Хĕрлĕпе çунакан Улатăр тата 200 пин ĕçлесе илекен ачасем çинчен
«Çивĕч», — çапла хакларĕ республикăри наркотиксемпе çыхăннă лару-тăрăва Шалти ĕçсен министерствин наркотиксен çаврăнăшĕпе кĕрешекен управленийĕн пуçлăхĕ Сергей Наумов. Çавна май Чăваш Енĕн наркотиксемпе кĕрешекен комиссийĕн кĕçнерникун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче влаç тытăмĕсен, муниципалитетсен администрацийĕсен ĕçĕ тĕлĕшпе самай тиркевлĕ калаçу пулчĕ.
Сергей Наумов палăртнă тăрăх, республикăна наркотик çав-çавах нумай килет — Мускавран, ытти регионтан. Çийĕнчен хамăр патра çитĕнтерекен наркăмăш та çук мар. Наркотиксемпе çыхăннă преступленисен шучĕ чакни палăрать, анчах ку çивĕчлĕх сирĕлнине пĕлтермест. «Шурă вилĕм» сутса услам тума ăнтăлакансем хăйсен киревсĕр ĕçне ниепле те пăрахасшăн мар. Çакна çирĕплетекенни — наркотик сарас енĕпе каварлашса ĕçленĕ ушкăнсене сиенсĕрлетни. Унашкаллисем тĕлĕшпе кăçал кăна 9 уголовлă ĕç пуçарнă. Кăрлачра наркотик суту-илĕвĕпе аппаланакан ушкăнăн 12 членĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Вĕсем Чăваш Енре кăна мар, Мари Элта та тымар янă-мĕн. Çак ушкăна сиенсĕрлетес енĕпе полици 2020 çултанпа ĕçленĕ – тинех ăнăçлă вĕçленĕ.
Преступленисен шучĕ чакнă пулин те регионта пĕлтĕр наркотиксемпе усă курса вилнисен шучĕ самай пысăкланнине палăртнă — 38 çын пурнăçĕ татăлнă. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов 2019 çулта вилнисен шучĕ 100 пин çын пуçне 0,5-пе танлашнине аса илтерчĕ. 2020 çулта хурлăхлă кăтарту пысăкланнă — 1,5-е çитнĕ. Иртнĕ çулхи цифра вара — 3,2!
Сергей Наумов шучĕпе, чи малтанах наркобизнесăн экономика никĕсне хавшатни пысăк пĕлтерĕшлĕ — ШĔМ шăпах çак тĕллеве тĕпе хурса ĕçлет. Çулталăк пуçланнăранпа саккунсăр çаврăнăшран республикăра 5 килограмм ытла наркотик туртса илме те ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Вăл çавăн пекех наркотиксен тыткăнне лекнĕ çынсен реабилитацийĕ енĕпе ĕçлемеллине палăртрĕ. Шел те, унашкаллисем тĕлĕшпе тивĕçлĕ обязательствăсем палăртаççĕ, анчах граждансем çакă хăйсене кирлине ăнланасшăн мар пулас — вĕсене пурнăçлассинчен чылайăшĕ пăрăнать.
Шалти ĕçсен министрĕ Виктор Шметков наркотиксенчен хӳтĕленессипе çыхăннă профилактика ĕçне шкула ачисемпе студентсен хушшинче кăна йĕркелени çителĕксĕрри çинчен калаçу пуçарчĕ. Çивĕчлĕх ытти ӳсĕмри çынсен хушшинче те палăрать, эппин, вĕсене те шутран кăларма юрамасть. Вăл республикăри 15 районпа 3 хула кăçал хăйсен бюджечĕсенче наркотиксенчен сыхланмалли профилактика ĕçĕ валли пăхса хăварнă укçан пĕр тенкипе те усă курманни çинчен каласа тĕлĕнтерчĕ. Мĕн кĕтеççĕ — калама хĕн.
Тĕплĕнрех «Хыпар» хаçатăн çитес номерĕнче вуласа пĕлĕр.
Комментировать