă. Вăрман хуçалăхĕн инженерĕн дипломне илнĕ хыççăн вăл Сĕнтĕрвăрри хулинче тавралăха ешĕллентерес енĕпе тăрăшнă. Анчах сезон вĕçленнĕ те çамрăк специалистăн урăх ĕç шырама тивнĕ. Шуршăлти космонавтика музейĕнче ландшафт дизайнерĕ кирлине пĕлсен, 2006 çулта, унта вырнаçнă. «Яла çӳреме меллĕ марччĕ, Сĕнтĕрвăрри урлă каймаллаччĕ. Юлашки автобуса ĕлкĕрейместĕм. Çавăнпа Çĕнĕ Шупашкарта тăвансем патĕнче пурăнтăм», — аса илчĕ Надежда Леонидовна. Вăл ĕçе вырнаçнă хыççăн пĕр уйăхран кунта тепĕр çамрăк специалист — çартан тин кăна таврăннă йĕкĕт — экскурсовода килнĕ. Çак ял каччи Михаил Семенов ача чухнех музейрен тухма пĕлмен. Амăшĕ кунта кассир, смотритель пулнă та Миша уроксем хыççăн ун патне кĕнĕ, хуçалăхра пулăшнă. Анчах ӳссен музей ĕçченĕ пуласси пирки шухăшламан. Шкултан вĕренсе тухсан вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн физикăпа математика факультетне çул тытнă. Диплом илнĕ хыççăнах яш патне çара кайма повестка килнĕ. Пĕррехинче ашшĕ ялти музейре экскурсовод вакансийĕ пушанни пирки çырса пĕлтернĕ. Тĕп управçă Зоя Антонова çак тивĕçре Мишăна курать-мĕн. Ара, вăл кунти кашни экспоната пĕлет вĕт. Служба вĕçлениччен тепĕр уйăх юлнă — шухăшламалăх вăхăт чухах пулнă. Раштав уйăхĕнче хĕсметрен таврăнсан 2-мĕш кунхинех вăл ĕçлеме тухнă. Музей ĕçченĕсем пурте пĕр пӳлĕмре ларнă. Икĕ çамрăкăн калаçмалли тупăнсах тăнă. Вĕсем килĕшӳллĕ мăшăр пулнине ĕçтешĕсем асăрханă та пĕр-пĕрин çумне çураçтарма тытăннă. Каччă хĕре киле ăсатмашкăн кайма тытăннă. Паллашнăранпа çур çул иртсен вĕсем ЗАГСа çул тытнă. Специалист çурлан 11-мĕшне сĕннĕ те мăшăр шухăшласа тăмасăрах килĕшнĕ. Ĕçе килсен кун пирки ыттисене пĕлтернĕ. Директор çеç вĕсем çине тĕлĕнсе пăхнă. Çав кун мемориал комплексĕнче Андриян Николаев космоса вĕçсе хăпарнăранпа 45 çул çитнине анлăн паллă тума палăртнă-çке. Анчах хĕрпе каччă туй кунне улăштарман. Мăшăрланнă кунхине вĕсем музее кĕрсе тухнă, ĕçтешĕсем вĕсене ăшшăн саламланă.

Унтанпа 15 çул иртнĕ. Семеновсен ывăлĕ 14 тултарнă ĕнтĕ, хĕрĕ — 8-та. Арçын ача çамрăк космонавтсен отрядĕнче тăрать. Надежда Леонидовна халĕ — музейăн тĕп управçи, Михаил Николаевич — наука уйрăмĕн заведующийĕ. Çамрăк çемье кăçал хăйсен çуртне куçма ĕмĕтленет. Хальлĕхе Михаилăн  ашшĕ-амăшĕн пулнă хваттерĕнче пурăнаççĕ. Çемье капиталĕпе вĕсем кивĕрех çурт туяннă та ăна чылай пысăклатса çĕнетнĕ. Строительство вĕçленмен-ха. Шалта ĕç пайтах: урай сармалла, алăксем лартмалла...

Арçын ылтăн алăллă пулни ялта питĕ пĕлтерĕшлĕ çав. Акă Семеновсем те çынсене тытса ĕçлеттермен, хăйсем тăрăшнă. «Вĕренсе пыратпăр кăна. Пĕлменнине интернетра пăхатпăр. Çавăнпа хăвăртах пулмасть», — терĕ арăмĕ. 170 тăваткал метра яхăн йышăнакан икĕ хутлă çурта газ, шыв кĕртнĕ ĕнтĕ. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Надежда Бабкина тата унăн «Вырăс юррисем»

Фестиваль унта хутшăнакан артистсемпе куракансене яланах савăнăç парнелет. «Раççей юррисем» фестиваль-марафон вара пирĕн çĕршывăн чи пĕлтерĕшлĕ уявĕпе — Раççей кунĕпе — пĕр килчĕ. Вăл çĕртме уйăхĕн 9-18-мĕшĕсенче иртет. Çавна май уяв пĕлтерĕшĕ тата пысăкланчĕ. Çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче республикăн тĕп лапамĕнче — Хĕрлĕ тӳремре — уяв концерчĕ, кăшт маларах Раççейĕн тĕрленĕ карттин презентацийĕ иртрĕç. Раççей халăх артистки Надежда Бабкина çак проектăн «сăнĕ» пулчĕ.

