Сывлăха упрăр!

20 Мая, 2022

Çĕнĕ коронавирус инфекцийĕнчен прививка тутарни — кашни çыншăн хӳтлĕх 

Çамрăксем чылай чухне хăйсем Covid-19-па чирленине пĕлмеççĕ те. Çавна май аслă ӳсĕмрисемшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.

Çулланнисем тата ватăсем коронавирус чирне йывăррăн чăтса ирттерекенсен ушкăнне кĕреççĕ. Вĕсене чир шар кăтартни кăна мар, ытти амак та вĕрĕлме пултарни сисчĕвлентерет.

Çĕнĕ коронавирус инфекцийĕнчен вакцина шухăшласа кăларни пандемипе кĕрешмелли çĕнĕ ярăм пулса тăчĕ. Тĕпчевсем вакцина тухăçлине тата хăрушă маррине кăтартрĕç. Раççей ăсчахĕсен шухăшĕпе, аслă ӳсĕмри граждансем те çĕнĕ коронавирус инфекцийĕнчен вакцинациленме пултараççĕ.

Шел те, вакцина вирус ерессинчен хӳтĕлемест, анчах та чир шала каяссинчен сыхлать. Вакцинаци хыççăн организмра антителăсем йĕркеленеççĕ, вĕсем чир ураран ӳкерессинчен упраççĕ. 

Аслă ӳсĕмри граждансемшĕн Раççей Федерацийĕнче регистрациленĕ кирек хăш вакцина та юрăхлă. Хăшĕ уйрăмах вырăнлине, лайăххине тухтăр татса парать.

Шала кайнă чирсемпе нушаланакан çынсем те прививка тутарма пултараççĕ. Чир вĕрĕлнĕ тапхăр кăна ан пултăр. Çавăн пекех вакцинаци вăхăтĕнче ОРВИ паллисем те пулмалла мар. Çавăнпа та прививка тăвиччен пациента медицина ĕçченĕ тĕрĕслет. Çакăн хыççăн вакцинаци тумалли е тумалла марри пирки йышăну тăваççĕ. 

Чăваш Республикинче пурăнакансем иммунопрофилактика тĕллевĕпе хăйсем çирĕпленнĕ поликлиникăна е мобильлĕ прививка пункчĕсене кайма пултараççĕ. Вĕсен ĕç кунĕ пирки медицина организацийĕсен сайтĕнче тупса вулама пулать. Малтан калаçса татăлнă хыççăн мобильлĕ прививка бригадисем граждансем патне килне те пыма пултараççĕ.

Вакцинаци — хӳтĕлевĕн чи шанчăклă меслечĕ. Вăл пандемие лăплантарма тата аслă ӳсĕмрисен сывлăхне упрама пултарать. Хăвăра упрăр тата сывлăхлă пулăр!

www.hypar.ru

Ульяна ПЧЕЛКИНА,

Чăваш Республикин ОМС территори фончĕн ОМС йĕркелĕвĕн пайĕн тĕп специалисчĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.