Чыс та, яваплăх та

Паллă юрăçăн пуçарăвĕпе 16-мĕш хут иртекен фестиваль-марафонăн Чăваш Енри çул çӳревĕ тĕлĕнмелле кăсăклă. Пĕрремĕш концерт Çĕнĕ Шупашкарта иртрĕ, артистсене ун хыççăн Комсомольски, Тăвай салисем йышăнчĕç. Раççей кунĕнче Надежда Бабкинăн юрă-ташă ăстисем Шупашкар халăхĕпе унăн хăнисене уяв кăмăлĕ парнелерĕç. Ун хыççăн республика тăрăх каллех çула тухрĕç: Патăрьеле çитсе килчĕç. Вăрнарти концерта вара «Хыпар» журналисчĕсем те пăхса киленчĕç. Илемлĕ юрă-кĕвĕ итлеме кăна кайман çав унта. Артистсемпе курнăçас, вĕсен шухăшне, куракансен кăмăлне те пĕлес терĕмĕр. Унта вĕт халăх артисткин коллективĕпе килнисемсĕр пуçне вырăнти ушкăнсем те хутшăнчĕç. Вĕсемшĕн «Раççей юррисен» йышĕнче пуласси чыс кăна мар, пысăк яваплăх та. Çавăнпа, ахăртнех, концерта хутшăнакан чăваш ушкăнĕсем палăртнинчен чылай маларахах репетици ирттерме пуçларĕç. Акă Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулти «Çăлтăрчăк» фольклор коллективне çӳрекенсем авалхи ача-пăча вăййисене тапратрĕç. Музыка учителĕ Ольга Николаева тата чăваш чĕлхин вĕрентекенĕ Вероника Дмитриева ертсе пынипе вĕсем «Çерем уçса вир те акрĕç», «Линка-линка авкаланчĕç», ытти сăвва-юрра аса илчĕç. Ушкăн ертӳçи Ольга Николаева пĕлтернĕ тăрăх, Раççей халăх артисткипе Надежда Бабкинăпа пĕр сцена çине тухасси чăннипех пысăк чыс.

Ярмушка ялĕнчи «Шурăмпуç» халăх фольклор ушкăнĕ те вырăнти такмаксене хĕрсех калатчĕ. Унти 16 хĕрарăмпа 2 купăсçă çĕкленӳллĕ, хавхалануллă, çав вăхăтрах шикленӳллĕ кăмăллăччĕ. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Надежда Лаврентьева ертсе пыракан культура çуртĕнчи коллектив «халăх» ята 2000 çултах илнĕ. Ярмушка тăрăхĕнчи халăх юррисене çĕнĕ пурнăç парнелесе вăл сумлă çак ята чăннипех тивĕçлĕ.

ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Галина Иванова районти культура çуртĕнчи халăх театрне кăна мар, «Санар» фольклор ушкăнне те ертсе пырать. Галина Васильевна вăхăтне ăçтан тупать-ши? Уншăн талăкра 24 сехет мар, ытларах та пулĕ тесе те шухăшлас килет. Мĕншĕн тесен вăл «Санарпа» ăçта кăна çитсе курман-ши? 2016 çулта çĕнĕрен вăй илнĕ хыççăн Вăрнарсене Беларуçра та, Ижевскра та, Пенза, Киров, Иваново, Саратов облаçĕсенче те, ытти тăрăхра та ăшшăн йышăннă. Артистсем çине пăхма кăмăллă: вĕсен тумĕ çĕнĕ. Меллĕ автобуспа тивĕçтернĕ.

«Паян Надежда Бабкинăпа курнăçасси тата унпа пĕр сцена çинче юрласси — чуна вырнаçайми савăнăç. Çĕртмен 16-мĕшĕнче Питĕре тухса кайăпăр, унти чăвашсен Акатуйне хутшăнăпăр, Вăрнарсен туй юррисемпе паллаштарăпăр», — пĕлтерчĕ пире Галина Васильевна. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


Упăшкине хисепленĕрен ачисене чăвашла вĕрентнĕ

«Юратса качча илнĕ», — терĕ Андрей Николаевич. Мăшăрĕпе килĕшнине палăртса Чулпан Тимерхановна та пуç сĕлтрĕ: «Килĕштернĕ ĕнтĕ пĕр-пĕрне».

Туйăмсем тӳрех хĕмленмен

Анчах икĕ чĕрене хĕмлентерекен туйăмсем пĕр самантрах хыпса илмен-ха. Пурнăçра пĕр çулпа утма тивессине те çамрăксем тӳрех ăнланман.

Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишекĕн каччи тата Комсомольски районĕнчи Тутар Йăвашкел хĕрĕ пĕрремĕш хут Кĕçĕн Çĕрпӳелти кирпĕч заводĕнче тĕл пулнă. «Манăн анне унта ĕçлетчĕ. Эпĕ ăна пулăшма час-часах каяттăм, — аса илчĕ Чулпан. — Андрей та, пулас мăшăрăм ĕнтĕ, çав вăхăтра заводра ĕçлетчĕ».

Каччă чипер сăн-питлĕ, вăр-вар хĕре асăрхамасăр пултарайман паллах. Анчах тӳрех унпа сăмах пуçарман вăл. Малтан амăшĕн кăмăлне каяс тенĕ ахăртнех. Унран хĕрĕпе паллаштарма ыйтнă. Э-э-э… Паллашма-и унта? «Çук, çук! Качча кайнă эпĕ, манăн икĕ ача пур», — тесе суйнă ун чухне Чулпан. Андрей ĕненмен, амăшĕнчен тĕплĕнрех ыйтса пĕлме шутланă. «Суять. Ăçта качча кайтăр? Çамрăк-ха вăл», — тени йĕкĕте самай хăюллантарнă. Чулпан ун чухне 19 çулта пулнă. Çапла сăмах çумне сăмах хушсах çамрăксен хушшинче туслăх амаланнă. Кĕçех туйăмсем те вăйланнă. Андрей Тутар Йăвашкелне çӳреме пуçланă. Хĕлле — йĕлтĕрпе, çулла — велосипедпа. Тутар ачисене, паллах, малтанхи вăхăтра чăваш каччи вĕсен ялне савнийĕ патне пыни килĕшмен. Каярахпа вăл ырă шухăшсемпех çӳренине ăнлансан кăмăлĕсем уçăлнă.

Шăпаран иртеймĕн

Паллашнăранпа виçĕ çул иртсен, çак шутран пĕр çулталăк çурă хĕрпе каччăлла çӳресен, Андрейпа Чулпан çемье çавăрма шут тытнă. Ку хыпар хĕрĕн кукамăшне пăлхантарсах ӳкернĕ. «Анне çăмăллăн йышăнчĕ. Анчах кукамая йывăр килчĕ. Вăл тĕне ĕненсех çирĕп тытса пыратчĕ. «Сан валли пĕр тутар каччи те пулмарĕ-шим? Мĕн-ма чăвашпа калаçатăн-ха? Пĕр çĕтĕк-çурăк тутар каччи те пулсан туп ĕнтĕ», — ӳкĕтлетчĕ вĕçĕмсĕр. «Кукамай, вăл мана питĕ килĕшет», — теттĕм. Туйăмсем çуралса çирĕпленсех пычĕç. Кайран уншăн кăна çунма пуçларăм. Вăл кăна — пулас упăшка Андрей — кирлĕччĕ», — аса илчĕ Чулпан.

Шăпа çырнинчен иртеймĕн çав. Турри чăваш каччипе тутар хĕрĕн пурнăç сукмакĕсене пĕрлештермелле çырнă тăк… Çаплах пулса тухнă та. Кукамăшĕ те ĕнтĕ юлашкинчен мăнукĕ чăваш каччипе кăна телей тупассине ăнланса илнĕ — хирĕçлемен. Сандыркинсем çемье çавăрнăранпа кăçал 21 çул иртнĕ. Виçĕ хĕр çитĕнет вĕсен. Асли Диана Канашри финанспа экономика техникумне пĕтернĕ, Шупашкара çак енĕпех аслă шкула вĕренме кĕнĕ. Вăталăххи Анастасия Ыхра Çырми шкулĕн 7-мĕш класĕнчен, кĕçĕнни Аделина 5-мĕш класĕнчен вĕренсе тухнă. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   


Упăшкинчен 33 çулта юлнă

Пурпĕрех урăх качча кайман

«Кун иртет те çĕр иртет. Кĕç çуралнă кун çитет. «Татах тепĕр çул ватăлатпăр», — тетпĕр. Тин кăна тунтикунччĕ. Сисместпĕр те — шăматкуна çитсе «çапăнатпăр». Çавăн пекех иртсе пырать вăхăт», — калаçăва çапла пуçларĕ Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçра пурăнакан ĕç ветеранĕ Нина Матвеева. Çăмăл килмен унăн шăпи. Çапах пуç усман вăл, хавхаланăва çухатман.

«Сана сехет кирлĕ мар»

Нина Матвеева /хĕр чухнехи хушамачĕ Степанова/ Аслă Арапуç ялĕнчех нумай ачаллă çемьере ӳснĕ. Амăшĕ Клавдия Максимовна сакăр ача çуратнă. Вĕсенчен виççĕшĕ пĕчĕклех пурнăçран уйрăлнă. Нина çемьере асли пулнă.

«Атте Василий Моисеевич 41-тех çĕре кĕнĕ. Шăллăм Иван атте вилсен виçĕ уйăхран çуралчĕ. Анне пире, пилĕксĕмĕре /ман хыççăн икĕ йăмăкпа икĕ шăллăм çуралнă/, пĕчченех пăхса ӳстерчĕ. Мана вăл 8 класс пĕтерсен /ун чухне 15-ре пулнă/ сурăх фермине ĕçлеме кĕртрĕ. Пĕлӳ илме сĕре ĕмĕтленеттĕм. Анчах анне вĕренме ямарĕ», — калаçăва сыпăнтарчĕ Нина Васильевна.

Пăрчăкан пек ĕçчен хĕре колхозра хисепленĕ. Каярахпа ăна район депутатне те суйланă. Шупашкара ял хуçалăх ĕçченĕсен уявне темиçе хутчен те янă. Ĕçри пуçарулăхпа хастарлăхшăн хисеп хучĕсемпе, медальсемпе чысланă. Владимир Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ тĕле пани те пур унăн.

«Астăватăп-ха: Болгарие 24 кунлăха тӳлевсĕрех канма ячĕç. Мускавра ВДНХ медальне тата алла çыхмалли чаплă сехет панăччĕ. Çав вăхăтра йăмăкăм Лиза Чĕмпĕр хулинче медике вĕренетчĕ. «Нина, сана ку сехет кирлех мар. Ăна вĕренекен йăмăкна памалла», — терĕ мăшăрăм пĕррехинче. Сехете Лизăна çыхтарчĕ. Пулас мăшăрăмпа пĕр ялта ӳснĕ эпир. Пĕр-пĕрне ачаранах пĕлнĕ. Каярахпа вăйăра куркаланă. Унтан каччăсемпе фермăна хăпаратчĕ. Çавăнта «хĕрлĕ кĕтес» пурччĕ. Пире телевизор лартса панăччĕ. Ун чухне сенкер экран кашни килтех пулман. Вăл мана: «Юрататăп», — тесе нихăçан та каламан. «Авланатăп», — тесе çăвар уçман. Клуба çӳреттĕмĕр. «Эпĕ кĕçĕр Нинăна илсе кĕретĕп», — çапла каланă вăл кĕркуннехи пĕр каçхине юлташĕсене. Эпĕ унăн пиччĕшĕн ачине шыва кĕртнĕ чухне тытнăччĕ. «Кумусем килнĕ, кĕрсе тух», — чĕнчĕ вăл мана клубран таврăннă чухне. Ача курмалла тесе кĕтĕм. Пăхатăп та — пӳрт тулли каччă ларать. Пулас пăянам та пур. Сĕтел хатĕрленĕ. Ташлама пуçларĕç, мана кăларса ямарĕç. Вăт çапла пĕрле пурăнма пуçларăмăр», — калаçăва тăсрĕ Нина аппа.

Шел, мăшăрĕпе чылай çул шăкăл-шăкăл савăнса пурăнма пӳрмен ăна. Геннадий Александрович Аслă Арапуçри «Сельхозтехникăра» трактористра ĕçленĕ. Яланах малтисен ретĕнче пулнă. Сурăх ферминче сакăр çул ĕçленĕ хыççăн Нина Матвеева мăшăрĕпе Чĕмпĕр облаçне тухса кайнă. Пӳрт лартма укçа ĕçлесе илме тĕв тунă çамрăк мăшăр. Упăшки совхозра трактористра вăй хунă. «Самосвалпа» тырă турттарнă. Каярахпа ăна сĕт машини çине лартнă. Нина Васильевна лаборанткăра тăрăшнă. Унта Матвеевсене хваттер панă. Икĕ ачи çавăнта çуралнă. Аякран таврăнсан вĕсем çурт лартнă. Нина Васильевна Аслă Арапуçри крахмал заводне ĕçе вырнаçнă. Крахмал кăларнă çĕрте, сушилкăра ĕçленĕ. Каярахпа çĕр улми авăртакан çĕрте, мойкăра вăй хунă. Шел, 1983 çулта тракторпа ĕçленĕ вăхăтра Геннадий Матвеевăн пурнăçĕ сарăмсăр татăлнă. Ун чухне вăл 34-ра пулнă. Нина Васильевна упăшкинчен 33-ре юлнă. Аслă ывăлĕ Саша 1-мĕш класа кайнă, кĕçĕнни Юра садик ачи пулнă. <...>

Роза ВЛАСОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.